Ылтăн витри
Пĕр пус укçа çĕр чул айĕнче выртать тенĕ ваттисем те, тен, тĕрĕсех мар пуль вăл. Укçана çул çинче те тупма пулать. Сăмахран, пĕр-пĕр хуçа, çула тухас умĕн кĕсйинене арăмне саплаттарма ĕлкĕреймен пулсан, унăн укçи тухса ӳкет те çул çине, эсĕ ăна тупатăн. Тупатăн та пуятăн. Çил армань лартма та юрать вара вăл укçапа.
Танила Мĕкĕти çавăнпа та укçа-тенкĕ шеллемест. Пĕр пус укçана вара сурчăк вырăнне те хумасть. Ав, нумаях пулмасть пасарта кăвас сутакан майрана тӳрех çапла каланă вăл:
— Пĕрре ĕçнĕ чух, — тенĕ, — ним шеллемесĕрех ĕçес-ха. Пар-ха мана пĕр пуслăх кăвас, — тенĕ.
Укçа тупма пултарнăран çапла каланă вăл. Укçа ăçта выртнине пĕлет, тен, вăл.
Пĕрре çав Мĕкĕте пуясшăн 15 çухрăм ял тавра мул шыраса çӳренĕ те, анчах вăл вăхăтра çул çине укçа пăрахса хăвараканнисем пулман та, Какаç ятлă яла, Чĕлĕм Раманĕ патне, çул май, кĕрсе тухнă.
Чĕлĕм Раманĕпе вăл пĕрмай (çу çименни 3 уйăх иртнĕ пулин те) куçĕсене çуллантарса пуясси çинчен юмахласа ларнă. Чĕлĕм Раманĕ Мĕкĕтене каланă:
— Эпĕ сана пуйтарăттăмччĕ те, эсĕ только çынна каласран хăратăп, — тенĕ.
— Тупата каламастăп, — тенĕ Мĕкĕте сăхсăхса.
— Ну, юрĕ! Акă мĕн, Мĕкĕте: манăн пĕр витре ылтăн пур, — 30 тенкĕ пар та илсе кай. Хоть иккĕн пулса илĕр, хоть виççĕн вуншар тенкĕ тӳлесе илĕр. Хамăра илме юрамасть. Хамăн ывăл Илле кăларас тесе шутларĕ те, арăмĕ ӳксе те вилчĕ. Ну, кӳршĕсене ан шарлах, тархасшăн, — тенĕ.
— Раман! Эпĕ каласран ан хăра, — тенĕ каллех Мĕкĕте, çынна каламастăп тесе турра та, хĕвеле те, тамăкпа çăва тĕпне те, тата ыттисене те асăнса пĕтернĕ хыççăн. Чĕлĕм Раманĕ ĕненнĕ вара Мĕкĕтене, шăматкун каçпала, çынсем çывăрса пĕтсен, пыма хушнă ылтăн илме.
* * *
Чăваш çĕршывне сăнаса çӳрес тĕлĕшпе тухнă çынсем те мар, ни турра пуççапма каяканскерсем мар, ни тавлашуллă çĕр пирки çĕр сучĕсем тăрăх сулланса çӳреме тухнăскерсем те мар, Танила Мĕкĕтипе Тимухха тата Уçăп арăмĕ утаççĕ çул тăрăх ыраш уйĕпе. Кĕсйисене кашни вуншар тенкĕ чикнĕ йĕппе çĕлесе. Çын тĕл пуласран упаран хăранă пек хăраççĕ. Йытă та вĕсене çыннăн туйăнать, хура тĕмеске те çыннăнах курăнать, çил вĕрсе ыраш уйне хумхатни те этемĕнех туйăнать.
Танила Мĕкĕти, пĕччен 30 тенкĕ укçа тупайман пирки, юлташĕсене ертнĕшĕн тарăхса пырать. Анчах пĕрре тунă йăнăша калла тавăрмалли çук ĕнтĕ. Каяççĕ малалла.
Çурçĕр çитесси пĕр сехет умĕн пырса кĕреççĕ Какаçа, Чĕлĕм Раманĕ патне.
Чĕлĕм Раманĕ, те ылтăнне шелленĕ пирки, кулянать тата.
— Кĕçĕр ӳсĕр çынсем те пур, мĕнле парса ярам-ши сире? — тет.
— Эпир шăппăн чавăпăр. Уншăн ан хăра! Тыт-ха 30 тенкĕ укçине. Пире ылтăн парса яр, — çуллăн калать Мĕкĕте.
Раман укçине илет те, «ну, айтăр, айтăр ман хыçран» тесе, анкартине илсе каять пĕр мăн хурăн кутне.
— Вот çак хурăн кутĕнче, — тет Раман хуйхăрса. Хуйхăрса пуçне усса килне каять.
Танила Мĕкĕти, Тимухха, Уçăп арăмĕ, хĕресĕсене хывса пăрахса, кĕреçесемпе чавма тытăнаççĕ хурăн кутне.
Чаваççĕ, чаваççĕ. Васкасах чаваççĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе хурăнĕ шавласа илет Мĕкĕтесене хăваласа ярас шухăшпа. Ылтăн тухасса сиссе, Мĕкĕте куçĕнчен вут-хĕм тухать, Тимухха йĕри-тавралла пăхма хăрать шуйттансем курăкасран, Уçăп арăмĕ тирĕне-тирĕне каять урине кĕреçе тĕлне тăваймасăр. Хăйсенчен шăпăр-шăпăр тар юхнине те сисмеççĕ.
Чавсан-чавсан витре хăлăпĕ курăнчĕ. Унтан витри те сиксе тухрĕ. Йывăр. Тытрĕç те ылтăн витрине çавраçил пек вĕçтерчĕç килелле.
Ултă ура леп-леп-леп туса кайни çеç илтĕнет уйра, тата шăрăха тӳсеймен йытăсем пек хашкани илтĕнет уйри шăрчăксене.
Ак ăçта пытанса пурăннă çак виçĕ çын телейĕ!
Тимуххапа Мĕкĕте кашни пĕрер çил арман лартаççĕ — тăватшар çунатлине мар, ултшар çунатлине. Лашисем вĕсен «çилçунатлă» лашасем. Çĕнĕ, чăнкăр-чăнкăр тимĕр витнĕ пӳртсем. Уçăп арăмĕ чăн малтан çĕнĕ кăвас чĕресĕ туянать, çĕнĕ пӳрт лартса çĕнĕ пӳрт виттине хăмаран тăвать, ытлашши юлнă укçине çĕре чавса хурса кирлĕ вăхăтра çеç кăларса пырать. Пĕр сăмахпа каласан, çак виçĕ çын пек телейлĕ çын тĕнчипе те тупас çук.
* * *
Мĕкĕтепе юлташĕсем Какаçран çичĕ çухрăма çичă-минутра çитрĕç пуль тен. Яла çитсен, Уçăп арăмĕ патне кĕреççĕ виçĕ тус. Ара, тупнă ылтăна валеçмелле-çке-ха!
— Мана нумайрах парăр, — тет Мĕкĕте. — Эп сире ертсе каяканни пултăм.
— Тăлăх арăма хĕсĕрлеме юрамасть. Пĕр пек валеçетпĕр, — çуйăхать Уçăп арăмĕ.
— Парам сана «ытларах», — хирĕçет Тимухха.
Харкашса каяççĕ. Хытăран та хытă харкашма тытăнаççĕ. Шăри-шари, нăй-най! Ох, тĕнче пăсăлсах кайрĕ!
Тимухха, вăйлăскер, ылтăн тултарнă витрене çавăрса илет ик аллипе, Уçăп арăмĕ витре хĕрринчен уртăнать, Мĕкĕте Тимухха аллисем çине пусăнать.
Туртаççĕ, туртаççĕ витрене. Шăлĕсене йĕрсе ярса, сĕлехисене юхтарсах туртаççĕ тискеррĕн харкашса. Туртсан-туртсан ылтăн витри чанк ӳкет урайне. Витре ăшĕнче сарă, шĕвĕрех... тăм... çатма икерчи пек урайне сапаланса каять. Пурте аллисене шарт çапаççĕ.
Улт çунатлă çил армансем, чăнкăр-чăнкăр тимĕр витнĕ пӳртсем, Уçăп арăмĕн çĕнĕ кăвас чĕресĕ — пурте тăмран тунăскерсем пулнă.
* * *
Чăн пулнă юмах пĕтрĕ. Танила Мĕкĕтисем халĕ те пурăнаççĕ, тет, анчах халĕ вĕсем ăсланнă: хурăн айĕнчи мула шырас вырăнне, кооператив председательне кĕмелли майсем шыраççĕ, тет. Чĕлĕм Раманĕ те пурăнать, тет. Вăл каллех вĕсене пулăшма хатĕр, тет. Анчах мĕнле майпа пулăшассине тĕрĕссипе кăтартса пама пултараймастпăр. Килес суйлавра курăпăр-и-ха, тен.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...