Сарри паттăр
Ан иксĕлтĕр пирĕн аваллăх юрри!
Мухтав сăмахне тивĕç паттăр Сарри.
Ăсанчĕ тăватă çĕр çул Ахрата,
Манмарĕ чăваш çак сăваплă ята.
Манмарĕ чăваш çакă паттăр ĕçне:
Сарри хӳтĕленĕ чăвашăн чысне!
Ĕнер çеç пулса-шавласа иртнĕнех
Халап ун çинчен пĕлтерет тĕплĕнех.
Кĕрмешрĕç Хусан ханĕсем чăваша
Ялан кăларма мĕскĕне-йăваша.
Тустар кил-çуртне те çарат пурлăхне,
Вăрла, илсе кай ытарми хĕрсене —
Эс пурпĕр ан чĕн те е хирĕç ан тăр,
Хусан умĕнче хăв пуçна усăнтар.
Çапах хусансем шикленеççĕ кăштах,
Чее хăтланма та ӳркенмĕ пуçтах.
Чăваш ырçинчен сăптăран хырçăран
Туй-çуй ирттереççĕ вĕсем хушăран.
Чĕнеççĕ унта ырă ятлă пулса
Айван чăваша шăл йĕрсе те кулса.
Унтан пăрăнма хăтлансан аякка
Касать çурăмна чăвăшти нухайкка.
Вара ӳсĕрлен те каян çемçелсе,
Пуçлан пуплеме тăшманпа ейĕлсе.
Сăр ен чăвашсен Сарри паттăрĕ пур.
Ун хĕрĕ ӳсет-мĕн чипер те маттур.
Утпа çӳреме те арçын пек ăста,
Чĕлхи такăнмасть ун кирек те ăçта.
Хусан çыннисем çакă чаплă хĕре
Çапла çаклатма тĕв тăваççĕ пĕрре.
Сарри килĕшет ĕçкĕре сăйланма,
Çапах инкекрен ĕлкĕрет сыхланма:
Турхан ăсатать хăй нукерĕн йышне
Хусан çулĕнчи вĕтлĕх-чăтлăх ăшне.
Ытах тытăçмашкăн сăлтав тупăнсан
Систерĕ Сарри — пусмăрçа пит ан шан.
Алманчă эшкерĕ хайхи çавăнтах
Хĕре çаклатма май тупать чăнахах.
Уяв пек ĕçсе алчăрарĕ чăваш,
Сарри тавлашмасть, калаçать пит йăваш.
Никам та кĕтмен пуласса каплалла,
Сарри хăй хĕрне парасса юталла.
Ак тухрĕ турхан хăнасем ăсатма,
Пуçлать тараватлăн вăл ирĕк ыйтма:
— Эп най шăхăртса ăсатам-и хĕре,
Лăплантăрччĕ манăн хурланнă чĕре... —
Инкек çитессе те туймаççĕ пулас,
Лешсем йăл кулса ирĕк пачĕç хавас.
Ютсем тапранса çул çине тухнă май
Пĕрре шăхăртсан инçетре хурлă най,
Сарри янă йыш сăнă тытрĕ яштах,
Тепре шăхăртсан — ут утланчĕ вăштах.
Чăштах тухса тăнă пĕр ушкăн нукер,
Юта çиçем евĕр вăл пер те ӳкер.
«Чĕр мăшкăл курмашкăн çитмерĕ-çке хал.
Каçармĕ Хусан. Мĕн тăвам ĕнтĕ халь?
Пурнатаăр эпир икĕ вут хушшинче.
Мĕн чул-ши юн юхрĕ чăваш çĕрĕнче?
Мускавĕ илесшĕн тытса Хусана,
Хусан парăнма шутламасть-ха ăна.
Çапах вырăссем шав килеççĕ хĕссе,
Хусан хулине те, тен, илĕç кĕçех.
Чăвашăн тивет пуç тайма вырăса.
Унтах каймалла-тăр чуна упраса...» —
Çапла шухăшлать те Сарри çĕрĕпе
Ирпе çул тытать вĕл Мускав çулĕпе.
Пуç тайрĕ çитсе вырăссен патшине,
Пĕлтерчĕ ăна чĕрери шухăшне:
— Кун памĕ Хусан чăваша пурпĕрех,
Мускав та çĕнтерĕ ăна чиперех.
Халь вырăс хӳгти çеç хăтарĕ пире.
Куллен пулăшса тăрăп эпĕ сире.
Вăрçа кайнă чух пырăп çул кăтартса
Ытти хамашкал турханпа кар тăрса.
Чуна упрасамăр — пулар пĕр кавар:
Ыр кăмăл тытар малашне парма пар... —
Шантарнă, тав тунă Сарри паттăра,
Чăнах та тытать сăмахне ку вара.
Анчах та кĕçех, темиçе çултанах,
Темме кӳрентернĕ Мускавĕ ăна:
Те пулнă илесшĕн турханлăх ятне,
Те çĕмĕрнĕ ун киремет катине,
Те çармăс-чăваш уйрăлас тенĕрен,
Те чăрсăр Хусан хистесе çитнĕрен
Сарри тапăнать вырăса та кайран
Ытти паттăрпа пĕр пулса Йăлăмран...
Пăтратнă ăна та пăтравлă тĕнче,
Çапах та юлман вăл чура шутĕнче.
Хĕрне те çĕрне упраса вилнĕрен
Ытарлă калаççĕ çапла ĕлĕкрен:
Çунатлă-мĕн пулнă мухтавлă турхан,
Вилет — çунатне хăйĕн хĕрĕ курсан.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...