Совет Союзĕн Геройĕ
Шăнкăрав сасси илтĕнчĕ. Ачасем классенчен тухма тытăнчĕç. Улттăмĕш класра вĕренекен Ваçук коридор тăрăх чупса кайрĕ. Хытă чупать. Ачасем хушшинче хура пуçĕ вĕлт-вĕлт çеç курăнать. Акă вăл пĕр ачана пырса перĕнчĕ, пĕчĕкрех хĕрачана кăмака çумне çапăнтарчĕ, хăйне тытса чарас тесе пынă ачасене чышса ячĕ.
Çăри-çари, шăй-шай илтĕнчĕ. Коридор вĕçĕнче Ваçука ачасем хупăрласа тытса чарчĕç.
— Мĕншĕн иртĕхетĕн? — терĕç вĕсем.
— Сире мĕн ĕç? — чăрсăрланса каларĕ Ваçук.
— Сан çинчен звенора, отрядра ыйту лартатпăр, — терĕç лешĕсем.
— Лартăр, — аллине сĕлтрĕ Ваçук, — эпĕ сирĕн йышши мар.
— Кам вара эсĕ?
— Камне эпĕ ӳссен курăр акă. Кам пулассине хам çеç пĕлетĕп.
Çав вăхăтра шкул технички Анук аппа коридора икĕ витрепе шыв йăтса кĕчĕ, ватăрахскер, бак патнелле майĕпен утса пырать. Ваçук хăйне тытса тăракан ачасене кĕтмен çĕртен тĕртсе ячĕ те коридор тăрăх каялла вăркăнчĕ. Анук çине пырса тăрăнчĕ. Анук сулăнса кайса ӳкрĕ, витресенчи шыв шĕл! турĕ.
— Ай! Пĕтрĕм! — йынăшса ячĕ хĕрарăм, аран-аран ура çине тăчĕ, йĕпе тумтирлĕскер, уксахласа стена çумĕнчи тенкел çине пырса ларчĕ.
— Мĕн турăн эс, Ваçук?
Ачасем Ваçука сырăнса илчĕç, кĕрлесе кайрĕç.
— Каçару ыйт Анук аппаран!
— Ăсса кил шыв!
Ваçук хурлăхан пек куçĕпе юлташĕсем çине мăнкăмăллăн пăхса илчĕ, нимĕн те чĕнмерĕ. Хăй ăшĕнче вăл çалла шухăшларĕ.
«Хă, тупнă техничкăна хисепе хурса унтан каçару ыйтма. Эпĕ ытти ачасем пек-и... Çук!.. Ӳссен эпĕ Совет Союзĕн Геройĕ пулатăп. Мĕн мана техничка... Шыв ăсса кил теççĕ тата...»
Çапла шухăшласа, Ваçук кăшт пăхкаласа тăчĕ те, класа хăвăрт кĕрсе, сумкине çакса тухрĕ.
— Ăçта каятăн, Ваçук? Уроксем пĕтмен-çке, — терĕç ачасем.
— Киле каятăп, — терĕ Ваçук ним пулман пек, — сӳтсе явăр ман çинчен урок хыççăн.
— Эх, хăравçă! — терĕ пĕр ача, — иртĕхме пĕлет, хăй çинчен сăмах тапратасран хăрать.
Ваçук пальтине, çĕлĕкне тăхăнчĕ те тухса кайрĕ. Ун хыççăн Анук мăшăр витре йăтса тухрĕ, пусă патнелле уксахласа утса пырать.
Ваçук шкул карти хĕррипе хуллен утса пырать. Урамăн леш айккипе çар çынни пынине курчĕ. Ылтăн погонлă вăрăм шинель, çăлтăрлă картуз тăхăннă. Утнăçемĕн çутă аттисем кĕрхи хĕвел çинче йăлтăртатаççĕ. Ваçук чарăнсах пăхса тăчĕ. Ку çын кам иккенне палларĕ: хăйсен ял çынни — Совет Союзĕн Геройĕ. Ваçук çак çын çине савăнса, куçне илмесĕр пăхать.
Офицер пусăран шыв ăсса тăракан Анук тĕлне çитрĕ, ăна сывлăх сунса карттусне илсе пуç тайрĕ:
— Сывă-и, Анук аппа, — тесе алă тытрĕ.
— Сывах-ха. Ху мĕнле пурăнатăн, ачам. Курма килтĕн пулĕ, — терĕ Анук.
— Курма килтĕм, Анук аппа. Атте-аннене, ялйыша курманни чылай пулать.
— Халĕ ăçта каятăн?
— Шкула каятăп. Хама вĕрентсе çын тунă учительсене курас килет.
Çапла калаçса тăнă хушăра Анук пусăран шыв ăсрĕ, тулли витресене йăтса пĕр-иккĕ ярса пусрĕ, ури ыратнипе уксахласа илчĕ.
— Анук аппа, санăн уру ыратать-çке, кӳр мана витресене, хам йăтса каям, — терĕ офицер, вăйлă аллисемпе йывăр витресене çăмăллăн йăтрĕ те шкулалла утрĕ.
Çавна курса тăракан Ваçук пичĕ-куçĕ вут пек пĕçерсе кайнине туйрĕ. Карта хĕрринче кăшт тăрсан, вăл шкулалла кайрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...