«Ун чухне саркайăксем юрлатчĕç...»
Савнă мăшăра
Ун чухне саркайăксем юрлатчĕç,
Çутататчĕ уйăх тӳперен.
Чĕресем пĕр харăссăн тапатчĕç,
Эс мана саватăп тенĕрен.
Унтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ,
Ватлăх килсе ларчĕ пӳрт умне.
Мăнук хĕрĕ хăнана ак çитрĕ
Хăй саван ламтайĕсем патне.
Кур, çаплах саркайăксем юрлаççĕ,
Çутатать çут уйăх тӳперен.
Чĕресем пĕр харăссăн тапаççĕ
Пĕр-пĕрне саватпăр тенĕрен.
02.01.07
Шухăшсем
Is your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...