Ачалăх
Пĕçертет çу кунĕ,
Хĕрхенмест пачах,
Вĕçтерет çул тăрăх
Пĕр хура ача.
Çаруран чупмашкăн
Амăшĕ хушман,
Çăрнă та вăл пылчăк
Тăхăннă пушмак.
Çăмăл кĕпе вĕççĕн
Çуталать лĕпке.
Вăтăра çитмесĕр
Кĕмĕ-ха шлепке.
Халлĕхе пиншак та
Эс çие хуман.
Кĕр çитсен, уртатăн
Саплăклă сăхман.
Сивĕтсен, сыратăн
Çĕнĕ çăпата, —
Çывхарать шкул çурчĕ
Чупнăн ман пата.
— Эс кама кĕтетĕн?
Аçуна пулас, —
Илтĕнет çул тăрăх
Пĕр палланă сас.
Сасă пĕрре хулăн,
Пĕр янрать çинçен.
Ку юрра пĕлетĕн —
Перекоп çинчен.
Курчĕ те аçу сан
Тăратать лаша.
Çĕкленен сасартăк
Эсĕ сывлăша.
Сана йăтнă алă
Ачашлать, савать.
Иртĕхсе кайсассăн,
Кĕç «хăлха парать».
Ыталать аçу халь
Ĕмĕр курмасла.
Юратса «сыночкă»
Тет вăл вырăсла.
Шур пĕремĕк пачĕ,
Тутлă та пылак.
Чăмласан кăшт йуçĕ —
Хутăшнă табак.
Михĕрен кăларчĕ
Çĕнĕ шăлавар.
Ӳсĕмлĕх валли те —
Вăрăм та шалпар.
Кăранташ тыттарчĕ:
— Урăх ан çухат...
Куçĕ хăйĕн ăшшăн
Сăнаса пăхать:
— Вĕренсе çын пул та,
Пулăшăн кайран.
Çӳçĕм кăвакарĕ,
Тайăлăп вăйран...
Эс çакна илтсессĕн
Тĕлĕнтĕн йăлтах.
Ватă мар аçу сан —
Чи вăйли ялта.
Кин тесе чĕнмен-ха
Вăл Çĕрпӳ хĕрне,
Ăсатман сана та
Çапăçу хирне.
Витебск патĕнче хăй,
Ӳкессе пĕлмесĕр,
Уй-хире тухать те
Таврăнмасть çĕрлесĕр.
Вăрнара вăл кайнă
Делегат пулса,
Акă юрă тăсрĕ
Тем шута путса.
Сасă пĕрре хулăн,
Кĕç янрать çинçен.
Сан аçу юрларĕ
Кĕрешу çинчен.
Эсĕ ăнланмастăн
Кĕрешӳ мĕнне.
Чим... мĕскер силлерĕ
Йывăç тăррине?
Çын сиксе тухать те:
— Тăр, — тет, — татăлар!
Куçĕсем çунаççĕ,
Аллинче чукмар.
Эс ăна паллатăн:
Таркăн Кавĕрле.
Кантăкран хăратрĕ
Вăл пĕрре çĕрле.
Пуртăпа хăмсарчĕ:
— «Вĕлерем сире!
Раскулачĕт турăр.
Илтĕр ман çĕре».
Халь каллех вăл тухрĕ
Йывăç хыçĕнчен:
— Ах, атте... юн куртăн
Тăвану çинче.
Анне валли илнĕ
Шурă тутăра
Юн юхса хĕретрĕ
Темĕн хушăра.
...Хăвалатăн эсĕ
Лашана яла.
Совет çурчĕ çийĕн
Вĕлкĕшет ялав.
Пĕлтĕн тин вăл мĕншĕн
Хĕрлĕ иккенне:
Хĕрлĕ тĕс — юн тĕсĕ
Куçнă ун çине.
Пуçласа эс тăтăн
Çак ялав айне:
Пулăшрăн çыхмашкăн
Кавĕрле алне.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...