Ăшă Хум асамлăхĕ
Ял хĕрринче, айламра, лаштра ватă йăмра ларать. Питĕ сарлака вăл, илемлĕ. Ун çине пăхсан чунра лăпкăлăх, канăçлăх суралать. Çав вăхăтрах тата темĕнле вăрттăнлăх йăмра патне туртать.
Пĕрре çуллахи лăпкă каç, ĕçсем пĕтнĕ хыççăн, эпир юлташпа, Хветĕрпе йăмра çумне кайса лартăмăр. Ларатпăр çапла, йăмра çумне таяннă та канатпăр. Йăмраран темле ăшă, хăват паракан хум тухать. Çак хум пире çавăрса илме пуçларĕ. Эпир Хветĕрпе пĕр-пĕрин çине пăхса илсенех пирте çын ăнланмалла мар вăй пуррине туйрăмăр. Çакна ăнланса илсенех Ăшă Хум пире çĕр çумĕнчен çĕклесе Йăмран, темшĕн савăнса ал çупакан тураттисем, хушшинелле çавăрттарса илсе кĕрсе кайрĕ.
Хветĕрпе иксĕмĕр те пĕр харăсах куçа уçса ятăмăр. Пăхатăп: эпир çӳллĕ ту — Улăп тăвĕ çинче тăратпăр. Йĕри-тавра вара пурте курăнать. Тăвăн пĕр енче этем пусман чăтлăх. Унта çăмламас упасем халь-халь тытса çурас пек çӳреççĕ. Вĕçен кайăксем йывăçсен шĕпĕлтетсе лараканçулçисемпе пĕрле ырра ĕненсе, телей йыхăрса юрлаççĕ.
Тепĕр енче тĕттĕм кӳлĕ. Ун йĕри-тавра хăмăш хумханать. Вăл хумханнă май хайхи Йăмра (эпир курни) мăнаçлăн саркаланса ларать. Ун çулçисем пĕрре тĕттĕм симĕссĕн, тепре çутă симĕссĕн курăнса пире çӳçентерсе ярать. Кӳлĕпе йăмрара темле вăрттăнлăх пурри туйăнса тăрать.
Йăмра тĕрлĕ усал-тĕселе, арçури-шуйттана, усал сывлăша хăратса тăрать. Ырă, таса сывлăша ирĕккĕн çӳреме май парать. Пире вăл малалла кайма хушать.
Эпир хамăр умалла пăхатпăр та халиччен кĕнекере çеç вуласа пĕлнине куратпăр.
Лаппăшпе вăрă-хурахла çар. Тĕттĕм... Юн... Кăшкăрашу... Айлатни, пулăшу ыйтни хăлхана кĕрет.
Эпир такама пулăшу кирлине туйса илтĕмĕр. Ăшă Хум пире çепĕççĕн перĕнчĕ те эпир хăвăрт çеç Кремль путвалне кĕрсе ӳкрĕмĕр. Кунта ахаль çынсене хупса хунă иккен. Хветĕрпе çынсене епле хăтармалли çинчен шухăшлама тытăнтăмăр. Çынсене сарлака çунатлă, вăрăм сăмсаллă, çивĕч куçлă кайăксем сыхлаççĕ. Пирĕн çак кайăксене улталаса тухса каймалла. Ăшă Хума пулăшăва чĕнмелле пуль. Шухăшласа илнĕ хыççăнах, Ăшă Хум çитсе те тăчĕ. Вăл эпир каланине çур сăмахранах ăнланчĕ те ĕçе тытăнчĕ. Вăл хăвăрт-хăвăрт çаврăнчĕ те Вĕри Хум пулса тăчĕ. Кайăксем патне пыра-пыра çунтарса ячĕ. Хветĕрпе иксĕмĕр çынсене шăтăкран тухма пулăшрăмăр. Ăшă Хум пире питĕ хăвăрт сиплевçĕсем туса хучĕ. Чирлĕ, вăйсăр çынсене пирĕн алăсем перĕнсенех, вĕсем хăвăрт çеç вăй илсе ура çине сиксе тăраççĕ. Майпен шăтăкран тухса пĕтрĕмĕр те Хветĕр савăннипе хыттăн кăшкăрса каларĕ:
— Эй, ырă, Хĕвелĕм, Пикĕрĕшĕм, тавах сире пире пулăшса пынăшăн.
Çав вăхăтра пирĕн çинелле Тимĕ çĕлĕксем тăхăннă, вăрăм хура çӳçлĕ, хĕсĕк куçлă, шăлĕсене йĕрсе пăрахнă çар тапăртатса килет. Хамăр та сисмерĕмĕр: пирĕн алăра çивĕч хĕç. Вăл хăйне хăй выляса тăрса пире малалла чĕнет. Çав вăхăтра эпир вĕçекен сак çине хăпарса лартăмăр та Тимĕр çар çийĕн вĕрме тытăнтăмăр. Пире Ăшă хум хăваласа çитрĕ.Эпир унпа пĕрле çара хирĕç кĕрешме тытăнтăмăр. Пĕрре сулса яратпăр та çарăн сылтăм енĕ çухалать, тепре сулса яратпăр та сулахай енĕ çухалать, виççĕмçш хут сулса ярсанпĕтĕм хир тасалса кайрĕ.Ăшă хум:
— Эпир çĕнтертĕмер çав ирсĕр тутар-монголсене. Тасатрăмăр Тăван çĕре- шыва, вăрмансене çĕр çăтман тăшманран. Лаш канлĕн сывласа ярĕ пирĕн юратнă çĕр-шывăмăр! — терĕ савăнăçлăн хăпартланса.
Çакăн чухлĕ çара çапса пăрахсан та эпир хамăр ывăннине сисмерĕмĕр. Пире Ăшă Хум тата тыткăнра пурăнакансем кĕл туни пулăшса пычĕ пуль.
Çанталăк лăпкă, хĕвел пăхать. Тӳпе кăн-кăвак, пĕр пĕлĕт татки те çук. Çĕр лăпкăн сывлать. Кашни сывласа илмессерен Çĕр симĕс виткĕçпе витĕнсе пырать. Йĕри-тавра ем-ешĕл, йывăçсем шап-шурă çеçке çурнăран качча тухакан хĕр пек курăнса куçа илĕртеççĕ, çĕр çинче лăпкăлăх хуçаланать, Таçта аякра шăнкăрав сасси пек юрă юрлани илтĕнет, çывхарса-çывхарса килчĕ. Пăхатпăр та: пирĕн умра темĕн чухлĕ халăх. Мăн сухаллă стариксем, хĕр арăмсем, хĕрсемпе каччăсем, ачи-пăчи чупать тата йĕри-тавра. Вĕсем пире çĕре çити пуç таяççĕ. Хăйсем пурте тĕрĕллĕ тумпа, çак тум çинче вĕсен пурнăçĕ, аваллăхĕ, малашлăхĕ палăрать.
Ăшă Хум халăх çийĕпе виçĕ хут çаврăнса илчĕ те пĕтĕм çан чунĕ ырăпа тулчĕ. Вĕсем авалхи хуйхине, нушине манса малалла пурăнма ĕмĕтленни палăрчĕ. Халăхран тухнă паттăрсене вĕсем нихçан çĕрмен, пĕтмен юпа лартма шут тытрĕç. Кам аваллăха манмасть, хисеплет, çав халăх малашне аталанса, чечекленсе çеç пырĕ.
Ăша Хум Хветĕрпе иксĕмĕре çупăрларĕ те пĕр вырăнта çавăрттарса илчĕ. Эпир каллех хамăрăн юратнă лапсăркка ватă Йăмра айĕнче ларатпăр. Хамăр питĕ камăллă пулса иртнĕ ĕçсемпе.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...