Манăн пĕрремĕш чечек
Сашук вăраннă чух амăшĕ чечек лартаччĕ.
— Кил, чечек лартар иккĕн, — терĕ амăшĕ Сашука, — санпа пĕрле лартсан, сан пекех çирĕп те патвар ӳсĕ ку чечек, — тесе калаçса ĕçлереç вĕсем.
Саша хăй лартнă чечеке пăхсах тăчĕ, ăна вăл шăварчĕ, тăприне кăпкалатсах тăчĕ.
Унтанпа вăхăт аванах иртрĕ. Пĕррехинче амăшĕпе ывăлĕ уçăлма тухрĕç. Урамра — хĕлле. Кӳлĕ хĕрринче йывăçсем ыйха путнă. Юр ахахĕ илемлетнĕ вĕсене. «Ытла та илемлĕ лараççĕ йывăçсем, пас тытнă вĕт вĕсене» — терĕ ача.
Тин çеç лайăх çанталăкчĕ, акă çурçĕртен хаяр çил вĕре пуçларĕ. Унтан асар-писер тăманĕ те вĕçтере пуçларĕ. Урамри йывăçсен тураттисене силле-силле ывăтрĕ. «Атя килелле, пирĕн чӳрече уçă-çке» — аса илчĕ амăшĕ. Пӳлĕме уçăлтарас тесе чӳречене уçă хăварнă пулнă. Усал çилĕ пирĕн пӳрте те çитнĕ. Эпир лартнă чечек те пуçне уснă.
Тепĕр кунне Саша урамра выртакан пĕр патакка илсе кĕчĕ те чечек çумне тăрăнтарса хучĕ. Аманнă чечеке тĕревлесе çыхрĕ. Пирĕн чечек аптрамарĕ, халĕ те ӳсет. Анчах, пĕччен мар!
— Анне! — кăшкăрса ячĕ Сашук, пĕрре çапла чечек шăварнă чух — Аннеçĕм, ман патак çулçă кăларнă!
— Патака мар, ывăлăм, ку йăмра туратти пулнă вăл сан, — ăнлантарчĕ амăшĕ.
— Чечекпе пĕрле те ӳсет-и йăмра? Халь хĕлле-çке!» — татах та кăсăкланчĕ.
— Чăваш йăмри, ачам, таçта та ӳсет. Йăмра йывăççи вăл — чи тымарлă йывăç шутланать. Ăна çырма-çатра ишĕлесрен, çурăлакан вырăнсене лартаççĕ.
Эпир пĕччĕккĕ чух йывăçсем лартаттăмăр. Йăмра тураттисене нӳрлĕ вырăна лартаттăмăр, пуçне шапкă тăхăнтартаттăмăр».
— Мĕнле шапкă, чăн-чăнни-и?
— Çук, ачам. Йĕпе, кирлĕ мар япала-çĕтĕке йĕпетсе, ун çине çатăрка çыхса хураттăмăр. Çапла ӳснĕ те чăваш йăмрисем çырма çатрара. Санăн вара ав чечек савăчĕ çинчех хунав ячĕ.
Часах çуркунне те çитрĕ. Сашукăн пĕрремĕш «чечекĕ» халь çырма хĕрринче кашласа ларать. Ун çинче кайăк çепĕç юррине шăрантарать. Çапла Сашук патвар та çирĕп «чечек» лартса ӳстерчĕ те.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...