Йăлай Йăкăначĕ
Ĕлĕкрех, туя-мĕне кайсан, Йăлай Йăкăначĕ: «Вăлтă хулли — пĕвĕм пур, авкаланать, хуçкаланать, туй илемне вăл кӳрет», — тесе юрлатчĕ хăй куçĕнчен пĕтĕм халăха пăхтарса. Анчах, чылай авланнă хыççăн, Йăлай Йăкăначĕн пĕйвĕ авкалăнми пулчĕ, ĕлĕк туй илемне кӳнĕскер, колхоз илемне яракан пулса кайрĕ.
Колхоз йышĕ ывăна пĕлмесĕр тырă вырать. Йăлай Йăкăначĕ ĕнтĕркесе çӳрет. Кĕлте кутне тăрсан та, уй куçласа тăрать, кĕлтине çыхнă чухне те тем çинчен шухăшласа вăхăта ирттерет. Кăштах ĕçлесен, выртса канса илет. Тем амак пулнă?
Арăмĕ ăна:
— Мĕн ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлетĕн? Çынсем тар юхтарса ĕçлеççĕ. Эсĕ пур —пĕççӳне тăратса выртатăн! — тесе вăрçать.
— Чирлерĕм, — тет Йăкăначĕ, ĕнсине хыçса.
— Мĕнле чирпе? — ыйтаççĕ колхозниксем.
— Рак чирĕпе, — тет Йăкăначĕ, ним шухăшласа тăмасăр. — Хырăма рак кĕрсе кайнă. Ой, ыратать! Чĕрем шартах татăлса кайрĕ пулмалла. Ой!.. — çĕленле авкаланнă пек пулать, пичĕ çине асап йĕрĕсем кăларать.
— Йытă çитĕрех! Йăкăнатăн чĕри сылтăм енне куçса ларнă. Сылтăм енчен тытса кăтартать, — тесе кулаççе колхозниксем.
— Апла пулсан, чĕре мар, хăмпу ыратать пулĕ.
— Мĕн ыратнине эпĕ ăçтан пĕлем?! Тухтăр ĕçне вĕренмен вĕт, — тесе çавăрса хурать Йăкăнат, хулпуççинĕ пăркаласа илсе.
— Эх, юлташ, питех те пысăк ĕçсем пулса иртеççĕ пирĕн уй-хирте! «Çĕнĕ вăй» колхоз пире социализмла ăмăртăва чĕннĕ. Эсĕ ӳрĕк-сӳрĕккĕн ĕçлесех вăхăта ирттерсе ярасшăн.
Йăлай Иăкăначĕ ӳкĕте кĕмест.
Ирхине те кĕтӳ кайсан тин сĕтĕрĕнсе тухать.
Çу каçипе те халăхпа тан пĕрре кăна тухрĕ. Ун чухне те çанçурăмне пин те икçĕр аллă пăрçа сырăннă этем 4 евĕрех хыçкаланса тухрĕ те сăмаха турех персе ячĕ:
— Паян ĕçлеме кирлĕ мар, юлташсем! — терĕ. — Ĕçлесессĕн те усси пулас çук.
— Ма усси пулас çук? — тĕлĕнсе ыйтаççĕ колхозниксем.
— Манăн сăнани пур. Кунта килнĕ чухне качака ман çинелле пăхса сухалне темиçе хутчен силлесе тăчĕ. Ун пеккине курсан, ĕçлеме кайиччен кайманни усăллăрах пулать. Тата иртнĕ каçхине çывăрнă чухне сылтăм хăлхана пăрçа кĕрсе кайнă. Шыв ярса аран кăлартăм. Ку çумăр пуласса систерет, — тесе ĕнентерме хăтланăть.
Тăп-тăрă пĕлĕт тӳпи янках уçă выртать. Вăл çумăр пуласса ĕмĕтленет.
— Лаша кĕçенсен... калаймарăм... лаша кĕçеннĕ чухне хӳрине виçĕ хутчен пăрса илсен, çав кун кăнтăрлапа çумăр пулать, — тет Йăкăнат малалла, ĕненмеллерех пултăр тесе.
Колхоз лашисем пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç. Вăл çумăр пуласса сиснине тет. Эх, тăварламасăрах пĕçерсе тунă ухмах, калаçма вăтанасчĕ хуть, йытă пичĕн!
Ĕçлеме «аюк» тенĕскер, кĕсел çиме сĕтел хушшине арăмĕнчен малтан кĕрсе ларать.
Çуркунне унăн арăмĕ, кăмака çинче выртнипех çăкăр пулманнине систерес шутпа, Йăкăната çур кун çăкăр памасăр усраса пăхнă.
— Мĕн тума çăкăр çитерес сана? Кăçал та эсĕ ĕçлемесĕрех пурăнасшăн. Сан пек кахал упăшка кирлĕ мар мана. Тухса кай ĕçлемесĕрех çитерекене шырама! — урине тапсах вăрçнă Кулине.
Ларсан-ларсан, Йăкăнат кĕпе-йĕм çăвакан арăмĕ патне метр çурăллă пусăмсемпе утса пырать. Питĕнче хастарлăх палăрать:
— Арăм! Паян та çăкăр памасан, эпĕ çакăнса вилессĕн туйăнмасть-и сана?
— Çăкăр? Акă парам сана турчкапа çăкăр!
— Мана мĕн? Тăлăха юлатăн, — тет Йăкăнат, сассине пусарса.
— Вилсен, пытаратпăр. Тупăку çине ларса сăра ĕçетпĕр, — тăрăхлать Кулине.
Йăкăнат пĕр шăл шурри те чĕнмест. Кăмака кĕтессине çурăмĕпе сĕвенсе, чылайччен хыçкаланса тăнă хыççăн çăпала пек чĕлĕмне тивертсе мăкăрлантарма тытăнать.
Арăмĕ, килкартинелле пăхса, шухăша кайса тăрать. Йăкăнат, ун патне хыçалтан кушак пек утса пырса, ăна хоп! ыталаса илет те кулса ярать.
— Кулине чунăм! Сана темрен те ытларах юрататăп. Çана юратнипе хăнкăла çурăкне те кĕрсе кайма хатĕр.
— Ай-яй! Хăлин-çке эс! Санпа калаçма нумай ăс кирлĕ. Тьфу, упăшка-и эс, ĕçлемесĕрех апат çиесшĕн антратса çӳретĕн! — терĕ Кулине куçĕсене хаяррăн хĕссе.
Йăкăнат кравать çине ярт! тăсăлса выртрĕ.
Выртнă хушăра ăна ача чухне выляса çӳренисем аса килеççĕ. Выляса çӳретчĕ-çӳретчĕ те ун чухне, амăшĕ патне чупса пырса:
— Анне, çăкăр пар-ха! Касса пар, тетĕп, — тесе амăшĕн кĕпи аркинчен ачашшăн туртăнатчĕ.
Амăшĕ ним сăмахсăрах çăкăр касса паратчĕ, хăш чухне чăкăт татăкĕ тыттаратчĕ.
— Анне, анне! — тет Йăкăнат, ĕлĕк хăй амăшĕ хыççăн чупнине аса илсе.
Йăкăнат «анне» тесе кăшкăрнинчен арăмĕ ахăлтатса кулса ярать. Унтан кăпăк çыпăçса тулнă сылтăм аллине курите çине силлесе илет те:
— Ухмаха ере пуçланă пулсан, çитерем эппин пĕррелĕхе сана, — тет вăл çемçелнĕ кăмăлпа. — Анчах çинĕ хыççăнах ĕçлеме кайнă пултăр!
Пĕр чашăк çăра турăх лартса пачĕ. Упăшки çисе тăрансан, арăмĕ, ун çине хăйĕн ĕçпе ĕшеннĕ аллине хурса, лăпкăн кăна ыйтса пăхрĕ:
— Каятăн-и ĕçлеме?
Йăкăнат чĕнмерĕ, урай тăрăх йăраланса утса, кравать çине пырса выртрĕ.
* * *
— Эпĕ сан Йăкăнатна кĕçех кахал чирĕнчен сыватса ярăп, — тесе хучĕ комсомол секретарĕ колхоз правленине пынă Кулинене. — Ăна мĕнле сиплемеллине пĕлетĕп. Савăла савăлпах шаккаса кăлараççĕ. Эсир пулăшăр çеç мана. Юрать-и? — Вăл Кулинепе колхозниксене хăй Йăкăната мĕнле майпа сиплеме шухăш тытнине уçса пачĕ.
Тепĕр кунне Иăкăнат хăйĕн арăмĕ ăçта ĕçлеме кайнине пĕлме колхоз правленине пырса бригадиртан ыйтать.
— Çуркунне умĕн пĕтĕмпех кахалланса кайрăм. Арăму ăçта кайнине те калама ӳркенетĕп. Мăйран пуссан та калаймăп, — тет бригадир.
Йăкăнат, сĕкĕшекен вăкăр пек, куç шуррине кăларать те:
— Эй, мур илмен япала! — тесе, чашкăрса тухса каять.
Киле май Чĕкеç инке патне кĕрет.
— Çăкăр пиçни çук. Пĕр çур çăкăр кивçен памăр-ши тесе килтĕм те, — тет йăваш сассипе.
Чĕкеç инке чĕнменнине кура, Йăкăнат хăйĕн сăмахне тепĕр хут каласа пăхать.
— Кахалланса кайрăм. Çăкăр касса пама та ӳркенетĕп, — тет Чĕкеç инке, тăрăхла сак çине юлхавлăн пырса ларса. — Çăкăрĕ чăлантаччĕ, ан çилленех, касса параймăп, ӳркев пусрĕ.
Йăкăнат сăн-сăпачĕ хĕрлĕ хĕм тĕсленсе ларчĕ. Вăл килне хытă тарăхса таврăнчĕ.
— Çăнăхĕ пур, вут хутса кăвас икерчи пĕçерсе çиес, — тесе, вут-шанкă йăтма тухрĕ.
Çурнă вутти пĕтнĕ-мĕн. Вутă татма çын кирлĕ. Петĕр тусĕ патне пĕрре хутмалăх та пулин вут татма чĕнме утрĕ.
— Пыма ӳркенетĕп, — терĕ Йăкăната Петĕр тусĕ, хыçкаланнă пек туса.
Урамра Лука кумне тĕл пулса:
— Сывă-и? — терĕ, калпакне илсе.
— Калама ӳркенетĕп, — тавăрса хучĕ Лукка. Йăкăнат, арăмĕ таврăнасса кĕтсе, пĕр кун пурăнчĕ, икĕ кун пурăнчĕ. Вăл мĕн те пулин ыйтсан, колхозниксем, пурте ӳркенни çине персе, нимĕн те каламаççĕ.
— Табак пĕтсе çитрĕ. Турттар-ха! — ыйтать Йăкăнат урампа иртсе пыракан яка тумланнă йĕкĕтрен.
— Кăларма ӳркенетеп, — тавăрать йĕкĕчĕ.
Йăкăнат Хветĕр патне сĕтĕрĕнсе çитет.
— Иртенпех темскер çитмен пек йĕкĕлтесе тăрать: ĕçес килет тесен, ĕçес килмест, тем çитмест? Пĕрер чĕлĕм туртса ярсан, вăл-ку лăштах пулаканччĕ. Пĕр чĕлĕмлĕх табак пар-ха, — тесе йăлăнать вăл.
— Йăлтах кахалланса çитрĕм, — тет Хветĕр. — Табак арчараччĕ. Арча уçса илме кахал пусрĕ.
Лавккари продавец табак пама ыйтнине хирĕç киленӳллĕн карăнса илет те:
— Кахал пусрĕ. Параймастăп пулĕ, — тет.
Йăкăнат кун çинчен шалăп кĕнеки çине паллă туса хăварать.
Пур çĕрте те вăл пĕр пек ответ илтет.
Эрнерен, арăмĕ таврăнсан, Йăкăнат савăннипе каçсах каять, анчах арăмĕ киле таврăннă-таврăнман, канма тесе, кравать çине кайса выртать.
— Ăçта пултăн? Сана кĕтсе халăм юлмарĕ, — тет Йăкăнат.
— Кайран каласа парăп. ЕĔлесе ĕшеннĕ пирки халĕ çăвар уçма та ӳркенетĕп, — тет арăмĕ, ыйхă пуснă çын пек тутлăн анасласа илсе.
— Каçхи апат пĕçерместĕн-им?
— Кахал пусрĕ. Пĕçерес килмест.
Тепĕр кунне те Кулине, кахал пусни çине персе, килĕнче нимĕн те тумасть. Çăкăр пĕçерсе пама ыйтнине хирĕç ху пĕçер, мана кахал пусрĕ тет.
Çапла çирĕм кун ытла пурăнса, пĕтĕмпе муталанса пĕтрĕ хайхи Йăкăнат.
— Çăва патне! — терĕ вăл юлашкинчен. — Ӳркенме пуçĕпех пăрахатăп; ĕçчен колхозник пулатăп. Ара, ăçта килнĕ унта ман питĕме пĕçертме тăрăшаççĕ. Кайри — мала тухĕ! — терĕ те бригадир патне ĕç ыйтма утрĕ.
Çак самантра Кулине пичĕ тăрăх савăнăç куççулĕ юхса аннине никам та курмарĕ...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...