Килти экзамен
— Çук, ман ача мар пулĕ эсĕ, — тесе вăрçнă хăйĕн вĕренекен ачине ашшĕ. — Мĕн вĕренни пуçăнтан тухсах пырать.
Ачи, йĕпе пăру пек, ашшĕ çине пăхнă та нимĕн калама пĕлмесĕр çăварне карса хытсах кайнă. Мăч-мăч вылякан куçĕсем çеç вăл тăмран йăваланă кĕлетке маррине палăртса тăнă.
— Акă сана ыйтусем: çырсах хатĕрлерĕм. Тепĕр выходной кунччен вĕсем çине ответсем пама вĕренсе çитернĕ пултăр, — тенĕ ашшĕ ним айăпсăр ларакан сĕтеле ывăç тупанепе çапа-çапа илсе.
Ашшĕ панă ыйтусене хирĕç каламалли ответсене хут çине çырса илнĕ те ачи, шкултан таврăннă хыççăн кашни кунах вĕренсе ларнă.
— Раççейри пирвайхи революци пулнăранпа миçе çул иртнĕ? 29 çул. Иккĕмĕш пятилеткăна хăçан кĕтĕмĕр? Пĕлтĕр. Халĕ Германире фашистсен пуçлăхĕ пулса президентра кам ларать? Гитлер. Мĕншĕн кĕрешетпĕр эпир иккĕмĕш пятилеткăра? Классăр социализмла обществăна тăвассишĕн. Мĕншĕн империалистсем тĕнче вăрçине кăларса янă? Пĕрре валеçсе пĕтернĕ çĕр чăмăрне тепĕр хут валеçсе хăйсем аллине илессишĕн. Тĕнчери патшалăхсен столицисен ячĕсене кала. Лондон, Париж, Нью-йорк, Мускав, Рим, Берлин, Токио... Мĕнле писательсене пĕлетĕн эсĕ чăвашсенчен? Шупуççынни, Хусанкай, Çеçпĕл Мишши, Элкер, Митта, Ваçанкка... Мĕнле шывсем юхаççĕ Чăваш республикинче? Атăл, Сăр, Çавал. Мĕнле планетăсем çаврăнаççĕ Хĕвел тавра? Меркури, Венера, Çĕр, Марс, Юпитер, Сатурн, Уран, Нептун. Кулаксем пур-и халĕ? Пур. Вĕсен класне тĕппипе илсен пĕтернĕ, çапах уйрăм кулаксем, подкулачниксем... Мĕн вăл трепел? Тăм пек япала, строительствăра кирлĕскер. Ленинăн халăх хуçалăх планĕнче мĕн паллă вырăн йышăнса тăрать? Электрификаци. Аш нумай тăвас тесен мĕнле выльăх нумайрах усрамалла? Сысна...
Тепĕр эрнерен ашшĕ ачине хăйĕн пӳлĕмне чĕнсе кĕртнĕ те сĕтел хушшине мăнаçлăн кĕрсе ларса, хăйне хăй таçти çичĕ ют пек тытса ыйтусем пама тытăннă.
— Кала-ха, Иванов, миçемĕш çул вĕрентĕн эсĕ?
— Çирĕм тăхăр çул, — тет вунпĕр çулхи ача паттăррăн.
— Апла пулсан, хăçан çуралнă-ха вара эсĕ?
— Пĕлтĕр.
— Ухмах! Аçу кам сан?
— Гитлер.
— Гитлер?! Хăм! Мĕнле шывсем юхаççĕ Чăваш республикинче?
— Лондон, Париж, Нью-Йорк, Берлин, Мускав.
— Империалистсем мĕншĕн тĕнче вăрçине пуçласа янă?
— Классăр социализмла общество тăвассишĕн.
— Мĕнле планетăсем çаврăнаççĕ Хĕвел тавра?
— Шупуççынни, Хусанкай, Çеçпĕл Мишши, Элкер, Ваçанкка, Митта.
— Тĕнчери столицăсен ячĕсне кала?
— Атăл, Çавал, Сăр.
— Мĕнле писательсене пĕлетĕн эсĕ чăвашсенчен?
— Меркури, Венера, Марс, Юпитер, Сатурн, Ыран, Платун...
— Ăнлантăн-и хăть мĕн каланине ху? — тет ашшĕ ик куçĕнчен вут-хĕм кăларса. — Тьфу. Пуçра мĕн те пулин пур-и сан?
— Пур.
— Мĕн пур?
— Тăм. Строительствăра кирлĕскер.
— Мĕнле-ха сана çавăн пек ухмаха аçу-аннӳ çуратса янă?
— Электрификаципе.
— Çапла вĕренеççĕ-и? Вĕреннĕ чухне тăнпа-пуçпа пит тарăн ăнланса вĕренме кирлĕ. Ох!..
Чăтайман ашшĕ. Йĕрсе янă.
— Мĕнпур шанчăкăм сан çинчеччĕ. Кама хывнă-ши эс ухмах!
— Сыснăна, — пулнă ачан юлашки отвечĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...