Çырусем
Нина Ивановна пурнăçне ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта еçлесе иртгерчĕ. Нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Апла пулин те хăй вĕрентнĕ ачасен малалли шăпи çинчен шухăшламан саманчĕ те çук тейĕн унăн. Вĕсем те çырсах тăраççĕ, яла килсен те курса калаçма тăрăшаççĕ вара. Учительницăшăн çакăн пек çырусене вуланă самантран хакли нимĕн те çук.
Акă каллех çыру. «Эпĕ вунтăххăр тултартăм. Эпир, виçĕ хĕр, аннепе çеç ӳсрĕмĕр. Анне пире атте çинчен сахал каласа паратчĕ. «Кирек мĕнле пулсан та, вăл сирĕн аçăр», — тетчĕ кăна. Анне пире вĕренсе çын пулма, хамăра сăпайлă тытма, ĕçе юратма ăс панă».
Паянхи пекех астăвать-ха Нина Ивановна яланах тирпейлĕ, вăрăм çивĕтлĕ, сăпай хĕрачасене. Çиçĕм куçлă, лара-тăра пĕлмен Маша пур çĕре те ĕлкĕретчĕ: вулатчĕ, юрлатчĕ, ташлатчĕ. Арçын ачасене те лекетчĕ унран, хăй те час-часах кăвакпа çӳретчĕ.
Пĕрре çапла Маша малтанхи урока кая юлса çитрĕ, пĕр сăмах та чĕнмерĕ, учительница мĕн каланине те илтмерĕ пулмалла. Пурне те сисекен Нина Ивановна тăхтав вăхăтĕнче вĕсен килне çитсе килме шутларĕ. Хĕрача шкултан инçех пурăнмастчĕ.
Пӳрт алăкне уçса ярсан учительница куçĕ хуралнă пек туйăнчĕ. Валентина паламалла мар: упăшки йăлтах хĕнесе пĕтернĕ ăна. Хĕрарăм çаплах тайкаланса сăпкари кĕçĕн хĕрне сиктеретчĕ. Чылайччен юнашар ларчĕç çапла икĕ хĕрарăм. Нина Ивановна ĕçсе çапăçакан, мăшăрĕсене хĕнекен арçынсене чылай тĕл пулнă, анчах ир-ирех урă пуçпа ачисемпе амăшне çапла шелсĕр ватса пĕтернине пуçласа курчĕ. Урайĕнче типсех çитмен юн кӳлленсе выртать. Темĕн чухлĕ калаçсан та упăшкине милицине тыттарса яма килĕшмерĕ Валентина. «Пурăнтăр, хамăрах тухса каятпăр», — терĕ кăна.
Чăнах та, тухса кайрĕç вĕсем. Кĕçĕн хĕрĕ сăпкарахчĕ-ха ун чухне. Вăтăр пилĕк çул шкулта ĕçлесен те çав юн кӳлленчĕкĕ яланах Нина Ивановнăн куçĕ умĕнчеччĕ.
Ытлашши усал арçын пек те марччĕ Мĕтри ял хушшинче. Хăшĕ айăпли пирки чылай шавларĕç ял çыннисем. Мĕтри тепре авланчĕ. Темшĕн курка тĕпне ытларах пăхма пуçларĕ. Валентинăпа пурăннă чух ĕçместчĕ вăл, чипер тумланса çӳретчĕ. Халĕ вара вуçех улшăнчĕ арçын.
Унтанпа вунсакăр çул иртрĕ. Нина Ивановна çырăва малалла вуларĕ: «Эпĕ унтан тухса кайнă чух çулталăка та çитеймен-ха. Тăван чăваш халăхĕ умĕнче хăвăр ятăра ан ярăр, — тетчĕ пире анне. — Чăваш çĕрĕ-шывĕ, чăваш паттăрĕсем, Шупашкар хули çинчен ытарайми юмах пек каласа кăтартатчĕ. Эпир хамăра яланах чăваш çĕрĕ çинче утса çӳренĕ пек туяттăмăр. Кăçал акă эпĕ университета вĕренме кĕтĕм. Анне каласа кăтартнисене чăннипе хам куçпа куртăм. Халăха сыватас ĕçре вăя шеллемесĕр тăрăшма тупа турăм.»
Нина Ивановна картишĕнчи мунча çумĕнчи сак çине пырса ларчĕ. Хĕрачан ăнса пыракан пурнăç çулĕ ăна савăнтарчĕ. «Ку хăй çулĕнчен пăрăнмастех-ха». Çав самантрах тепĕр ӳкерчĕк куçĕ умне тухса тăчĕ.
...Яланхи пекех, урок пуçланчĕ. Ачасем шăп лараççĕ. Анчах чăтăмсăр Ванюш: «Коля шкула ӳсĕр килнĕ», — тесе персе ячĕ,
Нина Ивановна шавлакан ачасене лăплантарчĕ те, пĕрремĕш парта хушшинче ларакан Коля патне çывхарчĕ. Ача ура çине тăма хăтланчĕ. Вăл чăнахах та ӳсĕр иккен. Кольăна килне леçсе яма шутларĕç. Урок малалла тăсăлчĕ.
Çак кун Кĕтерне аппа вăрмантан вутă тиесе килнĕ иккен. Пушатсан Арçук текен тракторист Кольăна та «сăйлама» шутланă. Вуникĕ çулхи ачана нумай кирлĕ-и? Коля Кĕтерне аппан пĕртен-пĕр ачиччĕ. Кайран-малтан урăх ун пекки пулмарĕ вара.
Ӳсрĕ, çитĕнчĕ каччă. Чунĕ-чĕринче ытти ачасем пек ашшĕпе пулас килмен-и вара унăн? Ача-пăчана апшй те, амăшĕ те кирлĕ çав.
Çыру та çавăн çинченех пулчĕ-ха малалла:
«Манăн атте çине пĕрре çеç пăхса илес килетчĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлас тесе эпĕ яла тухса кайрăм. Çав тери хумхантăм. Атте мана мĕнлерех кĕтсе илесси куç умне туха-туха тăчĕ. Аттепе чун-чĕререн калаçнă пек туйăнчĕ. Эпĕ ăна пĕрре те курман-çке-ха. Çав шухăшпа çитрĕмĕр те эпир аттен кĕçĕн шăллĕн хĕрĕпе, Наташăпа, вĕсем патне. Анчах виçĕ хут пырса шаккасан та пире хапхана та, калинккене те уçса кĕртмерĕ. Ăна шал енчен питĕрсех хунăччĕ. Атте эпĕ килессе пĕлсе юри питĕрĕнсе ларни çинчен пĕлтĕм. Ниепле те ăнланаймастăп çакна. Эпĕ атте умĕнче мĕншĕн айăплă-ши?
Аннерен ыйтрăм вара кайран: «Эпир çав çынранах çуралнă-ши?» — тесе. «Çавăнтанах çав, ачам», — терĕ аннеçĕм хурлăхлăн...»
Нина Ивановна çырăва конверт ăшне тирпейлĕн пуçтарса чикрĕ. Уншăн çав тахçанхи типеймен юн, питĕрнĕ хапха çыхса пĕтĕреймен кĕлте пек туйăнчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...