Пĕр ача пурнăçĕпе вилĕмĕ
Китай ачи Ли Хуан таçти ют хирте, тăван килĕнчен инçетре-инçетре тĕлĕк курса выртать. Тул çутăлса килет пек. Ли хăйсен енчех иккен, уй хуралĕнче тăрать. Вăрман сăмсахĕнчи вир ани çине хир сыснисем тухнă, павлин хӳри евĕрлĕ ярапаланса кайнă пучахсене сăтăра-сăтăра хыпса, ана варринелле кĕреççĕ. Ача вĕсен чаплаттарса чăмланине те чиперех илтет пек. Анчах хăй чупмасть сыснасене хирĕç патак йăтса. Урисем утмаççĕ ун темшĕн.
Хăратма туса лартнă çын кĕлетки тĕлĕнче кайăк-сыснасем тем пирки çапăçма тытăнчĕç. Ну кĕрмешеççĕ, ну çухăрашаççĕ. Хĕпĕртет Ли, чикесĕр савăнать. Ача — ашшĕне курать пек. Мĕнле тупăннă вăл, эсрелсем1 тытса кайнăскер? Вĕсене, Ли ашшĕпе амăшне, иккĕшне те вĕлернĕ теместчĕç-и вара? Вĕсем вилнĕ тенине ĕненмесĕр Ли тĕрĕсех тунă-мĕн. Хулă йăтнă ашшĕ хир сыснисем хыççăн чупать пек. Унăн сăнне лайăхрах астуса юлас тесе, Ли ӳплерен тухать...
«Ку тĕлĕк чăн пултăрах, тĕлĕк тӳрре килтĕрех», — тесе йăлăнать пек ача. Шăрчĕсене тăратнă сыснасем вăрманалла ыткăнаççĕ. Вир хуралĕнче ӳплере çĕр каçнă Ли ашшĕпе юнашар килнелле утать. Унта мĕн кĕтнине пĕлекен пĕчĕкçĕ чун чарĕччĕ ашшĕне яла кĕме — пĕр пулса иртнĕ тискерлĕхе пулма епле чарăн?
Ял çумĕнчи ту айккине чава-чава кĕрсе, вĕçрен вĕçе çĕрпӳртсем туса пĕтернĕ. Лисен фанзи чи хĕрринчи те чи пĕчĕкки. Ку вăл çук çынсен урамĕ. Чи нумай илтĕнекен сăмах та унта çавă: çук. Укçа çук. Çимелли çук. Тумтир çук... Арçынсем те çук ку урамра: мĕнле те пулин йӳнеçме ĕмĕтленсе, тĕнче тăрăх сапаланса пĕтнĕ: хуçасем патне тарçа-тĕрçе кĕнĕ, хулара кули (йывăр йăтакансем) пулса ĕçлеççĕ, пĕчĕк урапана кӳлĕнсе, рикшăра чупаççĕ. Анчах чухăнлăхран пурпĕр хăтăлаймаççĕ. Ли ашшĕ виçĕмкун таврăнман пулсан, вĕсем те выçă ларатчĕç. Халĕ ав Лисен пӳрчĕ енчен мĕнле тутлă шăршă кĕрет. Амăшĕ çатмапа темĕн ăшалать ĕнтĕ.
Пĕр кун маларах ашшĕ урамри ватăсемпе калаçса ларнине илтнĕ те Ли çĕрĕпе пуласлăх çинчен шухăшласа выртнă. Ун ашшĕ таçта çурçĕр енчи хулара ĕçлесе пурăннă иккен. Унтан инçе те мар, чикĕ леш енче кăна, вырăссен çĕрĕ пуçланать, тет. Кашни ĕçлекен çын тутă, тет унта. Кашни ача шкула çӳрет, тет. Халь кунта ашкăнакан япунсем пек çичĕ ютсене вырăссем (ши бу-ши) хуса кăларса пĕтернĕ, тет. Ли ашшĕ ăна амăшĕпе пĕрле хăй ĕçленĕ хулана илсе каясшăн.
Эттенччĕ те вĕт! Тем пекехчĕ. Часрах çитсе курасчĕ вăл çĕршыва. Вара, чикĕ урлă каçса, вĕренме кĕрĕччĕ Ли. (Чикĕ тенĕрен, мĕнле япала-ши вăл? Путех, анасем хушшинчи вăран пекскер пуль. Ун урлах каçса çӳреме пулĕ-ха, тесе шухăшлать ача.) Çапла, курманнине курас килет ун, анчах çуралнă вырăна та шел пек. Çанталăк мĕнле ăшă кунта. Лисен умĕнчи пĕчĕк юханшыв яка чулсем çийĕпе мĕнле илемлĕн шăнкăртатса юхать, вăрттăн кĕвĕ калать тейĕн. Кунти чĕрчунсем мĕн тери ăслă тата?! Лисен шурă куç харшиллĕ хура сысна çури хăйне хăех тăрантарма пĕлет, ав. Ирхине, нăрх-нăрх туса, сăрталла хăпарса каять те вăл, кун каçипе пĕрре килсе шыв хĕрринче сулхăнта выртса каннине шутламасан, кунĕпе сăрт хушшинче ирттерет. Каç енне вара хырăмне панк тултарса таврăнать. Мĕн çиет-ши вăл тесе, пĕррехинче Ли ун хыççăн курăни-курăнми кайрĕ те — шалтах тĕлĕнчĕ. Чĕрĕп пек çеç хăй, çак мăчи2, çĕленсемпе, тыркаспа, каюрана çапăçать иккен. Çапăçнипе çеç те сахал-ха, чылай чухне çĕнтерет вĕсене. Вара çисе ярать. Çуралнă чĕрчунăн пурăнмалла-çке мĕнле те пулин.
Тата ку тăрăхри чăхсене илĕр. Вĕсем çерем çинче сикекен шăрчăксене хăвала-хăвала çитсе сăхаççĕ. Çавсемпех тутă вĕсем.
Çĕрпӳртсем лапчăк тăрăллă. Ли амăшĕ унта чемччук лартнă. Ваттисен йăлипе кăмака çăварĕ пурин те пӳрт тулашĕнче. Ли ашшĕпе амăшĕ кăмака умĕнче шараçланаççĕ. Хĕпĕртет Ли. Кĕçех ак ăна апат çиме чĕнеççĕ. Вара вăл вир хуралне каять. Кăнтăр хĕвелĕ хытă пĕçертме тытансан, килсе шыва кĕрет. Вăл вăхăтра хир сыснисем вăрмантан тухасран хăрамалла мар — шăрăха юратмаççĕ вĕсем.
* * *
Пĕр каçхине вĕсен урамĕнче машина сасси илтĕнсе кайрĕ. Алăк каррине карт! туртса татрĕç. Пĕчĕк хунар йăлтăр çуталчĕ. Япони салтакĕсем иккен.
— Лай-ла! (Çитрĕмĕр!) — терĕ вĕсене ертсе килнĕ китаец.
Ли ашшĕ тăрса тумланма тытăнчĕ.
— Шима-ши? (Мĕн пулчĕ?) — терĕ вăл хуллен.
— Ни ши ого-жень, ши бу-ши? (Эс вырăс-и?) — ыйтрĕç унран.
— Çук, эпĕ Хань ывăлĕ. (Китаец), — пĕлтерчĕ Ли ашшĕ.
— Эс вырăс! Ка-му-нист! — терĕç салтаксем. Ăна ик енчен тытрĕç те урама танкăлтаттарса тухрĕç. Машина алăкĕ уçăлса хупăнчĕ.
Ли амăшĕ пĕтĕм урама илтĕнмелле кăшкăрса ячĕ:
— Хăтарăр! Хурахсем тапăнчĕç! Ялйыш, пулăшă... — терĕ те сасси пăч пулчĕ. Каллех тимĕр алăк уçса хупрĕç.
Сысна çури çухăрса янăччĕ, пăшал кĕрслетрĕ те, вăл сас та йăмрĕ.
Юлашкинчен урама пĕчĕк Ли чупса тухрĕ. Такам ăна «Камун чĕппи» тенине илтрĕ вăл, хăй темĕн çумне кайса çапăннине туйса юлчĕ.
Ли тепĕр икĕ кунтан тăна кĕчĕ. Пичĕ йăмăхса ларнă ун. Айăкĕ ыратать. Хырăмĕ выçнă ачан...
Ашшĕпе амăш пирки ыйтсан, кӳршĕ карчăкĕ ăна «çук ĕнтĕ сан вĕсем, вĕлернĕ вĕсене», теме тăнăскере пĕр старик пӳлчĕ:
— Аçупа аннӳ сан çурçĕр еннелле ĕç шырама кайрĕç. Çынсене ан итле эс. Аçу сана лере сивĕ пулĕ терĕ. Ĕçлесен-ĕçлесен, таврăнаççĕ вĕсем каялла. Унччен эсĕ те пăртак ӳсĕн. Эс арçын, Ли. Ӳссен, аçу пек паттăр пулĕн, ачам.
Ли шарт сиксе вăранса каять. Вăл тĕттĕм уйрах-мĕн. Çанçурăмне сивĕ çил вĕрет. Шупкаланнă тӳпере çăлтăрсем ялкăшаççĕ. Инçетре, кăнтăр енче, чарăна пуçланă сасă евĕр, тупă сасси кĕмсĕртетет.
Виççĕмĕш кун ĕнтĕ Ли çурçĕрелле васкать. (Çурçĕр енĕ ăçталлине пĕлме ăна пĕр старик вĕрентрĕ. Утнă чухне сана вăрçă сасси яланах çурăм хыçĕнче илтĕнсе пытăр терĕ.) Малтанах унăн çиме рис та, тăхăнма куртка пекки те пурччĕ-ха. Рисне çисе ячĕ Ли, курткине палламан ачасем туртса илчĕç. Ун çийĕнче халь çĕтĕк кĕпепе ваткăллă шăлаварсăр пуçне урăх нимĕн те çук. Шăлаварĕпе кăнтăрла ытла та шăрăх, кĕпи вĕççĕн çеç çĕрле ытла сивĕ!
Тĕл пулнă ялсенче Ли, апат-çимĕç шăршине туйса, сĕлекине çăтса пырать. Ытти ыйткалакан ачасем пек, Ли те, çынсем еннелле аллисене тăсса, «та-бан, кам-шо», «та-бан, кам-шо». (Мĕн те пулин памăн-ши, улпутăм!) тесе тархасласа çӳреме пултарĕччĕ, хырăмне тăрантаркалĕччĕ çапла. Анчах Ли ун пек çын мар. Вăл, выçă вилсен те, ыйткалакан пуласшăн мар. Пуртарах хресченсенчен: сирен ман валли пĕр-пĕр ĕç тупăнмĕ-ши? Сире эп апат çимеллĕх ĕçлесе парăттăмччĕ, теме ун чеелĕх çитмест. Хирте вăл, унта та пулин улахрах çĕрте çеç, вир еверлĕ гаолян пучахĕсене шĕкĕлче-шĕкĕлче хыпать. Пĕтĕм пурнăç йĕрки пăтранса-арпашăнса кайнă пек туйăнать ăна. Ырă амăшĕ пурччĕ ун, ачин хырамĕ выçсан, мĕн те пулин тупса çитеретчĕ ăна. Ашшĕ вĕсене хăйпе пĕрле илсе каясшăнччĕ. Ма вĕлерчĕç вĕсене? Хунхузсен (хурахсен) аллинче пăшал пур тесе-и? Вара Ли Хуанăн та хăйĕнчен кĕçĕннисенчен ĕçмелли-çимеллисем хăратса туртса илмелле-и? Вăрманти йĕрке пуçланса каять-çке ун пек.
Ли çурçĕрелле утать. (Çурçĕрелле каятăп пуль тет вăл. Хай ĕнерех хĕвелтухăçнелле пăрăннă-ха. Анчах ăна-кăна чухлаймасть ача.) Унăн хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ тӳсме çук пысăк тĕрĕсмарлăх çинчен ашшĕ палланă çынсене пĕлтерес килет. Кирек мĕнле чĕлхепе каласан та, ăнланассăн туйăнать вĕсем ача инкекне. Ун пек этемсем пулмасан, пурăнма та çук вара çут тĕнчере. Пурте калаçаççĕ-çке çурçĕр енчи çав аслă çĕршыв çинчен. Ли ашшĕ ун чиккинчех пурăннă ав. Унти йĕркесем пирки тĕмсĕлсе калаçатчĕ. Унти юрăсене пĕлетчĕ.
Çак тĕлте Ли шалт тĕлĕнсе хытса кайнипе тапах чарăнса тăрать. Тен, вилмен ун ашшĕпе амăшĕ? Тен, хăрушă тĕлĕк çеç курнă вăл? Вĕсене вилнĕ тесе шутланă та ахалех килĕнчен тухса тарнă? Ли каялла çаврăнса пăхать. Пĕрремĕш хут унталла тинкерет. Хăш çул çывăхрах пулĕ кунтан — хыçа юлни-и е умри-и?
Çын малаллах ĕмĕтленет. Ли хальччен утнă еннеллех сĕнккет.
...Çеçенхир пек ирĕк те илемлĕ пуль ĕнтĕ вăл çĕршыв. Çыннисем тутă пуль. Çитсе курасчĕ-çке унта. Пулĕччĕ вара пĕчĕк Ли вир хуралçи. Иртен пуçласа каçчен утĕччĕ патак йăтса ана тавра. Пĕр пучахне çитермĕччĕ хир сыснисене. Пĕр пĕрчине сăхтармĕччĕ кайăк-кĕшĕке. Ма пит йывăр-ши унта çитме? Никама та усал туман-çке ĕнтĕ выçă Ли?
Çитсе курасчĕ-çке вăл çĕршыва.
Çул урлă çырма чĕлтĕртетсе юхса выртать. Çурлă-кĕрлĕ вăл самаях сарăлса каять пулмалла, икĕ çыранĕ те таса хăйăрпа хупланнă. Çĕрпе пĕлĕт хутшăннă çĕрте малта шурă ту курăнать. «Мĕнле каçайăп эп ун урлă?» — шикленсе шухăшлать ача. Тен, унччен кăштах канса илмелле? Вăй пухмалла? Ли, çултан пăрăнса, хăйăр çине выртать.
* * *
...Вăл каç пуласпа вăранчĕ. Хăраса сиксе тăчĕ те пуçĕ çаврăннипе хăйăр çине ларчĕ. Йĕри-тавра пăхкаларĕ — куçĕ нимĕн те курмасть ун. Ак тамаша. Нивушлĕ вăл куçсăр пулса юлать?
* * *
Çамкине такам ачашшăн сĕртĕннипе тăна кĕчĕ Ли. Куçĕ те чиперех курать ачан. Хăйпе юнашарах пĕчĕк çивĕтлĕ арçынна асăрхарĕ вăл. Ун еннелле ют çын темшĕн айăплăн пăхать.
— Вăратмарăм-и эп сана?
— Çывăрман эп,— терĕ Ли, хăйпе калаçакан çын тупăннăшăн савăнса. — Паçăр кăтăш пулнăччĕ. Халĕ ахаль çеç выртрăм. Канма.
Çын йăлл кулса илчĕ.
— Ывăнсан, канмалла çав. Тен, хырăму та выçнă?
— Выçнă, — терĕ Ли.
— Çак сĕте ĕçсе пăх-ха эппин. Кунта эп качакасем астăвап. Кĕтӳç.
Ли тăм куркапа тыттарнă сĕте ĕçсе ячĕ.
— Тутлă,— терĕ вăл кĕскен. Çивĕтлĕ арçын та савăнчĕ.
— Качака сĕчĕ çапла вăл. Качака ăслă выльах. Вăл чи сĕтеклĕ курăксене çиет. Эсĕ халь манпа яла пырас тетĕн-и е санăн кунтах юлмалла-и?
— Пырап, — терĕ те Ли, палламан çын хăйне шеллесе калаçнине туйса, макăрса ячĕ.
Яла вĕсем тĕттĕм пуласпа çитрĕç. Ватăлас енне сулăннă вашават хĕрарăм, кĕтӳç арăмĕ, икĕ арçынна сĕт яшкипе рис пăтти çитерчĕ. Тазра шыва кĕртме тытăннă Ли çавăнтах çывăрса кайнипе ăна пӳртри кан (чăвашсен кутникĕ пекки) çине сарса выртарчĕç. Ачан кĕпине çуса çакрĕç вĕсем, шăлаварне тусанран тасатрĕç.
Кил хуçипе арăмĕ пĕрне-пĕри, хисеплесе, халăх хушшинчи йăлапа, пиччем, йăмăкăм, тесе чĕнеççĕ-мĕн. Вĕсем пӳрт умне тухса ларчĕç, çурма саспа калаçу хускатрĕç.
— Эс куртăн-и, ырă йăмăкăм, мĕнле халтан кайнă вăл, пирĕн пĕчĕк хăна?
— Ан та кала, пиччем. Шакăр шăмă. Ăçтан тупса килтĕн эс ăна?
— Шыв хĕрринче выртатчĕ. Те ашшĕ-амăшĕ пăрахса хăварнă ĕнтĕ ăна.
— Ан аташ, пиччемçĕм, çакăн пек чипер ачана кам пăрахса хăвартăр? Питçăмартисем мĕнле хитре ун, куçĕсем мĕнле чĕрĕ, чĕлхи чĕкеçĕнни пек.
— Нуша килсен, тем тăвăн.
— Пирĕн пата юлма килĕшмĕ-ши вăл, пиччем? Вара ватăлмалăх кунăмăрта пирĕн те хамăра пăхмалăх ывăл пулĕччĕ.
— Эпĕ те çавăн çинчен шухăшларăм, йăмăкăм. Ыран, вăлтса, калаçса пăхăпăр-ха. Паян çыврар мар-и.
— Питне ăçта шăйăрнă-ши вăл, асăрхамарăн-и эс? Сылтăм ури те кăштах уксахлать.
— Ӳкнĕ пуль ăçтан та пулин. Вĕсен вылясси пĕтмест вĕт.
Тепĕр кун та нумаях пĕлеймерĕç кĕтӳçпе ун мăшăрĕ. Ача хăйсен ялĕн ятне пĕлмест-мĕн, ашшĕ-амăш пирки те пĕрре вилнĕ тет, тепре чĕрĕ пек калаçать. Хăй ăçта кайма е килме тухнине те каласшăн мар.
Ирхи апат çине хыççăнах Ли çула тухасси пирки сăмах тапратнăччĕ те, ăна кĕтӳç арăмĕ чарчĕ: сана пиншак çĕлесе парăп терĕ. Çуллахи шăлавар та кирлĕ ачана. Çимеллисĕр те ниçта кайма çук.
Кил таврашĕнчи кив кипке-çармаран, пăсса, пĕчĕк пиншакпа шăлавар çĕлесе, хĕрарăм виçĕ кун ытла ирттерчĕ. Упăшки вăл хушăра ачана хăналама каçсерен мĕн те пулин тытса таврăнатчĕ: шапа унта, рак, пулă, çĕлен. Пĕррехинче чĕрĕ хир чăххи йăтса килчĕ вăл. Тепрехинче мулкач çури тытнăччĕ.
Темле какай та çисе пăхрĕ Ли. Анчах какайран та ытла ăна шăлаварпа пиншак савăнтарчĕ. Кивĕ шăлаварне вăл пуçĕ айне хурса çывăратчĕ, «çĕнĕ» тумне вырăнĕ патне, стена çумне, çакса хунăччĕ.
Хăй ăçта кайма тухнине Ли виççĕмĕш кунне тин пĕлтерчĕ. Ăна та пулин кĕскен çеç каласа хучĕ: «Су-вей-ай!» терĕ. Вăл «Совет çĕршывĕ» тени пулчĕ иккен.
Кĕтӳçĕ хăраса ӳкрĕ.
— Ытла инçе-çке вăл çĕршыв, ачам. Кунтан пăхса та курăнмасть Су-вей-ай. Сăртсем те тусем унта каймалли çул çинче, шывсăр пушă хирсем те сивĕ каçсем. Тĕлĕкре те сайра çеç курăнкалать вăл. Мĕнле каçăн эсĕ çӳллĕ тусем урлă? Шывсăр мĕнле тӳсĕн? Тен, кĕркунне пĕрле кайăттăмăр? Унччен эсĕ тата пăртак ӳсĕттĕн. Кĕтӳ панче çӳреме те кă-мăллă, э?
Ли чĕнмерĕ. Хăй ăшĕнче вăл — унта ман аттепе анне-çке, вĕсене часрах курас килет ман, çĕнĕ тумтире те аннене кăтартмалла, тесе шухăшларĕ.
Тепĕр кун кĕтӳç арăмĕ ача валли хутаç çĕлерĕ. Çаккине çирĕп пултăр терĕ вăл. Хутаççине сухари ячĕ, какай татки хучĕ. Хăй кăнтăрлахи апатпа упăшки патне тухса утрĕ.
Арăмне кĕтӳç сăнаса пăхса кĕтсе илчĕ.
— Мĕн, кайрĕ-им пирĕн ача? Пит шухăша путнă сăнлă эс.
— Тытнă ĕмĕтрен пăрăнасшăн мар та вăл, кайрĕ те пуль çав ĕнтĕ. Уя тухса ăсатса яма вăйăм-халăм çитмерĕ.
— Кашт та пулин ăсатмаллаччĕ ачана. Вара вăл ăçталла утнине пĕлĕттĕмĕр.
— Çурçĕр еннелле каймалла терĕ мар-и вăл.
— Çапла пуль те, пурпĕр шел ачана. Таçта асапланса пĕтĕ, выçăпа аптрĕ...
— Мĕн тăвăпăр-ха ĕнтĕ эпир? Ман хамăн та чĕре вырăнта мар, пиччем.
— Хыçалтан кайса пăхам мар-и эпĕ? Тен, килĕшĕ юлма? Каяс тенĕ çĕре вăл пурĕпĕр çитеймест.
— Тархасшăн, чуп-ха эппин часрах! Малтан эс киле кĕрсе тух. Кĕтӳне эп унччен хам астăвăп.
Кĕтӳç кайрĕ. Анчах тупайман вăл ачана. Пĕри вĕсенчен пĕр çулпа утнă, тепри —тепринпе.
* * *
Ли ялтан тухнă-тухман ансăр сукмакпа чупса кайрĕ. Пĕчĕк çырма хĕррине анчĕ, шывĕ ытарма çук таса та, ĕçес килмен çĕртенех ăна выртса ĕçрĕ. Çиес килмен çĕртенех пĕр сухари татăкне кăларса кăтăртаттарчĕ. Вара шыв урлă чулсем çине пусса каçрĕ те хăвасем хушшине канма чарăнчĕ. Тĕрĕссипе, канма ирччĕ-ха, «çĕнĕ» тумне тепре виçсе пăхасси килчĕ ун. Ыр кăмăллă инке умĕнче ялта «костюмне» лайăххăн пăхкалама вăтаннăччĕ ача. Халĕ вăл пиншакĕпе шăлаварне (йĕмне) асăрханса тăхăнчĕ те темиçе хут çаврăнкаласа пăхрĕ. Шăлаварне михĕ тумалли хулăн пиртен çĕленĕ-мĕн. Ĕмĕре пымалли япала вăл. Сулахай пĕççи чĕркуççирен кăшт аяларах те çунса шăтнă пулнă ĕнтĕ, ĕçчен инке ăна çав тери тирпейлĕн сапласа хунă. Сапламан, тĕрĕ тĕрленĕ тейĕн, йĕри-тавра илемлĕн шăрçалантарса çĕлесе çаврăннă. Шел, шăтăкĕ пĕççĕн шал енне лекнĕ, унпа халăх умĕнче мухтанма та çылăх марччĕ. Килте амăшĕ çуса сапласа панă кĕпипе çытаккине Ли уявсенче тăхăнса çӳреме юратнă. Хитре саплăксене юриех çынсене кăтартма тăрăшнă. Ача шухăшĕпе, чи пахи унта кĕпи-йĕмĕ мар, вĕсен саплăкĕсем пулнă тейĕн.
Пиншакне çĕлеме килте пуснă шур тăла лăстăкĕ çитмен пулмалла, çаннисене инке, малашне илемлĕх туйăмĕ мĕнле улшăнасса сиснĕ пек, хура пуставран лартса янă. Çухи симĕс пӳсрен. Ачана пиншак та питĕ килĕшрĕ. Кăшт шалпартарах та ĕнтĕ, Ли ӳсес çын-çке, тепрер çултан вăл чухах пулĕ.
Хăйне пăхнăшăн, кĕпе-тумтиршĕн кĕтӳç мучипе асаннене (чăннипе Лишĕн асанне вăл, инке мар) тем пекех тав тумаллаччĕ те вĕт, çук, çăварне уçса калаймарĕ ача. Вăтанчĕ. Халь ĕнтĕ ӳкĕнсе çӳре уншăн. Хăйне вĕсем усрава илесшĕн пулнине те сисрĕ-ха Ли. Ытти чухне мĕнлеччĕ пуль те, халĕ ун урăх ĕмĕт çав. Урăх шухăш. Унăн ашшĕ ĕçленĕ çĕре çитмелле.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...