Аптрал
Пĕр пайлă мыскара
Комедири çынсем:
Аптралов — служащи, командировкăна килнĕскер.
Хамгай — сăвăсем çыркалать, типографире ĕçлет.
Пулаков — рабочи — 46 çулта.
Выртасов — хатĕрлев начальникĕ.
Милиционер.
Медсестра.
Комедири ĕç пĕр хулари урăлтаркăчра пулса иртет. Ӳсĕрпе лекнĕ тăватă арçын койкăсем çинче выртаççĕ. Пĕри вăрăм та ырхан, тепри самăр та лутра, виççĕмĕшĕ кĕпесĕрех. Ку вăл Xамгай. Уçă алăкран кордиор курăнать, сĕтел умĕнче сестра ларать. Выртасов тĕлĕкре аташса выртать: «Вăхăт çук, йышăнмастăп», — тет.
Пулаков (пуçне çĕклесе). Сестра, шыв парăр-ха тархасшăн. (Сестра шыв пырса ĕçтерет.) Ах, ăш çунать-çке.
Xамгай (ыйхăран вăранса). Ăçта çунать? Кам çунать, мĕн çунать?
Пулаков. Эс çунан.
Хамгай. Ăçта эпĕ? Больницăра-и? Э-э, хе-хе! Пĕлнĕ вырăн, палланă кĕтес.
Сестра. Каллех лекрĕн кайăкăм.
Хамгай (сестрана). А-а, э, салам сар кайăкăм. Эпĕ каллех кунта тем.
Сестра. Кунта çав, темшĕн питĕ килĕшет ку вырăн сире.
Хамгай. Эсир мана килĕшетĕр. Сестра пиру пар-ха. Хыпса çунакан чĕрене никотин хĕлхемĕпе пусарам хăть.
Аптралов (вăранса пуçне тытса ларать) Ай пуç ыратать вилетĕп.
Хамгай. Кăна та шăрш лайăхах лекнĕ пулас.
Аптралов. Маруся, Марусенька, санăн унта мухмăр чĕртмелли юлман-и? Э! Мĕншĕн чĕнместĕн эсĕ? Э-э. Мана çилленмерĕн пулĕ те? Ĕнер ытлашширех ĕçнĕ пулас эпĕ. Мĕн сăлтавпа ĕçнине нимĕн те астумастăп. Малашне ун пек нихăçан та ĕçместĕп. Маруся, каçар, Маруся, теп. Мухмăр чĕртеп те тек ĕçместĕп. Ма чĕнместĕн, ĕненместĕн-и?
Сестра. Ĕненместĕп.
Аптралов. Тупа тăватăп.
Сестра. Çĕр хут та тупа тунă пулĕ.
Аптралов (пуçне тытса). Вилетĕп.
Сестра. Вилĕсĕн, пӳр ӳсĕр-пӳсĕр сахалтарах пулать.
Хамгай. Мĕнле юратаççĕ пире арăмсем.
Аптралов. Ку кам, мĕнле лекнĕ ку арçын сан патна?
Пулаков. Ак хайхи лекрĕ.
Аптралов. Пĕччен те мар, сан патăнта иккĕн иккен.
Хамгай. Иккĕн мар, виççĕн.
Аптралов (вырăн çинчен тăрса сестра хыççăн пырать). Ан тар, эпĕ свидетельсене чĕнетĕп, пĕтĕм халăх умĕнче намăслантаратăп, эпĕ сана çапмастăп, хĕнеместĕп. «Юратнă» арăмĕ упăшкине мĕнле суйса пурăннине çех тĕнчене пĕлтеретĕп. Ан тар, намăс-и, тараймастăн. (Ярса тытма тăрать.)
Сестра. Ан çыпăç.
Аптралов. А-а. Ан çыпăç-и? Ют упăшкасемпе аванрах-и? Эпĕ командировкăна çӳретĕп, а вăл...
Сестра. Мĕн аташатăр эсир?
Аптралов. Ĕнтĕ эсир пулса лартăм-и? Эпĕ аташатăп-и?
Хамгай. Кăна та шăрш лайăхах лекнĕ пулас.
Аптралов. Маруся, Марусенька. Санăн унта мухмăр чĕртмелли юлман-и? Э! Мĕншĕн чăнместĕн эсĕ? Э-э. Çил-ленмерĕн пулĕ те? Тĕрĕс, ĕнер ытлашширех ĕçнĕ пулас эпĕ. Ай, малашне ун пек нихçан та ĕçместĕп. Маруся, каçар, Маруся, теп!
Сестра. Мĕнле Маруся?
Аптралов (вырăн çинчен тăрса сестра хыççăн пырать). Арăм, юратнă арăм...
Сестра. Мĕн аташатăр эсир?
Аптралов. Кам вара эсĕ арăм пулмасан? (Сестрана ярса тытать.)
Сестра. Ан ашкăн! Пăрăн хăвăртрах!
Аптралов. Каçарăр, эпĕ хамăн арăм тесе. Тăхта-ха, тăхта, ман арăм ăçта вара?
Сестра. Ăçта пултăр? Килте пулĕ. Эпĕ ăçтан пĕлем?
Аптралов. Эпĕ килте мар-и вара?.. (Тавралла пăхса.) Ăçта вара эпĕ?
Хамгай. Ют арăм патĕнче. «Ăçта вара эпĕ».
Аптралов. Мĕн?
Хамгай. Эсĕ ман арăм патенче.
Аптралов. Ан ухмахлан.
Хамгай. Пĕлместĕп, темле ăс-пуçпа лекнĕ эсĕ, те ухмахпа...
Пулаков. Ют арăм патне менле ăс-пуçпа лекеççĕ?
Аптралов. Ним те астумастăп.
Хамгай. Янах шăмми тыттарсан астăвăн-ха.
Пулаков. Каçарăр ĕнтĕ, ăнсăртран, астумасăр лекнĕ вăл сирĕн арăм патне. Пĕр çур литр лартсан каçарать.
Сестра. Çитет выляса.
Аптралов. Чăнах, ăçта вара эпĕ?
Хамгай. Çăтмах çуртĕнче, райра.
Аптралов. Мĕнле çуртра тетĕн çак?
Пулаков. Ухмаха ернисен çуртĕнче.
Аптралов. Сирĕнтен ыйтмастăп эпĕ. Гражданка, ăнлантарса парăр-ха: мĕнле çынсем кусем?
Сестра. Кусем сан пеккисемех.
Аптралов. Эсир кам?
Сестра. Медецина сестри эпĕ.
Аптралов. Сестра? Ăçта лекнĕ вара эпĕ?
Сестра. Сывалма, тăн илме.
Аптралов. Ан кулăр-ха, эпĕ чăнласа ыйтатăп.
Сестра. Эпĕ те сире чăнласа калатăп.
Аптралов (хăйĕн çине пăхса). Мĕн япала? Кам улăштарнă ман кĕпене? Ха, тур çырлах! Нивушлĕ мана ухмахсемпе пĕрле хупнă.
Хамгай (ухмаха персе Аптралова). Эй, сăрнай! (Пушмак кăтартать.) Пашалу çиес килмест-и? Тутанса пăхма пултаратăр.
Аптралов. Мĕн?
Хамгай. Питĕ тутлă ку. (Тепĕр пушмакне хывать.) Чей тултарса парас мар-и? Пашалупа çиме. Э?
Аптралов. Кам вара эсир?
Хамгай. Чей сутакан кассир эпĕ. Автан патши. Ку-ку-ре-ку! Кĕркури. (Утиялпа витĕнсе кравать çине тăрать.)
Выртасов (аташса). Йышăнмастап... Да-да, никама та йышăнмастăп. (Вăранса кравать çине тăрса ларать те пуçне усса выртакан Пуклакова сăмсаран пусать.) Шăп!
Пулаков. Мĕн тума тĕкĕнтĕн манăн сăмсана?
Выртасов. Ăçтан санăн пултăр вăл?
Пулаков. Ман пулмасан тата... çăпала аври-и-мĕн?
Выртасов. Çăпала аври мар, кнопка.
Пулаков. Эсĕ ху кнопка.
Аптралов. Чăнах та ухмахсен çуртне лекнĕ-мĕн эпĕ!
Выртасов. Тсс, шăп, мĕн кирлĕ сире кунта?
Хамгай (кравать çинчен анса). Тем кирлĕ сана?
Выртасов. Сана мар, сире! Паян йышăнма пултараймастăп. (Сестрана.) Секретарь, кăларса яр вĕсене! Паян йышăнма пултараймастăп, пуç ыратать. (Милиционер кур-ăнса каять.) Милиционер... пĕрре, иккĕ, виççĕ... эпĕ... Эпĕ сире чĕнмен, кайма пултаратăр.
Пулаков. Ку темле начальник пекки пулмалла.
Хамгай. Ухмах вăл, начальник мар.
Выртасов (кăшкăрса). Мĕ-ĕн?!
Хамгай. Ан кăшăкр, эсĕ кунта ху патăнта кабинетра мар.
Милиционер. Майĕпенрех.
Выртасов. Пĕлетĕн-и, кам эпĕ?
Хамгай. Ӳсĕрĕлсен эпĕ те Пушкин!
Выртасов. Эпĕ сана халь тесен, халь...
Хамгай. Ха-ха-ха! Сан пек ӳсĕр начальниксене пайтах куркаланă.
Выртасов. Эпĕ сана. (Тăма тăрать, анчах милиционер ăна амисене каялла туса кравать çумне çыхса лартать.) Ярăр мана, мĕнле йĕркепе эсир çыхма пултаратăр мана? Пĕлетĕр-и эпĕ камне?
Милиционер. Лăпланăр, выртса çыврăр. Эсир ӳсĕр.
Выртасов. Ярăр мана, ярăр! (Çапкалашса пуçне ыраттарать.) А-а, эсир мана хĕнеме-и? Юрать, эпĕ сире ыранах тĕрмене хуптаратăп. Эсир, мĕн, пĕлместĕр-им эпĕ камне?
Милиционер (шăппăн.) Пĕлетпĕр. (Салтса ярать.) Канăр кăштах!
Аптралов. Ку ĕнтĕ тытса чарайманнипе лекнĕ пулĕ-ха. Мана тата мĕншĕн илсе килнĕ кунта?
Милиционер. Сире те çавăншăнах.
Аптралов. Мĕн? Эсир пурте манран кулас тетĕр-и?
Милиционер. Никам та кулмасть.
Аптралов. Ăçта эпĕ?
Милиционер. Эсир пĕрремĕш хут çакланман пулĕ те кунта?
Аптралов. Тархасшăн ан кулăр, милиционер юлташ!
Милиционер. Никам та кулмасть.
Аптралов. Мана мĕншĕн çак çурта илсе килнĕ, э?
Милиционер. Ăçта илсе каймалла пулнă тата?
Аптралов. Тем тесен те, кăна ахалех хăвармастăп, милиционер юлташ.
Милиционер. Кунта лекекенсене эпир те ахаль хăвармастпăр.
Аптралов. Эсир мана, тăп-тăрă çыннах, ухмахсемпе пĕрле тытса хупнă.
Пулаков. Мĕн?
Хамгай. Тепĕр хут калăр-ха?
Аптралов. Паллах, ăслă çынсем çапла хăтланмаççĕ.
Сестра. Ĕнер хăвăр мĕн хăтланнине астăватăр-и эсир?
Аптралов. Мĕн хăтланнă?
Сестра. Итлесе пăхăр-ха. (Магнитофон ярать.)
Аптраловăн ӳсĕр сасси. Эс... эсир, тăм камитсем, шпанасем, шĕпĕнсем, кăкăр ĕмекенсем! Мĕн тума илсе килтĕр кунта мана? Шĕшлĕ çӳлеш пулнă та... хулĕсенехĕрлĕ хăмач татăкĕ çыхкаласа янă та... хулара хуçа пулса çӳреççĕ. Сиртен хăратăп тетĕр-им? Суратăп сире! Тьфу!
Хĕр сасси. Мĕнле намăс мар сире? Çамрăк çыннăм! Ĕçсе тултарнă та... Тата...
Аптралов сасси. Ĕçетĕп, хам укçапа. Юрлатăп хам карланкăпа. Хам урапа ташлатăп! Эй! хать, хать, çат! Ух!
Сестра. Палларăр-и хăвăра?
Аптралов. Ниушлĕ эпĕ çавăн пекех ухмах пулнă вара?
Сестра. Çавăнпа лекнĕ те ĕнтĕ çакăнта.
Аптралов. Ухмахсен çуртне-и?
Милиционер. Унта мар, урăлтаркăча.
Аптралов. Тур çырлах! Эпĕ çавăнта-и вара? Мĕнле лекнĕ эпĕ кунта?
Милиционер. Ыттисем пекех. Пасар урамĕнче выртнине астумастăн-и?
Аптралов. Çук, астумастăп. (Аса илсе.) Тăхта-ха, тăхта. Ăçта ман япаласем? Сумка, сехет? Ăçта?
Милиционер. Пĕлместĕп, сирĕн нимĕнле япала та пулман.
Аптралов (айккинелле пăхса). Йĕтре пуç... Ăçта ман костюм? Пальто ăçта?
Милиционер. Костюмăр сирĕн кунтах. Пальто ăçтине пĕлместпĕр.
Аптралов. Парăр тархасшăн.
Милиционер. Халех паратпăр. Акă сирĕн тăхăнмаллисем.
Аптралов (пиншак кĕсиисене тĕрĕслесе). Укçа енчеке ăçта-ши тата? Унта документсем пурччĕ. Командировкăна каймалли хут та çакăнтахчĕ. Ултçĕр тенкĕ укçа пурччĕ.
Милиционер. Пĕлместĕп терĕм-çке. Сирĕн нимĕнле япала та пулман, акă акт пăхăр.
Аптралов. Пĕтрĕ пуç! Ăçта пăрахса хăварнă-ши ĕнтĕ эпĕ ăна? Çаратрĕç-ши? Ун чухлех ĕçсе яман пулĕ те...
Хамгай. Ултçĕр тенкĕ мар, пĕр каçра пин тенкĕ те пĕтерме пулать. Укçа пулсан ĕçекенсем тупăнĕç...
Аптралов. Пасар патĕнчен илсе килнĕ тетĕр-и çав?
Милиционер. Çапла, пасар урамĕнчен инçех мар. Кĕпер патĕнче йăваланса выртнă. Çавăнтан илсе килнĕ сире йĕрке хуралçисем.
Аптралов. Кунта илсе киличчен кĕпер айнех пăрах-са хăвармалла пулнă.
Милиционер. Унта сикекенсем сансăрах пур. Нумай пулмасть пĕри ӳсĕр пуçпа кĕпер айне чăмнăччĕ. Хăвăр çара пуçах. Хелле пулнă пулсан...
Аптралов. Ухмах пуç.
Сестра. Ан хăра, сывлăху чиперех. Анчах тата кăштах ĕçнĕ пулсан вилме те пултарнă...
Аптралов. Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ?
Милиционер. Пĕлместĕп.
Пулаков. Командировкăна каймалла тетĕр-и?
Аптралов. Çапла... Паян вунă сехетре Канашра пулмалла, отчет тумалла. Мĕн калăп-ха ентĕ эпĕ? Анра пуç, ухмах! Мĕн туса хутăм-ха эпĕ. (Пуçне кравать çумне çапать.) Милиционер юлташ, эсир мана справка пекки çырса памăр-ши?
Милиционер. Урăлмалли çуртра пулнă тесе-и?
Аптралов. Çук, çук, ун пек мар ĕнтĕ, мана çаратнă тесе...
Милиционер. Ăçтан пĕлес-ха сирĕнне, те çаратнă, те ĕçсе янă...
Аптралов. Куратăр вĕт-ха. Хăвăрах пĕлетĕр эпĕ мĕнле инкеке кĕрсе ӳкнине.
Сестра. Çавăн пек ухмахла ĕçмелле пулман.
Аптралов. Çапла-ха та... анчах кам пĕлнĕ-ха ун пек пуласса. Çырса парăр тархасшăн. Турра тархасланă пек тархаслатăп.
Милиционер. Çырса яратпăр. Ху ĕçленĕ çĕре те пĕлтеретпĕр.
Аптралов. Аплах мар-ха, юлташ. Аплах мар пулĕ. Ялан мар вĕт, пĕрремĕш хут çеç. Тархасшăн ун пек ан тăвăр. Авторитет пĕтет. Сӳтсе явма та пуçлĕç. Вырăнтан та кăларĕç. Арăм вара пĕтерет. Тархаслатăп сире... Çирĕм çул хушши профсоюз члененче тăратăп. Çак эсрел эрехĕ пирки мана ахаль те икĕ хутчен ятланă. Текех каçарас çук ĕнтĕ.
Пулаков. Çын мар иккен эпĕ. Ĕçмен чухне чип-чипер, арăмпа та пыл та çу. Еçсе ӳçĕрĕлсен вара чисти — шуйттан! Тăхтаман, эсремет. Апат антарса пар... çĕнĕрен пĕçер!.. Атта хыв!.. Тьфу! (Шухăша каять.) Халĕ ĕнтĕ арăм та киле кĕртмĕ. Уйрăлас тесе шавлама тытăнĕ. Халĕ ĕнтĕ мĕн тумалла?
Сестра. Çав кирлĕ сире.
Пулаков. Ара, ача пур-çке пирĕн, юрататăп-çке ăна.
Хамгай. Мĕн вăл сире арăм? Мĕн вăл ача? Акă эпĕ Союза кĕрес тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Писательсен членне. Пĕлетĕр-и, мĕн вăл писатель? Этем чунне пĕлекен инженер! Икĕ рекомендаци тахçанах хатĕрччĕ Халĕ ĕнтĕ кун хыççăн виççĕмĕшне кам парĕ? (Утиялпа чĕркенсе.) Погиб поэт Хамгай!
Сестра. Хамгай-тăмсай. Мĕн чухлĕ инкек курмаççĕ-ши ӳсĕр пуçпа?
Милиционер. Пĕр-пĕрин çамкине те çапса çураççĕ. Кайран вара пăлахая персе ӳсĕрпе пулнă теççĕ. Усал ĕç туса айăпа кĕреççĕ те каллех ӳсĕр пулнă, астумастăп теççĕ. Айăпне каçарттарма каллех эрех ĕçеççĕ.
Пулаков. Ĕçес мар, текех ĕçес мар тесе миçе хут сăмах паман-ши эпĕ. Ним тума та çук, ĕçке-çике кайсан çăвартанах ӳпĕнтереççĕ. Ĕçес мар, мăн кăмăллă теççĕ. Сывлăх начаррине те пăхса тăмаççĕ, пурпĕрех ĕçтереççĕ...
Хамгай. Юлташа курнă ятпа каллех ĕçен, сăвă пекки тухрĕ — гонорар илнĕ ятпа каллех... Япала туянан, каллех çумалла теççĕ, çапла мар-и?
Аптралов. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Пĕлтерес, тĕрĕссипех пĕлтерес. Ятлаччăр, вырăнтан кăларччăр... Çав кирлĕ-ха мана, ухмаха... Мĕнле пуçпа каяс-ха ĕнтĕ ĕçе?
Выртасов. Йышăнмастăп.
Хамгай. Ку ухмах тата халĕ те урăлса çитеймен.
Выртасов (кравать çинчен тăрса алисемпе хăлаçланса шăна тытнă пек тăвать.) Шуйттансене тытатăп... Шăп... шăп. Халех тытап! (Пуклаков патне пырать.)
Хамгай. Куçне шуйттансем курăнма пусличченех ĕçсе лартнă ку.
Пулаков. Милиционер юлташ, пăтĕмпех йăлăхтарса çитерчĕ çак çын паян. Тархасшăн тăна кĕртĕр часрах, урăлтарăр ăна!
Милиционер (Выртасова çавăтса илсе тухса каять). Атя, атя хăвăртрах.
Хамгай. Сестра, вăхăт мĕн чухлĕ халь?
Сестра. Тăххăр çитесси вунă минут.
Пулаков. Пĕтрĕмĕр! Пит çумасăрах чупмалла-ши?
Хамгай. Йĕм тăхăнмасăр чупсан та çитейместĕн.
Выртасов (çăвăнса кĕрет). Мана кунта илсе килме мĕнле хăйнă эсир?
Милиционер. Урамра выртатăн та, ăçта илсе каяс-ха тата?
Выртасов. Пулма пултараймасть!
Хамгай. Акă пирĕн начальник те çитрĕ.
Пулаков. Эй, мĕн начальникĕ пултăр вăл.
Выртасов. Çапла, юлташсем. Кун хыççăн эпĕ текех начальник мар.
Аптралов. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Аптрамалла.
Хамгай. Канашлура пулнă тесен?
Выртасов. Кам ĕненет ăна?
Пулаков. Больницăна кайса бюллетень илме май килмĕ-ши?
Выртасов. Эх, айван!
Хамгай. Мухмăр пулнă пирки пĕррехинче эпĕ больницăра виçĕ кунлăх бюллетень чиперех илсе тухнăччĕ. Грипп в острой форме тесе çырса пачĕç.
Выртасов. Апла врачĕ хăй те ӳсĕр пулнă пуль. Текех ун пек ухмахсем тупăнас çук ĕнтĕ.
Аптралов. Тăхтăр-ха, паян вырсарникун мар-и?
Милиционер. Вырсарникун сана, кĕтсех тăр.
Аптралов. Якку Романч... Мĕн тумалла-ха, юлташсем, капла?
Хамгай. Мĕн тумалла? Каламасăрах паллă — паян пирĕн пурин те трагеди... Хуть те çакăнтах пăвăнса вил...
Пулаков. Эх-хе-хей! Киле кĕртес çук ĕнтĕ мана арăм.
Аптралов. Мана, пĕлсех тăратăп, ĕçрен кăларса çапаççĕ.
Выртасов. Мана... мана...
Хамгай. Мана... мана... Мĕн хăрамалли пур? Пĕр çĕртен кăларсан, тепĕр çĕре кĕрен... Начальниксене яланах çавăн пек тăваççĕ. Мана Союза илмеççех ĕнтĕ. Пĕлетĕр-и? Союза. Халĕ ĕнтĕ мĕн тумалла?
Аптралов. Мĕн тумалла?
Пулаков. Тем тумалла?
Выртасов. Шалт аптрамалла.
Сестра. Эрех ĕçме пăрахмалла.
Милиционер. Тĕрĕс.
Хамгай. Йывăр япала.
Выртасов. Кĕпене хывса пăрахасси мар.
Аптралов. Малалла та каплах пурăнсан пĕтетпĕр.
Пулаков. Пăчă лартмалла.
Милиционер. Тĕрĕс. Тăна кетĕр-и?
Ч а р ш а в
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...