Юрату йывăççи
Микулай тесе чĕннĕ ăна ялта. Вăл илемлĕ те ĕçчен каччă пулнă. Хăшĕ-пĕрисем ăна ылтăн алăллă ăстаçă тесе те каланă. Кăмăлĕ те унăн питĕ ырă пулнă, никама та пĕр сивĕ сăмах каламан, нихăçан та никама та кӳрентермен. Ытла лайăх ача пулнăран юратнă та ăна ялта: ваттисем те, çамрăккисем те, ачасем те. Ытларах ачасем килĕштернĕ ăна. Микулай вĕсене юмахсем каласа кăтартнă, йывăçран теттесем туса панă. Вăл хăй те тĕлĕнтермĕш япаласем çинчен итлеме юратнă, пурнăçра пулма пултарайман пулăмсене те ĕненнĕ.
Пĕр кунхине Микулай патне пĕр пилĕк-ултă çулхи хĕр ача пынă, хăйĕн юратнă пукани валли пĕчĕк кравать ăсталаса пама ыйтнă. Микулай хаваспах килĕшнĕ. Каскаламалли хатĕрсем илнĕ те вăрмана юрăхлă йывăç шырама кайнă.
Пĕлĕтелле кармашса ӳсекен йывăçсем çине пăхкаласа Микулай вăрмана шалтан шала кĕрсе пынă, пĕр уçланкăна çитсе тухнă. Уçланкă варринче лапсăркка йăмра лара парать. Юнашар — кӳлĕ. Çутă кӳлĕре илемлĕ акăшсем ишсе çӳреççĕ. Çак куçа илĕртекен илеме пĕр хумханса, пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса пăхать тĕлĕнтермĕшсене ĕненме хăнăхнă каччă. Йăмра йывăççине сăнасарах пăхать те — ун умĕнче ахаль йывăç мар иккен. Ун тураттисем пĕлĕтелле кармашаççĕ, тымарĕсем йывăçа çирĕп тытса тăраççĕ, çулçисем сип-симĕс тĕслĕ.
Çак йывăçран питĕ илемлĕ теттесем тума пулать тесе ĕмĕтленсе Микулай йăмра умне пырса тăрать те ăна касма хăтланать. Çав вăхăтра йăмра сап-сарă çуталса каять те хĕр ача сассипе калаçма пуçлать: «Ан кас мана, тархасшăн, ырă каччă. Сан умра ман айăпăм çук. Ан кӳрентерсем мана», — тет. Кун пек пуласса кĕтмен Микулай тăнсăр пулса кайса çĕр çине ӳкет. Тем вăхăтран тăна кĕрет те йăмра çине пăхса илет. Йăмра шăпах ларать, çутатмасть те. Вăхăт самаях иртнĕ пулмалла — хĕвел те анса пырать. Чим-ха, хĕвел вăрман хыçне анмасть, йăмра ăшне кĕрсе пырать. Акă вăл йăлтах куçран çухалчĕ. Тӳпере вара çăлтăрсем çуталса кайрĕç.
Микулай васкамасăр çĕр çинчен тăчĕ те йăмра патне пырса ăна аллисемпе тытса пăхрĕ. Аллисене ăшă пулса кайрĕ. Сасартăк йăмра илемлĕ сасăпа юрласа ячĕ. Микулай паçăрхи хĕр ача сассине палласа илчĕ. Йăмран çепĕç юррине илтсе вăрманти пĕтĕм чĕр чун çак тĕлĕнтермĕш йывăç патне пуçтарăнчĕ. Кӳлĕри пулăсем те пуçĕсене шывран кăларса итлеме тытăнчĕç.
Микулай тĕлĕннипе нимĕн тума аптрарĕ. Унăн питĕ асамлă йăмра ăшне кĕрсе пăхас килсе кайрĕ. Йывăçа йĕри-тавра сăнаса пăхса çаврăнчĕ те пысăках мар шăтăк асăрхарĕ. Ним шутласа тăмасăр йăмра ăшне кĕрсе кайрĕ. Мĕнле йăмра вулли шăтăкне пуçне чикрĕ — тӳрех вĕçнĕ пек аялалла анса тăчĕ. Тĕлĕнмелле! Кунта пачах та урăх тĕнче иккен. Сарă, хĕрлĕ, кăвак тĕслĕ йăлтăркка çунатлă кайăксем вĕçсе çӳреççĕ, çап-çаврака çулçăллă йывăçсем ӳсеççĕ, шĕп-шĕвĕр тăрăллă пысăк мар çуртсем лараççĕ.
Микулай ун-кун пăхкаласа илчĕ те пĕр пĕчĕк çурт еннелле утрĕ, алăка шаккаса шалалла кĕчĕ. Унта пĕр ватă çын пурăнать иккен. Каччă шур сухаллă мучие сывлăх сунчĕ те ыйтса пĕлме пуçларĕ. «Ырă çыннăм, калăр-ха, тархасшăн, мĕнле тĕнчене лекрĕм-ши эпĕ? Камсем пурăнаççĕ кунта?» — терĕ.
Старик çамрăк çын çине пăхса илчĕ те калама пуçларĕ. «Çак тĕнчене пĕр асамçă тунă. Вăл малтан хăйĕн çемйипе çĕр çинче пурăннă, чирлĕ çынсене тĕрлĕ эмел курăкĕпе сиплеме пĕлнĕ. Хăй вăл питĕ ырă кăмăллă та ĕçчен çын пулнă. Унăн çемйи те питĕ туслă та тарават пулнă. Çынсене ырă туса, тĕрлĕ чир-чĕртен сыватса телейлĕ пурăнакан çемьене кĕвĕçекен усал чунлă çынсем те тупăннă çав. Вĕсем кил хуçипе арăмне, вĕсен ытарайми чипер хĕрне тĕп тума шутланă. Çавна сиссе сиплевçĕ арăмĕпе хĕрне илсе вăрмана тарнă. Унта уçланкăри кӳлĕ çумĕнчи тарăн шăтăка кĕрсе пытаннă, унта пурăнма тытăннă. Хăйĕн асамлăхне пула çак тарăн шăтăкра вăл питĕ илемлĕ патшалăх туса янă. Кун çинчен ăна курайман çынсем пĕлнĕ те унăн патшалăхне аркатма шутланă. Вăрă-хурахсем уçланкăри асамлă шăтăка шыраса тупнă та унта кĕресшĕн пулнă. Çав вăхăтра сиплевçĕ килте пулман. Ним тăвайман енне асамçă хĕрĕ лешсене хăйсен патшалăхне кĕртес мар тесе çӳллĕ те лапсăркка йăмра пулса тăнă. Усал çынсем вара ниçта кайса кĕрейми тарăхса чипер хĕре ĕмĕрлĕхех йывăç пулса ларма ылханса хăварнă. Юрату çеç çăлма пултарать çак хĕре. Эсĕ кунта кĕтĕн пулсан — санăн чунунта юрату туйăмĕ вăраннă. Пулăш, тархасшăн, пирĕн Ылтăнпие», — тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн калавне.
Микулай ватă çын каланине пĕр сăмах сиктермесĕр итлесе ларнă. Юлашки сăмахсене илтсенех сиксе тăнă та хăй кĕнĕ çулпа каялла вĕçсе тухнă. Йăмра çине савса пăхса илнĕ те икĕ аллипе йывăçа ыталаса тытнă. Йăмра ăшĕнчен каласа парайми илемлĕ хĕр тухса тăнă. Микулай чипер хĕре курсанах ылтăн чăмăрккине çухатасран хăранă пек Ылтăнпие аллинчен ярса тытнă. Килне илсе кайса ашшĕ-амăшĕпе паллаштарнă. Чипер хĕрпе чипер каччă машăрланса пĕрле пурăнма тытăннă. Ылтăнпин ашшĕ-амăшĕ патне час-часах хăнана çӳренĕ.
Йăмра йывăççи вара çав вырăнтах ларнă, вăл яланлăхах юрату йывăççи пулса юлнă. Микулайпа Ылтăнпи нумай вăхăт хушши хăй патне пымасан куççуль юхтарсах макăрса ларнă. Телейлĕ çамрăк мăшăра курсан та куçĕсем шывланнă унăн. Ку вара — савăнăç куççулĕ пулнă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...