Тăван кил
Кунĕпех пахчара ĕçлесе ывăннă Акулина аппа çуллахи душ айĕнче çăвăнкаларĕ те каçхи автобуса ĕлкĕрес тесе япалисене пуçтарма пуçларĕ.
— Аппа, апатланмасăрах ан пуçтарăн-ха, — пырса ыталарĕ Алевтина йăмăкĕ. Вăл, Акулинăпа пĕрле кунĕпех пахчара ĕçлесе ĕшеннĕскер, пӳрт çумĕнчи ансăр сак çине ларчĕ.
— Ывăнтăм эпĕ те, — пырса вырнаçрĕ ун çумне аппăшĕ. — Тем пекех вĕри чей ĕçес килет. Кунĕпе вĕретмен лĕп шыва лĕрккесе ăш-чик те кӳпсе кайрĕ.
— Газ пĕтнĕ тет вĕт кин. Вĕри апат та пулмарĕ ĕнтĕ сана валли.
Акулина çум курăкран тасалнă пахча çине савăккăн пăхса илчĕ.
— Алевтина, сăнаса пăхса ларатăп та, мĕнле тарăннăн сывлать çум курăкран тасалнă пахча. Тав тунăн чĕлтĕртетеççĕ пахча çимĕçĕн парка çулçисем. Хамăр лартса ӳстернĕ улмуççисем те пуç таяççĕ пире. Ăнса, тухăçлă пулмалла кăçал пахча çимĕçĕ, — сăмаха пăрса яма тăрăшрĕ вăл. «Чейне кипятильникпе те вĕретме пулнă-ха. Апатне те хатĕрлеме ан ӳркен. Çулла-çке. Лаçра тăракан такан çине пĕчĕк хуран çакса урамра турпас чĕртсе те пĕçерме пулать-çке. Çук, иртеймест çав йăмăкăм кинĕнчен», — шутларĕ хĕрарăм.
Алевтина аппăшĕн шухăшне ăнланать тейĕн.
— Кипятильник те таçта мура çĕтнĕ, пăлтăртах çакăнса тăратчĕ. Лаçра таканĕ тăрать — пĕчĕк хуранĕ çухалнă. Калăн, юри тунă, — пăшăрханса калаçрĕ вăл.
Акулина тем каласшăн çăварне уçнăччĕ кăна — калиткере Алевтинăн кинĕ курăнчĕ. Вăл лутакаскер, куçĕсем хĕсĕкрех, темле сиввĕн пăхаççĕ. Ача çуратнă хыççăн катка пекех сарăлса кайнă. Килти пĕтĕм ĕçе хунямăшĕ çине тиенипе, ирхине тăхăр сехетчен ыйха çапнипе ӳчĕ кунсерен хушăнса пырать ахăр.
«Самăртма хупнă сысна амиех-çке ку, — шутласа илчĕ Акулина. Хăй чутах ахăлтатса кулса ямарĕ. Кĕске йĕм, çара хырăмне аран-аран хуплакан майка евĕрлĕ кофта тăхăннă кинĕ чисти вутă çурмалли сӳсленнĕ пукана аса илтерет. — Эх, çирĕ Алюш пуçне çак самăр сысна. Йăрăс пӳллĕ, илемлĕ, ăслă арçын çак килпетсĕр хĕрарăмшăн çуралнă иккен. Кăмăлĕ те ниме юрăхсăр-çке», — чунне ыраттарчĕ херарăм.
— Кинĕм, кӳрше кайса пĕр çур чейник шыв вĕретсе килеймĕн-ши? Аппана инçе çула выç варлах кăларса ярас марччĕ, — шăппăн, йăлăннă пек пăхса сăмах хушрĕ Алевтина. — Кипятильник таçта кайса кĕнĕ.
— Çунса кайнă вăл. Чейшĕнех çынна йăлăнса çӳрессĕм çук. Мĕншĕн выç варла? Пахчара хăяр çук-и, сухан ӳсмен-и? — икĕ сарăхнă хăярпа виçĕ пуç сухан пырса хучĕ кинĕ сак çине. — Ак тата тăварланă пулă пур, — пулă пуçĕпе хӳри выртакан турилккене пырса лартрĕ вăл. — Пăянам, килте çăкăр пĕтнĕ пулас. Эпĕ те лавккана кĕме маннă.
— Ан чăрманăр маншăн. Автобус хулана икĕ сехетрен çитет. Ну, хускалас, автобусран юлăп тата.
— Аппа, ак кăштах укроп илсе кай-ха, — печĕк çыхă пырса хучĕ Акулина сумкине йăмăкĕ.
— Кирлĕ марччĕ, йăмăкăм, - пырне капланнă чăмаккана аран-аран çăтса ячĕ аппăшĕ. — Алюша салам кала. Сайрарах пырса çӳрет вăл халь пирĕн пата. Хам ача пекех пăхса ӳстертĕм темелле те. Пилĕк çул пурăнчĕ вĕт пирĕн патра университетра вĕреннĕ чух. Пилĕк çул пилĕк кун пек иртсе кайрĕ. Халь ав пысăк çын. Начальник.
Кинĕ урăх шарламарĕ, чипер кайăр, килсе çӳрĕр текен сăмах пулмарĕ, кăвакал пек енчен енне тайкаланса пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Акулина пысăк пушă сумкине çĕклерĕ те калиткене уçрĕ. Шăпăр-шăпăр юхакан куççульне ал тупанĕпе шăлчĕ те йăмăкне ыталарĕ:
— Ăсатма ан пыр. Чуна йывăр пулать. Халь ман йывăр сумка сĕтĕрмелле мар. Кунта килнĕ чух йывăр çĕклесе пилĕк хускалчĕ. Ну, йăмăкăм, ытла кансĕр пулсан хамăр пата пыр. Пĕр кĕтес тупăнĕ. Ав ман автобус та килсе чарăнчĕ. Сывă пул, атте кил-çурчĕ — ачалăхăм, çамрăклăхăм юрласа иртнĕ кĕтес. Малашне Çимĕкре масар çине çеç килсе çӳремелле пулать пуль. Пĕр-пĕр машина е такси тытса килĕп.
* * *
Автобус чарăнăвне çитеспе çумăр пĕрĕхкелеме пуçларĕ. Унтан пăр аслатисĕр-мĕнсĕр витререн тăкнă пек чашлаттарчĕ. Халиччен вăтăр градусран иртекен шăрăхпа ăшаланса асапланнă çĕр ассăн сывласа илчĕ те Турă панă сĕткене антăхса çăтма пуçларĕ. Халăх туххăмрах автобус ăшне тарса пытанчĕ. Акулина та хăйĕн вырăнне йышăнчĕ. Автобус та çумăршăн савăннă тейĕн, вырăнтан пысăк хавхаланупа хускалчĕ. Шофер та хаваслă, текех кашни вунă-çирĕм çухрăмрах тимĕр утне чарса сивĕтмелле мар-çке.
Акулина шухăша путрĕ. Килĕшӳллĕ, туслă, йышлă çемьере ӳссе çитĕнчĕç вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ ял çинче ятлă-сумлă çынсемччĕ. Çичĕ ачине пĕр тан, уйăрмасăр пăхатчĕç. Акулинăпа Алевтина амăшĕ ытти пилĕк ачашăн тăван амăшĕ пулман. Упăшки вăрçăра пуçне хурсан вăл кунта иккĕмĕш хут качча пынă. Пĕрремĕш упăшкинчен ача-пăча юлман. Якурăн малтанхи арăмĕ те йывăр чирленĕ хыççăн çĕкленеймен — пилĕк ачине тăлăха хăварса пурнăçран уйрăлнă.
Марье аппа тăлăхсемшĕн питĕ тимлетчĕ. Лешсем те ăна тăван амăшне юратнă пекех юрататчĕç. Пĕчĕк чухне Акулинăпа Алевтина виçĕ аппăшĕпе икĕ пиччĕшĕ урăх аннерен çуралнине пĕлмен те. Паян кунччен питĕ туслă вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ панă пиле ăша хывса пурăнаççĕ. «Пер-пĕрне ан пăрахăр. Эсир аван пулсан — пире те леш тĕнчере канлĕ пулĕ», — терĕ амăшĕ куçне ĕмĕрлĕхех хупас умĕн. Çичĕ ачи те амăшĕ умне чĕркуçленнĕччĕ ун чухне. Ашшĕ икĕ çул маларах пурнăçран уйрăлса кайнăччĕ.
Ачисем пурнăçра пурте хăйсен вырăнне тупрĕç. Тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ пулин те пĕр-пĕринпе тăванла çыхăнăва татмаççĕ. Акулина та кӳршĕ ял ачипе пĕрлешсе Шупашкарта тĕпленчĕ. Упăшки те, хăй те — паллă çынсем. Икĕ ача çуратса ӳстерчĕç, аслă пĕлӳ пачĕç. Кам кăна çук пуль вĕсен ăратĕнче. Аппăш-пиччĕшсен ывăл-хĕрĕ те сумлă профессисем алла илнĕ.
Алевтинăн кăна шăпи йывăртарах пулчĕ. Институт пĕтерсе ют чĕлхе вĕрентекенĕн дипломне алла илнĕччĕ вăл. Белоруссие янăччĕ ăна. Унтах çемье çавăрчĕ. Анчах та ачине çуратсан йывăр чирлерĕ. Упăшкин тимлĕхĕ нумая пымарĕ. Хунямăшĕ те чашкăрса анчах çӳреме пуçларĕ. Алюш иккĕре чухне ашшĕ-амăш килне таврăнчĕ Алевтина...
Акулина килне çитсе хывăннăччĕ кăна, телефон шăнкăртатрĕ.
— Аппа, кунта ман кин асар-писер тăман тустарать. Укропа мĕншĕн çавăн чухлĕ парса ятăн тет.
— Эх, тĕнче! — макăрса ячĕ Акулина. -Кун пеккине пуçласа илтетĕп. Ура айĕнче çум курăк пек ӳсекен укроп та шел пулчĕ иккен.
...Кермен пек çурта пырса кĕчĕ Маша кинĕ. Пĕртăвансем пухăнса-канашласа ашшĕ-амăш çуртне тĕпрен юсанăччĕ.
— Хамăра килсе çӳреме кăмăллă пулĕ, -терĕ аслă пиччĕшĕ Микулай.
Алюш Машăна качча илесшĕн те марччĕ, пĕртăвансем лешĕн çие юлнине пĕлсен çине тăчĕç. Ара, пурпĕрех пăрăнайман пулĕччĕ унран каччă. Епле çил-тăман кăларса пычĕ те вăл Алевтина патне.
— Тĕрмере çĕртетĕп ывăлăра! — тесе пĕтĕм урама янратрĕ.
— Çынна йĕртмелле мар. Ачу хăвăнтан пулсан авлан — çирĕппĕн каларĕ Алевтина та.
Пĕр çулранах тилхепе пушаннине туйса илчĕ кинĕ. Килте тĕп хуçа пулса тăчĕ. Алюшпа Алевтина сăмахĕ çук кунта. Упăшки сассине хăпартсанах прокурор патне каяссипе хăратать. Ара, лешĕ прокурора пулăшакан пулса тăрăшать-çке-ха.
Пĕр вăхăт пуçне усса ларнă хыççăн Акулина Алюш патне шăнкăравларĕ.
— Итлетĕп, мăн акка, — илтĕнчĕ лăпкă, кăмăллă сасă.
— Алюш, ачам, халиччен пирĕн тăвансен хушшинче киревсĕр лару-тăру пулман. Аннӳнтен капла мăшкăллатăр пулсан пур пĕртăвана пуçтаратăп, çурта пысăк хакпах сутатпăр. Ун пек кермене район центрĕнче туххăмрах ярса илĕç, Алевтинăна хамăр пата илсе килетĕп. Ăна, чирлĕскере, пирĕн патра канлĕрех те пулĕ. Хăвах пĕлетĕн, эсĕ пирĕншĕн пĕчĕкрен хамăр ача пек пулнă, пĕрле пурăннă. Ун валли те пĕр кĕтес тупăнĕ. Аннӳн пенсийĕ çителĕклĕ. Тăкăсланмалли çук, — çапла каларĕ те Акулина телефон кĕпçине хучĕ.
Пĕр пилĕк минутран телефон каллех сас пачĕ. Алюш шăнкăравлать иккен.
— Мăн акка, çын çине шăв-шăв кăларас марччĕ. Эпĕ çемçешкерех пултăм пулас. Тилхепене хытармаллах пулать. Ачаш шăпчăк пек юрлакан хĕрте çăткăн кашкăр чунĕ амаланнă иккен. Хытараймасан — уйрăлатăп. Ачана шел паллах.
— Эпĕ сирĕн пурнăçăра пăсас теместĕп, анчах та çемьере арçын сăмахĕ тĕпре пулмалла. Сирĕн çемйĕр телейлĕ пулсан пирĕншĕн те пысăк савăнăç. Алевтина мăнукне Сашука та питĕ юратать. Ну юрĕ. Эпĕ асăрхаттартăм.
Акулина укроп пирки сăмах хускатмарĕ, пакета илчĕ те çӳп-çап витрине кайса пăрахрĕ. «Ун пек сăмахлă япалана ăша ярас мар», — пăшăлтатрĕ типсе куштăрканă тути.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...