Пĕрисем уя, теприсем туя!
Мыскарари çынсем:
Якăп — хĕрĕх çулсенчи колхозник.
Кулине — унăн арăмĕ.
Вера — вĕсен хĕрĕ.
Валя — Вера тантăшĕ.
Петров — учитель.
Микула — Вера тусĕ.
Пĕрремĕш картина
Ял, урам. «Сельсовет» тесе çырса хунă вывеска. Инçех мар Вера тăрать. Ял Советĕнчен Петров тухать.
Петров. Тăхта-ха, Вера, кĕр-ха ял Советне.
Вера. Мĕн тума?
Петров. Кил-ха, санпа калаçмалли ггур.
Вера. Ой, васкатăп, çумăр килет, унччен фермăна çитмелле.
Петров. Эпĕ тытса тăмастăп, наччаслăха кăна.
Вера. Ну?
Петров. Кăçал каçхи вăтам шкул ĕçлеме пуçлать.
Вера. Вара?
Петров. Санăн вĕренме çӳрес пулать.
Вера. Вăхăт пулĕ-ши? Петров. Тупас пулать.
Урампа Валя пырать, Петровпа Вера тăнине курсан пытанса тăрса итлет.
Вера. Анне темле çав. Хиреç пулмĕ-ши?
Петров. Аннӳпе калаçăпăр.
Вера. Атте хиреç пулас çук.
Петров. Атя-ха, кунта çумăр çăва пуçларе.
Вера. Вăхăт çук-çке.
Петров. Атя. Атя. (Çавăтса ял Советне илсе кĕрет.)
Валя (маларах тухса). Ай-яй, кур-ха, Коляна шăхăртса хăварчĕ. Ай-яй-яй, час пулчĕ-çке кусен, Микули — ял кулли. Акă хăй килет-ха. Коля, чуп часрах, хĕрсĕр юлатăн вĕт.
Микула. Мĕн шăл йĕретĕн?
Валя. Эсĕ хăв йĕрсе ярăн акă.
Микула. Мĕн туса тăран кунта, мĕн кĕтетĕн?
Валя. Пит пĕлес килет, мĕнпе пĕтет-ши тетĕп. Питĕ кăсăкçке-ха.
Микула. Мĕн кăсăкки куртăн?
Валя. Куртăм çав.
Микула. Мĕн куртăн?
Валя. Кунта пĕр каччă кĕрсе кайнине.
Микула. Вара мĕн?
Валя. Каччăпа хĕр ял Советне мĕн тума кĕреççĕ пек?
Микула. Кĕрĕçин.
Валя. Сана пурпĕрех-и?
Микула. Пурпĕрех.
Валя. Сан юратнă хĕрӳпе пулсан та-и?
Микула. Мĕнех вара?
Валя. Чăнах-и? Пытан.
Ял Советенчен Вера тухать, ăна Петров хăйен плащне парать.
Петров. Тăхăн, тăхăн.
Вера. Эсир вара?
Петров. Эпĕ халех каяс çук-ха, калаçса татăлтăмăр.
Вера. Çапла та-ха.
Валя. Илтетĕн-и?
Микула. Хăлхасăр мар.
Петров. Аннӳпе эпĕ хам пырса калаçатăп.
Вера. Калаç. Эпĕ чупрăм. (Плащ пĕркеннĕ чух Вальăпа Микула тăнине асăрхать, малалла чупать.)
Микула. Эпĕ ку учитель урине персе хуçап акă.
Валя. Асту, ял Совечĕ кунтах: вунпилĕк талăка хупса лартаççĕ вара хăвна.
Петров Валяпа Микула кайнине асăрхать, ял Советне чупать.
Микула (Вера кайнă еннелле юнаса). Ах, çĕлен!.. Вăл мана: ытти каччă çине пăхмастăп тесе тупа турĕ, хăйĕн çӳçне касса пачĕ. (Кăкăр умĕнчи кĕсьерен çӳçне кăларса пĕрчĕн-пĕрчĕн ывăтать.) Вĕç, вĕç, ман юрату, çилпе вĕçтĕр, тупа туни веçех пĕттĕр! (Чупать.)
Валя. Юратушăн çапăçас пулать, çулламан пăру пулмалла мар. Вера ашшă-амăшĕсене кайса пĕлтерес. (Тепĕр еннелле чупса каять.)
Иккĕмĕш картина
Якăпсен килĕ. Таса пӳлĕм. Кантăксем çинче — чĕнтер. Кулине тĕпĕлте савăт-сапа тасатать. Тултан Валя хашăлтатса кĕрет.
Валя. Килтех иккен хăй те. (Кулинене хулран тытса çаврăнать.) Ой, Кулине инке, эпĕ мĕнле хыпарпа килнине туятăн-и? Нимĕн те пĕлместĕн-ха эсĕ.
Кулине. Çавра çил пек ан çаврăн-ха, чакак хăраххи. Путлĕ хыпарпах çӳреместĕн пулĕ, апăрша хĕр.
Валя. Туй пулать, Кулине инке, туй! Во мĕнле хыпар сана!
Кулине. Калап çав, Валя качча каясшăн çунтарса çӳрет тесе. Авă куçусем те кăвар пек йăлтăртатакан пулнă. Кама каятăн-ха? Каччу та хăв пекех çатăлти мар-и?
Валя. Ой, çук, качча каяканни эпĕ мар, урăххи. Камне пĕлес килет-и?
Кулине. Ялта хĕр нумай, пĕри каять пулех. Эсĕ уншăн мĕн çав тери çиçкĕнсе çӳретĕн вара?
Валя. Эпĕ мар-ха, эсĕ çиçкĕнсе ан кай. Паян качча тухаканни — Вера, сирнĕ Вера! Илтетĕн-и? Хĕрӳ качча каять вĕт, сисмесĕр юлатăн.
Кулине. Кирлĕ мара вĕçтерсе ан çӳре, вут пуççи. Хам хĕре хам пĕлетĕп ĕнтĕ. Вера ун пек-кун пек шухăшпа çӳреместчĕ-ха. Каçхи вăтам шкула каяс пирки кăна ятлаçса илтĕмĕр. Вăл каясшăн, эпă ан кай тетĕп, сакăр çул вĕренни те ытлашшипех çитет сана терĕм. Эсĕ тем суя сăмах тыттарса çӳретĕн пулех, Валя.
Валя (чĕрнине кăтартать). Акă çакăн чухлĕ те суймастăп, Кулине инке.
Кулине. Кама каять тетĕн вара?
Валя. Петров учителе. Ара, Лаврентий Петровича лайăх пĕлетĕн ĕнтĕ, Çирĕккасси ачине. Во-о, мĕнле çынна каять сан хĕрӳ! Микулана пăрахрĕ, çав меммене шăхăртса хăварчĕ. Ну, ку туйра ура тупанĕнчен çулăм тухиччен ташлатăп ĕнтĕ! (Чечетка çаптарса илет.) Çеçкеллĕ штапель кĕпене те пĕлсе тенĕ Пекех çелетсе хутăм иккен. Ой, туй пулать тĕк пулать!
Кулине. Чим-ха, эс туйне тума ан васка. Учитель валли майра учитель тупанĕ, пирĕн Верăна илес çук вăл. Пĕртте ĕненĕс килмест сана, Валя.
Валя. Хам итлесе тăтăм вĕсем ял Совечĕ патĕнче калаçнине. Аттепе анне чармасан пыратăп тет Вера. Кĕçĕр сана хулăнтан çавăтсах каятăп терĕ Лаврентий Петровчă. Нивушле мана ĕненместĕн тет Вера аллисене чăмăртаса. Эпĕ сана тахçанах ĕненетĕп тет Вера. Ой калаçаç, ой юмахлаç хăйсем! Кайран ял Советне кĕрсе кайрĕç, заявлени пама ĕнтĕ.
Кулине (шухăша кайса). Ах, хĕрупраçу-качку темерĕн, ашшĕ-амăшĕнчен пытарса тăрать пулать-и-ха?
Валя (кантăкран пăхса). Кулине инке, кил-ха кунта, пĕр япала кăтартам. (Кулине пырать) Кур-ха, камсем килеççĕ кунталла?
Кулине (пăхать). Чим-ха, Верăпа леш учитель килеççĕ вĕт кунталла. Хамăр патах пуль. Коляна пăрахрĕ-ши вара?
Валя. Пăрахнă ĕнтĕ. Килеççĕ, кунта килеççĕ. Каларăм вĕт туй пулать тесе. Кур-ха, мĕнле калаçса пыраççĕ хăйсем.
Кулине. Ах, кĕтмен çĕртен пулчĕ-ха ку капла... Эсĕ туйшăн кастарса ан тăр-ха, ахаль те пуç çаврăнать. Чуп-ха часрах Якăп патне, вите тăваççĕ вĕсем. Халех киле таврăнтăр. Эпĕ пĕччен мĕн тума пĕлем...
Валя. Çиччас. Хампа пĕрлех ертсе килетĕп Якăп пиччене.
Валя тухса чупать. Кулине кипке тытса саксемпе пукансене шăлкалать. Верăпа Петров кĕреççĕ.
Петров. Сывă пурăнатăр-и, Акулина Васильевна? (Алă парать.) Эпĕ килсе чăрмантарас терĕм-ха сире.
Кулине. Килех, тĕпелелле иртсе лар. Вера, хăнана ма-лалла иртме хуш-ха.
Вера. Ларăр-ха çак пукан çине, Лаврентий Петрович, ларăр.
Петров (ларать). Тавах. Нумай вакласа ларас мар, Акулина Васильевна, эпĕ сирĕн пата пĕр пысăк ыйтупа — Вера пирки калаçма килтĕм.
Кулине. Çапла пулĕ-ха та, эпĕ пĕччен пултăм-çке. Якăп та пулмарĕ хăть. Вера, хĕрĕм, пыр-ха нӳхрепе, сăра ăсса кил. Витри çавăнтахчĕ пулас. Килнĕ-килменех кайма ан васкăр-ха.
Петров. Чăрманма кирлĕ мар.
Кулине. Апла юрать-и? Вера, часрах.
Вера. Юрĕ, анне, ăсса килем-ха эппин. (Тухса каять.)
Кулине (шкапран стакансем кăларать). Кĕтмен çĕртен пулчĕ-ха ку.
Петров. Акулина Васильевна, Верăпа иксĕмĕр лайăхах калаçса татăлтăмăр, эсир те ăна чарса ан тăрăр ĕнтĕ.
Кулине. Эсĕ хăв лайăх шутласа пăхрăн-и вара?
Петров. Ман пирки сăмах та çук. Паян эпĕ çак килтен Верăсăр тухса каймастăп, хампа пĕрлех илсе кайма килтĕм.
Кулине. Паянах-и?
Петров. Паянах, конешнă. Пĕр тытăннă ĕçе мĕншĕн вăраха хăварас? Вăраха хăварни выртсах юлнă тесе калаççĕ.
Кулине. Пушшех аптăраса ӳкрĕм-ха капла. Эсĕ вара пирĕн хĕре çырăнмасăрах илсе каясшăн-и?
Петров. Çырăннă, Акулина Васильевна, иртнĕ уйăхрах çырăннă.
Кулине. Çырăннă та-и? Ах, хĕрӳ-качку, мĕн хăтланать вăл.
Вера сăра ăсса кĕрет, витрене сĕтел çине лартать.
Вера. Ĕçтер, анне, хăнана.
Кулине. Мĕн шутланă эсĕ, хĕрĕм? Иртнĕ уйăхрах çырăннă, манран пытарса тăратăн? Аçу пĕлсен мĕн калĕ.
Вера. Атте хирĕç пулас çук. Анне, текех тавлашса тăрар мар ĕнтĕ. Каям пĕрех хут. Эпĕ кăна мар вĕт, ытти хĕрсем те каяççĕ.
Кулине. Ара, ара. Çапла та-ха вăл, пиртен тухнă йăла мар.
Петров. Эпĕ те çавнах калатăп, Акулина Васильевна, ан чарăр ĕнтĕ, хăй те пырасшăн авă.
Кулине (сăра тултарса ĕçет). Ну, тавсси, начар тесе ан ӳпкеле, çак сăрана ĕçсе пăхар-ха. (Петрова сăра парать.) Тен, кăçаллăха тăхтамаллаччĕ пулĕ? Вера çамрăкрах вĕт-ха. (Пурне те сăрапа хăналаса çӳрет.)
Петров. Ватăлсан юлсах каять вара. Çулсем çаплах иртеççĕ.
Кулине. Кая юлсан каю шăтать теççĕ те-ха...
Валя вирхенсе кĕрет.
Валя. Ой, Кулине инке, çиçĕм пек кайса килтем Якăп пичче патне. Халех кĕрет. Ну, çĕнĕ çынсем, лайăх çураçтартăр-и? (Верăна тытса çаврăнать.) Тахçанах çапла кирлĕ, тусăм, тахçанах!
Вера. Каятăп ĕнтĕ, Валя, анне те килĕшет.
Валя. Ун пек каччăла тĕнче вĕçне кайма пулать.
Якăп кĕрет, кăшт тăрсан Микула керет, вăл кăмака хыçне пытанать.
Якăп. Здравствуйте пурсăра та! (Петрова алă парать. Кулинене.) Эсĕ чĕнтертĕн-и? Çак хĕр вут çĕлен пек ялкăшса пычĕ те темĕн те пĕр каласа пĕтерчĕ. Чăнах-и ку сăмах?
Петров. Чăнах, Яков Григорьевич, чăнах. Акулина Васильевна хирĕç мар, эсĕ те чарса тăмăн тесе шанатпăр.
Вера. Атте, ан чарăр ĕнтĕ, пĕр çырăннăскер, каям пĕрех хут, Лаврентий Петровича та пыратăп тесе сăмах патăм.
Микула (камака хыçенчен тухса). Эсĕ пурне те сăмах паратăн!
Якăп. Чарăн-ха, ачам.
Микула. Чарăнмастăп!
Вера. Ан чăрмантар-ха, Коля, аттене калама.
Микула. Чăрмантаратăп! Пилле! Пилле!
Якăп. Ку мĕнле япала? Эсĕ кам патĕнче? Кам ачи ку, мĕнле лекнĕ вăл кунта?
Вера. Вăл — Коля.
Валя. Сыпай ачи.
Якăп. Кам чĕннĕ ăна кунта! Эсĕ мĕскер кунта ман килте шăртланса çӳрен? Тухса кай!
Вера. Атте, чарăн!
Якăп. Молчать! Кам кунта хуçа!
Кулине (Якăпа сăра парать). Лăплан-ха, Якăп. Сана ахаль те хумханма юрамасть, пуçу ыратма пуçлать акă. Тытса пар та.
Якăп. Хальхи çамрăксем вĕсем!
Петров. Ну, мĕнле, Яков Григорьевич?
Якăп. М-да... Нимĕн калама та аптăрамалла сире. Ытла кĕтмен çĕртен пулчĕ-ха ку. Шутлама та памастăр.
Петров. Нимĕн те шутламалли çук, Яков Григорьевич. Инçе çӳремелле мар вĕт. Çирĕккассине кунтан нумай-нумай тесен икĕ километр çурă пулать. Вера фермăра ĕçлеме пăрахмасть, ĕç хыççăн тӳрех — Çирĕккассинчи шкула.
Якăп. Иксĕр килĕшетĕр пулсан эпир хирĕç тăрас çук. Анчах санăн аçупа аннӳ мĕн шутланине пĕлместпĕр-çке. Эсĕ авă институт пĕтернĕ çын, пирĕн Вера çичĕ çул çеç вĕреннĕ.
Петров. Сирĕн Вера каçхи вăтам шкула кайнăшăн ман аттепе анне мĕн калаччăр-ха.
Якăп (ун-кун пăхкалать). Калăр-ха, мĕн çинчен сăмах пырать вара кунта?
Вера. Эпĕ каçхи вăтам шкула вĕренме каясси çинчен.
Якăп (Петрова). Эсĕ?
Петров. Эпĕ ăна шкула илсе кайма килтĕм.
Якăп (Верăна). А есĕ, хӳресĕр чакак,мĕн çинчен Чакăлтатса çӳрен?
Валя. Ара... ара... Лаврентий Петрович илме пыратăп, Вера каятăп тереç те. Эпе Вера качча каять тесе...
Якăп. Вăт сана «тесе». Çын пуçне çавăрса çӳрен ĕçсĕр аптранăскер. Ял çинче намăс курăн санпала, явăл.(Кулинене.) Эсĕ те çерçи сăмахне ĕненсе ларан.
Кулине. Апла та капла тесе ĕнентерет те... Эпĕ мĕн тесе.
Микула. Ах, çара çерси, чакак! Эсир, Микула пичче, Кулине инке, мана каçарăрах. Эсир те, учитель юлташ, каçарăрах.
Петров. Юрĕ-çке, ун пек пăтăрмах пулкалать вăл (Аллинчи сехетне пахать.) Вăхăт çаплах иртет, юлташсем Ка-çхи шкулта паян малтанхи занятисене манăн ирттермелле Пĕри те хирĕç мар пулсан каяр пулĕ, Вера. (Кулине Петрова çул курки сăра парать.)
Вера. Кайăпăр эппин, вĕренес тĕк вĕренес. Эсĕ те пыран пулĕ, Коля!
Микула. Ман мĕншĕн çынсенчен юлас вара?
Якăп. Вĕренни вăл ăслă ĕç, кайăрах, вĕренĕр, пысăк çынсем пулăр.
Петров Якăппа Кулинене алă парать. Верăпа Микула, Петров тухса каяççĕ.
Якăп (кулса ярать). Ну, çĕнĕ хуняма, чут-чут кĕрӳллĕ пулса тăраттăн мар-и?
Кулине (Вальăна). Акă çак апăрша пăтратса çӳрет мар-и? Туй пулать те туй пулать тесе вĕтеленсе, ташласа çӳрет, мур ачи.
Валя. Ффи, пулмин тата...
Якăп. А-а, урăхла какалама тытăнтăн? Каларăм вĕт хӳресĕр чакак тесе. Туйра ташлас килнĕ те, куçĕсем алчăрса кайнă. Ну, кил кунтарах, виç курка сăра ĕç те яра пар ташша. Пурĕ пĕр мар-и? А-а, ташлас кăмăл сук-и! Тоттă! Ан ман: туй килмесĕр ташша тăмаççĕ.
Чаршав
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...