Чăваш хаçачĕ
Пĕрре, çуллахи хĕвеллĕ кун, Хусанти крепостьри «Дворецра» чăваш салтакĕсен пухăвĕ пулать тенине илтрĕм те эпĕ унта кайса курас терĕм. Вăхăт кăнтăрла тĕлнелле. Кĕретĕп крепăçе. Хĕвел хĕртсе пăхать... Çав вăхăтрах манăн умран икĕ чăваш салтакĕ ерипен пуплесе пынине куратăп. Пĕри сухаллăскер, тепри çамрăкрахскер. Çамрăкки сылтăм аллине «Хыпар» хаçетне тытнă та хуллен варкăштарса пырать тата çав вăхăтрах хаçетне çĕклерĕ те сухалли еннелле пăхса, ак çапла кала пуçларĕ: «Эх, мĕскĕн чăвашĕ! Вуламалăх хаçечĕ çук, çакă пĕр «Хыпар» пур ĕнтĕ, вăл та пулин эрнере иккех тухать, ахаль те вуламалăх та çук кунта, пĕчĕкçĕ», — тет, тата: «Вырăспа тутарсене пăх-ха, мĕнле кашни кун тухакан пысăк хаçетсем пур вĕсен тата хăйсен урăхла çырăвĕсем, пирĕн чăвашсенĕн саспаллисем те вырăслах», — терĕ. Çак сăмахсем малтан мана та хурланмалла пек туйăнчĕç, анчах пирĕн саспаллисем те вырăсла тенĕшĕн мар, хаçет пĕчĕкçĕ, вуламалăх çук тенĕшĕн. Кайран шутларăм та: «Ку çын пĕлмесĕр калаçать», — терĕм. Пирĕн чăвашсен çырăвĕ вырăсла саспаллисем евĕрлĕрен ăна ниепле те хурлама çук. Мĕншĕн тесен ун пек çыру пĕрре анчах мар, Хĕвел анăç енчи патшалăхсенче тĕрлĕ халăх пурте пекех «латинский» çырупа çыраççĕ, эпир, Раççейра пурăнакансем, вырăсла çыру евĕрлĕ çырнăшăн пире никам та хурлаймĕ. Анчах чăваш хаçачĕ пĕчĕкçи, вăл вулама сахаллишĕн никам та мар, пĕтĕм чăваш халăхин пĕлес пулать: пирĕн «Хыпар» хаçечĕ вăйлăланасси те, пĕтсе ларасси те хамăр çинчех. «Чăвашла хаçет сахал, начар», — тесе калакансем урăх та пулĕç тетĕп эпĕ, çавăнпа калатăп: чăвашла хаçет вăйлăлантăр тесен пирĕн хамăрăнах пулăшмалла ăна, никам çине шанма та çук. Ку чухне пур ĕç те, пур япала та хаклă пирки хаçет кăларма та йывăр, ун çинчен «Хыпарăн» 39 № лайăх кăтартнă... Пирĕн чăвашсен хамăрăн типографи çук пирки пĕр нумĕр хаçет çапмах миçе çĕр тенкĕ кирлĕ унта. Типографи хамăрăн илес тесен нумай пин тен-кĕсем кирлĕ пулаççĕ. Çавăнпа пĕтĕм чăваш халăхĕ харпăр хăйшĕн тăрăшасчĕ часрах. Малашне ĕнтĕ вырăнĕпе шав чăвашран вулăс земствисем те, кооперативсем те пулаççĕ. Çавсен пуринĕн те пуринчен ытла манмасăр хăйсен хаçатне пулăшма тăрăшасчĕ. «Хыпар» хаçетне чăваш хушшинче лайăхрах сарасчĕ, ăна пур çĕрте те илччĕрччĕ, вара хаçет çуллен-çул вăйлăлансах пырĕ. Эпир «Хыпара» илмесен вăл начарланса тухми те пулĕ. Халĕ пирĕн нумай ялсенче чăвашла хаçет тухнине те пĕлеççĕ, те пĕлмеççĕ. «Хыпар» татăкне те тупаяс çук. Чăвашсем апла илмесессĕн, пирĕн пĕр-тен-пĕр «Хыпар» та часрах куçран çухалĕ. Епле йăвăç пахчинчи çамрăк çимĕç йăвăç çине пăхмасассăн вăл ӳсеймест те, çав вăхăтрах хăрса ларма та пултарать, ăна пăхсах, шăварсах тăрсан вăл часах çитĕнсе хăватлăланса каять те усăллă çимĕç кӳме пуçлать, пирĕн «Хыпар» та чăвашсем хушшинче ку вăхăтра анчах шăтса тухнă çамрăк йăвăç евĕрлĕ-ха, ăна вăй иличчен пулăшмалла, кайран вăлах, вăйлă-лансан пĕтĕм чăваш халăхне çутăлтарса пысăк усă кӳре пуçлĕ. Çавна ан манăр, чăвашсем, пулăшăр «Хыпара»!
Асăрхаттару
Пурте 1917 çулта «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ (38. ЗУ, 44 №№), авторне «Кушлавăш çынни Семен В. Эльхерин» тата «С. В. Э.» «С. Э.» тесе кăтартнă.
Кĕтеслĕ скобкăсене лартнă вырăнсем çавăнти текста хаçачĕ çĕтĕлнине пула вулама май килменнине пĕлтереççĕ. Скобкăри сăмахсене тĕшмĕртсе лартнă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...