Хăрушă кун
Хăяр шӳрпи нумай çинĕрен, Хăяршӳрпи Хĕветĕрĕ тесе хушамат панă ăна ял çыннисем. Ашшĕ унăн Хăяршӳрпи пулман, Упрам ятлă пулнă. Хĕветĕр Упрамчă темелле пулнă ăна, ашшĕ ячĕпе чĕнес пулсан.
Пĕрре çав Хăяршӳрпи Хĕветĕрĕ, вăрман каснă çĕртен ĕшенсе таврăннă хыççăн, канма выртнă. Канма выртсассăн, хăлтăр! тутарнă сасă илтнĕ.
Хăлтăр! Шăн-шан!..
Хĕветĕр ура çине сиксе тăнă.
Хăлтăрр-р-р!.. Шăн-шан!.. тутарнă кăллех пӳртре.
— Воспоти! — тесе сăхсăхса илнĕ Хĕветĕр. Чăнкăрт! илтĕнсе кайнă кăмака умĕнчи турчăка сасси.
Хĕветĕр ура çине тăрса кам çавăн пек аташса çӳренине шырама тытăннă.
Пӳртре никам та курăнман.
— Фу ты! — тенĕ Хĕветĕр.
Тĕпелте ларакан сĕтел вырăнтан тапранса, Хĕветĕр патне тăват урисемпе утса пырса, тăпăрт-тăпăрт туса илнĕ.
Йывăç сĕтелĕ:
— А-ă-ă! Мур кĕвенти! — тенĕ çын сассипе. — Мур та мар эс, этем те мар... Этем кӳлепи çеç... Хăяр шӳрпипе паранкăсăр пуçне ман çине нимĕн те лартмастăн! Мункунтанпа аш яшки курман. Каятăп кунтан. Колхоза куçатăп, — тенĕ.
Сетел хăйен арчине (сунтăхне) уçнă та Хеветĕрĕн ырхан пичĕ çине лач сурса хунă.
Хăлтăр-халтăр утса пынă Хĕветĕр патне ухват.
— Пĕлетĕн-и эс, — тенĕ вăл Хĕветĕре пĕр юппипе юнаса. — Пĕлетĕн-и эсĕ эпĕ тутлă шăршлă яшка чӳлмекне тытса пăхманни миçе уйăх çитнине,— тенĕ те, чӳлмек йăтнă пек, Хĕветĕре икĕ юппипе мăйĕнчен ярса илсе çаклатса, туртма тытăннă.
Тăвар суланчи сулланса вăрçнă:
— Тип çăкăрпа сухан таврашĕсем анчах тăварпа пусса çиетĕн. Тăварне те кăвакарнине анчах илетĕн. А-ă, хыт кукар!..
Чаштăр! тăвар сапса янă Хĕветĕр еннелле тăвар суланчи.
Хĕветĕр аран аяккалла пăрăннă. Пăрăнман пулсан, тӳмен тăвар муклашкисем куçĕнченех тивмелле.
— Ак парам сана, — тесе пынă турчăка. — Çатлаттарса ярсан ак çамкунтан!
— Çат-çат-çат! — туса тăнă Хĕветĕр çамки умĕнче кашăксем. — Пĕр эрне ĕнтĕ вĕри яшка курман.
— Чăнкăр! — сиксе пырса ларнă татах Хĕветĕр умне хура хуран. — Мĕн пăхса тăратăр? Тавай ăна ĕнселесе ярар лайăхрах. «Пĕрлешӳре вăй» теççĕ этемсем. Пурте пĕрлешетпĕр те таккойски парса яратпăр.
Пурте Хĕветĕр çинелле кĕпĕрленсе пыраççĕ. Шăри-шари, шăй-шай! Чăнк-чанк!.. Шăлтăр-шарт!.. Халтăр-халтăр! Хăнт-хант! Шалт!.. Шанк! Чанк!
— Колхоза кĕмесĕр пире выçă вĕлерет. Шăнк-шанк!..
— Ай-уй! Хурах! —тесе кăшкăрса янă Хĕветĕр. Пăлтăр-палтăр ӳке-ӳке аран тухса тарнă вара вăл пӳртрен.
— Хăвалăр ăна, хăвалăр! — тенĕ сасăсем пӳртрех тăрса юлнă вара.
Кусем çине жалоба пама Хĕветĕр ял Советне чупнă.
— А-а! Эс-и-ха! — тенĕ сасă илтĕннĕ Хĕветĕр ял Совет хапхи умне пырса тăрсан.
Хайхи кашăк-тирĕксем, тăвар суланчисем кăшкăраççĕ пулĕ-ха тесе, Хĕветĕр каялла çаврăнса пăхнă та пĕр япала та курайман.
— Мĕнле хăямат ку?
— Сисетĕн-и эс, темиçе кун ĕнтĕ эпир пăкăр-пакăр! тесе çӳретпĕр? Пыршăсем калаçаççĕ иккен.
— Пыршă юлташсем, — тенĕ çемçен Хĕветĕр. — Мĕн çитмерĕ-ха сире? Манăн ял Советне каймалла, сирĕнпе калаçса тăма вăхăт çук.
— А-а! Пăкăр-пакăр!.. Пирĕнпе калаçасшăн та мар эсĕ. Ах, эсĕ, пăкăр-пакăр бюрократ! Ĕçлĕ вырăна кĕмесĕрех бюрократланса кайрăн-и? «Капкăна» çаклатмалла сана.
— Чухăн эпĕ, — тенĕ айăплă сасăпа Хĕветĕр. — Тыррăм пĕтсе çитрĕ.
— Колхоза кĕреймен пиркиех пире асап кăтартатăн. Пакăртаттарăр хытăрах! Кăшкăрăр! Выçă вĕлереççĕ!.. Çăлăрах!..
— Хурах!..
— Хурах!..
— Ах, тур хупламанскерсем! Чарăнăр, мурсем! Ак, пĕрре хырăмран паклаттарса ярсан — тенĕ тарăхса çитнĕ Хĕветĕр.
— Чарăнмастпăр! — тесе хаяррăн кăшкăрса янă вĕтĕ пыршăсем. — Çитĕ кун чухлĕ тӳснипе. Революци пулни миçе çул ĕнтĕ? Вăл халиччен те колхоза кĕресси çинчен аса илмест. Кравул!
Пыршăсем, пĕрин çине тепри хăпарса тăрса, тата хытăрах хурахлатма тытăннă.
— Уйрăлса каяп ак, — тенĕ Хĕветĕрĕн пуçĕ. Кăçал çураки умĕн те эсĕ колхоза кĕмесен, мана çынсем тăм пуç теме пуçлĕç. Сана пула тăм пуç ятне илтес пулать. Ак, уйрăлса кайсан, пурăн вара пуçсăр. Мĕн лартăн-ха вара ман вырăна мăю çине? Кăшкар лартса ярсан çынсем кулса вилĕç.
Ухмаха ертĕм пулĕ тесе, Хĕветĕр пульницăна чупнă. Пульница 4 çухрăмри ялта.
Юр айĕнчен пĕр уйăх ĕлĕкрех тухнă калчасем хĕвел çинелле савăнса пăхнă. Çӳле, пĕлĕт патне вĕçсе хăпарнă тăрисем иккĕн харăс тăрри, тăрри... çеçеттин, çеçет-тин! тесе, илемлĕ çинçе сассисемпе колхозăн ани çинчи ешĕл ӳссе ларнă калчана мухтаса юрланă.
Хĕветĕр хăй ани тĕлне çитнĕ. Калчисем çинçе сассисемпе яра панă юрра:
Çӳлте кайăк вĕçнĕ чух
Кам урине курни пур!
Çумкурăкпа ӳснĕ чух
Кам калчине курни пур!..
Паçăр колхоз ани тĕлĕнче «тăрри-тăрри!» тесе юрлакан кайăксем: «триер, триер!» — тесе вĕçсе тăнă тӳпере.
Хĕветĕр хăйĕн ани çинче ӳсĕкен калчасенчен сиккипе чупса иртсе каять. Ытти çынсен анисем çинчи калчасем, çавна кура хи-хи-хик! тесе, кулса юлаççĕ. Çапла, «хи-хик» тесех кулнă.
Хура пусса, Хĕветĕре хирĕç, хăйсен ялĕн кĕтĕвĕ пынă. Хĕветĕре курсан, пилĕк çурăх, пĕр сысна тата пĕр ĕне, урса кайнă выльăх пек, чупма тытăннă Хĕветĕр патнелле.
— Му-ук!... Ме-ек!... Нăрик-нăрик! Колхоз. Ăшă вите... Лайăх ăратлă така... вăкăр!.. — тенĕ сасăсем сывлăшра.
Хĕветĕр ăна курсан (ку ырра маррине сиснĕ ĕнтĕ) çĕтĕк çаннипе хура тарне шăлса илнĕ те, тавай мĕнпур вăй çитнĕ таран каялла тарма. Чупнă-чупнă... Тăр! Чарăн!.. Хĕветĕрĕн çӳçпуçсем каллех хăмăш пек вирелле тăрса каяççĕ. Ăна хирĕç сухапуçсем, тырă акмалли кунтăксем, йывăç сӳресем кĕмсĕртеттерсе пыраççĕ. Хĕветĕр ни каялла, ни малалла.
Выльăхсем Хĕветĕре çавăрса илеççĕ. Лаши катаран пит хаяррăн кĕçенсе пырать:
— Мана кантарас теместĕн. Çынсем, колхоза куçнисем, плугсемпе те тракторсемпе суха тăваççĕ, нăй-най!.. Ме-ек! Нăрăх!..
Хĕветĕре ĕне мăйракипе ăсса илнĕ, сурăхсем мăй çине хăпарса ларнă. Лаши нăй! туса шарт! тапса янă. Пĕтрĕ Хĕветĕр.
— Хурах! Хурах!..
Хурах кăшкăрма сасси тухман.
— Хура-а... ххх — тесе вăранса сиксе тăнă Хĕветĕр, хăранипе енчен енне пăхкаланă.
Хĕветĕр çамки çинчен çытар çине шăпăртатсах хура тар юхнă.
* * *
Халĕ Хĕветĕр колхоз членĕнче тăрать. Хăйĕн колхозри юлташĕсемпе çуракине хатĕрленет. Вăл колхоза эпĕ те пырса куртăм. Лайăх хăналаса ячĕç. Хĕветĕр ăсатса ячĕ манă. Ăсатса янă чухне хăй тĕлĕкĕ çинчен кĕнекере çырса пĕлтерме хушрĕ. Эпĕ çыртăм. Эсĕр вуларăр. Ыттисене те вуласа кăтартăр.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...