Ăмсану
Хĕвел çынсемшĕн шăранать,
туятăп тăршшĕпех çапла.
Хĕрӳлĕхĕ ал-урана хăват
кĕртет каплам-каплам.
Чун-чĕремре — шевле тĕрри,
сăн-питĕмре — хĕвел кулли.
Е çĕр çинче, е тӳпери —
йăлт курăнать ик куç тулли.
Лăпкатăп ăшшăн чечеке,
çĕкленнĕ кăмăл — арăслан.
Ку чух епле пуçа чикес?
Ку чух, пӳ-сийĕм, йăрăслан!
Пĕрле тăрса рабочипе,
юрлаттаратăп станока,
пулатăп кăткăс та чипер
мотор пайне ăсталакан.
Пĕрле ларса космонавтпа,
тухатăп чи инçе çула,
çĕршывăм умĕнчи тупа —
çӳлтен çӳле, малтан мала.
Кунран куна, мĕн ĕмĕре
çĕн çăлтăрпа пуçлантăр ир.
Кашнин ят пултăр та — пĕрре
пуриншĕн те янратăр: Мир.
Туссемшĕн эпĕ — хисепре,
çĕршыв тăшманĕшĕн — тăшман.
Ун пек-кун пек-и — ĕмĕтре
пурнать ĕç-хĕлĕм чунĕ ман.
Пĕр пуç, пĕр кĕлетке, ик ал
темех тăваймĕç текене
вĕчĕхтерсе, ӳсет вăй-хал,
ăмсанупа хĕрет, çĕнет.
Таптанмĕ ырă ăмсану,
пуç таймĕ вăл кĕвĕçĕве.
Ăмсанăвăм — хавхалану,
сума сăвать кĕрешĕве.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...