Кăçалхи калăм
Кирлĕ мар пире Мункун,
Пасхă, Инэчи!..
(Уйри ст[ена] хаçатĕнчен)
Вăрман хĕррине лăп кăна тăсăлса выртнă айлăма виçĕ ял кӳршĕ-аршăллă вырнаçнă. Çакă виçĕ ялтан иккĕшĕ — Сентĕр, пĕри — Шăхач. Виçĕ ялăн виçĕ чĕлхе, виçĕ ял виçĕ тĕслĕ калаçать, мĕншĕн тесен пĕр Сĕнтĕри — чăваш, тепри — ирçе, Шăхачĕ — вырăс. Чылайччен çак ялсем пĕр-пĕрне ăнланман теççĕ, анчах пурăна киле пĕр евĕр пурăнăç, пĕр пек хуйхă-суйхă вĕсене пĕр-пĕринпе паллаштарнă, виçĕ халăхăн пĕр ĕмĕт чăмăртаннă, чĕлхере те пĕр евĕр сăмахсем çуралма пуçланă. Акă ĕмĕр илтмен «колхоз» ятлă сăмах сиксе тухнă. Ку сăмах виçĕ чĕлхере те пĕр пекех илтĕннĕ, пурин шухăшне те пĕр майлах пăтратнă. Ку сăмах пыра киле виçĕ ялшăн та чăнлăх пулса тăнă, юлашкинчен çакă ялсенчен 145 килĕ «Сталинград» ятлă колхоза чăмăртаннă. Анчах пирĕн шухăш кун çинчен каласси мар-ха, пĕр пĕчĕкçеççĕ кăна пример урлă «Сталинград» çыннисем кам иккенне каласа парасчĕ пирĕн.
«Сталинград» çынни — тĕлĕнмелле чăрсăр этем. Унăн чăрсăрлăхĕ чи малтан — ĕçре. Ĕçре «Сталинград» çынни кирек хăçан та кал-кал та çиллес. Вăл пĕр ĕçе тирĕнсе ларсан хăй те асăрхаймасть, ун мĕнпур шухăшĕ-кăмăлĕ, мĕнпур сывлăше ĕçе парăнать, çав ĕçĕн вăйĕ, сулăмĕ пулса тăрать. «Сталинград» этемне, вăл ĕçре пулсан нимĕнле вăй та туртса илеймест, хăйсем калашле, çурăм хыçĕнче аçа çапсан та вăл хăнк та тумасть, мĕншĕн тесессĕн вăхăтра тунă ĕçĕн хакне «Сталинград» паттăрĕ лайăх пĕлет. Анчах та... халиччен пĕр вăй кăна çак харсăр этеме ĕçрен туртса илме пултарнă. Çака вăй Мункун ятлă пупнă, Сентĕр чăвашĕсем ăна Калăм тенĕ, шăхачсем Пасха ят панă, ирçесем Инэчи тесе чĕннĕ.
Çăкă кун Сĕнтĕр-Шăхач çыннин алли лаштăрах кайнă. Çавă кун урлă выртакана тăрăх илсе хума та юраман. Ĕç алли вара урăх енне сулăннă — малтан черкке тытнă, каярахпа чукмар енне те кармашнă. Хытă ĕçлет Шăхач вырăсĕ. Анчах ĕçес тĕлĕшпе нихăçан та маххă памасть. (Ку сăмах ирçепе чăвашне те тивет.)
Астăваççĕ... Калăм кунĕ. Телей валеçнĕ кун. Çак кун «пуянĕ те, çукки те — пĕрех». Çак кун вăрман патшисем (промышленниксем) хăйсен аскăн ытамĕсене хутланнă тукун авакансемпе, урапа çапакансемпе, пичĕке-шетник тăвакансемпе (Сĕнтĕр-Шăхаль авалтанпах ремеслаллă ял) япшаррăн чуптăвашнă. Çак кун чухăнăн та начар пулса килмен-мĕн, вăл «çын пек» пуласшăн юлашки тинкине кăларнă, Мункун ячĕпе юлашки ят çĕрне сутса ĕçнĕ, пĕртен-пĕр выльăхне пусса çинĕ.
Çурхи кунсем ылтăн пек тăнă. Пĕр кун пĕтĕм çулталăкăн телейне татса пама пултарнă. Анчах ĕç çынни ăна-кăна пĕлмен, шăмат кун кăнтăрла сулăнсанах ака лашине тăварнă та — Мункуна кайнă. Пĕр кун иртнĕ, иккĕмĕш те иртнĕ — ака пĕтмен ана çинче суха пуç çав-çавах тăлăххăн шултăркаса ларнă. Çĕр юлашки пăсĕпе йăсăрланнă, пиçсе çитнĕ çĕр, çамрăк ама пек, мĕнпур кăмăлпа çĕнĕ вăрлăха юншăхланă, ыйтнă, анчах хуçа çĕрĕн çурхи сассине манса кайнă, вăл пĕр тăванĕ патĕнчен теприн патне:
Акăнать-тăкăнать туллăн пучахĕ,
Иртет каять шухăшлă ĕмĕрĕ... —
тесе янратса çӳренĕ.
Хĕвел хĕртнĕçемĕн хĕртнĕ. Ылтăн пек кунсем сая çех кайнă. Çĕрĕн те техĕмлĕ пăвĕ, сĕткенĕ куллен кун иксĕлсе пынă, пурне те тăрантаракан ама хĕсĕр юлас хăрушлăх умĕнче тăнă. Сĕнтĕр-Шăхач çав-çавах Мункун, Пасха, Инэчи тунă. Виçĕ кун ĕçкĕре иртнĕ, тăваттăмĕш кун — шăп ака аса илнĕ кун — пуç çурăлас пек ыратнă, вара «мухмăр чĕртмелле» пулнă, час-часах çак мухмăр «чĕрĕлес» вырăнне чĕрре кĕрсе кайнă — вара вăл эрнипех тăсăлнă; тен, эрнипех кăна та мар пулĕ, мĕншĕн тесен куç-пуç урăхса çитнĕ — çĕрĕ те урăхса, сĕвĕрĕлсе çитнĕ. Вăрлăх кăмака çине акăннă пек акăннă, çумăр пулсан — пулкаланă, пулмасан — пĕтнĕ.
Турăран тенĕ вара сĕнтĕр-шăхачсем. Анчах çав инкек çулталăка пынă «Мункун мухмăрĕ» иккенне сахаллăн чухланă.
Кăçал. Хирте. Акара. Ыран Аслă Калăм тенĕ чух. Бригадăсем ак «сывлăш çавăрса илме» вăхăтлăха чарăнчĕç...
— Мункун тесе выçă юлмастпăр! — тет парти ячейкин секретарĕ Виноградов юлташ.
— Минле ара?.. Пыр шытык пит киçтет вит... — тет шутник ирçе.
— Кӳр пуш аврипе хыçса ярап!.. — тесе хурать сăмах тĕлĕшĕнчен нихçан та татăк тăман пĕр йĕркĕн комсомолец.
Кулаççĕ... ахăлтатаççĕ.
— Вот яккĕмпащ! Мункун та тумалла, çĕрне те акмалла!.. Кая парвик?! (Ăçта каяс?!)
— Пĕрер кун «канасах» пулать ĕнтĕ, лашасем те ĕшеннĕ...
«Канасах» сăмах хыçĕнче Мункун тĕрткелешсе тăни такамшăн та паллă. Чылайăшĕн кăмăлĕ «çавăн» енче. Анчах çав вăхăтрах тепĕр хирĕçле кăмăл тапса тăрать, ку кăмăл вăл — пурнăç кăмăлĕ, çуллен-çул ӳссе, аталанса пынă кăмăл, çак кăмăла пула пирĕн ĕç хресченĕ паян кăна пурăнма тăрăшмасть, вăл ыранхишĕн те мĕнпур чĕререн çунса тăрать.
— Ну, тата, Мункун-масару! Авăр тĕпне! Пĕр шухăшласан вăл та çапла çав. Мункун тумасан сан çăварăнтан мĕн тухса ӳкет?.. Пĕрер курка сăра та, пĕр-ик çăмарта та. Тусан?
— Хĕл хута çиес çăкăру!
— Пулма пултарать.
— Ну, çав пĕр куншăнах-и?
— Пĕр кун çĕр куна тăрантать вăл, пепкем!..
— Маншин вçоровно! Тусан-тывас, тумасан — çок!..
Тепĕр кун. Тĕтреллĕ ир. Пуффăр яланхи пекех уççăн янăрать. Пуффăр сасси кашни килех кĕрсе тухать, кашнийĕ-шĕнех кăмăллăн кăтăкласа ирхи ăшă ыйхăран вăратать. Унтан-кунтан колхозник килет. Пĕри ак машина патĕнче аппаланать, тепри лашине кулет. Ĕç кунĕ яланхи пекех шавлăн тапранчĕ.
— Хатĕр-и?
— Хатĕр!
— Хатĕр тăк атьăр!..
Сакăр бригада. Саккăрĕ те ĕçе кӳлĕнчĕç.
— Эх, чорт воçми, Мункун тăвасшăнччĕ, пулмарĕ, — хуйхăрам пек тăвать Кукушкин.
— Ту ара!.. Кам чарать сана? Ирĕксĕр ĕçлеттерме саккун çук вĕт...
— Ну, брат, шалиш! Эс трудодень ту та, эп Мункун ту иккен. Но... йăран!..
Сăмах çыххи паян пушшех те çăмăллăн çаврăнать. Пĕр акă Мункун сăмах çине сăмах кăларать, култарать, ахăрттарать.
— Тĕлĕнмелле япала! ĕмĕр хисеплĕ Инэчи хисепсĕре тухрĕ, — тет пĕр ватăрах ирçе. Унтан кăмăлсăр пек пулса: — Ырлăха-ши ку, хурлăха-ши?.. — тесе хушса хурать те мĕнпур кăкăрпа кулăшлан ахăлтатса илет.
Каç пулса килет. Бригадăсем ĕçрен таврăнаççĕ.
— Ырăлăх пулчĕ пуль, Ваçилий пичче... Паян пирĕн Инэчи пит ăнăçлă пулчĕ, план ытлашшипех тулчĕ, — тесе çаптарнă саспа калаçса пырать комсомолец Матви.
— Та, ыльăм... Мункун юн куна тăрса юлчĕ...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...