Кам айăплă-ши?
1
Ир тытăннă çумăр кăнтăрла çитеспе ялан чарăнаканччĕ. Анчах вăл, теме сиснĕ евĕр, витререн тăкнă пек лӳшкет. Эпĕ, кантăк умĕнче çумăрпа киленсе лараканскер, тарăн асаилӳсен авăрне путрăм...
Çуркуннеччĕ ун чух. Хĕлĕпе çунă шурă юр шыва çаврăнса çырма-çатрасенче пăтранса-кĕрлесе юхса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ. Эпĕ, Элмет хулинче вĕренекенскер, вăл вăхăтра шăпах ик-виç куна яла килнĕччĕ. Çавăн чухне ачаран пĕрле ӳснĕ тусăма, Кольăна, çара каймашкăн хут килсе пачĕç. Хута аллине илсенех, тем тесен те çара юрăхлă çын вĕт-ха, унăн сисмесĕрех куçĕсем йĕпенчĕç. Те савăнăç куççулĕ пулчĕ вăл, те тăван тавралăхран, тăван ялтан уйрăлма йывăррипе йĕпенчĕç-ши куçĕсем? Кăмăла пусарас тесе эпир пахчари сукмакпа юнашар вырнаçнă вăрмана утрăмăр. Вырăн-вырăн çурхи хĕвел ăшшипе тĕсне улăштарнă, ыран-паян куç умĕнчен çухалакан юр лаптăкĕсем сиввĕн курăнса выртаççĕ. Çав вăхăтрах, маларах юр ирĕлме ĕлкĕрнĕ вырăнсенче, ешĕл курăк пуçне кăларма пуçланă. Хĕлĕпе тарăн ыйхăра пулнă çут çанталăк кунран-кун вăй илсе таврана илем кӳрет. Унта та кунта кайăксем çуркунне çитнипе савăнса хăйсен юррине шăратаççĕ. Вĕсемпе пĕрле савăнас, юрлас килет. Кольăн кăмăлĕ паçăрхи пекех сӳрĕк.
Халиччен юратнă вăрманти сукмак пире инçетрен те инçете илсе кайса пысăк мар уçланка илсе тухрĕ. Çак уçланкăра эпир çуллахи кунсенче хамăр выльăхсем валли утă çулнă, юнашар хурăнлăхра мунча валли милĕк каснă. Халь вара йывăçсем ӳссе кайнипе ешĕл курăк сайра ӳсет, çапах та хăнăхнă вырăна час-часах чун туртать. Уçланкă варринчи çĕр çулхи юман кăна хăйĕн тураттисене сарса, иртнĕ пурнăçа, нушипе хуйхине тӳссе ирттернĕскер, пĕччен тунсăхласа ларать.
Унпа юнашар ӳсекен çăка пилĕк-ултă çул маларах аçа çапнипе чăл-пар саланнăччĕ. Эпир ерипен юман патне пырса ун çине тайăнтăмăр çеç, сасартăк пиртен инçех мар йытăсем вĕрни илтĕнсе пире пăшăрхантарчĕ. Унччен те пулмарĕ, уçланкăна пăшипе ик-виç эрнери икĕ пăрушĕ чупса тухрĕç те пĕр тăхтамасăр Савлешен еннелле кайса куçран çухалчĕç. Часах уçланкăна сунар йыттисем вĕрсе тухрĕç. Эпĕ вĕсене чарас шухăшпа алла патак тытса хăратма пикентĕм. Малтанлăха вĕсем манран хăраса айккинелле тарчĕç, анчах та йытăсен сасси часах Савлешен енче майĕпен çухалчĕ.
– Саша, астăватăн-и, ик-виç çул каялла, «тăват кĕпер» çулĕпе кайсан вĕлтĕрен лапĕнче çуллахи вăхăтрах такамсем пăшипе пăрушне персе тытнăччĕ? – тесе аса илтерчĕ мана Коля.
– Леш, Аркаш куккасен йытти, кĕтӳ кĕтнĕ чух, çапă купи айĕнчен тирĕсене сĕтĕрсе кăларнă чух-и? – аса илтĕм эпĕ те.
Çавăн пек хуллен кăна калаçкаласа эпир ял еннелле утрăмăр. Пуçра мана пĕр шухăш канăç пами пулчĕ. Çуркунне пĕтĕм тĕнче чĕрĕлнĕ вăхăтра камăн алли пăшал çĕклесе çак илемлĕ пăшисен пурнăçне татĕ-ши тата тăлăха юлнă пăрусене кам ӳстерĕ-ши?..
...Паян сывпуллашу каçĕ. Ыран ирхине Кольăн Аксура пулмалла. Кĕçĕр вăл хăйĕн тăван килĕнче юлашки хут çĕр каçать. Вара уншăн пĕтĕмпех урăх пурнăç пуçланĕ. Сывпуллашу каçне эпĕ темле сăлтава пула каярах юлса çитрĕм пулсан та, çамрăксем сĕтел хушшине ларманччĕ-ха. Эпĕ пурне те сывлăх суннă хыççăн килкартишĕнчен Хĕветĕр пиччен сасси илтĕнчĕ.
– Пурне те сĕтел хушшине ларма ыйтаççĕ, – терĕ вăл. Эпир вара нумай кĕттермесĕр сĕтел хушшине кĕрсе вырнаçрăмăр. Сĕтел çине Кольăн икĕ йăмăкĕпе эпĕ халиччен курман хĕр апат-çимĕç кӳрсе тăчĕç. Эпĕ, Кольăпа юнашар лараканскер, ун çине ыйтуллăн пăхса илтĕм.
– Пуçна ан çĕмĕр-ха эсĕ, куккан хĕрĕ вăл, Чистайра вĕренет, – тесе пĕлтерчĕ Коля. Çав хĕр çинчен урăх сăмах хускатмарăм эпĕ, анчах та манăн куçсем ун çинчен кайма пĕлмерĕç, унăн илемлĕ кулли, çунса тăракан хăмăртарах куçĕсем мана тыткăнларĕç. Сывпуллашу каçĕ хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ. Ĕлĕкрен пыракан салтак юррисене юрласа çынсен, уйрăмах Кольăн амăшĕпе тăванĕсен, кăмăлĕсене хускатрăмăр.
Вир пăттине пĕçернĕ, куçне хывнă,
Çиес килмест, аннеçĕм, мĕн тăвас?
Çакăнта та çуралса çын пулнă,
Каяс килмест, аттеçĕм, мĕн тăвас?
Эрехпе самаях хĕрнĕ пуçсене уçăлтарас шутпа-ши е ташлас кăмăлпа-ши, эпир сĕтел хушшинчен урама тухрăмăр. Юнашар улма-çырла пахчинче шăпчăк хăй юррине шăрантарать. Сайра хутра Юманай енчен ӳхĕ кăшкăрни илтĕнкелет. Малтан, пĕчĕк чухне, мĕнлерех хăранă çав сасăран…
Ун чухне (виççĕмĕш класа куçнă çул-ши?) пĕрре темле сăлтава пула ĕнене илме кĕтĕве хирĕç каяйманччĕ. Атте вара каç пулнине пăхмасăр ĕнене тупса килме кăларса ячĕ. Малтанах ял тавра пăхса çаврăнтăм. Вăл вăхăтра Пике инке те ĕнине шырать. Çутă уйăх та самаях тӳпенелле улăхнăччĕ. Пĕрле васкаса Савлешен ĕшнине çитрĕмĕр. Çак ĕшнепе юнашар тарăн вар пур, хĕррипе çĕмĕрт йывăççисем саркаланса ӳсеççĕ. Теме пула эпĕ çутă уйăх çине пăхса илтĕм кăна, çав тарăн вартан мĕнле-тĕр çутă, уйăх патнелле виçĕ хутчен хăпарса, тарăн вара анчĕ те хыттăн, хăлхана çурмалла кăшкăрса ячĕ. Манăн чĕре хăранипе тухса тарасла тапма пуçларĕ... Нумай çулсем иртсен эпĕ çав хăрушă сасă ӳхĕ сасси пулнине тавçăрса илнĕччĕ. Çутти вара уйăх çине пăхса илнĕ хыççăн хăранипе куçа курăннă пулĕ.
...Манăн асилĕве хуткупăс сасси татрĕ. Пиртен кăшт аслăрах Иван пиччесен Петĕрĕ тăрăшсах ташă çемми вылять. Анчах та çав халиччен курман хĕр темшĕн манăн куç тĕлне пулмарĕ. Ăçта-ши вăл? Çавăн пек шухăшласа тăнă вăхăтра палламан хĕрĕн илемлĕ кулли илтĕнсе кайрĕ: вĕсем Кольăн аслă йăмăкĕпе Нинăпа иккен. Мĕн пулчĕ ун чух манпа – пĕлместĕп, хăюлăх çитерсе çак хĕре вальс ташлама чĕнтĕм-чĕнтĕмех. Вăл пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ.
– М-м-мана С-Саша тесе чĕнеççĕ, – хыпалантăм хампа паллаштарма эпĕ. Темшĕн чĕтренсе илчĕ сасă.
– Эпĕ вара Рена пулатăп, – пĕлтерчĕ вăл.
– Саша, каçарăр та, сирĕн аллăр чăтма çук вĕри, чирлеместĕр пулĕ те? – ыйтрĕ Рена кĕтмен çĕртен. Эпĕ хам та сисмен, манăн алăсем унăн пилĕкĕнчен тытнă иккен. Хумханнипе, вăтаннипе эпĕ вĕриленсе кайнă пулĕ.
Купăсçă пĕр кĕвĕ хыççăн теприне вылярĕ, хăй вара вăхăт-вăхăт, ывăннипе-ши, Коля çине пăхкаларĕ. Те çавăнпах, Коля ун патне пырса тем каларĕ те купăс сасси лăпланчĕ. Эпир карта çумне пырса тăтăмăр кăна, Коля пирĕн пата пычĕ:
– Каçарăр та, эсир паллашма ĕлкĕрнĕ те пулас?
– Çиелтен кăна, ятсемсĕр пуçне урăх нимĕн пĕлеймерĕмĕр – тесе Ренăн куçĕсенчен пăхрăм эпĕ.
– Тĕрĕс, Коля. Саша чăнахах та вăтанчăк каччă пулас, – терĕ Рена. Эпĕ хама çав тери мĕскĕннĕн туйрăм.
– Пирĕн ялта хĕрсем çукпа пĕрех те, тен, çавăнпа хĕрсемпе те калаçма пĕлместпĕр эпир, – мана пулăшма васкарĕ Коля. Пĕр вăхăт пирĕн калаçу татăлчĕ. Анчах та çакă нумая тăсăлмарĕ, Коля пĕрре ман çине, тепре Рена çине пахса илчĕ те:
– Акă мĕн, Саша. Хăна хĕр умĕнче питне хĕретес килмест пулсассăн йăнăшна халех тӳрлетес пулать.
Эпĕ ăнланмасăр Коля çине пăхса илтĕм.
– Рена хирĕç мар пулсан, санăн ăна хамăр ял илемĕпе паллаштарас пулать, – терĕ те Коля пиртен уйрăлса ытти çамрăксем патне кайрĕ. Пĕр вăхăт пирĕн хушăмăрта каллех шăплăх хуçаланчĕ.
– Мĕнех вара, эсир хирĕç мар пулсан, тархасшăн, – терĕм эпĕ Рена çине хăюсăррăн пăхса. Хамăн вара чĕреçĕм тухса тарасла тапать. Тата килĕшĕ-ши вăл манăн сĕнӳпе?
– Эпĕ пĕртте хирĕç мар, тата эсĕ каччи те сăпайлах курăнатăн, – терĕ те Рена мана алăран тытрĕ. Пуçăмра пĕртен-пĕр шухăш: ытахальтен çеç килĕшрĕ-ши вăл манпа уçăлса çӳреме е унăн çамрăк чунĕ туйрĕ-ши эпĕ ăна пĕрре курсах юратнине? Халиччен хĕрсем патне кайса курманскер, хама çав тери тытăнчăклă туйрăм. Тата мĕн-ха вăл юрату?
Çакăн пек шухăшсемпе эпир, тин çеç паллашнăскерсем, юпа çинчи хунар çутинчен иртсе ял варринчи пĕве патнелле васкамасăр утрăмăр.
– Ак çакă пирĕн пĕве, эпир кунта мĕн пĕчĕкрен шыва кĕнĕ, ишме вĕреннĕ, – хама алла илсе сăмах пуçлатăп эпĕ. Пуçăмра каллех тепĕр ыйту çуралчĕ: эпĕ каламасăр Рена çак пĕве иккенне пĕлмест-им-ха, тата вăл таçтан, хуларан килсе лекнĕ хĕр мар вĕт. Вĕсен ялĕнче те пирĕнни пекех пĕве пур пулĕ-ха? Мĕн çинчен калаçмалла-ши тесе пуçа çĕмĕрттеретĕп. Те çавна туйса, те эпĕ час-часах чĕнмесĕр пынипе Рена ман çине пăхрĕ те:
– Саша, эсĕ çĕрлехи вăрманта çӳресе курнă-и е шикленетĕн-и? – ыйтрĕ вăл. Юрать-ха çак вăхăтра тӳпене самаях улăхнă тулли уйăх пĕр пысăках мар пĕлĕтпе хупланса ĕлкĕрнĕччĕ. Унсăрăн эпĕ мĕнлерех хĕрелнине Рена та курнă пулĕччĕ. Вăрман тăрăх уçăлса çӳресси вара маншăн нимĕн те марччĕ, мĕншĕн тесен эпĕ мĕн пĕчĕкрен аттепе пĕрле вăрмантан тухма пĕлмен. Тата миçе хутчен-ши, пĕчченех вăрманта пĕр хăрамасăр çӳренĕ эпĕ. Çавăнпа та çĕрлехи вăрман тăрăх уçăлса çӳресси хĕрпе калаçассинчен темиçе хут та çăмăлрах пек туйăнчĕ мана çав вăхăтра.
Пĕвепе юнашарах пысăк вăрман пуçланать. Эпир ерипен вăрманти сукмакпа утатпăр. Сисмесĕрех калаçу çыхăнса пычĕ. Малтан эпĕ хам пурнăç çинчен каласа патăм. Элмет хулинче вĕреннине те, халь çывăх юлташа Кольăна çара ăсатма ăнсăртран килнине те пĕлтертĕм эпĕ. Çавăн пекех Рена та хăй çинчен каласа пачĕ. Тимушкелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухне йĕлтĕрпе чупнине те, халĕ Чистай хулинче вĕреннине те пĕлтерчĕ вăл. Тата вĕсен ялĕ те пирĕнни пекех вăрман айĕнчех ларнине те, ашшĕ лесник пулнăран ăна та час-часах вăрман тăрăх илсе çӳренине те каласа пачĕ Рена.
Калаçу хĕрсе пынăçемĕн эпир ялтан инçерех те инçерех кайса вăрман тăрăх утатпăр. Хальхи утар ĕшни те, Вырăстай пиччен утар пулнă вырăнĕ те хыçа юлчĕç. Кайăксен сассипе пĕрле ял енчен килекен хуткупăс сасси илтĕнет. Вăхăт-вăхăт çав хушăрах ялăн тепĕр вĕçĕнче такам хыттăн кăшкăрса юрлани илтĕнет.
– Рена, – тесе чарăнса тăтăм та ачашшăн, ăшшăн ыталарăм хĕре. Вăл чĕнмерĕ, уйăх çутинче çунса тăракан куçĕсем кăна мана шăтарасла тинкерчĕç. Эпĕ вара халиччен хĕрпе тăрса курманран çухалса кайрăм, çав ăшă каç мана темшĕн шăнтса чĕтретсе илчĕ. Çав вăхăтра кам та пулин манăн ята ыйтсан калайман та пулăттăм. Сывлăш пӳлĕнсе чĕре те тапма чарăнчĕ пулĕ çав.
– Саша, мĕн пулчĕ сана? – шăппăн ыйтрĕ Рена. Туятăп, вăл ман ытамран вĕçерĕнме васкамарĕ.
– Пĕлместĕп, мана халиччен... – тытăннă сăмахăма вĕçлеме памарĕ Рена, вăл ман тутасене хăйĕн çепĕç аллипе тытса:
– Урăх нимĕн те ан калаç, шăпăрт тăр, – тесе ман çума йăпшăнчĕ. Пĕлместĕп, вăрах тăрăттăмăр-ши эпир пĕр-пĕрин ытамĕнче, сасартăк юнашар çырмаран ӳхĕ хăрушшăн кăшкăрса ячĕ.
– Ан хăра, Рена, ку çĕрлехи хăрушă сасăран эпĕ пĕрре хăранă хыççăн шикленми пултăм, – тесе лăплантарма тăрăшрăм Ренăна хам çумарах чăмăртаса. Туятăп, Ренăн чĕри тухса тарасла тапать, унăн вĕри тутисем ак-ак ман тутасемпе тĕкĕнме пултараççĕ. Хам Ренăн куçĕсенчен савса пăхатăп. Те çавна сиссе – унăн куçĕсем вăтанса хупăнчĕç, çавăн пек вăхăтра пуçласа манăн тутасем Ренăн вĕри тутисемпе чутах пĕрлешетчĕç. Анчах темшĕн чăтма çук именсе, хĕрелсе кайрăм. Вăл та часах куçĕсене уçса ман çине ăнланмасăр пăхса илчĕ.
Яла автансем авăтма тытăнсан çеç килтĕмĕр.
– Саша, тăр, Кольăна ăсатма каймастăн-им? – тесе ăшă ыйхăран анне вăратрĕ.
Эпĕ Кольăсен умне çитнĕ тĕле çамрăксем машинăна хĕрлĕ ялавсемпе илемлететчĕç. Анчах та манăн хăвăртрах хăна хĕрне, Ренăна курас килчĕ, çавăнпа та тӳрех Коля патне пӳрте кĕтĕм, куçсем тӳрех савнă куçсемпе тĕл пулчĕç.
– Пурне те салам, – текелесе Рена çывăхнерех пытăм.
– Салам, Саша, – йăл кулчĕ Рена çынсем асăрхиччен эпĕ унăн çепĕç аллинчен тытса ачашшăн чăмăртарăм.
...Кольăна ашшĕпе амăшĕ инçе çула пехилленĕ хыççăн, ăсатма пуçтарăннă ял халăхĕ укăлча хапхи патнелле утрĕ. Вĕсен умĕнче карталанса эпир, çамрăк каччăсем, салтак юрри юрласа укăлча хапхинчен тухсан чарăнтăмăр.
Вун иккĕлле явнă нухайккине
Мĕншĕн сӳтĕлмелле явнă-ши?
Уйрăмах та çуралса пĕрле ӳссен
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
Коля ял халăхĕпе уйрăлнă хыççăн ашшĕпе амăшĕ патне пырса иккĕшне те ыталаса:
– Ан йĕр, анне, ан хурлан, атте, ĕмĕрлĕхех сиртен уйрăлса каймастăп вĕт, – терĕ те машина çине улăхса ларчĕ. – Чипер юл, тăван ялăм, тăван кĕтесĕм, – терĕ Коля чунне хытарса. Унăн çак сăмахĕсем ял халăхĕшĕн юлашки пуласса шутлама та пултарайман эпир.
Машина майĕпен вырăнĕнчен хускалса Аксу еннеле çул тытрĕ. Укăлча патĕнчи ял халăхĕ нумайччен ал сулса ăсатрĕ пире, анчах та Мăклă шур айлăмне çитсен курăнми пулчĕç.
– Пăх-ха, Саша, машина хыççăн такамăн йытти чупать мар-и? – кăтартать мана юнашар алăран тытса ларакан Рена. Чăнахах та пирĕн машина хыççăн Кольăн сунара çӳрекен йытти чупать, анчах та вăл машинăран юлнăçем юлса Вăрăм ту тĕлне çитсен курăнми пулчĕ. Эпĕ те, Рена та Кольăна пăлхантарас мар тесе курмăш пултăмăр.
Эпир Аксăва çитнĕ çĕре салтак ачисене Нурлата поезд çине леçекен автобус хатĕр ларатчĕ.
– Саша, тĕл пуличчен, – тесе мана алă пачĕ те Ренăна ыталаса:
– Рена, Саша хăйĕн йăнăшĕсене каçарттарчĕ-и, кăтартрĕ-и пирĕн тăван ялăн илемлĕ вырăнĕсене? – терĕ те Коля ытти юлташсемпе сывпуллашса автобуса васкарĕ.
Автобус вăл ларсанах вырăнтан хускалса Нурлат çулĕпе инçетрен инçете кайса куçран çухалчĕ.
Эпĕ Ренăна çав кунах хăйсен ялне леçме кайрăм.
– Рена, – терĕм эпĕ ăна хам çума ыталаса. – Тархасшăн, каçар мана ĕнерхишĕн. Манăн çамрăк чĕре урăхла тапма пуçланишĕн.
– Мĕн çинчен калаçатăн эсĕ, Саша? – куçран пăхса ыйтрĕ Рена. – Эсĕ мар, манăн ыйтмалла каçару, санăн чĕрӳне хускатнăшăн.
– Тавах сана, Турă, мана ĕнерхи каç Ренăпа паллаштарнăшăн, – терĕм те эпĕ Ренăна ăшшăн ыталаса илтĕм. Хăмăр куçсем кунран-кун манăн чĕрене тыткăна илсе канăçа çухаттарчĕç.
Телейлĕ вăхăт сисмесĕрех иртрĕ. Каç пулас умĕн эпир Ренăпа уйрăлтăмăр.
– Тепре тĕл пуличчен, манăн пĕрремĕш юратăвăм!
Эпĕ киле çитнĕ çĕре анне ĕне суса ларатчĕ, вăл куриччен тесе вăшт çеç кĕлетри вырăн çине кĕрсе выртрăм та тутлăн çывăрса кайнă.
2
Вăхăт, çуламан урапа пек кăлтăртатса, шав малалла шурĕ. Кольăна салтака ăсатнăранпа виççĕмĕш уйăха кайрĕ. Вăл ман патăма çыру çырсах тăчĕ. Юлашки çырăвĕнче урăх çĕре илсе каяççĕ тесе çырнăччĕ. Малтанхи çырăвĕсенче яланах тăван яла, тăван тавралăха тунсăхларăм тесе çыратчĕ.
Эпĕ те пĕрремĕш курс пĕтерсе тăван яла каникула таврăнтăм. Килнĕ кунах Ренăпа тĕл пулмашкăн вĕсен ялне кайрăм. Малтанах, уйрăлас умĕн, лаштра çăка патĕнче тĕл пулма килĕшсе татăлнăччĕ. Тен, кая юласран шикленсе, тен, хăвăртрах Ренăна курас ĕмĕтпе, эпĕ тĕл пулмалли вырăна иртерех çитрĕм. Хĕвел Меречен çумĕнчи вăрман хыçне пытансан Ренăна кĕтсе илтĕм эпĕ. Вăл малтанхи пекех савăнăçлă.
– Ырă каç, Саша. Ак курса юл тĕттĕм пуличчен пирĕн яла, унсăрăн яланах хăвăрăн ялăрпа хăпартланатăн, – кулкаласа мана алăран тытрĕ. Вара эпир иксĕмĕр те ват çăка çумне тайăнса ял илемĕпе килентĕмĕр. Хальхинче Рена калаçрĕ, эп итлерĕм. Чăнахах та Ренăсен ялĕ илемлĕ вырăнта ларать. Яла икĕ пая уйăрса пысăк мар çырма юхать. Çав çырмана пӳлсе ял варринче пĕве тунă, вăл лăпкăн сарăлса выртать. Ялпа юнашарах, виçĕ енчен, пысăк вăрман кашласа ларать. Çав вăрманах яла асар-писер çанталăкра хӳтлĕх парать.
– Рена, сирĕн ялăр, паллах, пирĕннех çитес çук, анчах та эсĕ каласа панине ĕненес пулсан, сăмах çук. Санпа пĕтĕмпех килĕшетĕп. Хăвăн пекех илемлĕ, – кулкаласа ăна хам çума ăшшăн чăмăртатăп.
– Саша, çитĕ-ха кун çинчен калаçса вăхăта ирттерме, луччă каласа пар мĕнле вĕренсе пĕтернине, Коля çыркалать-и? – терĕ Рена ман ытамран вĕçерĕнмесĕрех.
– Коля çырсах тăратчĕ-ха, анчах урăх çĕре куçараççĕ тесе çырнăччĕ юлашки çырăвĕнче, – тӳрех сăмаха куçартăм эпĕ. Унсăрăн хам çинчен, мĕнле вĕренни çинчен калаçас килмерĕ манăн.
– Саша, тунсăхларăн-и эсĕ мана? – сасартăк ыйтрĕ Рена. Эпĕ малтанах çухалса кайрăм: хамăн хĕрӳ туйăмсене уçса памашкăн хăюлăх çитерейместĕп. Тепĕр чухне Ренăна ыталаса илсе хыттăн мĕнпур вăрман илтмелле: «Пĕр сана кăна юрататăп!» – тесе кăшкăрас килет. Унтанпа миçе хутчен «тепĕр чух» пулмарĕ-ши, анчах та калас сăмахсене вăтаннипе калаймарăм.
– Саша, ма нимĕн те чĕнместĕн? – куçран пăхрĕ вăл.
– Эсĕ мĕнле шутлатăн? – пăлханса хуравларăм эпĕ. Вăл чĕнмерĕ. Пĕлместĕп: мĕн çинчен шутларĕ-ши вăл çав самантра, тен, унăн çав тери: «Юрататăп сана, Рена», – тесе калаттарас килчĕ-ши? Мĕн тăвăн ĕнтĕ, хамах айăплă...
Çу хăвăрт иртсе хура кĕркунне çывхарчĕ. Эпир те хамăр вĕренекен хуласене таврăнтăмăр. Кольăран çыру килсех тăчĕ. Вăл халь Хĕвел тухăç чиккинче хĕсметре тăрать. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, хушăран кăна Китай енчен йĕркене пăсакансем пулкалаççĕ тесе çырать вăл.
Вĕренӳ йĕркеллех пыратчĕ. Чистайпа Элмет хулисем хушшинче çыру çӳретсе тăнă вăхăтрах темле сăлтава пула çыхăну кĕтмен çĕртен татăлчĕ. Сăлтавне пĕлменнипе эпĕ канăçа йăлтах çухатрăм. Вара пĕр шăматкун вĕренӳ хыççăн Чистая кайма тухрăм. Автобус чӳречинчен шухăша путса пăхса пыраттăм, сасартăк мотор чăх-пах тукаларĕ те сӳнсе ларчĕ. Мĕн чухлĕ чакаланчĕ шофер машинăна хута ярас тесе, анчах усси пулмарĕ. Кун çути кĕске пулнипе часах тавралăха тĕттĕм чаршавĕ карса илчĕ. Чунăм чăтма çук тарăхрĕ. Çав тарăхупах таврăнтăм эпĕ Элмет хулине çула май машинăпа. Хваттере çĕрле çеç çитрĕм. Çывăрма выртас тесе вырăн патне пытăм та хама хам шанмарăм: умра телеграмма. Унта Рена качча тухни çинчен пĕлтернĕччĕ. Куç-пуç хуралса килчĕ, чĕрене йывăр чул пусарнă пекех туйрăм эпĕ хама. Пуçăма пĕртен-пĕр шухăш канăç памарĕ мана çав каç: пĕрремĕш юратăвăм, ытла та кĕске пултăн мар-ши эсĕ маншăн? Çĕрĕпех Ренăпа тĕл пулнă вăхăтсене аса илсе выртрăм та шухăша путрăм: мĕншĕн, мĕнле сăлтава пула уйрăлчĕç-ши пирĕн çулсем? Мĕншĕн тата çав уйрăлу чунра ырату чĕртет-ши?..
Хĕллехи каникула пусăрăнчăк кăмăлпа яла таврăнтăм. Малтанах килтен тухмасăр, кăмăла пусарас шутпа, аннепе пиччене пулăшрăм. Пушă вăхăтра, урана аттерен асăнмалăх юлнă йĕлме йĕлтĕре сырса, вăрман тăрăх çӳресе вăхăта ирттертĕм. Пĕлместĕп, малтанлăха мĕнле чăтрăм-ши эпĕ, Ренăпа пĕрремĕш каç çӳренĕ вырăнсене кайса курмасăр. Чĕрем мĕнлерех нăйкăшрĕ, суранланнă чун çав вырăнсене кайса курма хистерĕ. Асăмрах çав вăхăт, иккĕн утнă сукмак тарăн юр айне пулнă пулсан та, çав çурхи каçа аса илтерсе, шăнса ĕнтĕркенĕ чĕрене ăшăтма пăхкаларĕ. Кăшт вăхăт иртсен, ыратакан чуна тăван тавралăхпа сиплекеленĕ хыççăн эпĕ пĕр каçхине клуба тухрăм. Клубра хуткупăс сасси илтĕнет. Çамрăксем вальс çаврăнаççĕ, мана вара çак кĕвĕ каллех Ренăна аса илтерсе чуна ыраттарчĕ, çав вăхăтра мана такам алăран тытрĕ. Чĕрем теме сиснĕ евĕр хумханса илчĕ: Рена мар-ши? Çук, ку Нина пулчĕ.
– Ырă каç, Саша, – терĕ вăл. – Эсĕ ялтах иккен, мĕншĕн пĕрре те курăнмастăн? – ыйтрĕ Нина. Эпĕ нимĕн те калама пĕлмерĕм.
– Саша, эпĕ ку çырăва иккĕмĕш каç йăтса çӳретĕп, ку сана валли, – тесе мана конверт тыттарчĕ. Эпĕ конверта алла илсенех пĕтĕмпех пăлханса кайрăм, мĕншĕн тесен ку çыру Ренăран пулнине чĕрем туйрĕ. Ман умра шăрçа пек хитре почеркпа çырнă Ренăн çырăвĕ. «Саша, мĕн сунас-ши сана манăн çырăва вуламашкăн? Паллах, çак çыру сана ырă кун та, ырă каç та кăтартас çук. Турă чăтăмлăх патăр сана эпĕ çырнă йĕркесене вуламашкăн. Саша, каçар мана, мĕншĕн тесен эпĕ качча тухатăп. Пĕлместĕп, тен, юратса-и, тен, юратмасăрах? Пĕрне пĕлетĕп: вăл мана юратать, мĕншĕн тесен хăй юратнине кашни самантрах пĕлтерме васкать. Паллах, вăл манран çич-сакăр çул аслăрах. Саша, тархасшăн, каçар эсĕ мана, санăн кăмăлна хуçас мар тенĕччĕ, шăпам çапла килсе тухрĕ пулсан ним те тăваймăн. Паллашма та эпир Чистайрах паллашнăччĕ. Ялтан таврăннă чухне автовокзалтан япаласене йăтма пулăшрĕ вăл мана. Саша, ăна сăмах париччен сан çинчен нумай шутларăм эпĕ. Тем пекех килĕшеттĕн эсĕ мана. Эсĕ пур чухне мана çав тери лайăхчĕ. Санăн илемлĕ куллу та, ăшшăн мана ыталаса тăни те куç умĕнчен кайма пĕлмеççĕ. Саша, эсĕ чипер каччă, анчах та ăмăрткайăк мар çав. Манăн санран эс мана юратнине, мана кăмăлланине илтес килетчĕ. Шел пулин те, çав сăмахсене илтеймерĕм. Тен, çавăнпа та пулĕ, ирĕксĕрех эсĕ манпа вăхăта ирттерме кăна çӳретĕн пулĕ тесе шутлаттăм. Эх, Саша, «вăрман каччи», манăн чунăмра çуралма пуçланă юрату хĕлхемне хăвăн сăпайлăхупа тата вăтанчăклăхупа аталанма памарăн эсĕ... Эпир туй хыççăнах хулана пурăнма куçатпăр.
Сывă пул, Саша. Сана ăшшăн чуп туса Рена.
P.S. Пĕлсенччĕ эсĕ, мĕнлерех санăн çемçе тутусене чуп тăвас килетчĕ манăн».
Çав каç маншăн пурнăç пĕтĕмпех сӳннĕ пек туйăнчĕ. Чун-чĕререн юратакан кӳршĕ ял хĕрне ĕмĕрлĕхех çухатнăшăн хама çеç айăпларăм, хăш чухне хăюллăрах пулмаллине пит кая юлса ăнланса илтĕм.
Каникул хыççăн сӳрĕк кăмăлпа таврăнтăм эпĕ Элмет хулине. Вĕренес кăмăл та пĕтĕмпех сӳнчĕ. Маншăн, тӳпере ялтăртатса çунакан çăлтăр сӳннĕ хыççăн, пурнăç илемĕ, унăн сĕткенĕ пĕтĕмпех çухалчĕ-шим?
Çакăн пек пусăрăнчăк кăмăлпа вĕренесси çине алă султăм та яла пăрахса килтĕм. Аннепе пичче мĕн чухлĕ ятларĕç пулсан та урăх вĕренме тăрăшмарăм. Çав çулах тăван ялпа, тăван тавралăхпа уйрăлас, инçетрен те инçете каяс, хамăн пĕрремĕш юрату çуралнă вырăнсенчен тарас, пĕтĕмпех манас килчĕ. Вара аякри Гродно хулине кайса лекрĕм. Эх, лăскарĕ вара мана унти хула пурнăçĕ, тунсăхпа чуна ыраттарасран хăраса çăмăл меслет тупрăм – эрех ĕçме пуçларăм. Мĕнле лайăх, ĕçсе ӳсĕрĕлетĕн те сана нимĕн те кирлĕ мар, пĕтĕмпех пĕр тĕслĕ курăнма пуçлать. Анчах та ир енне урăлса çитсен пуçа мĕнле кăна шухăш пырса кĕмест-ши, ирĕксĕрех иртнĕ вăхăт асăма килсе чуна ыраттарать. Пĕлместĕп, мĕн пулнă пулĕччĕ-ши манпа, юрать-ха Шупашкар каччи ирхине ĕçе кайнă чухне хăй патне чĕнсе илчĕ те:
– Итле-ха, тăванăм, эсĕ кунта ĕçлеме е эрех ĕçме килтĕн? Пуçна пĕтĕмпех çухатиччен шутласа пăх, – терĕ те «ĕç хыççăн тĕл пулса калаçăпăр-ха» тесе уйрăлчĕ.
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе пычĕ. Шупашкар каччин сăмахĕсем мана лăпланма пулăшрĕç, эпĕ эрех çинчен шутлас вырăнне хамăн малашнехи пурнăç çинчен пуçа çĕмĕрме пуçларăм. Тен, хăçан та пулин манăн чĕрене тепĕр юрату килсе хускатĕ тесе ĕмĕтлентĕм…
Пурнăç хăйĕн еккипех малалла шурĕ. Хула пурнăçне тем пекех хăнăхас терĕм пулсассăн та хăнăхаймарăм, тен çавăнпах, каялла яла таврăнтăм. Малтан ялти фермăра вăкăрсем пăхса пурăнтăм, каярахпа колхоз правленийĕ бригадир ĕçне шанса пачĕ. Пĕлĕве ӳстерес кăмăлпа Хусанти института куçăмсăр вĕренме кĕтĕм... Шăпах çав вăхăтра, манăн чи çывăх тусăма Кольăна ял халăхĕ салтакран кĕтсе илчĕ, анчах та ăна, Даманск утравĕшĕн пынă çапăçура пуçне хунăскере, тăван ялăмăра цинк тупăкра илсе килчĕç. Мĕн чухлĕ куççуль тăкмарĕ-ши ял халăхĕ хăйĕн ывăлĕшĕн? Тен, çав сăлтава пулах Кольăн амăшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, ашшĕ те ăсран тайăлчĕ пулĕ: тем пекех хаваслă çын калаçма пăрахрĕ, кунне ик-виç хутчен ял масарĕ çине кайса ывăлĕн вил тăприйĕ çинче пĕр сăмах чĕнмесĕр сехечĕ-сехечĕпех ларатчĕ вăл.
Пĕрле ӳснĕ тусăма çухатни маншăн та пысăк хуйхă пулчĕ. Темшĕн яланах Кольăпа пĕрле пулнă вăхăтсем канăç пами пулчĕç. Уйрăмах Аксу вăтам шкулне çӳренĕ вăхăтсем аса килчĕç. Вăл вăхăтра эпир шкула ялтан виççĕн çӳреттĕмĕр. Ун чухне яланах кӳршĕ ачипе Генăпа ир çинчен Кольăна кĕтсе тĕмсĕлеттĕмĕр. Тен ăна хăйне кĕттернĕшĕн ятланă та пулĕ, çапах та вăл пирĕн çине нихçан та çилленмен, яланах пĕр-пĕр кулăшла сăлтав тупса пире лăплантаратчĕ... Шел, Генăн пурнăçĕ те пит кĕске пулчĕ çав. Раштав кунĕ, хĕллехи каникул вăхăтĕнче, аварие лекнĕ хыççăн пиртен уйрăлчĕ вăл. Яланах çав вăхăта аса илсен ик куçăмран куççуль юхнине чараймастăп. Халь ак тепĕр тусăм та Генăпа юнашар кĕрсе выртрĕ. Шăпаçăм, мĕншĕн айăплă-ши вĕсем? Ма питĕ кĕске пулчĕ вĕсен кун-çулĕ?
...Миçе хутчен шурă юр хура çĕре хупласа ирĕлмерĕ-ши? Миçе хутчен çĕмĕрт чечеке ларса тăкмарĕ-ши хăйĕн шурă çеçкине?
Çапах та Кольăпа Генăн сăнарĕсем асăмран тухма пĕлмерĕç... Нумай-нумай çулсем иртсен, пĕррехинче шартлама кăрлач уйăхĕнче манăн Хусан хулине тĕрлĕ ĕçсемпе каймалла пулчĕ. Вăл вăхăтра Хусан хулине Ĕпхӳ-Хусан поездпа çеç çитме пулатчĕ. Манпа пĕрле тахçанхи пĕлĕш те Хусан хулине вĕренме пычĕ. Нурлатри вокзалта поезд çине билет илме черет тăнă вăхăтра пирĕн хыççăнах пĕр сăпайлă хĕрарăм пычĕ те:
– За кем я буду? – тесе вырăсла ыйтрĕ.
– Пирĕн хыççăн, – хуравларĕ ман пĕлĕш. Хĕрарăм ун çине пăхса илчĕ:
– Алексей Харитонович, эсир иккен, сывлăх сунатăп, – тесе алă пачĕ ман пĕлĕше.
– Александр Михайлович, паллашăр, ак çак хĕр ача манăн вĕренекен пулнă, паллах, унтанпа çирĕм пилĕк çул иртнĕ пулсан та астăвать-ха вăл мана. Рена тесе чĕнетчĕç ăна ялти каччăсем, – паллаштарчĕ мана Алексей Харитонович. Çав вăхăтра Рена ята илтсен эпĕ пĕр вăхăт çухалса кайрăм, мана темшĕн çамрăклăхри пĕр ăшă çуркунне аса килчĕ, Рена ят çав вăхăтра маншăн пуринчен те хаклă пулнипе-ши – чун вĕриленсе кайрĕ. Çавăнтах хама лăплантарма пикентĕм: сахал-им çĕр çинче пĕр пек ятсем?
– Çапла. Вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе пырать. Миçе çул иртмерĕ-ши унтанпа? Халь ак часах асанне пулма пуçтарăнатăп, – терĕ Рена. Шăп çав вăхăтра касса патне пирĕн черет çитрĕ те эпир виçсĕмĕр валли те пĕр харăс поезд çине ларма билет туянтăмăр. Тепĕр çур сехетрен пирĕн поезд хăвăртлăхне ӳстернĕçемĕн ӳстерсе Хусан еннелле васкарĕ.
Çул тăршшĕпех ман пĕлĕшпе çав Рена ятлă хĕрарăм иртнĕ вăхăта аса илсе калаçса пычĕç. Эпĕ вĕсен калаçăвне итлесе ларнă май, пĕр чарăнми тахçанах иртнĕ çуркуннене аса илсе, çав вăхăтри Ренăн сăнарне куç умне кăларас тесе кăлăхах тăрăшрăм, анчах та мĕнле кăна пуçа çавăрмарăм пулсан та, ун чухнехи Рена сăнарĕпе халь пирĕнпе юнашар ларакан хĕрарăмăн сăнарне танлаштараймарăм. Тен, çавна пулах хама çав тери кăнттаммăн тытрăм, вĕсен калаçăвне хутшăнма сăмах тупаймарăм.
Пирĕнпе ларса пыракан хĕрарăм Пăва станцийĕнче анма хатĕрленет. Ман пĕлĕш те çав хĕрарăмăн сумкисене йăтса ăна ăсатма тухма пуçтарăнчĕ.
– Александр Михайлович, пĕрер сумкине йăтма пултараймăр-ши, – терĕ те пĕлĕш алла сумка тыттарчĕ. Перрон çине ансассăн çав хĕрарăм ман еннелле çаврăнчĕ те:
– Саша, Александр Михайлович, эсĕ мана тахçанах каçарнă пулĕ тесе шутласа пурăнаттăм эпĕ, эсĕ вара каçарма мар, манпа калаçма та кăмăл тумарăн, шел, питĕ шел, – терĕ вăл манăн куçсенчен пăхса. Пирĕн куçсем тĕл пулчĕç те эпĕ тинех çамрăк чухнехи Ренăн куçĕсене аса илтĕм. Вĕсем халĕ те илемлĕн çунса тăраççĕ.
– Рена, ан ятла эсĕ мана, эпĕ чăнахах та паллаймарăм, унтанпа вăхăчĕ те питĕ нумай иртнĕ вĕт-ха, кĕлеткӳпе те эсĕ питĕ улшăннă, каçар тархасшăн, манăн пĕрремĕш юратăвăм… Нихăçан та шутламан эпĕ санăн сăнарна манăп тесе, тархасшăн, каçар… Юратнă эпĕ сана, чун-чĕререн...
... Çумăр çаплах пĕр чарăнми çăвать. Пуçтарăннă кӳлленчĕксенче çумăрпа пулакан хăмпăсем пĕрин хыççăн тепри çурăлса куç умĕнчен çухалаççĕ. Пирĕн пурнăç та çав хăмпă евĕр: паян пур, ыран вара асаилӳ кăна чуна ыраттарать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...