Лаша туянни
Пĕррехинче эпĕ Чăваш çĕрĕнчи колхоз пасарне кайрăм. Лаша туянас терĕм, анчах килĕшекеннине тĕл пулмарăм. Нимсĕрех тухса каяс тенĕччĕ — пĕр урхамахĕ ман çине питĕ тилмĕрсе пăхнине асаилтĕм те çав тĕле пытăм. Хакне ыйтмасăрах хуçине мĕн пур укçана кăларса патăм. Урхамахĕ савăннипе мана чуптусах илчĕ. Киле çитсен лашана лупасайне ятăм. Ăна Ленук ят парас терĕм. Малалла ку лашапа мĕн тумаллине пĕлместĕп-ха.
— Апат кĕрсе çиес те, кайран куç курать, — тесе шухăшларăм.
Апатланнă хыççăн лашана çăкăр чĕлли пама шухăшларăм. Тухсан пăхатăп та — урхамах кенгуру хăмласа панă! Эпĕ тĕлĕннипе лак кайса лартăм. Вара кенгуруна илтĕм те çын куриччен шыва кайса перес терĕм. Урхамах питĕ кулянчĕ пулмалла: апат та çимест, шыв та ĕçмест. Вара эпĕ ăна шыв хĕррине кайса кăкартăм. Каçпа лашана илме кайрăм. Пăхатăп та — лаша шывра путатăп тесе кăшкăрать. Эпĕ ăна туртса кăларасшăнччĕ, анчах иксĕмĕр те пĕрле шыв тĕпне анса кайрăмăр.
Шыв айĕнче ман куç-пуç чарăлсах кайрĕ. Ылтăн кресло çинче ылтăн çĕрĕсем тăхăннă, ылтăн алка çакнă, ылтăн кĕпе тăхăннă шыв патши лара парать! Ман урхамах шыври пĕр пулла ярса тытнине курсан патша сиксе тăчĕ те кăшкăрса ячĕ:
— Эс мĕскер тăван?! Ман пулла кам тытма хушнă?!
Урхамах лăпкăн кăна каларĕ:
— Сан пуллун хырăмĕ ырататчĕ, эпĕ ăна пулăшрăм.
Пулли савăнăçлăн ишнине курсан патша тав сăмахĕ каларĕ.
Эпир урхамахпа малалла утрăмăр. Умра пĕр рак уксахласа пынине асăрхарăмăр. Лаша рак хаччи çинчи шăрпăка самантрах кăларчĕ. Лешĕ кăшкăрса ячĕ. Шыв патши пирĕн пата çитсе те тăчĕ, лашана вăрçма пуçларĕ. Рака пулăшнине пĕлсен патша каллех тав сăмахĕ каларĕ.
Эпир урхамахпа татах малалла утрăмăр. Кайсан-кайсан патша хĕрне тĕл пултăмăр. Вăл вилнĕ пек выртатчĕ, тăнне çухатнă пулнă иккен. Урхамах нумай шутласа тăмарĕ, ăна хӳрипе çапса илчĕ. Лешĕ кăшкăрса ячĕ те тăна кĕчĕ. Шыв патши çитсе те тăчĕ, лашана каллех вăрçма пуçларĕ. Вара хĕрĕ ăна хăлхинчен темскер каларĕ. Шыв патши пире каллех тав сăмахĕ каларĕ, пирĕн виçĕ ĕмĕте пурнăçлатăп терĕ. Эпир ыйтма хăймасăр шăп тăтăмăр. Çӳлелле пăхнине курсан патша пирĕн киле каяс килнине ăнланчĕ. Вăл виççĕ шăхăрчĕ те виçĕ алăк уçăлчĕ, вĕсенчен пулă, рак тата патша хĕрĕ тухрĕç, пире чечек çыххисем, жемчугсем парнелерĕç. Патша кĕмĕл вĕрентен тунă пусмапа çĕр çине кăларчĕ. Хăвăртрах килелле кайрăмăр. Кил тĕлне çитсен шалтах тĕлĕнтĕмĕр: ман кивĕ пӳрт вырăнĕнче виçĕ хутлă, хитре, чаплă кермен ларать. Шала кĕрсен тата ытларах тĕлĕнтĕмĕр. Кенгуру тиха пулса тăнă, вăл тӳрех амăшĕ патне чупса пычĕ. Тата пӳртре виçĕ арча туп-тулли апат-çимĕç ларать. Кусем пĕтĕмпех шыв патшин парнисем пулчĕç иккен.
Çакăн хыççăн эпĕ урхамахпа тата унăн тихипе пылпа çу çинчи пек пурăнтăм.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...