Сум та пилĕк пус
— Халĕ трахомлă çын юлмарĕ ялта, тесе каппайса ларатăр. Тĕрĕс. Куç чирĕпе аптракансем ялта чăнахах та курăнмаççĕ, — терĕ чылай шуралнă типшĕм старик эпир ларнă каска умне пырса тăрса.
Эпир хĕсĕнерех ларса ăна вырăн патăмăр, хамăр çума лартрăмăр.
— Пĕтертĕмĕр трахома, пĕтертĕмĕр, — терĕ пĕри мухтаннă сасăпа. — Колхозниксен килĕнче кашни çынна алшăлли çакăнса тăрать. Алшăлли анчах мар, хăшĕн-хăшĕн леш ут çумне лартмалли градусник та ал айĕнчех выртать.
Мучи карттусĕн хăрах аяккине çӳлелле хăпартса пуçне хыçса илчĕ. Çамки картлашкисенчен унăн пуçĕнчи шухăш хуранĕ вĕресе тăни палăрчĕ.
— Эсĕр градусник тетĕр? — терĕ пуçне пирĕн еннелле çавăрса. — Сире каласа парам-и авал, патша чухне, эпĕ градусник мĕнле туянни çинчен?
Мучи пирĕн кăшт шӳт тума юратать. Çавăнпа эпир вăл калас тенине хаваслансах йышăнтăмăр.
— Апла пулсан, итлĕр. Анчах кам та кам мана каласа пĕтермесĕрех пӳлсе лартать, çавна тытар та хулĕнчен чĕпĕтсех татса илер! — терĕ старик ахăлти ачасен енеелле патак пек хытă пӳрнипе юнаса илсе.
Эпир кула-кулах вăл каланипе килĕшнĕ пекки турăмăр.
— Мăкăлтай патша чухне... — пуçласа ячĕ старик сăмахне. — Ехрем хуçа патĕнче водовоз пулса ĕçлесе пурăннă хушăра, чирлесен тухтăра кайрăм. Тухтăр градусник илме хушрĕ.
— Хул хушшине хур та, виçсе пыр, кайран ман пата килсе кăтартăн, — терĕ.
Ялта ун чухне градусник çинчен никам та илтмен. Апла пулин те, тухтăр хушнине итлесех терĕм. Тата эпĕ çийĕнчен ялта ытти çынсем пек тĕттĕм çын мар, хресчен ĕçĕнчен пушă вăхăтра хулара пурăнаканскер, культурлăрах çын шутĕнче тăратăп. Хăть хам пысăк чинлă çын мар, хресчен ĕçне ĕçленĕшĕн шалу илместĕп, çапах та, укçана хĕрхенсе йытă вилли пек карăнса выртассăм килмерĕ.
Çавăнпа тепĕр куннех аптека текен аслă учреждение кĕрсе градусник пама ыйтрăм.
— Мĕнле градусник кирлĕ сана, — ыйтаççĕ манран, — мунча кĕмелли-и, стена çумне çакмалли-и е ахалли? — теççĕ.
— Хăшĕ йӳнĕрех, çавна пар. Чăваш йӳннине юратать, — терĕм. — Хресчен ĕçне ĕçленĕшĕн шалу памаççĕ тата арăмăн амăшне те хамах тăрантарса усратăп. Çĕр айне пытарнă мул тупаймарăм, çийĕнчен градусник илмелле пулчĕ. Ылханатăп шуйттан градусникне! Тухтăрĕ пĕр-пĕр шăршлă эмел парса янă пулсан, эпĕ нимех те хирĕçсе тăрас çукчĕ. Шăршлă пулсан та, ĕçĕттĕмччĕ-ха. Мана шăршли те юрать, эп улпут мар. А, вăл хăямачĕ, шăршлă эмел парас вырăнне, градусник илтересшĕн пулчĕ. Кăкăр ĕмекен ача та кулса ямалла унтан, — тетĕп.
— Сана ӳт çумне лартмалли градусник кирлĕ пулсассăн, на, ил, эппин,— терĕç. Мана пĕчĕкçĕ япала параççĕ, япалине кĕпçе ăшне чикнĕ.
— Сум та пилĕк пус тӳле, — терĕç мана вырăсла.
«Сум та пилĕк пус» тесе хальхи 30 пус укçана калаттăмăр.
— Çав усал япалашăнах сум та пилĕк пус-и? Мĕнле-ха эсĕр, господасем, тетĕп, этеме хĕрхенме пĕлместĕр. Ывăлăм вăпăр пуснипе аптрать. Хресчен ĕçне ĕçленĕшĕн шалу илместĕп. Ăçтан ун чухлĕ укçа тупас? Арман хуçи мар градусникшăн ун чухлĕ укçа тӳлеме эпĕ. Чухăннине кура çур сумне те пулин чакарса парăр-ха, — терĕм.
Прикащиксем кулаççĕ.
— Пирĕн кунта эрех хупахĕнчи пек, килĕшсе тăмалли çук, — терĕç.
Нимĕн тумалли те çук ĕнтĕ, ирĕксĕрех кăтра çӳçлĕ майрана сум та пилĕк пус укçа шутласа патăм.
Тепĕр эрнерен каллех пульница каятăп. Хăçан ман ӳтре миçе градус пулнине çырса панă хута та илтĕм.
Эпĕ панă хута тухтăр аллине тытса çавăркаларĕ те пĕр вăтанмасăрах çапла каларĕ.
— Санăн, Ваçил Иванчă, — терĕ, — нимрен хăрамалли те çук. Чирӳ санăн, значăт, пулман та, — терĕ.
Эп тарласах кайрăм.
— Мĕнле апла, тухтăр пичче, тетĕп, эсĕ манран мăшкăлларăн-çке! Мĕн ĕне хӳри тума мана градусник илтертĕн? Сум та пилĕк пуса — укçа тĕместĕн-и-мĕн эсĕ? Хресченсен ĕçне ĕçленĕшĕн шалу памаççĕ мана. Çĕр айне пытарнă мулсем тупман. Арăм амăшĕ ман патăмра пурăнать. Ачам вăпăр пуснипе аптрать, эсĕ сум та пилĕк пус партарса градусник илтертĕн. Çур сумне те пулин калла тавăрса пар-ха. Наукăшăн тӳсме хатĕр, анчах сум та пилĕк пус укçалăхах тӳсейместĕп. Пуссан та вăл таран тӳсейместĕп, — тетĕп.
Ан та шухăшла вĕсем чухăн çынна хĕрхенессине — мана вĕсем городовой аллине парасшăн пулчĕç. Çапла вара, градусник, вилменскер, хам алăрах юлчĕ. Кайран вара кашни каçах градусник хул хушшине хурса выртаттăмччĕ. Хул хушшине хумасан, градусник илни харама кайнăн туйăнать.
— Так-такки илмерĕç! — çăварăмăрсене карсах кулса ятăмăр мучи каланинчен.
— Илмерĕç çăв, — терĕ мучи хăй те пирĕнпе пĕрле кулса. — Халĕ ун пек каялла парасшăн никам та çунса çӳрес çук. Пурнăçĕ ун чухне питĕ хĕсĕк пулнă çав пирĕн пеккисен, чухăнсен, — тесе пĕтерчĕ мучи сӳннĕ чĕлĕм кĕлне патакки çине шаккаса.
— Градусник пурин те тенĕ пекех пур-ха. Леш, вар-хырăм çине хумалли грелкăна паян кунччен те туянса яраймарăм-ха, — терĕ тӳрĕ пӳллĕ ват сăн çапнă, туллирех питлĕ, кăвакрах çӳхе кĕпин малти çухавине антарса янă колхозник.
Сăмах вар ыратнă чухне грелка усă кӳнисем çине куçса ларчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...