Марий Эл
Гворгий Иванович Безрукова
Ман пуç тăрринче аслати авăнса авăтсассăн,
Хĕçсем хуçăлса ӳкнĕ евĕр çут çиçĕм çиçсен,
Ача пек эп сан ытамна пырса ӳкрем, — тархасшăн,
Анне пек ăнлан та мана, уншăн ан çилленсем.
Сăваплă та Хĕрлĕ хула халиччен эп курманччĕ:
Саламлă сăмах пек кунта витĕр хĕрлĕ пилеш.
Эп ун йӳççине кăшт тутантăм та — чунăм хурланчĕ,
Анчах вăл сипетлĕ çырла иккенне те пĕлес.
Ĕрехмет, тау-тăв!1 — усалсен вăййине эс кĕмерĕн,
Йышран уйармран мана эс, усрав ывăлна.
Хура Атăл урлă хитре асаматăн кĕперĕ
Çĕкленчĕ те — патăн мана пĕр турам раскална.
Пĕлменччĕ: çăлсем Марире мариллех-çке юрлаççĕ,
Ай шăнкăр та шăнкăр çăл евĕр пуплет-çке мари.
Çак килĕшӳре, ахăртнех, сăвăçсем çуралаççĕ,
Çак килĕшӳре пурăнать-мĕн поэзи турри.
Пĕр евĕр шăпаллă çынсем пĕр-пĕрне сума сăвĕç,
Сăмахсăр ăнланĕç вĕсем пĕр-пĕрин туйăмне.
Эп, Çеçпĕл çĕршывĕн хĕрхӳ эмелне сыпнă сăвăç,
Виç çеçпĕл, ик эккĕл2 хуратăп Чавайн умне.
Тĕрленĕ кĕпер умĕнче чарăнатăп та акă
Улма та чапăр утăма эп ярап тăварса.
Тĕне кĕртнĕ пек чӳхенсе кăларать те Кокшага
Тăшман туртса илнĕ вăя та парать тавăрса.
Мари-тӳрекпе кӳршĕлле килекен Килемары,
Кунтан эп калла кайиччен çут Пăла хĕррине
Сире асăнмалăх çырса хăварма кирлĕ мар-и
Пĕр-икĕ çавра анатри чăвашсен юррине? —
Уртăш йывăççи, уртăш йывăççи
Туй пекки тума аванччĕ.
Ырă утсене ытла йывăр-шим? —
Хăмăт тивнипе аманчĕç...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...