Чăваш тĕнчи пысăк...
1991 çулхи раштав уйăхĕнче Крымри Саки хулинчи «Саки» ятлă санаторире каннă хыççăн киле таврăнма тухрăм. Симферополь хулинче хама кирлĕ япаласем туянтăм та чукун çул вокзалĕ çумĕнчи перрон çинче пуйăс кĕтсе тăратăп. Перрон çинче халăх: ларса каякансем те, ăсатма тухнисем те сахал мар. Кивĕрех кăна пальто тăхăннă, хуçалăх сумки йăтнă арçын пĕр ушкăн çын патĕнчен тепĕр ушкăн патне пырса сăмах хушса çӳрет. Акă вăл ман пата та пырса çитрĕ, сумкине перрон бетонĕ çине лартрĕ. Унта кăмăшка тултарнă кĕленчесем иккен. Хайхи сыпмалли туянма сĕнет.
— Хама кирлĕ япаласене туянтăм, çав шутра эрех те, — терĕм вырăсла калаçакана вырăслах. Хам çав хушăрах: «Ай-хай, кам-ха ку çын, чăваш мар-ши?» — тесе шухăшлатăп. Сутăçă сумкине илчĕ те тепĕр ушкăн патне кайма тăчĕ.
Çав самантра эпĕ хыттăн кăна:
— Ара, эсĕ чăваш вĕт! Мĕн туса çӳретĕн кунта? — терĕм.
Кайма тăнă çын чарăнчĕ, хыçалалла çаврăнчĕ, ман çине тинкерсе пăхрĕ, çывăхарах ура ярса пусрĕ те:
— Ăçтан пĕлетĕн эсĕ эпĕ чăваш иккенне? — ыйтрĕ тĕлĕнсе.
Эпĕ хамăн тавçăрулăхпа мăнаçланнине кăтартас мар тетĕп:
— Пăхсах курăнать вĕт чăваш пулни. Эпĕ Пушкăрт Республикинче пурăнакан чăваш, курортра каннă хыççăн киле таврăнатăп.
— Эпĕ хам Чăваш Республикинчен, — районне, ял ятне те каларĕ, — вунă çул ытла ĕнтĕ кунта пурăнатăп. Хуларан инçе мар. Кăçал виноград нумай пулчĕ, пăсăлать, çавăнтан кăмăшка тăватпăр.
— Çак çĕрсене килсе канма çеç аван, пурăнма тем лайăххи çук. Çĕрĕ япăх, хамăрăн хура тăпрана çитеймест, шыв енчен те хĕсĕк, — тетĕп эпĕ пĕтĕм çурутрав халăхĕ Днепр шывне ĕçсе пурăннине асра тытса.
— Э-э-й-й, тата пăртак пурăнсан эпĕ те хамăн тăван яла таврăнатăп. Тепĕр енчен кунта та пурăнма пулать те...
Çав хушăра пуйăс хуллен шуса килни курăнчĕ. Ентешĕм мана телейлĕ çул сунчĕ, эпĕ те ăна суту-илӳ ĕçĕнче ăнăçу сĕнтĕм. Çапла ятсене ыйтса пĕлмесĕрех пĕр-пĕрне ырă сунса уйрăлтăмăр.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...