Телейĕм çук
Телейĕм çук манăн, граждансем! Арăм та пур, ача-пăчам та пур, телейĕм вара — çук. Ман телейĕн хупăлчи çурăлса кайнă пулмалла тетĕп эпĕ. Хупăлчи çурăлса кайнă та, телейĕ тухса тарнă.
Хамăн анчах мар, выльăх-чĕрлĕхĕмĕн те телейĕсем çук.
Эпĕ кĕнеке тавраш вулама пĕлместĕп, вуланине итлеме пĕлетĕп. Хаçатне те çавах. Итлесе ларатăн та хăш чухне вара хаçат вуланине, хуйха ӳкетĕн. Ларнă çĕртех хуйха ӳкетĕн: мĕнле-ха вара манăн телей çук тетĕн. Аннем-ши айăплă уншăн, атте-ши? Те кил вырăнĕ килĕшмерĕ. Выльăх-чĕрлĕх енчен илсен... выльăх картине шуйттан пырса вырнаçнă пулмалла тетĕп. Шуйттанĕ вырнаçайман пулсан, çури те пулсан вырнаçнах ĕнтĕ. Тупата!
Ав хаçатра: «Хĕрлĕ ялав» колхоз çулталăк хушшинче выльăх-чĕрлĕх усрасах 500 933 тенкĕ тупăш илнĕ, тенĕ. Выльăх шучĕ 256 пуçран çулталăк хушшинче 632 пуçа çитнĕ (цифрисене лайăх астăватăп). Ара, тĕлĕнмелле вĕт! Манăн ĕрчемеççĕ. Хăяматла-и, тен! Çамрăккисене вара пурпĕрех эсир телейсĕр тесе пусатăп. Ак халь анчах 5 сысна çури пĕр харăс пусса хутăм-ха. Пушали усра унта...
Хаçатра çырнă: «Рыкша» колхозăн 4 сыснаран çулталăк хушшинче 45 сысна пулнă тенĕ. Манăн хĕнесен те ун пек ĕрчес çук. Выльăх картинче шуйттан пур та ара...
Сыснисене хам темскер мăриккан, акăлчан ăратти тытса аппаланмастăп ĕнтĕ. Ун йышшисем пире, чăваша, итлес çук, хисеплемĕç мана, чăваша. Вите туса пама ыйтĕç. Апатне те тутлăраххине çиесшĕн пулĕç. Эй, унпа аппаланма!
Ман хальхи сысна апатсăрах пурăнать. Ыт апатсăрах мар та ĕнтĕ — апатне вăл хăех тупса çиет. Çапла! Илтнĕ эпĕ — «якши» ăратран тухнă сыснасем çирĕм пăта яхăн туртакан пулаççĕ тенине. Ун пек аш нумай паракан сыснапа мĕн тăвас-ха? Вилсе кайсассăн е вăрă аллине лексессĕн, икĕ пăт мар, çирĕм пăт-çке тĕш аш çу-халать. Хăрамалла усрама ăна! Хăямата!
Ĕне кĕлетки те пур манăн. Хĕрлĕскер. Кăмăллă хăй: хĕлле ыраш улăмĕпех пурăнать...
Улăмне нумай çиет пулин те, сĕтне парасшăн мар. Эп хам ĕне пулсассăн, ун чухлĕ улăм çинине кура, пĕрер витре сĕт памалла. Вăл, вилсе кайманскер, пĕрер пулштух парать (иккĕ суса). Ăçтан,.. телей пулчĕ-и вара вăл? Мăшкăл кăна!
Качаки те çулталăкра 60 витре сĕт параканни пулмарĕ, хăямат! Хăй апата тиркемест — улăмпах пурăнать. Вăл енчен лайăх. Сĕтне пĕрер чей стаканĕ анчах парать. Сăра алтăрĕпе парасчĕ хăть. Ун çинчен вăл шутламасть. Шутлама тăнĕ çитмест.
— Эх-хе-хей, телей ман çавăн пек. Чĕрне хӳри пысăкăш те çук! — тесе пĕтерчĕ, чĕлĕмне чĕрни çумне шак-каса, Таçук мучи хăй халапне.
Чăнах та, телей енчен çука юлнă çав Таçук старик. Телейне шырамашкăн унăн колхоза каймалла. Телей унта, теççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...