Урхамахсем тăраç тапăртатса…
Пĕррехинче сар Иван
Шутлать кайма хулана.
Укçи çук-ха апăршан,
Çавах тухнă урама.
Илтнĕ-ха вăл хулара
Пит лайăх тет пурăнма.
Пур тет унта ресторан,
Апат-çимĕç мăй таран.
Пĕр хут ларса çинĕшĕн
Укçа ыйтаканни çук.
Виç пĕрч(ĕ) лаша хӳришĕн
Тăрантарĕç тепĕр хут.
Хайхи Иван пуç хыçать.
Ăçтан лаша тупмалла?
Часах акă каç пулать.
Хăш еннелле утмалла.
Çав вăхăтра тӳперен
Шăпах Ивансен тĕлне
Персе анать пăрчăкан.
Амантнă пуль çунатне.
Кайăк пуплет çын пекех
Ыйтать хăйне пулăшма
Иван пырать патнерех…
Тăрать пĕр кана хытса.
Кайăк та мар умĕнче
Тиха выртать çĕр çинче.
Куçĕсемпе чăр! пăхать.
Хӳри вĕçĕ вĕлт! тăвать.
Çакă мар-и вăл телей!
Кăрт-кăрт-кăрт тапать чĕре.
Кайĕ Иван хулана,
Тупĕ çав ресторана.
Анчах тиха тыттармасть.
Хăй патне те пыртармасть.
Сар Ивана илĕртсе
Чупса çӳрет ихĕрсе.
Ял хĕррине çитнине
Хайхи Иван сисмен те.
Ун умĕнче турилкке,
Йĕри-тавра çĕр мĕлке.
Мĕлкесем мар, лашасем,
Урисенчи такансем.
Ылтăнран та кĕмĕлтен.
Анчах хӳре çук хăйсен.
Турилкке çинчен çынсем
Тухрĕç сар Иван умне.
Хăйсем пурте маттурсем
Тăчĕç лашисем çумне.
Калаçаççĕ чиперех
(Ивaн кăштах лăпланать)
Иккен вĕсен ĕмрипех
Лаша пулнă хӳресĕр.
Ĕнер вара ват лаша
Тупнă хӳреллĕ тиха.
Тихи, паллах, аванах.
Анчах хӳри те хыçрах.
Тĕплĕ шутлаç улăпсем,
Канашлаççĕ лашисем.
Парас теççĕ тихана
Сарă çӳçлĕ Ивана.
Иван шутсăр савăнать,
Улăпсене тав тăвать.
Урхамахлă вăл халь пулчĕ.
Ялта пĕр лаша та çукчĕ.
Каварлашнă вăхăтра,
Хĕвел аннă самантра
Ўснĕ кайнă леш тиха,
Пулса тăнă вăл лаша.
Халь тармасть вăл Иванран,
Пуçне ухать маттурла.
Куçĕсемпе чăр! пăхать.
Хӳри вĕçĕ вĕлт! тăвать.
Иван ларчĕ утланса,
Тути кулать савăнса.
Лаши çил пек вĕçтерчĕ,
Часах киле çитерчĕ.
Килчĕç сар Иван патне
Кӳршисем лаша курма.
Ялта лашасем пĕтни
Çĕр çул çитет тупата.
Лаши пулчĕ ăратлă.
Ялта пурте тихаллă.
Лаша тени ан пĕттĕр,
Ăслă чĕрчун ĕрчетĕр.
Иван пулчĕ хулара,
Кĕчĕ çав ресторана.
Çирĕ вăл, тĕлĕнмелле,
Виç пĕрч(ĕ) лаша хӳрилле.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...