Телейлĕ пулатех шăпам тени…
Кашни килех инкек шакканă.
Асап валеçнĕ вăрçă, хĕрхенмен,
Фашистсене пурте ылханнă,
Тискерлĕхе ун чух никам кĕтмен.
Ман пĕр кукка унта ăсаннă.
Ачисенчен вăл пулнă чи асли.
Кукамая хăй лăплантарнă:
«Телейлĕ пулатех шăпам тени…»
Вĕри куççуль çĕре тумланă —
Анне чĕри вăл çулăмсăр çунать.
Ват кукаçи чунне хытарнă,
Куçран пăхса вăл çирĕппĕн калать:
«Çемье ятне ан яр эс, ывăл,
Тăшман хаяр, пулас çук хĕрхенӳ…»
«Пулатăп эпĕ вут та тăвăл.
«Тăван çĕр-шывшăн!» пулĕ ман чĕнӳ».
Вăл пил илсе çула васканă.
«Сыв пулăр», — тенĕ хăй килтисене.
Виç шăллĕпе виç йăмăкне чуп тунă:
«Тен, юлашки куратăп вĕсене?»
Ытла хăрушă вăрçă вучĕ…
Снаряд е бомба вĕçсĕр çурăлать.
Аманнисенĕн пур-ши шучĕ?
Çап-çамрăк пурнăç тĕлсĕр татăлать.
«Чăн паттăр пек пуçне вăл хунă…», —
Усал хыпар çитет кĕçех яла.
Кукка çинчен юлташĕ çырнă
Пĕр çапăçу иртсен çак çырăва.
Куккан шăпи телейлĕ пулнă.
Аманнăскер, хупланнă тăпрапа…
Çар çыннисем çула юсанă…
Умра выртать ак темĕн япала.
Хăйсем вара пит тĕлĕнеççĕ:
«Чим, офицер сумки кунта ăçтан?»
Туртса пăхаççĕ, кăлараççĕ…
Çĕр айĕнчи çынни сывлать аран…
Миçе хутчен татах аманнă,
Мĕн чул суран ун кĕлетки çинче.
Çĕнтерĕве вăл хытă шаннă —
Тăшман тĕп пулчĕ хăйĕн йăвинче.
Вĕрентекен пулса тимленĕ
Пĕр хулара куккаçăм чылайччен.
Вăл вырăс хĕрĕпе пĕрлешнĕ,
Савса ӳстернĕ ывăлсем-хĕрсем.
Яла хăй чăвашла çыратчĕ,
Сунатчĕ сывлăх йĕркипе пурне.
Курма килсен чунтан пуплетчĕ:
«Сире курсан манап суран мĕнне…»
Тем тĕрлĕ орденĕ, медалĕ
Кукка çинчен ас илтерет паян.
Çак паттăр çыннăн чун хавалĕ
Малта пулма чĕнет мана ялан.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...