Тавăрса пăхсан
Çемен Филипчăн пуçĕ пĕрре, пичĕ — иккĕ. Тен, леш вĕреннĕ çынсен подзорнăй текен трубипе пăхсассăн икĕ пит мар, пилĕк-ултă пит те тупма пулĕ унăнне, тесе шухăшлатпăр эпир научнăй работниксен ларекĕнче паек илме тивĕçлĕ пулайман çынсем. Анчах кунта эпир хамăрăн геройăн — Çемен Филипчăн икĕ питне çеç сĕтел çине хурса, таса аллăмăрсемпе хыпаласа, таса сăмса шăтăкĕсемпе шăршласа пăхас тетпĕр.
Колхоз канцеляринчен Çемен Филипчăн пичĕ пĕр тĕслĕ, илемлĕн ялкăшать, килĕнче — тепĕр тĕслĕ.
Колхоз канцеляринче Çемен Филипчă хисеплĕ çынсен кашти çине улăхса ларать: коммунист мар пулсан та, коммунист пекех калаçать, счетовод анчах пулсан та, правлени членĕсем пекех активист хисепĕнче тăрать. Авă, пăхăр-ха, мĕнле вăл правлени заседанийĕнче вут-хĕм кăларса тăракан сăмахсем калать.
— Пирĕн умра социализмла общество тăвас задача тăрать. Вăл задача пурнăçа кĕртме пире Энтри арăмĕ пек çынсем кирлĕ мар. Кунсерен 12-шер чăпта çапать. Чăпти пит начар тухать — брак. Брак тăвакан кулака усă кӳрет...
Пултарать Филипчă калаçма, пултарать. Хачăпа каснă пекех касать.
Килĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа çӳренĕ май пуçне пĕрре çӳлелле çĕклет, тепре антарать. Чашăк-тирĕкне пуçтаракан арăмĕ патне пырса çурăмĕнчен лăскаса илет:
— Анук! Ма шухăша карăн? Йывăр шухăш пире аптратмалла мар. Пурнăç шăвать малаллах. Эсĕ колхоз çĕвĕçи, эпĕ колхоз счетовочĕ. Çаптаратпăр укçана.
— «Колхоз çĕвĕçи». Пракух арăмĕсем санăн колхоз çĕвĕçине вăрçаççĕ, тет-ха халăх хушшинче. Япăх çĕлеме пуçларĕ, тесе калаççĕ, тет...
— Ах, Анук! Хитре куçусемпе сур Пракух арăмĕсем çине. Тупăннă ланчашкасем, тавар пахалăхĕшĕн çунакансем. Тьфу!
Пухура Çемен Филипчă пĕрле апатланмалли столовăй уçасси çинчен хĕрӳллĕ сăмах çапать.
— «Пĕрле апатланни — социализм çулĕ», — тет вăл хăлаçланса.
Килĕнче... вунă линейнăй лампа çутинче сĕтел хушшине ларнă чухне, Çемен Филипчă сысна ашне сысналла чаккаса çăкăрпа пĕрле çăта-çăта ярать те, чĕлхипе çуллă тута хĕррисене çуласа илсе çуне каллех çăтса пыр шăтăкĕ витĕр ярăнтарать.
— Анук! — тет. — Пит тутлă пĕçернĕ-çке эсĕ паян. Çук. Столовăя тем парсан та çӳрес çук эпĕ.
— Мĕнле столовăя?
— Ара, столовăй уçас теççĕ. Хĕлĕн-çăвĕн унта çимелле тăвас теççĕ. Такам çӳрет-ха вĕсен столовăйне. Эпĕ эс пĕçернине анчах юрататăп.
Канцеляринче ĕçрен пушăрах вăхăтра, ик аллине сĕтел çине сарса хурса, стена хаçачĕ валли статьясем çырать. Нумаях пулмасть пĕр статйинче Осоавиахим билечĕсене туянмасăр юлнă колхозниксене хĕртнĕ тимĕрпе пит хытă пĕçертсе илнĕччĕ вăл. Килĕнче, ăшă пӳртĕнче кĕписене йӳле ярса, ăшă витĕнмелли ăшне выртма хатĕрленсе, çăмлă кăкăрне хыçа-хыçа калать арăмне.
— Охо-хо-хо! Каллех укçа сăптăраççĕ. Осоавиахим билетне илме вун тенкĕлĕх çырăнтарчĕç. Çырăнмасан май çук. Сыхлăх ĕçне пулăшмалла, теççĕ. Мĕне кирлĕ мана вăл. Манăн Анук пур, çитет. Вăл маншăн Совет патшалăхĕнчен те хаклăрах, социализмран та пахарах. Кил-ха, кăвак куçлă, тӳрĕ сăмсаллă, тăпăл-тăпăл янахлă билетăм, чуптăвам сана чунтан савса.
Канцеляринче Çемен Филипчă кооператив прикащикне ӳкĕтлесе калать:
— Вот эсĕ кооператив лапкинче кулаксемпе калаçатăн. Аван мар. Кулака пĕтермелле, ăна этем хисепĕнчен тĕппипех кăларса пăрахмалла. А эсĕ виçĕмкун Сахрун кулака: сире валли сутмалли таварсем килмен халĕ терĕн. Тĕрĕс, чăннипе каларăн, çапах аван мар. Кăмăлламастăп кулакпа калаçнине.
Прикащик пуçĕ çине йăмăх хĕрлĕ сăн çапать.
Килĕнче Çемен Филипчă хуралса, сăранланса ларнă сар кĕрĕклĕ, кăвакарма пуçланă хура, арканчăклă çӳçлĕ хуньăшне сăра курки сĕнсе:
— Ĕç-ха, ĕç, ырă хуньăм, — тет, — эсĕ кулак, эпĕ — ĕççынии. Çапах та виличченех уйрăлас марччĕ пĕр-пĕринчен. Сана эпĕ, хăватăм пулсассăн, колхоз председателе пулмах лартăттăм та, анчах... Колхоза пăтăрмах тусан та каçарăттăм та... Ну, йăвантар-ха, турă калашле виççĕмĕшне. Кивĕ уйăхла турăм та сăрине, телейлĕ пултăр терĕм те. Темле пулĕ. Пурнăç умне татмалла пултăр. Ĕç-ха тĕппипе. Социализм обществине курмалла ан пултăр.
Çемен Филипчă хăй пĕччен мар. Филипчăсем — йыт пичĕсем кашни ялтах, кашни колхозрах пур. Мĕн? Мĕн тетĕр? Ара шыраса пăхăр хăвăр. Тупатăр. Суймастăп.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...