Юлашки уявçă
Пупсене, капиталистсене, кулаксене, пыршă-пакартасене, резинка пек сарăлакан хăмпусене савăнтаракан мункун çитес умĕн пирĕн ялта юлашки единоличник Эртем Ехреме икĕ пăт салатран сăра турĕ, сухан хуппи шывĕпе çăмарта хĕретрĕ.
Мункун кĕллине тăрса килнĕ хыççăн Ехрем лашине тăварчĕ те арăмне «Христос чĕрĕлнĕ» ятпа ыталаса чуптăвас шухăшпа пӳртелле васкарĕ. Анчах арăмĕ вырăнне пӳрт алăк хăлăпне çеç чуптуса илмелле пулчĕ: арăмĕ алăкне питĕрсех таçта тухса. кайнă иккен. Юрать — çăраççи ăçтине пĕлет-ха Ехрем. Уçса кĕчĕ.
Вăхăт нумаййине кура, Ехрем хырăмĕн тăпăрчă икерчи çиес килекен пулса кайнă. Анчах арăмĕ пĕçерсе хăварман.
Тип çăкăрах кавлеме тиврĕ.
Тĕпсакайĕнчен сĕтел çине пĕчĕк чăмпа сăра тухса ларчĕ. Сăра курки те тупăнса пычĕ. Пирвайхи сăра куркине, ахаль чухнехи пек, никампа чуптуса илмесĕрех ĕçме кичем пек туйăннăран, Ехрем тулли сăра куркине «Христос воскрес» тесе чуптуса илчĕ те сăрине пыр шăтăкĕ витĕр хырăмне ячĕ.
Виç-тăват курка умлă-хыçлăн тĕпленĕ хыççăн пӳрте хĕрлĕ питлĕ, çутă çӳçне кĕскен илтернĕ пионер — галстуклă ача кĕрсе тăчĕ. Унăн чакăр куçĕсем савăнăçлăи пăхаççĕ.
— Ехрем тете! — терĕ ача, хашкаса чупса килнĕскер.
— Мĕн? — терĕ Ехрем, арпашăнса кайнă сухалне ывăç тупанĕпе юсакаласа. — «Христос воскрес» тесшĕн пулĕ эс мана... Юрать. Мункун ячĕпе...
— Колхозниксем мана эс мĕн ĕçленине пĕлме ячĕç, — терĕ ача, Ехремĕн юлашки сăмахĕсене илтмĕш пулса.
— Мункунра кам ĕçлет? — тесе сассине улăштарсах хăтăрса илчĕ Ехрем.
— Паян пурте ĕçлеççĕ. Хăшĕ карçинкка тăваççĕ, хăшĕ вĕрен яваççĕ, хăшĕ чăпта çапаççĕ. Никам та ĕçлеменни çук, — ача, çӳçне хăрах аллипе хыттăн сăтăрса илсе, кхм! тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне.
Ехрем, куç харшисене сиктеркелесе, ача çине ним шарламасăр пăхса тăчĕ те, пуçне силлекелесе, кулкаланă пек туса:
— Сана хĕрлĕ çăмарта парасшăнччĕ те, анчах эсĕ «Христос чĕрĕлнĕ» ятпа мана чуптума маннă-çке! — терĕ.
Ача Ехрем куçĕнчен тӳррĕн пăхса:
— Чуптусан чир ерме пултарать, — тесе хучĕ.
— Апла пулсан, кай кунтан! — тесе, ачана тĕртсех пӳртрен кăларса ячĕ.
Ача кайнă хыççăн Ехрем, шухăша путса, ним чĕнмесĕр сухалне турткаласа ларчĕ. Унтан йытă тирĕнчен тунă кивĕрех çĕлĕкне илчĕ те, хăй хыççăн алăка тĕплĕн хупса, килкартине тухрĕ.
«Пĕччен ĕçсе ларма кичем — ни сăмах вакланмасть, ни какрăш килмест», тесе шухăшласа илчĕ пулмалла та пуçĕ, Ехрем Кĕркурисем патне кайма тухрĕ.
Кĕркури хăйĕн яланхи ĕçнех туса ларать. Урайĕнче лапчăнса пĕтнĕ витресем, çивиттилĕх тимĕр татăкĕсем ахаль кунхи пекех выртаççĕ. Тутăх шăршипе сăрламалли çу шăрши сăмса шăтăкĕсене кăтăклать.
Ехрем, кил хуçи Кĕркури патне пырса тăрса:
— Христос воскрес! — терĕ, йĕперех те хулăн тутине малалла тăсса.
Кил хуçи пуçне силлесе илчĕ, табак хутаççине туртса кăларчĕ, чĕлĕмне шыраса тупрĕ, ун ăшне табак тултарнă хушăра çапла каларĕ:
— Ни арăму мар, ни хĕр мар, ни ачу мар мана чуптума. Çавăнпа та чуптăвар мар пулĕ, ахалех юрĕ, — терĕ.
Нимĕнле мар пулнипе Ехрем кил хуçине:
— Ман патăма мункун сăри ĕçме пыратăн-ши? Ятарласах чĕнме килтĕм! — терĕ.
— Пыраймастăп. Ĕç пур... Эсĕ тата ма ĕçлеместĕн? — терĕ Кĕркури, Ехреме именнĕ куçĕсенчен пăхса.
Ехрем ним чĕнмесĕр çаврăнчĕ те пӳрт алăкне шан! тутарса хупса тухса кайрĕ.
Хапхаран тухсан, вăл пĕр самантлăха чарăнса тăчĕ. Унталла та, кунталла та пăхса илчĕ те, урисем Хĕлип патнелле кайма тытăнчĕç.
— Вăл ăслă çынччĕ-ха! — тесе Ехрем Хĕлип пӳртне кĕрет.
Хĕлипĕ те, арăмĕ те ирех колхоз мастерскойне атă çĕлеме тухса кайнă. Пĕр ачи çеç кил пăхма юлнă.
— Христос чĕрĕлнĕ! — терĕ Ехрем, ача умне пĕшкĕнсе ларса, ун тутипе тытма хăтланса.
— Чĕрĕлнĕ пулсан, хĕвел ăшшине кăларса типĕтес пулать, унсăрăн ытларах чĕрĕлсе кайма пултарать! — тет ăна хирĕç ача.
Ехрем ача çине çилленнипе тьфу тесе сурать те каялла тухса каять. Тепĕр килре те вăл кун колхозра кунĕпех чăпта çапнă. Ункă Петĕрĕ «Христос воскрес» тенине хирĕç: «кăвас чĕресленсе» çӳремелле мар халĕ, — тенипе Ехреме пит хытă çиллентерсе ярать.
Урам тăрăх кăштах кайсан, Ехрем чарăнса тăчĕ те, куçне ывăç тупанĕпе хупласа, йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Пĕр кивĕрех сăхманлă, вăтам пӳллĕ çын анаталла утса кайнине курсанах, Ехрем:
— Пуçана! — тесе йыхăрса илчĕ.
— Мĕн?
— Ан кай-ха... Христос чĕрĕлнĕ! — терĕ, пуçанин сылтăм аллине чăмăртаса.
— Ну?! — терĕ пуçани, тĕлĕннĕ пек пулса.
— Мĕн «ну» тетĕн? Мункунра Христос кашни çулах чĕрĕлнине пĕлместĕн-и?
— Чĕрĕлнĕ пулсан, халĕ ăçта-ши вăл, пĕлместĕн-и? Колхоз витине тума илсе каймаллаччĕ. Унăн, чĕрĕлнĕскерĕн, вăйĕ чылай пулĕ-ха. Каскалама пултараймасан, пĕренесем йăтса патăр.
«Пуçана та ухмаха тухнă. Каям-ха хам пек колхоза кĕмен Петĕр патне».
— Ман килес! — терĕ Ехрем, Петĕр килие кĕрсен. — Христос воскрес!
— Гострест! Мĕнле трест?
— Ара, паян мĕнле кунне пĕлместĕн-и, Петĕр кум?
— Мĕнле кум? — тет Петĕр, çута куçĕсемпе Ехрем çине чеен пăхса, кăвакарма тытăннă сухалне шăла-шăла илсе.
— Мункун! — терĕ ним иккĕленмесĕр Эртем Ехремĕ.
— Тĕрĕс. Пит мăнă кун паян. Майăн 1-мĕшне эпир кăна мар, пĕтĕм тĕнчипех ĕççыннисем уявласа ирттереççĕ. Эсĕ мĕн паян ним ĕçсĕр сулланса çӳретĕн?
Терентисен Тимукĕ патĕнче «Христос-воскрес» тенине хирĕç чĕнекен-тăвакан пулмарĕ, пĕртен-пĕр киле юлнă сăтăр тăвакан кушакĕ çеç, сĕт чĕресĕ çинчен сиксе анса, кăмака айне пытанчĕ.
Ĕнтĕркенĕ куçĕсем çĕрелле пăхса пынă пирки Ехрем урамра çӳрекен лаша çине пырса тăрăнчĕ. Лаша тутипе хăйĕн тути тĕлме-тĕлех пулсан, Ехрем картах сиксе илсе, кам пулнине пăхмасăр «Христос воскрес» тесе каларĕ лашана. Ехрем телейне кура, лаши те мункун йăлине юратманни пулнă: «Вуниççĕм воскрес» тесе калас вырăнне шăмарса илчĕ.
* * *
Мункун ăçтине шыраса çӳрекен Ехрем ялти чи ватă Майрепи карчăка тĕл пулсан, тинех тутапа тута пĕрлештермелли май тупăнчĕ. Такам тутинчен те тутлăраххăн туйăнчĕ пирĕн Ехреме Майрепи тути. Вăл карчăкăн аллине чăмăртарĕ, лешĕн пӳрнисем шăтăрт турĕç...
Хăй чĕннипе Майрепи карчăк виçĕ курка сăра ĕçме пыма пулнă хыççăн Эртем Ехремĕ савăнннпе урисемпе тапăртатса, пĕтĕм ӳт-пĕвĕпе сулланса илсе:
— Каяр эппин! — терĕ.
Пӳрте илсе кĕрсен, мункун йăлипе карчăка хĕрлĕ çăмарта тыттарчĕ, сăра ăшăтса илчĕ. Хăрах куркине тĕпленĕ хыççăн карчăк, тин çеç шывран кăларнă пулă пек вăрăммăн сывласа илсе, сывлăш çавăрчĕ те Ехреме хăй кĕсйинчен пĕр ывăç хĕвелçаврăнăш кăларса тыттарчĕ.
Ехрем савăннипе тарласа кайрĕ, те мункун тăвакан чун тупăннăшăн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртесе, «чĕрĕк» текен çуттине, арăменчен вăрттăн илнĕскере, савăннипе чĕтрекен аллисемпе илсе пырса лартрĕ.
* * *
Лăпкă çил Ехрем çӳçĕпе вылять. Ехрем хăй çăварне уçса пăрахнă, куçĕсене хупнă, хăмла вĕренĕ евĕрлĕн харлаттарать вăл. Ун патĕнчен урăмпа иртсе каякан, кунĕпех ĕçленĕ çынсем, тăра-тăра, унта кам выртнине пăхса пĕлнĕ хыççăн:
— Мункун юлашки уявçи авă мĕнле илемлĕн сарăлса выртнă кунта! — тесе ирте-ирте кайнă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...