Эй, халăхăм
Эй, халăхăм, халăхăм,
Куçăм тулли халăхăм,
Чĕрем тулли халăхăм.
Эй, халăхăм, халăхăм,
Ытарайми чипер çĕрĕм,
Вăй питти тавралăхăм —
Çăкасар, юманлăхăм.
Эй, халăхăм, халăхăм —
Чун ăшши-тасалăхăм,
Ырлăхăм та сывлăхăм,
Савнăçăм та хурлăхăм,
Чăтăм-чăтăм пурнăçăм.
Эй, халăхăм, халăхăм —
Ачалăхăм, яшлăхăм.
Çĕнтерӳ-хастарлăхăм.
Тăван чĕлхе, тăван сăмах —
Мĕн авалтан мул хушакан
Ылтăн-кĕмĕл пурлăхăм.
Эй, халăхăм, халăхăм,
Чăваш ятне халăхăм —
Улăп евĕр станлăхăм.
Çыпăçуллă ĕçне-пуçна
Тӳррĕн йăтса утатăн,
Çутă тĕнче хӳтлĕхĕнче
Çутă пурнăç тăватăн.
Эй, Турăçăм, Турăçăм —
Кăкăр тулли сывлăшăм.
Тавах, сывă усратăн,
Тимлĕ куçпа упратăн,
Чăваш килне ырă сунса
Ырă ярсах тăратăн.
Этем, Йăва хĕр-ывăлне
Пиллĕн савса пăхатăн.
Эй, халăхăм, халăхăм,
Чăваш ятлă халăхăм —
Вăрлăхăм-пуянлăхăм,
Шанчăкăм, пуласлăхăм.
Чăн-чăн хаклă, чăн-чăн тăван,
Вăйлă, ĕçчен халăхăм,
Чăн-чăн илем, чăн-чăн эреш,
Ĕнчĕ-ахах-мерчен элчи —
Ятлă-сумлă чаплăхăм.
Эй, халăхăм, халăхăм,
Чан сассиллĕ халăхăм.
Сассăр тăрса юлас мар.
Эй, халăхăм, халăхăм,
Илпекленнĕ халăхăм,
Имшерленсе каяс мар.
Эй,халăхăм, халăхăм,
Ăраскаллă халăхăм,
Ăраскалсăр юлас мар.
Пурăн, сывла — Шупашкар.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...