Пиртен пĕри
Канашран Юхмана çитес чух сулахаялла пĕр Треньел ятлă ял юлать... Ялкор юлташăм! эхер те çав асăннă яла лекмешкĕн тĕл килсен тӳрех Антон Лапшин ăçта пурнать тесе ыйтăр. Вара сире çак маттур ачана наччасрах тупса парĕç, вăл сире мĕнпур кăмăлтан тарават кĕтсе илĕ. Хырăмăр выçă пулсан — çăкăр парĕ, канăç кирлĕ тăк — кантарĕ, çитменнине тата хăйĕн ял-йышĕ çинчен тĕлĕнмелле халапсем те ярса кăтартĕ.
Антун хамăр çын, эпĕ ăна мĕн ачаранах паллатăн. Халĕ вăл вăтам пӳ-силлĕ вун çичĕ çулхи йĕкĕт. Акă ун çине пăхса илетĕн те — мĕнпур йăвашлăх, мĕнпур пек лăпкă кăмăл çак çамрăк ачана вырнаçнă пулĕ тетĕн. Ни пĕвĕ-сийĕнче, ни сарă çаврарах питĕнче — ниçта та ытлашши «çĕвĕ-çакă», кăмăла тавăрса тăракан кăльтим-мальтимлăх çук, — ун кашни пусăмĕ шайлашăннă майăн, ун кашни сулăмĕ — вăхăтлă, вырăнлă. Ăçтан-ха çак ем-ешĕл çамрăк ачан хăйне хăй кун евĕр тытмашкăн пĕлни? Кам вĕрентнĕ ăна, ăçта вăл ӳснĕ? Тинкеререх пăхсассăн анчах çак çамрăкăн чӳхенми лăпкă кăвак куçĕсенче аякра-аякра, инçетри шевле пек, çиçĕнсе тăракан вăрттăн кăвара куратăн. Ку кăвар вăл те çамрăклăх çути, те тин çех аталанма пикеннĕ чĕри хĕлхемĕ. Çак кăвар — çутă хĕлхем — Антун калаçнă майăн е пĕр çывхарса килет, вара пĕтĕм çамрăк сăна çутатса ярать, е каллех аяккалла тарса вăрттăн çех йăмăхса тăрать.
Кам калĕ-ши çак йăваш çеç çамрăкра пĕр хаяр кăна арăслан çитĕннине. Калакан пур. Çак çамрăк арăслана пĕрисем мĕнпур кăмăлпа савса ӳстереççĕ, теприсем...
Теприсем çинчен малалла калăпăр.
Антунсен ялĕнче 1931 çулхи çуркунне колхоз организациленнĕ. Çĕнĕ колхозра çичĕ хуçалăхран пĕри — комсомолец Антон Лапшин пулнă. Пыра киле колхоз пысăкланнă, çулталăк тулнă тĕле тата вунпилĕк хуçалăх хутшăннă.
Çĕнĕ ĕç тени инкексĕр мар. Лапшинсен колхозĕ те хăйне хăй инкек тупнă. Лапшинсен колхозĕ хăйĕн хӳтлĕхне пĕр класс тăшманне хӳтлĕх панă. Вара çак колхоз хурпала тĕвĕленнĕ çимĕç пек часах шурма, хăврăлма пуçланă. Колхозăн чирне пурте сиснĕ, ырă ĕмĕтпе пикеннĕ ĕç ăнманшăн чылайăшĕн чĕри ыратнă, анчах никам та çак инкеклĕ ăнсăртран сывалмашкăн тивĕçлĕн тăрăшман, хай йывăр чир çакланнă пĕр-пĕр тĕксĕм çын пек аптранă, йынăшнă, çапах та «пульницана» каяс-тăвасси çинчен аса та илмен. Комсомолец Лапшин çакна ăнланса илнĕ. Чылай шухăшланă, чылай пуçа çĕмĕрне. Юлашкинчен тытнă та хаçата пĕр заметка çырса панă.
Акă мĕн çинчен пĕлтернĕ Лапшин çырăвĕ:
«Треньел пуянĕ» тенине Пĕтĕм Юхма районĕ илтнĕ. Çак ятпа хĕрлĕ таварпа сут тăвакан Паймин çӳренĕ. Юхмана тухнă-и вăл, Кĕçнерни пасарне-и, пĕтĕм пасар куçĕ ун çинче пулнă. Пайминăн тĕрлĕ пусма таварсем мĕнпур пасар куçне йăмăхтарса тăнă.
Треньел сăрчĕ çинче пĕр çил арманĕ мăн кăмăллăн хăлаçланса ларнă, вăл, конешнă, Пайминăн пулнă. Кил хушшинче паттăр йĕкĕтсем ĕçлесе çӳренĕ — вăл Паймин тарçисем пулнă. Çак Паймин «Адам чухне» пурăнман, пирĕн вăхăтра пурăннă, çапах та ун пĕр ывăлĕ Иван Антунсен колхозĕнче хăйне валли ăшă вырăн тупнă. Ку ĕç çапла пулнă:
1930 çул. Ялăн кивĕ тумтирĕ çĕнĕрен аталанан улăпа ниепле те вырнаçтарайман, кив тумтирĕн кавсăлнă çĕвви-çакки çатăртатса тăнă. Пуянсемшĕн йывăр хыпарсем çӳренĕ. Çак йывăр хыпарсем, сулмаклă чул пек, Иванăн хăлхи чиккине те киле-киле çапăннă. Хыпар хыççăн ĕçĕ те персе çитнĕ. Пуян Ивана кутăнланса тăнăшăн ирĕксĕр ĕçлеттерекен çĕре янă. Вара вăл тарнă. Вăл тинех чухласа илнĕ, халь ăна арман та, лапка та кирлĕ пулман. Иван Мускава çитнĕ. Чулхулара автосавăт тунă çĕрте те пулнă. Тилĕ пек чеескер тата хăйне хăй харсăррăн тытма пĕлекенскер, Иван рабочисем хушшинче ырă ятлă пулса часах бригадира та кĕнĕ.
Паймин аслă уявсенче рабочисен ячĕпе час-часах трибуна çине те çĕкленнĕ. «Эпир социализм тăватпăр, — тенĕ Паймин, — кулаксене тĕппипех кăклатпăр!» — тенĕ.
Пайминăн арăмĕ те, упăшки пекех чĕрĕскер, çывăрман. Вăл хăйĕн асамлă илемĕпе тата ĕçкĕ хăвачĕпе ялти пĕтĕм маттура — карма çăварсене, куштансене тыткăна илет. Вара пĕр телейлĕ кун Паймин Иван, Треньел пуянĕ, кулакран «саккунлă вăтам» пулса тăрать. Иван киле таврăнать. Колхоз алăкĕ уçăлсан йăвашшăн йăпшăнса колхоза кĕрсе каять...
Çакăн çинчен каланă ĕнтĕ Лапшин юлташăн заметки. Анчах эрех вăйĕ Лапшинăн чăнлăхĕнчен хаяртарах пулнă. Пĕтĕм колхоз куштанĕ: «Пирĕн кулак çук!» — тесе шарт та март тунса тăнă.
1932 çул. Çуркунне çитеспе Антун Юхмара счетоводсен курсĕнче вĕреннĕ. Пĕрре вăл çапла тĕлĕнмелле хыпар илтнĕ: Треньел колхозĕ саланнă!.. Ку хыпар чăн пулнă. Антун киле таврăннă çĕре колхозра 22 килтен пиллĕк кăна тăрса юлнă. Вĕсенчен пĕри — Паймин Иван. Пуринчен те мăшкăлли çакă пулнă: Антун амăшĕ, кĕмешкĕн пĕрле килĕшсе кĕнĕскер, тухмашкăн ывăлĕсĕрех тухнă. Пĕр хĕрарăм Антун амăшĕ хут çине ӳкернĕ çаврашка тавра колхозран тухакансем алă пуснă (кам малтан пуснă — пĕлмешкĕн çук). Антун амăшĕ валли те вырăн хăварнă. Вара Антун амăшĕ, алă пусма «чухлайманскер», хăйсен ĕлĕкхи ана паллине лартса янă.
Лăпкă Антуна вут хыпнă. Вăл пĕрин патĕнчен теприн патне çӳренĕ, пухура пĕтĕм хĕрӳпе тухса калаçнă — ĕç тухман, никам та Антуна итлесшĕн пулман, çын мар, тăван амăшĕ те итлемен. Мĕншĕн тесессĕн Треньел колхозĕ Антун амăшĕшĕн çăлăнăç пулман. Ку колхоз пĕр çулталăк хушшинчех нумайăшĕн «çăварне пĕçернĕ». Мĕншĕн тесен çакă колхозра пуян алли каллех кашнийĕн мăйĕ патне тăсăлнă, çак алла çапса хуçмашкăн никам та хăяйман. Епле ун пек пулнă? Мĕншĕн?
Мĕншĕн тесессĕн çакă хăрушă алă хăш чухне ырă пулма та пĕлнĕ, — ун витĕр час-часах пыл-сымĕ те юхнă, çими те тăкăннă, — хуçи ытла та тарават кăмăллă пулнă.
«Панă çăкăр-тăвар нихçан та çухалмасть... Пĕтерĕччĕç — çăкăр ямасть!» — çак сăмахсем Пайминшăн шанчăклă чăнлăх пулма ĕлкĕрнĕ. Чылайăшĕн алли çак «чăнлăхпа» вараланнă пулнă. Чăнах та, Паймин ĕçки-çикине астивмен этем ялта та сахал пулнă. Тăшман çăкăрĕ, темĕнле тухатнă çиме пек, килĕшмен шухăша килĕштернĕ, çĕкленнĕ алла усăнтарнă, пуçа çавăрнă, кăмăла улăштарнă. Сутăннă этем хăйĕнчен хăй именсе ăш вĕçнĕ çын пек сĕрĕмре çӳренĕ. Çапах та вăл хăрушă алла куçран çухатайман, хăрушă алă кирек ăçта та ăна йĕрленĕ, — вăл тарнă, анчах хăтăлайман...
Хăрушă алă колхозăн килĕнче кĕтесрен кĕтесе çĕлен пек явăнса çӳренĕ, вăл никама та канăç паман... Пĕтĕм чун-чĕрене çак, çĕлен пек, алăран сивĕ çапса, çӳçентерсе тăнă. Анчах никамăн та çак çĕленĕн пуçне татма хăвачĕ çитмен...
— Мĕншĕн?..
«Кӳлĕ шуйттансăр пулмасть...» Колхозăн та, тен, «çĕленсĕр» пулмалла мар пулĕ тен. Чылайăш çакна ĕненнĕ. Вара этемсем çак «ылханлă» çуртран тармашкăн шут тытнă. Вĕсене чаракан, шанчăк паракан никам та пулман... Антун сасси ытла та çамрăккăн илтĕннĕ. Пĕрин хыççăн тепри тухса кайнă, юлашкинчен асăннă «Çаврашка» правлени сĕтелли çине килсе ӳкнĕ.
Ма тухатăр тесен — нимĕн те чĕнмен. Чĕнсен те сăмаха шахвăртса анчах каланă. Хăшĕ-пĕри çеç çакăн пек каласа панă: колхозăн ĕçĕ нихăçан та тирпейлĕн пуçтарăнса пырайман, тырри-пулли тăвăннă, машин таврашĕ аркана-аркана кайнă, виçĕ тапхăр тырă çухалнă т. ыт. те, тата ыт. те пулнă.
Акă тата тепри хăйĕн ачисемшĕн ӳпкелешет, колхоз ăна пĕр кĕтӳ ачашăн пĕр пĕрчĕ тырă та паман. (Ăçтан тăрантарам-ха пĕччен пуçăмпа?!) Çав вăхăтрах Паймин ав пур ачишĕн те «норма» илнĕ.
Антун амăшĕн те хăйне кура сăлтав тупăннă. Вăл пĕрре йĕтемре авăн илекен машина патĕнче ĕçленĕ. Машина мĕнпур вăйпала чĕтренсе, ташласа ларнă; сасси, хăлăхсăр сассийĕ, пĕтĕм ăш-чике чаваланă. Кĕлте хыçăн кĕлте ывтăннă. Анна инке, çулланнă хĕрарăм, чăмланă улăма ăтăр пек сĕтĕрнĕ. Малтан кăмăл темскер пăтранса килнĕ пек туйăннă, унтан пуç çаврăнса кайнă, вара нимĕн те астумасть вара?.. Пĕтĕм йĕтем юн хăсса выртакан Анна инке çине тĕлĕнсе пăхса тăнă. Çак алă виçĕ çулхи хĕрарăм пĕлтĕр упăшкине пытарнă, халĕ çĕрĕ-çĕрĕпе урасăр выртакан асат хуçнă хĕрĕ умĕнче ларнă. Кăнтăрла вăй çитми ĕçе тытăннă.
Канлĕрех ĕç ыйтсан Пайминсем шăла йĕрсе: «Канлĕ ĕç кăмака çинче!» — тесе йĕкĕлтешнĕ. Ку юри тунă япала пулнă — Треньел колхозĕнче вăйсăрри йывăра кĕнĕ, вăйлисем çăмăла çех çӳренĕ. Çавăнпа та Анна инкешĕн «колхозпа тамăк пĕр пекех пулнинчен» нимĕн те тĕлĕнмелли çук.
Колхозăн çак суранĕсем пурин суранĕ те пулнă, пурте аптранă, пурте «вăхăт çитиччен» çак çăпан-шăтана шăла çыртса та пулин чăтнă. Вăхăчĕ çитнĕ вара, 22 хуçалăхран пиллĕкĕшĕ анчах тăрса юлнă, вĕсенчен те пулин пĕри — Паймин Иван пулнă.
Аптранă Антун. Çапах унăн ĕмĕчĕ татăлсах татăлман. Вăл колхоз кил-йышне хуйхатнă çĕленен мăйне пăрса татмашкăн вăй аталансах пынине сиснĕ. Çак вăй чи малтан хăйсен комсомол ячейкинче уçăрах курăннă. Пĕрре «хур курнă» ячейка малалла çивĕчрех пулма тăрăшнă.
Колхоза каялла кĕрес пирки Антун темиçе хутчен те правлени алăкне шаккаса пăхнă.
— Пулмасть, — тенĕ лешсем, — аннӳсĕр кĕртме саккун çук! — тенĕ.
Анчах амăше яхăнне те яман, вăл Паймин таврашне пуç çапиччен выçă вилмешкĕн хатĕр пулнă. Чылайăш çакăн пек шутланă, чылайăш колхозран камшăн тухнине тата та уççăн тавçăрса илме пуçланă: «сĕрĕмрен» тухса ӳкнĕ этемĕнни пек, чылайăшĕн пуçĕ урăла пуçланă. Антуна ку савăнтарнă. Антун юлташĕсемпе тата та хĕрӳрех ĕçлемешкĕн тапратнă.
Пĕрре Антунсем аллăн пухăнса района çыру янă. Аллăн тан: «Колхозра кулаксем, çавăнпа колхоза кĕместпĕр», — тенĕ. Район çынни килнĕ, анчах чее правлени тахçанах хатĕрленсе тăнă.
— Никам та мар, юлташ, Лапшин тăвать... Вăл хăй колхозран тухнă, колхозăн юлашкине те салатас тет пулĕ...
— Да-а-а! — тенĕ районран килнĕ çын çăмăллăн сывласа (кун пек пулсан ун йĕркелесси-тăвасси кирлех те пулман).
— Çавăн пек, çавăн пек! — тенĕ правленинчисем çунат хушса. — Хăвăр та пĕлетĕр, юлташ, колхозран тухнă çыннăн сăлтавĕ те кулак çине тиесси кăна вĕт. «Пуянсем пирки тухатпăр», — теççĕ вара...
Район çынни çак ăслă сăмахсемпе килĕшмесĕр тăма пултарайман.
Антун чарăнман. Вăл «Канаша», «Коммунара», «Çамрăк колхознике», «Октябрь ялавне» çитнĕ.
Ялкорăн чăрсăр сăмахĕ каллех районтан çын кӳртернĕ. Паймин руководствипе ĕçлекен правлени сăмахран татăк тăман:
— Никам та мар, кулак ачи çырать ăна, — тенĕ правлени.
— Мĕнле кулак ачи?
— Вара, Лапшин ашшĕ çăмарта пухакан пулнă-çке. (Антун ашшĕ, граждан вăрçинче йывăр аманнăскер, патшалăх йĕрĕпе çăмарта пухакан организаци агенчĕ пулса пĕр-ик çул çăмарта пухкаланă.)
— Да-а-а, — тенĕ район çынни çăмăллăн сывласа.
— Ну та, кулак паянхи кун темĕнле меслетпе те усă курать, вăл хаçатсем çинче те пирĕн çинчен элексем парать... Класс туйăмне çивĕччĕн туяс пулать, — тесе хытарнă та вара çак «лашана шĕветсе çӳрекен» каллех хăйĕн йăви еннелле вĕçтернĕ...
— Ну, мĕскер вăл, пĕр-пĕр селькор! Другое дело ĕçе йĕркелекенсем! Çапла-и, Элексей? — тенĕ Паймин.
— Так точно! — тенĕ Юманов Элексей, сĕнсе пана куркана янк! тутарнă.
Юманов Элексей те, çакна та калас пулать, кулакăн кĕввине маçтăр ташлать, анчах та ан ывтăнăр, вăл хăй те «пирĕн пеккисене» аванах ташлаттарать.
— Паян пĕрне лартăн, — тет кĕскенĕн Элексей.
— Лартăпăр, — тет вара Иванĕ (сăмах кунта ĕçкĕ çинчен пырать).
Иванăн урăхла каласан та юрамасть, мĕншĕн тесен вăл Элексей характерне пĕлет, пĕрре кăна мар вăл: «Сана колхозран кăларатпăр!» — тесе кăшкăрнă. Колхоз председателĕ Хĕрлĕ Павăл та тата хăрах алăллă Лакăм Павăлĕ те, Степан Элександрĕ те тăман Элексей çулĕ çине.
— Мĕн тăвăпăр? — тенĕ Антун. — Пирĕн пĕр çул кăна, вăл — колхоза кĕресси. Эхер те кулак колхоза шал енчен çĕмĕрет пулсан эпир «ун колхозне» çавăн евĕрех тăвар. Тул енчен ĕç тухмасть, ачасем. Шăл витсех каймасть...
Иртнĕ кĕркунне Лапшин Антун хăй пек пĕр пилĕк-ултă маттур тупса амăшĕ-мĕнĕпех колхоза кĕчĕ.
Кăçал çуркунне Паймин Иван, Треньел çĕрме пуянĕ, «пĕр вĕтĕннĕ селькора пула» колхозран сирпĕнчĕ!
«Треньел ялĕнчи «Октябрь ялавĕ» колхоз çур акине ăнăçлăн ирттерчĕ. Пĕр кулака колхозран кăларнă хыççăн çĕнĕрен тăватă хуçалăх кĕчĕ», — тесе пĕлтерчĕ пĕр хаçат. Çакăн авторĕ çак пирĕн очеркăн геройĕ Лапшин пулчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...