Юратусăр пурнăç
Пурнăç кансĕр пулнăран
Мăшăр ӳкрĕ ураран.
Ларчĕ шăп вăл çĕр çине,
Алне хучĕ пуç çине.
— Ай-ай, пуçăм-пуçăм ман...
Тĕнккет юн хăпарнăран.
Чĕн-ха, арăм, тухтăра
Чăтма çук ку йывăра.
Халь вилетĕп пулĕ эп...
Вăхăтсăр çĕре кĕреп.
Çирĕн эсĕ ман пуçа —
Кĕç хупатăп ак куçа.
Пурăнсан та юнашар
Ĕçрĕм вăрттăн сахал мар.
Халĕ çав эрех шăмми
Çапрĕ пуçран тӳрленми.
Кутăн пултăн эс манпа
Ĕçрĕм эпĕ çавăнпа.
Пĕлеймерĕм пурăнма,
Шеллемерĕм чунăма.
Чунтан савса пурнăçа
Эп пĕрлешрĕм юратса.
Юратмарăн эс мана
Ăшăтмалăх ман чуна.
Пăр пек пытăн сивенсе
Юратуран йĕрĕнсе.
Çук, ăнмарĕ пурнăç ман
Çăмăл пулĕ çухалсан.
Ан йĕр, арăм, ан кулян...
Чун тухать ак ман паян.
Ан пăрах ачасене
Йăлт тăрат ура çине.
Йывăр пурнăç пурăнма,
Татах йывăр уйрăлма.
Нӳрĕ çĕр мана кĕтет,
Вăл мана туртса чĕнет.
Ална пар... ах, чун тухать...
Каçар... шухăш пăтранать.
Ах, чĕнсем ачасене,
Ман курасчĕ вĕсене.
— Ачасем, пур... пур, çук мар,
Анчах çук халь юнашар,
Вĕсем килте, пахчара...
Эпир хирте, акара.
— Лайăх пурăн... Сывă юл...
Масар çине манăн çул.
Канлĕх çитрĕ... халь вилеп...
Лере...
Сана...
Эп кĕтеп...
Килĕшмесĕр туртăнса,
Алăран пăчăртаса,
Вилсе кайрĕ мăшăр ман —
Куççуль тухрĕ ун куçран.
Килчĕ куç ман хуралса,
Тĕнче анчĕ йăтăнса.
Мĕншĕн, пурнăç, эс усал?
Мĕншĕн ман пуçа пусан?
Пĕлмерĕм-ши юратма?
Пĕлмерĕм-ши йăпатма?
Çирĕм мăшăр чĕрине,
Татрăм унăн пурнăçне.
Анне-Пӳлĕх, мĕншĕн эс
Çам пек пиллĕх патăн-ши?
Пихампарăм-аттеçĕм,
Мĕн мана чармарăн-ши?
Юпа, 2000
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...