Çунат усмарăм
Ют çĕршывра ман куçăмсем хупланчĕç, —
Фашист йытти хăварчĕ паллине.
Унтан вара пайтах çулсем ăсанчĕç,
Сисмерĕç эп мĕне юрăхлине.
Хăшне пĕр кунĕ хаклă, пĕр сехечĕ,
Эп пур пĕлместĕп вăхăт ирттерме:
Асфальт сарма мана никам чĕнместчĕ,
Илсе каймастчĕç йывăç тӳнтерме.
Çын ĕçĕпе кăна эп йăпанаттăм, —
Тăмана пек сĕнксе ларас килмест.
Саватăп сăвă. Хам çырма хăтлантăм, —
Аманнă пуç ăна пит çĕклеймест.
Çунатăма çапах та эп усмарăм,
Чĕрем пĕрмай чĕнет мана вĕçме.
Шаккарăм алăк, утрăм — ĕç шырарăм...
Ĕçлем тесен тупан иккен ĕçне.
Эп сеткăсем çипрен çыха пуçларăм, —
Çухалчĕ пек сасартăк курманни.
Юлмарĕ пулĕ курĕш-куп хĕрарăм
Ман ĕçĕме курса савăнманни.
Ан тив, калаччăр хăшĕсем: «Арçыншăн
Пит килĕшмест çиппе аппаланни».
Эп пур — ĕçлесшĕн. Эп çунмастăп чиншăн,
Мĕскер мана вĕсем мĕн калани?
Пурнасшăн эп, утасшăн эп хăюллăн,
Çынпа пĕр тан пуласшăн, пĕр виçе.
Ĕçре кăна ман пурнăçăм, кун-çулăм,
Юррăмпала мухтатăп эп ĕçе.
Мухтатăп эп, кирек мĕнле ĕç пултăр,
Çын пурăнмасть ракетăпа кăна.
Хуть сетка çыхтăр вăл, хуть утă çултăр,
Çынна кӳрсессĕн усă — тав ăна!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...