Бичурин пехилĕ
Кĕçех уйăрăлса каятăп,
Ик халăха пуçа таятăп.
Ӳссе вĕсен арки çинче
Эп куртăм ытарми тĕнче.
Тавах, тавах, тавах!
Чăвашăн арĕ, вырăс хĕрĕ
Мана махтавлă çул пиллерĕ:
Каймарĕ пурнăçăм сая —
Уçма тӳр килчĕ Китая.
Тавах, тавах, тавах!
Чăвашăн, вырăсăн хăвачĕ
Китай ăсне пĕлме май пачĕ.
Вăй пачĕ вăл Раççейĕме
Пуçа мăнаçлăн çĕклеме.
Тавах, тавах, тавах!
Эп Тухăçа мала хуратăп,
Чун илемне унта куратăп.
Кирек хăçан, кирек ăçта
Калас килет ман, тупата:
Мухтав, мухтав, мухтав!
Чăвашăн авалхи тымарĕ
Хунсенченех хускалнă мар-и?
Сăнатап та вĕсен чунне —
Туятăп пĕртăваннине.
Мухтав, мухтав, мухтав!
Эп чăвашран юта тухмарăм,
Ыттисенчен кая хумарăм.
Вăл акă çĕкленет каллех,
Чыс курĕ-ха тĕнчипелех.
Мухтав, мухтав, мухтав!
Чăваш та вырăс, пĕтĕм халăх
Ăша хывса çутта тухмалăх
Халал сире ăс пурлăхĕ,
Ан юстăр пурнăç ырлăхĕ.
Пехил, пехил, пехил!
Кĕнекемсем, чипер упранăр,
Питĕрпуртан инçе ăсанăр —
Хусан енне, тăван çĕре
Чăваш та куртăрччĕ сире.
Пехил, пехил, пехил!
Çуратнă халăх, çĕрĕм-шывăм,
Мĕн ĕмĕр-ĕмĕр пурнăр сыввăн!
Утас тесен малтан мала —
Тухăçалла та пăхмалла.
Пехил, пехил, пехил!
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...