Юрий инкекĕсем
I
Шкула каякан ачасем ял тăрăх васкаса утаççĕ. Шавлаççĕ.
Çурхи хĕвеллĕ ир вĕсене савăнтарать. Ачасем кулни, калаçни ял çинче, йăмраллă çырмасенче илтĕнет.
Шкул ялтан кăштах уйрăм, симĕс пусă хĕрринче ларать, ешернĕ йывăçсем хушшинче çутă кантăксемпе йăлтăртатса курăнать.
Пĕрерĕн-икшерĕн, ушкăнĕ-ушкăнĕпе ачасем пусă хапхинчен тухаççĕ, шкулалла утаççĕ.
Чăрик! — шалт, чăр-рик — шалт! — тăвать хапха. — Уçсан — хуп! Уçсан — хуп тенĕ пек туйăнать.
Хапха çинче кăвак сăрлă хăма татăкĕ çакăнса тăрать. Ун çинче хура сăрăпа сăрланă пысăк саспаллисемпе: «Хапхана хупса çӳре», — тесе çырнă.
Ачасен çивĕч куçĕсем хăма çинелле вĕлт пăхаççĕ, мĕн çырнине хăвăрт вуласа илеççĕ, нĕчĕк аллисем хапхана хупса, çаклатса хăвараççĕ. Хапхаран пусса тухсанах, ачасем чĕнтĕрлĕ карта хĕррипе пыраççĕ, вара, пĕчĕк калинккене уçса, шкул картишне кĕреççĕ, калинкки, çăмăлскер, шăлт уçăлать те шăлт хупăнать.
Калинкке патĕнчен алкум картлашки патне хăйăр сапнă сукмак каять. Унăн икĕ аяккипе хурлăхан тĕмĕсем ешереççĕ, ĕнер çеç кăларса лартнă георгинсем курăнаççĕ. Çакă илемлĕ сукмакпа пырса, ачасем алкум картлашки патĕнче урисене тасатаççĕ, унтан, картлашка çине çăмăллăн хăпарса, таса та çутă классене кĕрсе каяççĕ. Ачасем класра кĕнеке вулани уçă кантăксенчен илтĕнет, вĕллери хуртсем сĕрленĕ пек туйăнать.
Пĕрремĕш звонок янраса кайрĕ Çав вăхăтра, пусă хапхине уçса, шурă кĕпеллĕ, хĕрлĕ галстуклă ача тухрĕ. Кăвак хăма çине çырнă сăмахсене вăл куç айĕн пăхса илчĕ, анчах хапхана хупмасăрах, аттисемпе шаклаттарса карта хĕррипе хăвăрттăн утса кайрĕ. Ача шкул калинккине уçса кĕчĕ, çăмăл калинккене чавсипе ывтăнтарчĕ, калинкке шăлтăрт туса хупăнмарĕ, пан! перĕнсе, ай! тесе çухăрса янă пек уçăлса юлчĕ. Ача васкаса шкула кĕрсе кайрĕ.
II
Шурă кĕпеллĕ ача шкула кĕрсе кайсанах, пусă хапхинчен хĕрлĕ ĕне хăйĕн пĕчĕк пăрушĕпе тухрĕ. Пăрушĕ, амăшĕ пекех хĕрлĕскер, çинçешке те тĕрексĕр урисемпе уткаласа амăшĕ çумне тĕршĕнет, кĕске сăмсипе амăшĕн тулли çиллийĕ патне туртăнать.
— Му-ук! Му-ук! — тесе, мăйне тăсса, савăнăçлăн макăрса илчĕ ĕне. Ирĕке тухнăшăн ĕне хĕпĕртерĕ пулмалла. Унăн куçĕ умĕнче сывлăмлă симĕс пусă. Çемçе калча тĕлне пулнăшăн савăнса, ĕне çăвар тулли çиме тытăнчĕ.
Кăшт тăрсан, шкул картишне пысăк сысна йăраланса кĕчĕ. Вăл йывăç тĕмĕсем айне шăршлакаларĕ, нăрăк-нăрăк терĕ. Нăрăк-нăрăк тени сысна чĕлхипе аван-аван тени пулать пулмалла.
«Кунта темĕн пур, шыраса пăхас пулĕ сăмсапа», — шухăшларĕ пулмалла Хруçкă, георгин тĕлне пулса. Кăмăллăн нăрăклатса, Хруçкă георгин тĕпĕсене хирме тытăнчĕ. Вăйлă сăмсипе тăпрана ывăтать. Малтан сукмакăн пĕр аяккине лартнă георгинсене хирсе тухрĕ, унтан — тепĕр айккине. Хăй ĕçĕпе кăмăллă пулса, Хруçкă малалла йăраланчĕ, виктори йăранĕ тĕлне çитрĕ. Кунта та сăмсине хĕрхенмесĕрех хирчĕ. Йывăç тĕмĕсем хушшипе шалалла кайрĕ. Хĕвел çинче темĕн çап-çутă йăлтăртатать. Хруçкăн куçĕсем, мăнтăрпа хĕсĕннĕ пулин те, пукан çинче тăваткăл кĕленче савăт ларнине курах кайрĕç. Хруçкă çав савăт патне пырса тăчĕ. Савăт ăшĕнче тăрă шыв, кĕтессенче кăштах симĕс курăк пур, сайра хутран вĕтĕ йăлтăркка пулăсем ишсе çӳрени курăнкалать. Кунашкал савăт Хруçкă нихçан та курман. Мĕн-ши ку? Валашка тесен — валашка мар; лаххан тесен — лаххан мар. Çак савăта Хруçкă сăмсипе тĕртсе пăхма шут тытрĕ. Чăнкăр! турĕ савăт, çĕре персе анчĕ, кĕленче ванчăкĕсем сирпĕнчĕç, шыв курăк çине шал! юхса тухрĕ. Йăлтăркка сарă пулăсем çăварĕсене кăп-кăп каркаласа сывлама тытăнчĕç. Мĕн тăвас тетĕн? Хруçкăн йăли çапла: йăванма пултаракан савăта ӳпне-питне çавăрса пăрахмасан, чĕри тӳсмест. Хруçкă, ним пулман пек, клумба патнелле нăш-нăш шăршлакаласа утрĕ.
* * *
Звонок пулчĕ. Ачасем классенчен алкум картлашки çине сапаланса тухрĕç.
— Ой, пĕтернĕ пирĕн георгинсене! — кăшкăрса ячĕç малтан тухнă ачасем. Вĕсем, галстукĕсене вĕлкĕштерсе, картлашка çинчен хăвăрт чупса анчĕç.
— Викторие пĕтернĕ!
— Клумбăна веçех салатнă!
— Аквариума çĕмĕрнĕ!
— Пĕтĕмпех аркатнă!
Ачасен сасси унтан та кунтан илтĕнет.
Учительсем тухрĕç. Ачасем вĕсене сырăнса илчĕç. Кам мĕн курни çинчен каласа лараççĕ. Йывăç тĕмĕсем хушшинче часах сысна хăртлатни илтĕнчĕ. Ачасем сыснана, пур енчен те пӳлсе илсе, шкул пахчинчен хăваласа кăларчĕç. Сыснан пуссалла каяс кăмăл пурччĕ, калча çине кĕрсе кайрĕ. Ачасем ăна кунта та хупăрласа илсе яла хăваласа кĕртрĕç, хапхана шалт! хупса çаклатрĕç.
— Ах, аквариум, аквариум! — питĕ хуйхăрса, тĕлĕнсе калать çамрăк учительница. Хăй, пулăсене пуçтарса, шывлă кружка çине ярать. — Наччаслăха хĕвелекăларса лартнăччĕ, килсе пĕтерчĕ сысна. Ах, мăнтарăнпуллисем!
— Кам калинккене уçса хăварнă? — çилленсе ыйтрĕ шкул заведующийĕ Сергей Петрович.
— Юрий Харитонов!
— Çавă чăн кайран шкула килчĕ.
— Сыснийĕ те çавсеннех, Юрий хыççăн килнĕ, — терĕç ачасем.
Каллех звонок янрарĕ, иккĕмĕш урок пуçланчĕ. Çав вăхăтрах хĕрлĕ ĕне калчана таптаса, ăна çие-çие пусă варринелле пынă. Пăрушĕ те амăшĕпе пĕрлех утнă. Пусă хуралçи, туяллă çын, ĕнене курсан, ăна ялалла хăвалама тытăннă, анчах ĕне чăрсăрланса хирелле чупнă. Ун хыççăн пăрушĕ те юлман, сиккелесе пынă. Акă вĕсем çырма хĕрринелле çитеççĕ. Çырма леш енче çыран. Ĕне, пĕр чупма тъгтăннăскер, хуралçа итлемесĕр, вăйлă юхакан шыв урлă часах каçса кайрĕ. Хуралçă пăрăва, ку шыва кайма пултарать тесе, тытасшăн тăрăшать. Пăрушĕ амăшĕ патне каçасшăн, хуралçăран тарать. Хуралçă та ăна пӳлсе илмех пуçланăччĕ, лешĕ, айванскер, шыва сикрĕ, чыхăнчĕ, пуçне пăркаларĕ. Часах пăрăва вăйлă юхăм çавăрса илчĕ, кутăн-пуçăн çавăрса юхтарма тытăнчĕ. Пусă хуралçи пăрăва çăласшăн шыва кĕчĕ, анчах нимĕн те тăваймарĕ. Пăру вăйлă юхăмра часах куçран çухалчĕ.
III
Уроксем пĕтсен, пионер дружини Юрий Харитонов лирки пухăнчĕ. Юрий пионерсемпе учительсем умĕнче пуçне чиксе тăрать. Унăн пичĕ шуралса кайнă. Илемлĕ те хура куçĕсем никам çине те пăхмаççĕ. Пионерсем пĕрин хыççăн тепри Юрий çинчен тăра-тăра калаççĕ. Хапхана, калинккене хупса хăварманнипе Юрий мĕн чухлĕ сиен кӳни çинчен калăççĕ, Юрий халиччен те хăйне япăх тыткаланине кăтартса параççĕ.
Акă пĕр пионерка, Юрий çине кăмăлсăр пăхса илсе, калама пуçларĕ.
— Пĕрре хĕлле эпĕ коридорта дежурнăй пултăм. Ун чухне çанталăк калама çук сивĕччĕ. Çил тӳрех пирĕн шкул алăкĕ çине вĕрет. Алăка уçмассерен коридора сивĕ çил перет, шурă пăс кĕрет. Юрий алăка яр уçса кĕчĕ те хупмасăрах класс алăкĕ патнелле утать.
— Мĕншĕн алăка хупмарăн? — терĕм эпĕ.
— Хуп ху, эсĕ дежурнăй вĕт, — терĕ мана Юрий. Унтан хăй класа кĕрсе кайрĕ. Эпĕ алăка хупрăм... — тесе пĕтерчĕ хĕрача.
Тепĕр пионерка алă çĕклерĕ.
— Кала, Нина, — терĕ пионервожатăй.
Хĕрача калама тытăнчĕ:
— Шкула кĕнĕ чухне урисене тасатмасть вăл. Ĕнер ирхине çумăр çурĕ-çке-ха, пылчăк пулчĕ. Юрий аттисене тасатмасăрах шкула килсе кĕчĕ, пирĕн парта патĕнчен иртсе кайнă чухне темĕн чухлĕ пылчăк лаплаттарса хăварчĕ, — тесе пĕтерчĕ хĕрача.
— Нина каланă пек пулнă-и санăн, Юрий? — тесе ыйтрĕ Сергей Петрович, — аттуна тасатмасăр кĕтĕн-и?
Юрий тилсе кайнă тутине чĕлхе вĕçĕпе кăштах çуласа илчĕ те:
— Кĕнĕ, — терĕ хуллен.
Тата тепĕр алă çĕкленчĕ. Хура куçлă ача, чиперскер, Юрий сăнлах, ура çине тăчĕ. Ачан сăмси вĕçĕнче, ясмăк пĕрчи пек, шăйрăлнă вырăн пур.
— Юрий пирĕн кукка ачи, — пуçларĕ вăл хăйĕн сăмахне. — Ĕнер Юрий пирĕн пата ашшĕпе пычĕ. Манăн йăмăкпа шăллăм алкум вĕçĕнче пӳскепе выляса ларатчĕç. Юрий пӳскене илчĕ те пылчăк çинелле ывăтрĕ. «Мĕншĕн пӳскене пылчăк çине пăрахрăн? Илсе пар», — терĕм эпĕ. Юрий, пӳскене илсе парас вырăнне, ăна урипе тап-таса пылчăк ăшне турĕ. Йăмăк йĕрсе ячĕ. Юрий иртĕхет тесе куккана калама чӳрече патне пытăм. Куккапа атте пӳртре чей ĕçсе ларатчĕç. Чӳречерен куккана чĕнес тесе шаккарăм. Юрий мана çав вăхăтра сăмсаран чăрмаласа илчĕ те урама тухса тарчĕ.
— Акă, кушак тупăннă... чăрмалать тата, — терĕ Нина.
Ачасем кулса ячĕç. Юрий вĕсем çине пуçне çĕклесе пăхаймарĕ. Сергей Петрович кăмăлсăр пуçне сулласа илчĕ.!
— Ай-яй, Юрий, эпĕ сана кунашкал пăсăлнă ача тесе шутламан, — терĕ вăл, Юрий çине пăхса. — Мĕн каларĕç сан çинчен юлташусем? Шухăшла-ха, сан çинчен каланă çитменлĕхсем пионерăн пулмалла-и? Тивĕçлĕ-и эсĕ хуна ху пионер теме? Пионер пур енчен те примерлă пулмалла. Ăçта санăн тирпейлĕх, тасалăх, йĕркелĕх? Пионерăн, тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе, хăйĕн умĕнчи ĕçсене хастар кăмăлпа тумалла, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамалла мар. Эсĕ пур — ху уçса кĕнĕ хапхана е алăка та хупаймастăн. Шкул калинккине хупса хăварманнипе мĕн чухлĕ сиен кӳтĕн эсĕ шкула? Ĕне колхоз калчине çинĕ, ватнă, таптанă, çемçе анана хытарса çӳренĕ, мĕн чухлĕ сиен пулчĕ тырă-пулă тухăçне? Аннӳ пăрăва колхоза пама пулнăччĕ Кам вĕлерчĕ колхоз ĕни пулмалли пăрăва? Кам чакарчĕ ялти выльăхсен шутне? Эсĕ, Юрий, обществăшăн сиенлĕ ĕçсем туса хутăн. Пионер хăйĕнчен кĕçĕн ачасене пăхать, пулăшать вĕсене, аван вăйăсем выляма вĕрентет. Эсĕ, Юрий, выляса ларакан ачасене пырса кансĕрлетĕн, вĕсен вăййине пăсатăн, макăртатăн вĕсене. Малашне те эсĕ пионер сăн-сăпатне çухатса çакнашкалах япăхланса, иртĕхсе çӳрес тетĕн-и? Юлташусем, учительсем умĕнче хăвăн шухăшна каласа пар.
Ачасем шăп лараççĕ. Юрий пуçĕ тата ытларах усăнчĕ.
Пĕр хĕрачан алли яшт çĕкленчĕ.
— Римма сăмах илет.
Çинçе питлĕ Римма çӳхе тутине хăвăрт уçса-хупса калама тытăнчĕ.
— Юлташсем, пирĕн кăçал çулла пăрахутпа Атăл тăрăх Аçтăрхана çитиччен экскурсие каймаллине эпир пурте асра тытса тăратпăр. Юрий Харитонова хăйне япăх тыткаланăшăн çак экскурсие хамăрпа пĕрле илсе каяс мар.
Дружина Римма сĕннине алă çĕклесе йышăнчĕ.
— Манăн тепĕр сĕнӳ пур, — терĕ Сергей Петрович. ― Юрий юсанма тытăнни палăрсан, ăна та экскурсие илсе каяс.
Сасăларĕç. Сергей Петрович сĕннине те пионерсем йышăнчĕç.
IV
Пĕр кунхине, уроксем пĕтнĕ хыççăн, ачасем шкултан шавласа тухма пуçларĕç. Çав вăхăтра самолет кĕрлени илтĕнчĕ. Симĕс пусă урлă ял çинелле самолет ярăнса пырать, хĕвел çинче çутă аякĕсемпе йăлтăртатса илет. Ял тĕлне çитсен, самолет çаврăнса ял çинче ункă турĕ, аялалла анма тытăнчĕ. Ярăнса вĕçнĕçемĕн анса-анса пычĕ те ял хыçĕнчи çаран тĕлĕнче курăнми пулчĕ.
— Самолет! Самолет ларчĕ! Айтăр курма! — савăнса кăшкăрчĕç ачасем.
Сергей Петрович, ачасем кăшкăрашнине илтсе, шкул алкумне тухрĕ, вара хăвăрт хăй хваттерне кĕчĕ те, чӳрече айккине тăрса, картишнелле пăхма тьгтăнчĕ. Ачасем картишĕнчен чупса тухаççĕ. Пит васканипе кашни пĕр-пĕрне калинккерен хăвăрт тухса кайма кансĕрлеççĕ. Юрий те кунтах, анчах вăл васкамасть. Калинкке патĕнче ирĕкленсен, Юрий калинккерен тухрĕ те, ятарласа чарăнсах, ăна хăй хыççăн хупрĕ, шăлтăрт тутарчĕ.
— Акă, куратăн-и? — терĕ Сергей Петрович кăмăллăн хăйне хăй.
Юрий пусă хапхинчен тухрĕ, ăна чĕвен тăрса çаклатрĕ.
— Пулчĕ! — терĕ Сергей Петрович. Кăмăлĕ çĕкленнипе йăл кулса, вăл чӳрече патĕнчен пăрăнчĕ.
Юрий пусă хапхине çаклатсанах, сумккине аллипе хăй çумне хытă хĕстерчĕ те, аттипе шаклаттарса, урам тăрăх чупрĕ.
* * *
Сергей Петрович çак кунхине Юрий амăшĕ патне пычĕ.
— Татах кĕрсе тухас терĕм-ха сирĕн пата. Ырă хыпарпа килтĕм, — терĕ Сергей Петрович. — Юрий юсанма тытăнчĕ. Вĕренме те лайăх вĕренет. Килте мĕнле?
— Килте те лайăх. Ачасемпе яланах йĕркеллĕ вылять, пĕчĕккисене пулăшать.
— Эпĕ те Юрие шкултан мĕнле тухса кайнине сăнарăм. Пионерсем те Юрий хăйне хăй мĕнле тыткаланине шкулта та, урамра та сăнаççĕ. Ĕнер каçхине пионерка Римма пĕр ĕç çинчен каларĕ. Римма хăйсен пахчинче пулнă. Сирĕн Юрий çырма хĕррине пырса ларнă, тет. Çырма тĕпĕнче ӳсекен йăмрасем патнелле пăхса ларать, тет. Юрий Риммăна курман. Римма йывăç тĕмĕсем хушшипе çеç пăхатăп, тет. Пĕвеç Якку хĕрачи, Верук ятли, пĕчĕкскер, консервă банкисенчен тунă пĕчĕк витресемпе çырмаран шыв ăсса хăпарчĕ, тет, хĕвĕнчен пукане кăларса, витрисене çĕре лартса çавăнтах выляма тапратрĕ, тет. Пĕр ача чупса пычĕ, тет те, Верук витри çине тăпра ывăçласа ячĕ, тет. Верук йĕрсе ячĕ, тет. Юрий Верука йăпатма тытăнчĕ, тет. Юрий вара Верук витрисене илчĕ, тет те, таса мар шывне тăкса таса шыв ăсса пачĕ, тет. Верук тинех йĕме чарăнса, витрисене йăтса килнелле утрĕ, тет.
Сергей Петрович каланине итлесе ларнă çĕртех Юрий амăшĕн савăнниле куçĕсем шывланса илчĕç. Вăл нимĕн те калаймарĕ.
— Экскурсие каяймастăп тесе хуйхăрмасть-и Юрий? ― ыйтрĕ Сергей Петрович.
— Уншăн Юрий питĕ хуйхăрать.
— Юрие экскурсие илсе каятпăр, анчах эсир ăна ун çинчен ан калăр, — терĕ Сергей Петрович.
— Пысăк тав сире, — терĕ Юрий амăшĕ, чунтан хĕпĕртесе, — пысăк тав!
Алкумĕнче ура сасси илтĕнчĕ. Юрий аттисене шаклаттарса пӳрте кĕчĕ.
— Тепре куриччен сывă пулăр, — терĕ Сергей Петрович.
Юрийпе амăшĕ те учителе:
— Сывă пулăр! — терĕç.
Юрий амăшĕ Сергей Петровича ăсатма урамах тухрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Юрий пирки çăмăллăнах сывласа алă тытса уйрăлчĕç.
* * *
Шкул тĕлĕнче грузовик кĕрлесе тăрать. Пионерсем ун çине хăпарса ларнă. Ачасене ăсатма ашшĕ-амăшĕсем, вĕтĕр-шакăр ачасем пухăннă. Юрий амăшĕ те унтах. Юрий, грузовик çине хăпарма хăтланса, машина патĕнче юлташĕсемпе тăрать. Амăшĕ Юрие хăвăрт-хăвăрт калать:
— Учительсен сăмахĕнчен ан тух, йĕркеллĕ пул, ачам, асту, лайăх кайса кил.
— Юрĕ, анне, юрĕ, — тет ывăлĕ.
Юрий амăшĕ çине пăхса илчĕ. Грузовик тапранчĕ те, пионерсем, шурă тутăрсем вĕçтерсе, пристань еннеллĕ машинăпа кайрĕç. Савăннипе юрă юрлама тытăнчĕç. Юрий те юрларĕ, унăн сасси те ачасен ушкăнĕнче уççăн та хăюллăн илтĕнчĕ.
Ачисене ăсатма пынă ашшĕ-амăшĕсем савăнса юлчĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...