Чире ертекен тилперен
Унтрие арăмĕ сĕт яшкисем, какай яшкисем пĕçерсе парать кашни кунах. Çи, тăраничченех çи. «Питçăмарту тăварланă хăяр пек пулса кайнă»,— тет вара вăл упăшки аллине сăрламан кашăк тыттарса.
Арăмĕ ăна ытлашши сăмах чĕнмест. Ара чĕнесчĕ те... Хăрамалла унтан — тутаран çыртса илесрен хăрамалла. Катăк тутапа пасарсене çӳреме илемлех мар, тата çилленсен тутана тăсма та чăрмавлăрах.
Унтри çилленнĕ вăхăтра тутаран çыртса илесрен хăрамаллах пулнă çав.
Юлашки вăхăтра вăл урамра та, килкартинче те, тапак хутаççи шыранă чухнехи пек, пуçне усса çӳрет тата кашни кун икшер-виçшер хут пӳрт тăррине хăпарса чĕлĕмне паккаса ларать. Хăй юратнă арăмĕ те, никам та унтан: «Мĕн чĕп амăшĕ пек сарăлса ларатăн çак эсĕ мăрье кутĕнче?» — тесе ыйтма хăраççĕ. Хăраççĕ, мĕншĕн тесен Унтри тилпĕрен çинĕ тесе ят тухнă ялта...
Çанталăк çав тери ăшă пулин те, кӳршĕсем Унтрирен сивĕннĕ. Ĕлĕк ун ури умне пырса ачашланма юратакан саплăк тирлĕ кушакĕ те Унтрирен пăрăнарах çӳреме пуçланă. Арăмĕ курнă тăрăх, хăнкăласем те, Унтрие курсан, мăк ăшне тарса пытанма пуçланă. Çав тери хăрамалла пулнă ĕнтĕ кашни кун пӳрт тăррине хăпарса чĕлĕмне паккаса ларакан, «тилпĕрен çинĕ» тесе ят тухнă Унтрирен.
Тилпĕрен хăватне сирсе ярас тесе, пĕрле çирĕм çул пурăннă арăмĕ Сителти хăрах куçлă старик патне те кайса пăхать. Кив Этмен чиркĕвне кайса 10 пуслăх çурта лартса, турра хĕрĕх хут ӳксе пуççапса та пăхнă, анчах... Унтри пӳрт тăррине хăпарса ларма пăрахмасть. Кашни кунах икшер-виçшер хут хăпарать. Ĕлĕкхи пекех.
Унтри пӳрт тăррине хăпарса ларни çинчен шухăшласах арăмĕ те чире ерчĕ. Выртмаллипех выртать вырăн çинче. Текех ĕнтĕ вăл сĕт яшкисем, какай яшкисем пĕçереймест. Унтри тип çăкăрпах пурăнать.
Мĕн калăр эсир ăна-кăна шухăшласа илеймен пуçăрсемпе? Унтри тип çăкăрсем кăшлама пуçланăранпа пӳрт тăррине улăхса ларма пăрахрĕ вĕт. Тĕксĕмленнĕ куçĕсем çуталчĕç. Усăннă пуçĕ кăштах хăпарчĕ. «Тилпĕрен çини» сисĕнми пулчĕ.
Ăна кура, шухăшпа чире ернĕ арăмĕ те сывалчĕ.
Сывалнă хыççăн малтанхи кун пултăран яшки пĕçерме тытăнсанах, Унтри каллех мăрье кутне хăпарса ларчĕ.
Хуйхăрать Унтрин арăмĕ.
— Иксĕмĕртен пĕрине вĕлересшĕнех пулмалла турă. Эпĕ чирлесен Унтри сывалчĕ, эпĕ сывалсан Унтри чирлесе каллех мăрье кутне хăпарса ларакан пулчĕ, — тет вăл кӳршĕ арăмĕсене.
— Как вут хутап, мăрье кутне хăпарса ларать. Как вут хӳтса кăларап, мăрье кутĕнчен анать. Кам тухатрĕ-ши пире? — тет тата вăл хуйхăрса аптранă енне.
— Мĕнле чирпе чирленĕ ара? — тесе ыйтасшăн пулмалла та эсир, çакна вулакансем. Калам эппин. Акă çыру. Юлташ çырать ăна.
«Пирĕн ялта Метняков Унтрийĕ вут хутнă чух пӳрт тăррине хăпарса мăрйине (трупине) хурал ларать вут çунса пĕтичченех. Мăрйине юсаман та, мăрьерен вут хыпса илсе пӳрчĕ çунса каясран хăрать...»
Ăнлантăра?
Арăмĕ те пĕлмен Унтри мĕншĕн çапла хăтланнине. Каламан ăна Унтри. Лешĕ (арăмĕ ĕнтĕ) каласан та ăнланас çук та, мĕншĕн тесен арăмĕ ним илтми хăлхасăрскер пулнă. Хăлхасăра каланинчен каламанни, тенĕ.
Унтри паян кун та мăрье кутĕнче сарăлса ларать.
Унтри пек Унтрисем, Унтри пек Макарсем, Ваçлисем тата Митраппансем халĕ пулма кирлĕ мар. Пулма кирлĕ мар пулин те, пулма пултараççĕ. Çавăнпа, ал Советсем çуллахи вăхăтсенче мăрьесене пăхкаласа çӳрĕр. Кам та пулин «лармасть-и» чĕлĕм паккаса Унтри пек мăрье кутĕнче?
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...