Пумăранк
Темĕнле вăрттăн кантур çыннисем мар эпир, Лутра Ласăрпа иксĕмĕр. Çапах та хамăрăн ĕç пирки ытлах калаçма юратмастпăр. Аванмарланатпăр темелле-ши? Ара, этеме леш тĕнчене йĕркеллĕн ăсатса яма пулăшакан ĕçре чаваланатпăр-çке. Вун пилĕк çул каяллах, заводри механика цехне пĕтерсен, килсе вырнаçрăмăр кунта. Тупăк ăсталатпăр. Ĕçĕ мăй таранах. Тĕрлĕрен виçеллĕ вун пилĕк-çирĕм тупăк парса яратпăр кунсеренех.
Ласăр паян ирхине камитле килчĕ ĕçе. Сулахай куçне туртса çыхнă. Пĕр сăмах та чĕнмест, мăшлата-мăшлата татать саваланă хăмана. Пĕрре пăхсах паллă, йĕркеллĕ ĕçлемелли çын мар вăл паян. Пĕтĕм нуши-терчĕ мана тиенчĕ. Аран-аран кĕтсе илтĕмĕр ĕç кунĕ вĕçленессе.
Кĕрхи калча çинче çӳресе кӳпĕннĕ каскăн ĕнелле мăшлатакан Ласăр хăлхаран çапла пăшăлтатрĕ:
— Каçар паян наянланнăшăн, Микуç! Сана каласа парам пумăранк çинчен.
— Мĕнле пумăранк? — ăнланаймастăп. — Мĕн тени пулать вăл?
— Çавна та пĕлместĕн-им? — суранлă пуçне хуллен пăркаларĕ Ласăр. — Сăра кĕрсе илĕпĕр те лавкка хыçне кайса ларăпăр. Пурне те пĕлĕн вара.
Тутинченех лăнкăртаттарчĕ сăрана Ласăр. Тинех чунĕ кĕчĕ пулас. Çăмăлраххăн калаçма вăй çитерчĕ.
— Эс, Микуç тусăм, ĕнер эпĕ санран икĕ пин тенкĕ нумайрах илнине асăрхарăн-и? Шкула чупакан мăнукăма çĕнĕ тум тăхăнтартас тесе тупăк тунисĕр пуçне çĕрле хуралта ĕçлерĕм. Ахальтен сана çур литр эрехпе хăналатăп-и? Енчĕк хулăн чухне шалккă-им икçĕр-виççĕр тенкĕ!
Уйрăлтăм та санран, тӳрех килелле таплаттартăм. Ехрем хуçан çавра тăрăллă керменĕ çумĕнчи лавккана кĕрсе тухмасăр иртеймерĕм вĕт. Темле усал астарчĕ пулас. Санпа ĕçкелесе киккиррик хĕртнĕскер, килте Марукпа юнашар ларса сăйланма хĕрлĕ эрех туянас шут тытнă ăссăр пуçăм.
Кĕтĕм лутра лавккана. Пиншакăн шалти кĕсйинчен енчĕке кăлартăм та пиншер тенкĕллисене шутлакалатăп. Çĕр тенкĕлли кирлĕ те. Çав самантра çума пиçнĕ çырла пек чиперкке сăн-питлĕ хĕр ача пырса тăчĕ. Ясарскер, шеремет! Чăп-чăмăр купарчипе мана тĕртет те тĕртет. Эпĕ мĕн, саççим хытса ларнă чул купи-им? Таçта аялта хытах йăшăлтатма пуçларĕ.
— Эсир, ырă пичче, мĕн туянасшăн? — çепĕççĕн чĕвĕлтетет хайхи пирĕшти.
— Пĕр кĕленче портвейн, — хуравлатăп ним пулманла.
— Уй, портвейн тенине эпĕ те юрататăп, — ăшшăн персе ячĕ. — Шăккалат пулсан пушшех чаплă.
— Пулать пурте — портвейн та, хаклă шăккалат та, — харсăрлантăм эпĕ.
Эрехпе шăккалата хăйĕн сумкине чикрĕ те мана хулран çавăтсах урама илсе тухрĕ.
— Ăçталла кайăпăр? — ун-кун пăхкаларĕ уçă кăмăллăскер. — Килĕшетĕр пулсан çырма хĕрринчи хăвалăха кĕрсе ларăпăр. Юрать-и?
— Сăмахсăрах! — çинçе пилĕкĕнчен явакласа тьпрăм чăн-чăн юмахри пирĕштие.
Ун хыççăн мĕн пулнине каламастăп та. Хăвалăхра питĕ улах кĕтес тупрăмăр, портвейн ĕçрĕмĕр, шăккалат чăмларăмăр. Пĕрре курсах ĕмĕр астумалла юратса пăрахнă çамрăк савни ачашларĕ те ачашларĕ мана, хыпашпарĕ те хыпашларĕ. Сасартăк сиксе тăчĕ:
— Эй чĕмере! Санпа ыталашса сехете пăхма та ерçеймен. Ман каччă милици сержанчĕ. Çак самантра лавкка патне çитсе тăрать. Ăна кĕтсе илмелле ман. Эс, такашкă-старикашкă, куç тĕлне ан пул. Тем сиксе тухĕ.
Çĕмренле тапса сикрĕ хăвалăхран.
Эпĕ те йăраланса тухкаларăм. Тĕксĕм лапамран çутатакан урама тухсан кĕсьене хыпашларăм. Ăçта ман укçа енчĕкĕ? Ăçта прокурортан та хаяртарах карчăкăма памалли, мăнукăм валли шкул çи-пуçĕ туянмалли укçа?
Уяр кун аçа çапнăн аптраса ӳкрĕм. Çав кирлĕ сана, уй тăманине! Тата лайăхрах кирлĕ! Сылтăм чышка хытă чăмăртарăм та пĕррех туртса çапрăм сулахай куç айĕнчен. Пĕлетĕн вĕт, Микуç, тарăхсан эпĕ виçесĕр вăйланса кайнине. Хальхинче те вирлех лекрĕ пумăранк. Сулахай куç лапах хупланса ларчĕ.
Çиткелерĕм киле. Алăк урати урлă каçсанах, кăвакарнă, юнăхнă пит-куçăма курсан, кутăн чакса урайнелле тĕршĕнчĕ карчăкăм.
— Мĕн турĕç сана, Ласурик, кам çаплах юсаса ячĕ? — йĕрмешет Марукăм.
— Хамăр, урама çитсен виççĕн çавăрса илчĕç те çапса укçа енчĕкне вăрласа тарчĕç, — ахлата-ахлата евитлетĕп.
— Юрать-ха вĕлерсех пăрахман, халь тем те кĕтме пулать. Укçишĕн куççуль тăкмăпăр. Атя, суранна çуса тасатсам, эмел сĕрем.
— Вăт, çавăн пек мыскара, Микуç тусăм. Хытах лектерчĕ мана пумăранк. Пулăшрĕ те.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...