Улине
Пысăках мар Кушавăр ялĕ вăрмантан инçех мар вырнаçнă. Ялĕнче тĕллĕн-тĕллĕн ларса тухнă кивĕ йывăç пӳртсем, çĕлен евĕр явăнакан çулсем.
Ку тĕттĕм кĕтесре Улине ятлă хĕр ача пурăннă. Хăйĕн тантăшĕсенчен вăл вара питех уйрăлса тăнă. Унăн пӳрчĕ ял хĕрринче ларнă, «симĕс патшалăха» — вăрмана кĕрсе кайна. Улине пĕчĕккĕ чухнех тăлăха юлнă, çавăнпа асламăшĕпе ӳснĕ. Йывăрлăхсене пахмасăр вăл ĕçчен, тирпейлĕ, ырă кăмăллă çитĕннĕ, сăнĕпе те илемлĕ пулнă. Çутă çырă çӳçлĕ, кăвакрах симĕс куçлă. Вăл калаçни вара шыв шăнкăртатса юхни евĕр илтĕннĕ. Тен вăрманпа юнашар пурăнна пирки, тен, ахаль, вăл вăрманта уçăлса çӳреме юратнă. Юман, çăка, йăмра ӳсекен чăтлăхсенчен ир пуçласа каçчен тухмасăр пултарнă.
Пĕррехинче, çĕртме уйăхĕн уяр кунĕнче, Улине вăрмана çырла пуçтарма каяс тенĕ. Çӳрене çемĕн вал пĕр карçинкка хăй сисмесĕрех тултарнă, тавраллăх илĕртне пирки çамрăк хĕрен кăмăлĕ лайăхланса пынă. Сасартăк вăл çĕр çырли çулçи айĕнче темĕнле пĕчĕк, çырларан та пĕчĕкрех, çын пытанса тăнине асăрханă. Улине каламалла мар вăйлă тĕлĕнсе кайнă. Унăн чунĕ курнă пирки пĕлесшĕн çуннă. Сасартăк лилипут çулçă айĕнчен тухса курăксем тăрăх вăрманалла шалалла саиксе кайнă. Улине сисиччен тарасшĕнччĕ ĕнтĕ вăл, анчах та хĕр питĕ тимлĕ пулнă. Вăл карлик хыççăн васканă.
Ним сисмесĕр чупнă Улине. Сасартăк уçланкă хĕрне сиксе тухнă вăл. Тĕлĕнмелле илемлĕ унта. Пĕчĕк юханшыв тăсăлса выртать, тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексем ӳснĕ, шăнкăрчсем, тăрисем, сар кайăксем — вăрман тата уй кайăксем янравлă кĕвĕсем шăрантарнă. Анчах та чи капăрри тем тесен те уçланкă варринчи ватă йăмра пулнă. Унан тураттисем çĕре çитиех усăнса аннă, лăпкă çил çинче силленсе ларнă. Нумай çул иртнипе йăмран туни хытса пĕркеленнĕ. Капăр уçланкăра Улине халиччен пĕрре те пулса курман. Хĕр уçланкăна сăнаса тăнă вăхăтра паçăрхи лилипута сисрĕ. Вăл хăйĕн аллине йăмра патне, карлик тăнă çĕрелле тăсрĕ. Темĕн пулчĕ. Тĕлĕнмелле, Улине урăх çĕре лекрĕ.
Ун тавралла пĕчĕк çынсем майĕпен пухăнса пычĕç. Вĕсенчен чи асли, шурă кĕпе тăхăнни, ума тухса сăмах калама пуçларĕ:
— Улине, эсĕ ĕненмĕн ĕнтĕ, анчах та итле. Эпир — Кепен хыпарçисем. Вăл пире питĕ кирлĕ, паха хыпар сана пĕлтерме хушрĕ. Эсĕ пирĕн хыççăн пырăн тесе санпа çĕр çинче калаçма хăярмарăмăр. Ку тĕнче вара — çӳлти тĕнче. Уçланкăри аслă йăмри — икĕ тĕнче хушшинчи кĕпер. Вăл, асамлă йывăç, халĕ питĕ пысăк хăрушлăхра. Ăна усал-тĕселсем çурса вакласшăн, вутта ярасшăн. Çак икĕ тĕнчен вăл чи хакла, ăна аркатма юрмасть. Çурса татсан вара çĕр тĕнчи пĕтет.
— Мĕнле пулăшаятăп-ха эпĕ вара? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Улине.
— Пулăшаятăн, Улине, пулăшаятăн. Сана Кепе асамлă хăватпа сапса тухнă. Эсĕ курăнакан япаласене курăнман тума пултаратăн. Анчах та… санăн çĕр çинчи пурнăçа шеллемелле пулмасть. Тĕрĕсрех каласан, санăн çӳлти тĕнчене пурăнма килмелле. Эсĕ хатĕр-и?
— Эпĕ çĕр çинчи хамăн пурнăçшăн хурланмастăп, асаннене çеç шел. Çĕр тĕнчи малалла та пултăр тесен эпĕ темĕн те тума хатĕр.
— Юрĕ, асаннӳ санпа пĕрле пирĕн тĕнчене килĕ. Эсĕ вара, Улине, каçпа йăмра патне тух та асамлă сăмахсем: «Йăмраçăм, аслă йăмра, эсĕ кĕпер, эсĕ пурнăç. Хăтăл усалсенчен тĕнчене упра!» тесе кала.
Улине йывăç патĕнче пулса тăчĕ. Паçăрхи пекех веç. Илемлĕ уçланкă çăвăнтах, йăмра та варринчех. Сасартăк хĕр хăйĕн вăхăт сахал юлнине аса илчĕ. Васкаса киле çитсе вăл асламăшне мĕн пулнине каласа пачĕ. Асламăшĕ вара йăл кулчĕ, нимĕн те хирĕçлемерĕ, пĕрле пыма килĕшрĕ. Улинене çак вăхăтра вăл Кепе пек курăнса кайрĕ.
Çĕрле, каланă вăхăтра, Улине асламăшĕпе мĕн вĕсене хушнине турĕç. Çапла вĕсем çӳлти тĕнчере пурăнма пуçларĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...