Каçхи мĕлкесем
...Хĕвел ансан, мĕн пур ăннă-ăнманă
Ĕçĕмсене мансассăн ерипен,
Кавказ тӳписене шупка тăхланăн
Тĕссĕрлесе сив уйăх çĕкленсен
Тахçан иртсе çухалнă самананăн
Ĕмĕлкисем тухаççĕ инçетрен.
Хисепсĕр юланут вĕçе-вĕçĕн,
Таçтан капланнă шăрчăк пек çу каçĕ,
Тĕлпулуна хирсе хĕçе-хĕçĕн
Ту хушшипе кĕшĕлтетсе каçаççĕ.
Ахру, юрлу, кулу... Е вил, е çĕн —
Калле çул çук. Кӳртмест хускалнă Ази.
Анăçалла тапать этемлĕх хумĕ.
Паллап йăха: Европа хыснине
Вăл пĕрĕхĕ ытти нумай йăх умĕн
Ĕрчевлĕ, каскăн, тӳсĕмлĕ юнне,
Хăй çеç кайран пин çул ытла астумĕ
Аттила Атăлпа пĕр иккенне...
1931, Тбилиси
Шухăшсем
Is your chuvash...
Квиз — это увлекательная игра-викторина...
В мире, где чистота и здоровье становят...
Здесь вы сможете найти поставщиков удоб...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...