Вĕлтĕркке
Хулари суту-илӳ çурчĕ умĕнче икĕ тантăш — Çерçи Аннипе Ясмăк Варукĕ тĕл пулчĕç. Анна, пуян ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ, пĕчĕклех мăн кăмăллăччĕ, хăйне ыттисенчен мăнаçлăрах тытатчĕ. Вăтам шкулта вĕреннĕ чухне вара модăна хăвалама пуçларĕ. Шукăль тумланса çӳрекенскерĕн икĕ аллинче те пĕрер кĕмĕл çĕрĕ, хăлха çунаттинче — кăваррăн хĕмленекен хаклă йышши алка. Халĕ те хăнăхнă йăлине пăрахайман ав, йăлкăшса-çиçкĕнсе кăна тăрать.
— Эсех-и ку, Варя? — ыталам пекки турĕ вăл тантăшне. — Курманни — çур ĕмĕр! Мĕнле чупатăн?
— Хама кура, хуллен-майĕпен... — сăпайлăн тавăрчĕ Варук.
— Хальхи вăхăтра хуллен пурăнма юрамасть, Варя, çĕр çĕмĕрмелле! — кĕрлерĕ Çерçи хĕрĕ. — «Эмансипаци» текеннине ахаль туса панă-им пире? Эпир ача çуратма кăна мар, космоса вĕçме те, пуçлăх пуканĕ çинче саркаланса ларма та пултаратпăр!
— Каçар та, хăвăн миçе сан?
— Мĕн миçе, киндер-и? Мĕне кирлĕ вĕсем? Пĕчĕк чух ал-урана çыхса тăллаççĕ, кĕпе аркинчен уртăнаççĕ: «Мама! Мамочка!» Кăйкăшу, манка çакки, вараланчăк кипке... Ӳссе çитсен ĕнсе çине хăпарса лараççĕ.
— Упăшку вара? Нимĕн те шарламасть-и? Вĕсене, арçынсене, йăх-тĕпе тăсакан кирлĕ вĕт-ха.
— Упăшка... Хăшĕн пирки калам-ши? Малтанхи, чăн та, мăкăртататчĕ: «Йĕркеллĕ-пӳтлĕ çынсен пурин те у-а, у-а çухăраканнисем пур, ман кăна утьăкка сиктермелли çук», — тетчĕ. Кĕтсех тăр! Çирĕм-çирĕм пиллĕкрех ача туса сăн-кĕлеткене типĕтме çав таранчченех катăк-им эп? Юрĕ, кунпа калаçу кĕске пулчĕ. «Тупса яр хăвна юрăхлă ама, кашни çул пĕрер çура çăвăрласа параканни!» — терĕм те алăка шалтлаттарса хупрăм — алью, сывă пул... Иккĕмĕшпе те ăнмарĕ. Ăçта ĕçкĕ-çикĕ, илĕртмелле ихĕрекен кĕсре — вăл унта! Çатăрласа тытрăм та ĕнсинчен, кутĕнчен лакларттартăм та — кăларса ывăтрăм хваттертен. Темиçе те пычĕ, чĕркуçленсех йăлăнчĕ — йышăнмарăм. Кирлех пуль мана кашни сараппан айĕнчех мăрлатса явкаланакан кушак аçи! Ман хыççăн чупакансем унсăрах савалиç, артистсемпе писательсем таранах.
— Чим-ха, — пӳлчĕ Верук чĕрĕ ăвăс пуленки евĕр çатăртатакан тантăшне, — шкулта вĕреннĕ чухне эс хăв та сцена çине тухасшăн вĕткеленеттĕн марччĕ-и çак?
— Çапла, пĕтĕм шухăш-ĕмĕтĕм те артистка пулассиччĕ. А мĕн, начар-им? Юрла та юрла ăшă пӳртри шăрчăкла, тринкки-тринкки сиккеле — çавă кăна!
— Вара?
— Вара... Те сассăм килĕшмерĕ, те йышăну комиссийĕн председательне куç хĕсме пĕлмерĕм — илмерĕç мана театр институтне. Ну, илмерĕç тĕк — илмерĕç, уншăнах лĕр-р! макăрса ямарăм, ӳлемерĕм. Тытрăм та — бара, сăра-эрех сутма. Паллах, унта вырнаçма та муттер пулăшрĕ.
— Кам-кам?
— Мамаша эппин. «Тавай, хĕрĕм, тымар яр, — терĕ. — Ăшă йăва, çăмăл ĕç, укçи-тенки те — хăв тăмана пулмасан, утнă çĕртех тĕлĕрмесен — йĕкĕр ывăçпа ывăçламалăх. Сăра кăпăкĕ вăл, Анна, тем тума та пултаракан хăватлă япала!» — терĕ. Юрĕ, тĕплентĕм. Пĕрер уйăхран хама купăста пахчине кĕртсе янă качака путекки пек туя пуçларăм. Ямăт укçа çапма хăнăхса çитнĕччĕ кăна, сăра куркине тултармасăр паратăп-и е йӳнĕпе туяннă эрехе патшалăхăнни вырăнне хурса сутатăп, — тĕрĕслев! Суту-илӳ виçине пăсатăн тесе акт çырчĕç. Хуçа çат кăна кăларса сирпĕтрĕ... Çакăн хыççăн пĕр хушă кĕпе-тумтир базинче аппаланкаларăм. Кунтан та хӳтерсе ячĕç.
— Халь ăçта, ху калашле, çĕмĕрттеретĕн? — ыйтмасăр тӳсеймерĕ Варук.
— О! Халь эп, Варя, хăйне евĕрлĕ начальник. Тĕрĕсрех — пĕр ятлă-сумлă пысăк пуçлăхăн личнăй секретарĕ!.. Ху тата? Халĕ те пир-авăр комбинатĕнче йĕке çавăратăн-и? Юрать ĕнтĕ, вăл та кирлĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн орден парĕç те ак...
— Ăнах хапсăнас мар-ха, ытлашши упшурланас мар, — ун-кун пăхкапарĕ Верук: пăрăнса утас — кӳренĕ, татах итлес — хăлха йӳçĕхрĕ.
— Тĕрĕс! Орден вăл — тетте, шăкăр-шакăр. Чи малтан çынна укçа тени кирлĕ, унтан — хăтлă хваттер, çăмăл машина... Ман, сăмахран, хама мĕн кирли йăлтах, пĕтĕмпех пур!
— Манăн та ӳпкелешме сăлтав çук: ĕç, савнă упăшка, лайăх ывăлпа хĕр... Вăт эс, Анна, мĕн кирли пĕтĕмпех пур терĕн. Ан кӳрен те, ман шутпа, сана пĕр япала çитмест — хăвна юратакан-хисеплекен мăшăр.
— Йĕвенлекенни-и? Кирлех пуль! Хама çăварлăхлама ĕлкĕрĕп-ха, Варя, вăл ниçта та тармасть.
— Ман шутпа, тарма та пултарать. Йывăçа, Анна, хулăлла аваççĕ, çимĕçе вăхăтра татаççĕ.
— Чăнах-и? Пĕлменччĕ, — йӳççĕн лĕхлетрĕ Çерçи хĕрĕ. Çавăнтах ылтăн сехечĕ çине пăхса илчĕ те: — Васкатăп-ха, — терĕ. — Парфюмери пайне Франци духийĕпе Итали писевĕ илсе килнĕ. Атя пĕрле, ман унта лайăх паллакан сутуçă ĕçлет. Камшăн-камшăн та, иксĕмĕр валли тупса паратех!
— Тавах чĕннĕшĕн! Анчах та мана, «карчăка», унашкал япаласем кăсăклантармаççĕ текех — иртрĕ вăл вăхăт.
— Ой-ей! Çавнашкал ватăлса лартăн-и? Ну латнă, хăвăнне ху пĕл, — хулпуççи урлă çакнă замш сумкине тĕксе тӳрлетрĕ Анна. Вара, кутне-пуçне йăкăлт та якăлт пăркаласа, уттара пачĕ. — Чао! Тепре куриччен!..
«Лĕпĕш! — шутларĕ Варук пуçне сулкаласа. — Чечекрен чечек çине вĕçсех ĕмĕрне ирттерет. Вĕлтĕртетет-вĕлтĕртетет те акă пĕр-пĕр илĕртӳллĕн ялкăшакан вучаха кĕрсе е çунаттине ĕнтет, е çунса кĕлленет. Пĕтрĕ вара яланлăхах: ни — йĕрри- палли юлмасть, ни — ячĕ-шывĕ...»
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...