Кив Хусан
Ăна асаттесем пуçланă
Ютсемшĕн мар, хăйсем валли.
Хусан — асаттесен хули,
Пуçне вĕсем кунта сыхланă.
Чул хушшинче пулсассăн та,
Кунта упраннă халăх чунĕ.
Юлман йăх-несĕл Хусанта —
Тарса тупать малашлăх кунĕ.
Хула никĕслени çинчен
Сире халап ярса парасшăн.
Вăл ахăртне асаттесен —
Тутарлăх йышăннă чăвашăн.
Калас сăмахăм — Фукс пикен,
Тĕрĕссинех-и, тен, пĕлтерĕ.
Вăл хăй — йăхташăмăр иккен,
Хусан мăрси таврашĕн хĕрĕ.
Ахаль-и вăл чăвашсене
Тăван пек ăшшăн пахаланă,
Ялти мăрьесĕр пӳртсене
Кĕрсе курма та кăмăлланă.
Авал çĕршер çул тăршшĕне
Пăлхар çĕршывĕ чечекленнĕ,
Инкеклĕ пусмăр сăнчăрне
Пачах курмасăр тĕрекленнĕ.
Анчах пурин те пур шăпа —
Хăй çавине пĕр шелсĕр сулнă:
Мăнаçлăх пĕтнĕ унтанпа,
Тăпра пулса патшалăх юлнă.
Хальччен упраннă ишлĕке
Салхуллă, хурлăхлă куратăн.
Тиран хăварнă инкеке
Масар тĕшне хурса тăратăн.
Утмашкăн та хăруш кунта:
Çĕре витсе тăрать шăм-шакă.
Тем чухлĕ иртнĕ вăхăт та
Çĕртмен ăна — тинкерĕр акă.
Тимур çич çул пăлхарсене
Тытса илесшĕн хупăрланă.
Пайтах патшалăхăн çĕрне
Тискер çар пуçĕ сăнчăрланă.
Юлашкинчен пур вăйĕпе
Татах килсе йăлтах çунтарнă,
Вăл хăйĕн паттăр аллипе
Тĕп хуларан кĕл çеç хăварнă.
Мĕнпур Пăлхар патшалăхне
Пăлхар çыннин вилли хупланă.
Хăех вĕлернĕ тет ханне,
Çаплах çарне те асапланă.
Хĕр-арăма та хĕрхенмен,
Вĕлернĕ вăл ачисене те.
Сахаллăн çăлăннă, пĕтмен,
Хан тартнă икĕ ывăлне те.
Инçе çĕртен тăван ене
Вĕсем мĕлке пекех куçланă.
Вăй çитмесен те хăйсене
Таврас шутпа тухма шутланă.
Тăван çĕрте кĕтсен те шик,
Ăна чунтан юратнăскерĕ,
Тек тӳсеймерĕ Алимпик,
Çуралнă çĕршывнех çитейрĕ.
Ют кĕтесе пуçна ан чик —
Вăрман сăрт-туллă та çырмаллă.
Кунта хан ывăль Ылтăнпик,
Патша кил-йышĕ те хуралĕ.
Тарса-тарса вăл пĕтнĕрен
Самантлах чарăнса тăрасшăн,
Инçе çулта тертленнĕрен
Кăшт сывлăш çавăрса ярасшăн.
Чипер те вăй питти этем,
Патша ачи — çӳрет вăл эрлĕ.
Сăмах чĕнмеççĕ ыттисем.
Вăл касăлнă чечек манерлĕ...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...