Аннесем кăна ăнланĕç...
Ашшĕшĕн çакă пачах та кĕтмен çĕртен пулчĕ. Çавăнпах-тăр телефон трубкине халь-халь хуçса-ватса пĕтерессĕн çатăрласа тытрĕ вăл. Телефон тепĕр енчи арçыннăн мăнаçлă, никама пăхăнман сассине çапла аркатма е лăпчăтма пулать тейĕн.
— Настьăна чĕн!.. Мана Настя кирлĕ, — çав-çавах кăшкăрашрĕ телефонри арçын ӳсĕр сасăпа.
— Кам ыйтать ăна? Эпĕ унăн ашшĕ пулатăп. Эсир вара? — шалта, чĕринче çу кунне пăхмасăр куç курми çил-тăман тейĕн.
— Сана пĕрех мар-им? Эпĕ унăн упăшки пулатăп тейĕпĕр...
— Упăшки-и-и?! Эсир йăнăшатăр. Пирĕн Настя качча тухман-ха, шухăшламасть те, университет студентки кăна вăл... — тинех çăмăлрах пулса кайрĕ арçынна.
— Çапла тет... Кала Настьăна, Игорь сана «Ностальжире» кĕтет те. Çурçĕрччен çитмесен хăйĕнех ӳкĕнмелле пулĕ, — терĕ те телефонра пик-пик-пик сасă кăна ӳт-пӳри кашни нерв клеткине пырса çапнăн хваттерте темччен янăраса тăчĕ.
— Йăнăшрĕ пулас чăннипех те. Темле ӳсĕрскер. Вăт кăнттамскер... Настьăн упăшки тет-ха тата. Кирлĕ пире сан пек кĕрӳ, — хăйпе хăй калаçса алăри телефон трубкине вăйран кайнăн лăштах пăрахрĕ Анатолий, телевизор умĕнче шухăша кайса ларакан арăмĕ çинелле тем каласшăн пулса куç ывăтрĕ.
— Галя, мĕн пулнă сана? Ăçта пирĕн Настя?! — хыттăнах кăшкăрчĕ арçын. Мăшăрĕ тинех хăйне алла илсе упăшки çинелле темле айăплăн тинкерчĕ: — Килет, акă, Настя, 9 сехет кăна вĕт, хĕр тусĕпе уçăлса çӳретпĕр терĕ.
— Итле-ха, каччи пур-и пирĕн хĕрĕн? Кампа туслă вăл? Виççĕмĕш курс пĕтерет, каччă шухăшĕ кĕнĕ ĕнтĕ...
Çук, тем пек пытарас тесен те чăтаймарĕ тек Галя, диван çумне сĕртĕнчĕ те чĕтренсе нăшăклатма пуçларĕ:
— Пур унăн каччи, пур, Игорь, — теме пултарчĕ кăна.
— Игорь!!! Çав тилпĕрен çинĕскер-и?!! Çав ватă сасăллă ĕçкĕç-и?!! — хаярлансах пычĕ Анатолий. Диван çинчен тăма пуçланă арăмне çулса илчĕ те ухмаха тухнăн силлерĕ те силлерĕ, юлашкинчен хваттер алăкне уçса подъездалла ывăтрĕ: — Настьăсăр ан таврăн, вĕлеретĕп, амăшĕ-и эсĕ е çук-и? — тесе алăка шатлаттарса хупса лартрĕ. Арăмĕ килте çӳрекен тумпа кăна пулнине асăрхамарĕ халь-халь çурăлса кайма патне çитнĕ арçын.
Вуннăмĕш сехет... Таврана каç сĕмĕ çапнă та иккен. Кăнтăрлахи шăрăхран хăтăлас тенĕн ватти-вĕтти каçхи уçă сывлăшпа сывлама урама тухса тулнă. Упăшки хăйне урама тухса намăс кăтартма пултарасса ăнланса Галя çӳç-пуçне аллисемпе якаткаларĕ те тăхтамасăр хăйсен тăхăр хутлă çурчĕ айккинчи сквералла утрĕ. «Игорь, Игорь... Ăçтан килсе тухрĕ-ши ку мурилешшĕ пирĕн тĕле?» — пăшăлтатрĕ хĕрарăмăн тăртаннă тути...
Настя университетри занятисем хыççăн киле вăрах таврăнманнине сисрĕ-ха амăшĕ. «Аçу ĕçрен киличчен килте пул, асту, вăл лектерме пултарасса пĕлсе тăратăн вĕт!..» — тесе асăрхаттаркаларĕ-ха. «Ан шиклен, пĕтĕмпех о,key пулĕ», — тетчĕ çеç ют чĕлхе факультетĕнче вĕренекен хĕр. Ăсĕ пур-ха ĕнтĕ хĕрĕн. Акăлчанпа нимĕç чĕлхисене юратаканскер, çăмăллăнах вĕренчĕ. Анчах хĕрĕнчен, тем, пирус шăрши кĕнĕн туйăнать юлашки вăхăтра. «Настя, эс туртмастăн пулĕ те çав шăршлăскере?» — шуйханчĕ амăш чĕри. «Çук, мĕскер эс, анне, “Ностальжире» кофе ĕçетпĕр те, унта пирус таврашне мăкăрлантаракансене чармаççĕ, мана çав шăршă çапать пулинех”, — йышăнмарĕ хĕрĕ.
Çапла çав, пĕчĕк суя хыççăн пысăкки те çуралать. Хăйне халь университетри занятисем мар, пачах урăххи кăсăклантарни-илĕртнине амăшĕнчен те пытарать хĕрача. Игорь!!! Игорек! Епле арçын! Епле пуян тата! Тĕслĕ металпа ĕçлетпĕр тет. Чулхулараншшĕ тата, — вырăс. Чăваш арçынĕсем пек мар, джентльмен вăл. Унччен хĕр тусĕсемпе ментоллă «ЛД» таврашĕпе кăна вылянатчĕç. Игорь вара «дамские сигареты» текеннисене те хăех илсе парать. Хаклă косметика таврашне те хĕрхенсе тăмасть. Ресторанра та, казинора та палласа çитрĕç Настьăпа унăн хĕр тусне (пĕччен кичемрех тесе хăйĕн юлташне Настьăн тантăшĕпе паллаштарчĕ Игорь). Çамрăк хĕр вара Игорь хăйĕнчен чылай аслăрах (ашшĕнчен те!) пулнине шута илесшĕн пулмарĕ. Хăйпе тĕл пулас, туслашас текен çамрăк çынсене: «Мана ботаник кирлĕ мар!» — тесе хуравларĕ кăна.
Арçын куçпа юратать, хĕр-хĕрарăм — хăлхапа тесе ахальтен каламаççĕ-тĕр çав. Игорь эрехе виçерен ытларах ĕçнине, унăн кăнттамрах калаçăвне те шута илесшĕн пулмарĕ хĕр. «Манпа ун пек мар-çке, манпа никама та калаçтарасшăн мар, çавăнпа çапла тыткалать те», — тесе хăйне хăй лăплантарчĕ. Игорь хăй пирки «икĕ хутчен авланнă эпĕ...» тенине те шута илесшĕн пулмарĕ юратупа суккăрланнă чун. Лешĕ Чулхуларан Шупашкара командировкăна килсен вăл чарăнакан хăна çурчĕ тăван килĕнчен те çывăхрах пулса тăратчĕ. Хăна çуртĕнчи горничнăйсем хăйне «лĕпĕш» тесе шутланине, хăй çине йĕкĕлтевлĕ куçсемпе пăхнине туймастчĕ. Савăшу вăййи мĕнне пуçласа Игорьтен пĕлнĕскер пĕр çавăншăн кăна пĕтĕм çут тĕнче çине алă сулма, ашшĕ-амăшне сутма та хатĕрччĕ çав. Амăшĕ... Амăшне кăна уçса пама хатĕрччĕ те чун-чĕрине Настя, Игорь: «Пирĕн çинчен никамăн та пĕлмелле мар, пирĕн хушăра никам та тăмалла мар!» — тени тытса тăчĕ. Сисмен мар-ха, сисетчĕ амăш чунĕ хĕрĕ улшăннине. Мăшăрĕ умĕнче хĕрне хӳтĕлетчĕ. Вĕсен хĕрне çитекенни çуках тесе çирĕплететчĕ (кашни ашшĕ-амăшĕшĕн хăйĕн ывăл-хĕрĕ çывăхраххине кам хирĕçлетĕр?)...
Настя вара хăйне кун çути кăтартнă çынсем çинчен сахалрах та сахалрах шухăшлама, вĕсемпе сайрарах хутшăнма тытăнчĕ. Тепĕр тесен, ашшĕ тĕрĕссине пĕлни лайăх та. Вăл ĕçре чухне килне пырса хăй япалисене пуçтарчĕ те, амăшĕ ӳлесе макăрнине пăхмасăр, Игорь вăхăтлăха тупса панă хваттере пурăнма куçрĕ.
Ашшĕ хĕрĕн çак утăмĕшĕн мĕн тери тарăхнине туйрĕ-ши Настя? Нимĕн тăвайманнине пула Анатолий: «Ман ача мар вăл. Манран пулма пултараймасть ун пек ача. Хĕрача вĕт-ха! Кала, камăн вăл, камран?!! Уйрăлатăп санран...» — тесе арăмне кашни кун йĕртнине те пĕлмерĕ паллах. Галя вара, хăйĕн хĕр чухнехи çылăхĕсене, хăй Анатолие «хĕрĕх чĕрнеллĕ» качча тухнине, тепĕр икĕ уйăхранах пĕчĕк пепкене чун панине ас туса хĕрĕ чăннипех те вĕсен юн тĕпренчĕкĕ пулнинех çирĕплетрĕ, хĕрĕн ухмахла утăмĕшĕн чĕркуçленсе каçару ыйтрĕ, хĕрĕ тăна кĕрессе шантарчĕ. Тăна кĕме, чăн та, вăхăт çитнĕччĕ çав ĕнтĕ Настьăн. Амăшĕ пек таврăннă çĕре апат пĕçерсе хуракан, кĕпе-йĕмне çуса паракан, хваттере тирпейлекен çуккине пула пачах улшăнчĕ хĕр. Университетра çуллахи сесси экзаменĕсене параймарĕ те: «Е контрактпа вĕренме куç, е пачах кăларса яратпăр...» — теме пуçларĕç. Игорь те, тем, Шупашкара унччен уйăхра пĕр-икĕ хутчен килсе çӳрекенскер вăхăт çуккине систеркелеме тытăнчĕ. Çавах та ресторан-казино таврашĕнче ашшĕн ĕçтешĕ-юлташĕсене курсан Настя: «Аттене нимĕн те ан калăр. Манăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Мĕн кирлине анне пĕтĕмпех пĕлет», — тетчĕ. Хăй çулталăк ытла ăçта пурăннине никама та пĕлтермерĕ çав Настя. Хутран-ситрен амăшне телефонпа шăнкăравласа лăплантарнипех çырлахрĕ. Ашшĕ унăн савнине — Игоре — хăйĕн «чăнкă» юлташĕсене шыраттарнине, «стрелкăна» кайнине, Чулхула усламçин пурнăçĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтса пĕлнине вара Настя те пĕлмерĕ. Игорь хăйĕнчен сивĕнсе пынине, укçа панипех çырлахнине ĕненесшĕн пулмасăр Чулхулана та темиçе хутчен кайса килчĕ. Вăл хăйĕнпех юласса шанчĕ Настя. Ара, хаваслă шăй-шай пурнăçпа пурăнса хăйĕн уйăх хушши килменнине сăнаман та хĕр-упраç. Организмĕ апат таврашне йышăнманнине, кăкăрĕсем тăртаннă-ыратнă пек пулнине, пуçĕ утнă çĕртех çаврăна-çаврăна кайнине те шута илесшĕн пулмарĕ. Пĕррехинче дискотекăра пĕçĕсем тăрăх темĕн вĕри юхса аннине туйрĕ Настя. Юн!!! Мĕн амакĕ? Кăмăл та пăтраннă пек. Игорь те çук-çке юнашар. Хĕр тусĕпе хваттере таврăнчĕç те хăвăртрах «Васкавлă пулăшу» машинине чĕнсе илчĕç...
Выртать, акă, Настя васкавлă пулăшу больницинче. «Санăн ача пулать. Мĕнле, çуратас тетĕн е аборт тăвăпăр?» — халĕ те пуçрах хăйне йышăннă тухтăр ыйтăвĕ. Тинех çие юлнине пĕлнĕскер еплерех савăнчĕ хĕр. Ара, 21 çул тултарнă, мĕншĕн çуратас маар? «Паллах çурататăп!» — терĕ вăл, тухтăр юн кайни ачана сиен кӳме пултарасси пирки пĕлтерсен те. Хăвăртрах Игоре пĕлтерес, савăнтарас тесе телефонпа çыхăнчĕ Настя. «Мĕн ачи? Эсĕ хăв ачапча-ха. Манăн вара ахаль те виçĕ ача. Çитменнине Германие тухса каймалла пулать манăн çитес вăхăтра. Мана ан шан. Тата чăннипех те манăн-и-ха вăл ача? Эпĕ уйăхра икĕ хутчен пырса çӳренипех манранах çие юлнă-и-ха? Сана ялан «Ностальжире» куратпăр теççĕ юлташсем. Шутла. Манран нимĕн те ан кĕт. Пире нимĕн те çыхăнтармасть. Маншăн тек Шупашкар та, эсĕ те çук», — янăрарĕç телефонра сивлек сăмахсем. Кун пеккине кĕтмен Настьăн чун-чĕри шăнса-пăрланса ларнă пек пулчĕ. Сасăсăр, чĕтрене-чĕтрене, питне минтерпе хупласа йĕчĕ те йĕчĕ улталаннă чун. Юхрĕ те юхрĕ чарăнми йӳçĕ куççулĕ. Варĕ касса ыратма тытăннине те асăрхамарĕ тейĕн. Медсестра хăйне гинекологи кресли çине вырнаçма пулăшнине, юн тымарне йĕп тăрăннине, 10-9-8... — 2-1 тесе шутланине тĕлĕкри пек кăна ас тăвать. Вăранаспа вара тамăкри пек туйрĕ хăйне Настя. Пĕтĕм ăш-чик çунать. Шăкăрт! та шăкăрт! пăрахаççĕ усă курнă инструментсене çуралма пӳрмен пепкене пайăн-пайăн касса кăларнă çынсем. «Самантлăх киленӳшĕн хăйсене хăйсем пĕтереççĕ хĕрсем. Ку та студентка терĕç. Ашшĕ-амăшĕ çук терĕ-ха та, пурте çапла калаççĕ. Вĕсене пĕлтересшĕн мар пулас хăйсен çылăхĕ пирки», — тесе мăкăртатни те килсе кĕчĕ хăлхана. Хăйне наçилккепе палатăна илсе килсе хурсан та куçне уçмарĕ Настя. Çутă кун та çутă мар халĕ уншăн, шалта пĕтĕмпех çунчĕ-хĕмленчĕ. Палата алăкĕ уçăлнине, хăй умне амăшĕ çитсе тăнине те курмарĕ-илтмерĕ. Амăшĕ хăйне çамкинчен чуп тусан кăна Настя ăна ыталаса илчĕ, куçĕсем куççульпе тулчĕç...
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...