Том Сойер темтепĕр курса çӳрени
Пачăшкă кĕлĕ кĕнекисене уçма хушрĕ те гимн вулама тытăнчĕ — вăл уланă пек вулать, çав вырăнсенче çакăн пек вуланине питĕ юратаççĕ. Вăта çĕрти нотăсенчен пуçласа ярса, ерипен çӳлелле тапаланса хăпарса, çӳлти вырăна çитет те вăл, юлашки сăмахне хытă пусса, сасартăк, хăма çинчен шывалла татăлса аннă пек, аялалла пуçхĕрлĕ пере-пере анать:
Çывăх çыннăм кĕрешсе асапланнă вăхăтра
Чечексемлĕ вырăн çинче çывăрса выртăп-и?
Пачăшкă кĕлĕ вулас енĕпе маçтăр шутланнă. Чиркӳ пухăвĕсенче ăна яланах сăвĕсем калама ыйтнă. Вăл каласа пĕтерсен, дамăсем кĕлтунă пек аллисене çӳлелле çĕкле-çĕкле илнĕ, унтан çавăнтах халран кайнă майлă вĕсене чĕркуççийĕсем çинелле уснă, куçĕсене хупнă, — эпир тĕлĕннине нимĕнле сăмахпа та калама пултарас çук: ку ытла та аван, пирĕн çĕршывшăн ытла та аван-çке тесе каласшăн пулнă пекле пуçĕсене сулланă вĕсем.
Гимн вĕçленсен, хисепе тивĕçлĕ мистер Спрэг вырăнти хаçат пулса тăчĕ, çитес вăхăтри митингсем çинчен, калаçусем, пухусем тата ытти япаласем çинчен те чылай пĕлтерӳсем вуласа пачĕ вăл, приход çыннисем хăйсен ăшĕнче кунăн калаçăвĕ хăрушă суд пуличчен те пĕтмĕ, тесе шухăшлама пуçличченех вуларĕ...
Унтан пачăшкă кĕлĕ пуçласа ячĕ. Ку лайăх кĕлĕ пулчĕ, нимĕнле вак-тĕвек япаларан та йĕрĕнмен уçă та анлă кĕлĕ. Вăл пурин çинчен те, пурин çинчен те асăнчĕ: çак чиркӳ çинчен, унăн пĕчĕк ачисем çинчен, хулари ытти чиркӳсем çинчен, хула çинчен, пĕчĕк округ çинчен, пĕтĕм штат çинчен, штатри чиновниксем çинчен, Пĕрлешӳллĕ Штатсем çинчен, Пĕрлешӳллĕ Штатсенчи чиркӳсем çинчен, конгресс1 çинчен, президент çинчен, министрсем çинчен, тинĕс çинче хаяр çил-тăвăлсем курса çӳрекен мĕскĕн çынсем çинчен, Европăри монархистсен тата Хĕвелтухăçĕнчи деспотсен пусмăрĕ айĕнче йынăшса пурăнакан темиçе миллион чура çинчен, евангелири чăнлăх çутипе çутта тухнă çынсем çинчен, курмашкăн куçĕсем çук, илтмешкĕн хăлхисем çук çынсем çинчен, инçетри тинĕс утравĕсем çинчи тĕне кĕмен çынсем çинчен, — çакна пурне те вара пачăшкă акă çапла хытă кĕлтуса вĕçлерĕ: «Эпĕ халĕ калас сăмахсем çӳлти турă умне çитчĕр, аван тăпра çине ӳкнĕ тырă пĕрчи евĕрлĕ пулса, вĕсем хăйсен вăхăтĕнче питĕ пысăк тухăç паччăр! Аминь!» — терĕ.
Çакăнта вара хĕрарăмсен тумтирĕсем кăштăртатни илтенсе кайрĕ те, приход çыннисем вырăнĕсене ларчĕç. Çак кĕнеке страницисем çинче асăнакан ача кĕлĕ итлесе ыхлах киленмерĕ, — вăл ăна, хăтăлма май çук кичемлĕхе тӳснĕ пек, хăраса, вăй çитмĕ таран тӳссе çеç ларчĕ. Унăн пĕртте вырăнта ларас килмерĕ: сăмахĕсене итлемесĕр, тĕлĕкри пек, вăл хăй туймасăрах кĕлĕри уйрăм тĕлсене асăрхаса ларчĕ, мĕншĕн тесен вăл çав кĕлле хăй паллакан çула ĕлĕкрен пĕлнĕнех хăнăхса çитнĕ. Пачăшкă кĕлĕре пĕр-пĕр çенĕ япала çинчен хушса каласанах, Томăн хăлхи ăна çавăнтах сисрĕ, вара унăн пĕтĕм ăшчикки пăшăрханчĕ, çав кĕлле пăртак пăснине те вăл лайăх мар, тӳрĕ мар хăтланни вырăнне шутларĕ.
Кĕлĕ вăхăтенче Том умĕнче ларакан сак хыçне пĕр шăна пырса ларчĕ. Çав шăна ăна пĕтĕмпех аптăратса çитерчĕ: вăл питех канлĕн хăйĕн урисене пĕр-пĕрин çумне сăтăркалать, урисемпе пуçне яра-яра илсе, ăна çав тери тăрăшса якатать, пуçĕ вара пĕвĕнчен уйăрăлнă пекех туйăнать, мăйĕ çинçе çип пек курăнать. Унтан шăна кайри урисемпе хăй çуначĕсене тасатса, хырса хăтланчĕ, çуначĕсем ӳчĕ çумне таччăнтарах çыпçăнса тăччăр тесе, вăл çуначăсене, фрак2 аркисене якатнă пекех, майласа якатрĕ. Нимĕнрен те шикленмелли çуккине пĕлнĕ пекех тыткалать вăл хăйне. Чăнах та, унăн нимĕнрен шикленмелли те çук. Томăн аллисем шăнана ярса тытасшăн кĕçĕтсех тăраççĕ пулин те, кĕлĕ вăхăтĕнче ун пек тума хăймасть, вăл, ун пек хăтлансан, хамăн чуна ĕмĕрлĕхех пĕтерсе хурăп, тесе шутланă. Анчах пачăшкă юлашки кĕлĕ тĕлне çитсенех, Томăн алли çавăнтах, хăй тĕллĕнех малалла шăвăнса кайрĕ те, «аминь» тени илтĕннĕ тапхăртах шăна тыткăна кĕрсе те ӳкрĕ. Анчах мăнаккăшĕ çакна курчĕ те шăнана ирĕке кăларттарса ячĕ.
Пачăшкă библин пĕр пайне вуланă хыççăн пĕр майлă сĕрлекен сасăпа питех кичем калаçу тапратрĕ. Вăл ĕмĕрех çунакан вут çинчен тата вĕресе тăракан кӳкĕрт çинчен калаçрĕ пулсан та, нумайăшĕ часах сĕнксе тĕлĕрсе ларма тытăнчĕç. Ĕмĕрех ырă курса савăнса пурăнмашкăн суйласа илнисен хисепĕ ытла та сахал пулнă пекле, çав сăваплисен питех пĕчĕк ушкăнне çăлма та кирлĕ мар тенĕнех янрарĕ проповедь.
Том проповедьри страницăсене шутласа тухрĕ. Унта миçе страница пулнине чиркӳрен тухсан яланах тĕп-тĕрĕс калама пултарнă Том, анчах проповечĕ унăн хăлхине нимĕн чухлĕ те кĕмен. Ку хутĕнче вара ăна пĕр япала интереслентерсе ячĕ. Пачăшкă пĕтĕм çынна чĕтретсе ямалла чаплă картина ӳкернĕ пекех калать, — пĕтĕм тĕнчери вилĕ çынсем хăрушă суда пуçтарăнаççĕ те, арăслан путекпе юнашар пырса выртать, вĕсене вара пĕчĕкçĕ ача малалла ертсе кайĕ, — тет вăл. Çав япалан пафосĕпе моралĕ Томшăн нимĕн те мар пек туйăнчĕ. Пĕтĕм тĕнчери халăхсем умĕнче çав пысăк ĕçе ачан тума тивни çеç Тома тĕлĕнтерсе ячĕ, унăн куçпуçĕ çутăлса кайрĕ, вăл хăйĕн ăшĕнче: «Арăсланĕ алла вĕреннĕскер пулас пулсан, эпĕ хам та çавăн пек ача пулма хатĕр», — терĕ.
Акă каллех пĕртте интереслĕ мар каланисем пуçланчĕç, Том вара каллех асапланса ларма пуçларĕ.
Сасартăк Том хăй кĕсйинче мĕнле ырă япала пуррине астуса илчĕ те ăна васкаса туртса кăларчĕ. Вăл питĕ пысăк та хăрушă янахсемлĕ мăн хура нăрă иккен; «çыртакан нăрă», тет ăна Том. Нăрра пистон коробки ăшне пытарса лартнă пулнă. Том коробкăна уçнă-уçман нăрă ун пӳрнине çыртса илчĕ. Паллах ĕнтĕ, арçын ача ăна хăй патĕнчен аяккалла ывăтса ячĕ, нăрă çыртнă пӳрнине çăварне чиксе лартрĕ. Нăрри çурăмĕ çине кайса ӳкрĕ те çаврăнма пĕлмесĕр тапаланса выртрĕ. Том ăна каллех ярса тытасшăн çунчĕ, анчах нăрри унтан аякра. Проповедьпе интересленменнисемшĕн йăпану пулчĕ ку, нумайăшĕ нăрă мĕн хăтланнине асăрхаса пăхса ларчĕç.
Çак вăхăтра пĕр аташса кайнă кăтра йытă, хуйхăраканскер, çуллахи шăрăх сывлăшпа çемĕçсе кайнăскер, чиркĕве пырса кĕчĕ. Питĕрсе лартнă çĕрте ларасси ăна йăлăхтарсах çитернĕ, вăл çĕнĕ япаласемпе çĕнĕ савăнăçсем курасшăн çуннă. Вăл çав нăрра курах кайрĕ, салхуллăн усса янă хӳри унăн çавăнтах çӳлелле тăрса вĕлтĕртетме тапратрĕ. Йытă хăй тупнă япалана нумайччен сăнаса пăхрĕ, унăн йĕри-тавра çаврăнкаласа çӳрерĕ, шикленсе аякран шăршлакаларĕ, унтан хăйса патнерех пычĕ. Кайран вăл çăварне карчĕ те нăрра тытма хăтланчĕ, анчах тытаймарĕ, тепĕр хут тытма хăтланса пăхрĕ, унтан татах та татах. Çакăн пек хăтланасси унăн кăмăлне кайрĕ пулмалла. Вăл хырăмĕ çине выртрĕ, нăрри унăн урисем хушшине тĕлех пулчĕ, йытă вара каллех хăйĕн опычĕсене тума тапратрĕ. Кăштахран хăтланасси ăна йăлăхтарсах çитерчĕ пулас, вăл, нăрă çинчен манса, тĕлĕрме тытăнчĕ, сăмси аялалла усăна-усăтаа анчĕ. Хуллен-хуллен унăн пуçĕ кăкăрĕ çинеллех усăнса анчĕ те, аялти янахĕ хăйĕн тăшманĕ çумне пырса тĕкĕнчĕ, л-ешĕ вара çийăнчек çыртса илчĕ, янахĕ çумне çыпăçсах ларчĕ. Йытă çухăрсах ячĕ, пуçне суллахма тапратрĕ, нăрă пĕр-икĕ утăм аяккалла ывхăйса кайрĕ те каллех çурăмĕ çине ӳкрĕ. Çывăхра лараканнисем нимĕн сассăр куллиле чĕтренсе ларчĕç, нумайăшĕ пит-куçне веерпа та сăмса тутрипе хупларĕ, Томĕ вара калама çук савăнчĕ.
Йытти айванла унталла-кунталла пăхкаларĕ, ухмахра юлнине вăл хăй те чухларĕ пулмалла. Çав вăхăтрах тата хăйне хур тунă пирки унăн ăшчикки питех пăшăрханчĕ, вăл тавăрасшăн çунчĕ. Çавăнпа та вăл нăрă патне йăпшăнса пычĕ те сыхлансарах каллех атака тапратса ячĕ: пур енчен те нăрă çинелле сиккелесе пычĕ, малти урисемпе перĕнес пекех, патнерех те патнерех сиксе, шăлĕсемпе шăт-шат тутарчĕ, пуçне хытă сулланипе унăн хăлхисем те силленчĕç. Юлашкинчен, çакă та ăна йăлăхтарсах çитерчĕ. Вăл вара шăнапа выляма хăтланса пăхрĕ, анчах шăни те ăна çавăнтах йăлăхтарса çитерчĕ, кайран вăл сăмсине урай çумнех тытса кăткă хыççăн та уткаласа пăхрĕ. Анчах кунпа та савăнăç тупаймасăр аптраса анасласа илчĕ, хашах сывларĕ те, нăрă çинчен мансах кайнăскер, лăпах пырса ларчĕ ун çине. Шутсăр хытă çухăрни илтĕнсе кайрĕ, йытă клирос3 çине сиксе хăпарчĕ те çухăрашса чиркӳ тăрăх чупкалама тапратрĕ; алтарь тĕлне çитсен, тепĕр енчи клирос патнелле чупса каçрĕ, ухă пекех чиркӳ алăкĕ патнелле вĕçтерчĕ, алăк патĕнчен — каялла; вăл пĕтĕм чиркеве янтратса çухăрчĕ, мĕн чул хытăрах чупрĕ, çавăн чул хытăрах ӳсрĕ ун ыратни. Юлашкинчен йытă хăйĕн орбити тавра çутă пайăрки хăвăртлăхĕпе çаврăнакан темĕнле çăмлă комета евĕрлĕ пулса тăчĕ. Унтан вара асап тӳсекен йытă ăсран кайнипе аяккалла танса сикре те хăйĕн хуçи чĕркуççийĕ çине улăхса ларчĕ, лешĕ ăна чӳрече витĕр тулалла кăларса ывăтрĕ. Хурлăхлăн уланă сасă вара, хуллентерех те хуллентерех илтĕнсе, аякалла кайса, кайран вуçех илтĕнми пулчĕ.
Пурте хăйсем кулса ярассине пусарнипе антăхса хĕп-хĕрлĕ пулса кайрĕç. Проповедь калассине те чарса лартма тиврĕ. Проповечĕ çавăнтах малалла тăсăлчĕ, çапах кашни утăмрах такăна-такăна уксахласа пычĕ. Вăл çынсен чĕрисене пырса тивесси çинчен шухăшламалли те çук: мĕскĕн пачăшкă темĕнле ытла та мыскаралла каланă пекле, приход çыннисем чи усал, хăрушă япаласем çинчен каланă сăмахсене те, чиркӳ сакĕ хыçĕсене пытанса, хуллен лăх-лăх кулса йышăнчĕç.
Çапла асапланса ларасси пĕтсен, юлашкинчен, «аминь» сăмаха каласа, пурте çăмăллăн сывласа ячĕç.
Том Сойер савăклăн килнелле утрĕ, вăл хăйĕн ăшĕнче ак çапла шухăшларĕ: «Пăртак урăхларах япала хушсан, чиркӳри кĕлĕ те хăшпĕр чухне питех кичем пулмасть-çке», — терĕ. Унăн савăнăçне пĕр япала çеç пăсрĕ: кăтра йытă унăн «çыртакан нăррипе» вылянине вăл пĕртте тиркемерĕ, анчах ма-ха çав йытă нăрра аяккалла илсе кайрĕ? Ку ĕнтĕ лайăхах та мар.
6-мĕш сыпăк. Том Беккипе паллашать
Тунтикун ирхине, çывăрса тăрсан, Том хăйне хăй питĕ телейсĕр туйрĕ. Кашни тунтикунах ирхине вăл çапла туять, мĕншĕн тесен çав кун шкулта çĕнĕрен асапсем курмалли эрне пуçланать. Ĕнер ма праçник пулчĕ-ши тесе хурланать вăл, мĕншĕн тесен ирĕкре çӳренĕ хыççăн ирĕксĕрлĕхе таврăнасси тата йывартарах.
Том шухăшласа выртрĕ. Сасартăк ун пуçне çакăн пек шухăш пырса çапрĕ: чирлесе ӳксен, пит авам пулĕччĕ, вара вăл шкула та каймĕ, килĕнче ларĕ. Шанчăкĕ сахал, çапах та мĕншĕн хăтланса пăхас мар? Том хăйĕн çанçурăмне тыткаласа пăхрĕ. Ниçта та ыратмасть, вăл хăйне тата тепĕр хут хыпашласа пăхрĕ.
Ку хутĕнче ăна хырăмĕнче темĕн касма пуçланă пек туйăнса кайрĕ, вăл хытăрах ыратма пуçлать пулĕ тесе ĕмĕтленсе хĕпĕртерĕ. Анчах хытăрах ыратма мар, ыратасси часах лăпланчĕ те хуллен-хулленех йăлтах пĕтсе ларчĕ. Том каллех шухăша путрĕ. Кĕтмен çĕртенех вăл хăйĕн пĕр шăлĕ тапранкаланине асăрхарĕ. Ку ĕнтĕ питех вырăнлă пулчĕ, вăл йынăшсă яма тăнăччĕ çеç, унан пуçне çакăн пек шухăш пырса кĕчĕ: шăл ыратать тесе çăвар уçсанах, мăнакка çавăнтах шăла тăпăлтарса кăларать, — ку, паллах, ыраттарать ĕнтĕ. Çавăнпа та вăл шăла кайран валли усрас, халĕ вара мĕн те пулин урăххи шырас, тесе шут тытрĕ. Пĕр вăхăт хушши нимĕн те тупăнмарĕ. Унтан вăл тухтăр пĕр чир çинчен каласа кăтартнине аса илех кайрĕ: ку чир вара пĕр çынна икĕ е виçĕ эрнелĕхе вырăн çине вырттарнă, тет, тата пӳрнесĕр те тăратса хăварма пултарнă, тет. Ача васкасах урине утиял айĕнчен кăларчĕ те пысăк пӳрнине сăнаса пăхма пуçларĕ. Анчах вăл çав чир паллисем мĕнлине пĕлмест. Çапах та хăтланса пăхма юрать ĕнтĕ тесе, вăл тăрăшсах йынăшма тапратрĕ.
Сид вăранмарĕ.
Том хытăрах йынăшса ячĕ: хуллен-хулленех ăна чăнах та пӳрни ыратнă пек туйăнма пуçларĕ.
Сид Тома херхении-мĕнĕ пĕрре те палăрмарĕ.
Том вăйпа тăрăшса йынăшнипе ывăнса та çитрĕ. Вăл пăртак канчĕ, унтан ӳпкисем ăшне сывлăш пуçтарса темиçе хутчен те питĕ лайăххăн йьшăшса илчĕ.
Сид харлаттарма пăрахмарĕ.
Çавăнпа Том питех тарăхса кайрĕ. «Сид! Сид!» — терĕ те вăл, ăна хуллен силлеме пуçларĕ. Сид вăраннă пек пулчĕ, Том вара каллех йынăшма тапратрĕ. Сид анасласа тутлăн карăнчĕ те чавсаланса пăртак çĕкленчĕ, хартлатса илнĕ май Том çине тĕлĕнсе пăхса ларчĕ. Том йынăшма пăрахмарĕ. Сид ăна:
— Том! Итле-ха, Том! — тесе чĕнчĕ. Томĕ хирĕç чĕнмерĕ. — Илтетĕн-и эсĕ, Том! Том! Мĕн пулчĕ сана, Том?
Сид пиччĕшĕ çине хăраса пăхрĕ, ним тума аптăранипе силлеме пуçларĕ.
— Ан тив, Сид! Ан тĕкĕн мана! — йынăшса ячĕ Том.
— Мĕн пулчĕ сана, Том? Эпĕ мăнаккăна чĕнсе килетĕп.
— Çук, кирлĕ мар. Тен, вăл часах иртсе каять пулĕ. Никама та ан чен. Кирлĕ мар.
— Çук, çук, чĕнесех пулать. Ан йынăш-ха эсĕ каплах. Питĕ хăрушă. Нумайранпа асапланатăн-и?
— Темиçе сехет хушши ĕнтĕ. Ой! Туршăн та, ан турткала-ха мана, Сид! Эсĕ мана вĕлеретĕн.
— Ма-ха эсĕ малтантарах вăратмарăн мана, Том? Ой, Том, чарăн-ха йынăшма: эсĕ йынăшнăран манăн пĕтĕм çанçурăм сăрăлтатса каять. Мĕн ыратать санăн?
— Эпĕ сана пĕтĕмпех каçаратăп, Сид!.. Эсĕ ман умра айăпа кĕнине пĕтĕмпех каçаратăп. Эпĕ вилсессĕн...
— Ой, Том, нивушлĕ эсĕ вилетĕн? Том, ан вил... тархасшăн! Тен...
— Эпĕ пурне те каçаратăп, Сид! Çавна кала вĕсене, Сид. Хăрах куçлă кушак çурипе чӳрече рамкине хулана хальтерех çеç килнĕ хĕрачана пар, Сид, ăна тата çапла кала...
Сид текех итлесе тăмарĕ, йĕмне ярса тытрĕ те алăкран тухса вĕçрĕ. Халĕ ĕнтĕ Том чăнахах асапланчĕ (çав тери тĕлĕнмелле шухăшласа кăларма пултарнă унăн тăнпуçĕ), вăл йынăшнисем те чăнахах ыратнă чухнехи пекех пулса тухрĕç.
Сид пусма тăрăх чупса анчĕ те:
— Ой! Полли мăнакка, часрах килĕр! Пирĕн Том вилет! — тесе кăшкăрса ячĕ.
— Вилет?
— Ара! Ара! Мĕн кĕтсе тăратăр-ха эсĕр? Часрах килĕр!
— Пустуй! Ĕненместĕп!
Çапах та мăнаккăшĕ çӳлелле чупса хăпарчĕ. Сидпа Мэри ун хыççăн васкарĕç. Мăнаккăшĕн сăнĕ шап-шурă, тути чĕтрет. Том вырăнĕ патне чупса пырса, вăл çапла çеç калама пултарчĕ:
— Том! Том! Мĕн пулнă сана?
— Ох, мăнакка, эпĕ...
— Мĕн пулнă, мĕн пулнă сана, ачам?
— Ох, мăнакка, манăн пӳрнене гангрена4 пулнă. Полли мăнаккăшĕ пукан çине кайса ӳкрĕ те кулса ячĕ, унтан макăрма пуçларĕ, кайран пĕр вăхăтрах кулчĕ те, макăрчĕ те.
Кăштахран тăна кĕчĕ те çапла каларĕ:
— Ну, хăратса пĕтертĕн эсĕ мана, Том! Халĕ ĕнтĕ çитет: хăвăн фокусусене пăрах, урăх ун пек ан тунă пултăр!
Йынăшу чарăнса ларчĕ, пӳрне ыратни те пĕр тапхăртах иртсе кайрĕ. Ача пăртак вăтаннă пекле пулчĕ.
— Чăнах та, Полли мăнанка, мана пӳрне йăлтах хăрса кайнă пекле туйăнчĕ, çав тери ыратрĕ те, эпĕ шăл çинчен манса та кайрăм.
— Шăл? Санăн шăлна мĕн пулнă тата?
— Сулланать тата шутсăр ыратать, чăтма та çук.
— Юрĕ, юрĕ, каллех йышăнма ан тытăн. Кар-ха çăварна! Чăнах та, шăлĕ сулланать, анчах уншăн эсĕ вилес çук. Мэри, пурçăн çип тата кухньăран çунакан вутпуççи илсе кӳрсе пар-ха мана.
— Мăнакка, ан тăпăлтарăр, кирлĕ мар, — вăл ĕнтĕ ыратмасть! Эпĕ çак вырăнтан таçта шăтăкаллах анса каям, вăл кăшт та пулин ыратать пулсассăн. Тархасшăн, ан тăпăлтарăр, мăнакка! Эпĕ çапах та килте юлас çук, эпĕ çапах шкула каятăп...
— Э, акă мĕн иккен! Эсĕ вĕренме каясран хăтăлса юлас та çырмана пулă тытма яра парас тесе çеç çавăн пек хăтланма тапратса янă. Ах, Том, Том, эпĕ сана çав тери юрататăп, эсĕ, юри хăтланнă пекех, хăвна ху лайăх тытмасăр манăн ватă чĕреме хускататăн.
Çав вăхăтра шăл тăпăлтармалли япалисем те килсе çитрĕç. Полли мăнаккăшĕ пурçăн çип вĕçне ункă турĕ, ăна ыратакан шăл çине тăхăнтарса хытă туртăнтарса лартрĕ, тепĕр вĕçне кравать пуçĕнчен çыхрĕ; унтан çунакан вутпуççине ярса тытрĕ те ăна ачан сăмси патнех илсе пычĕ. Пĕр самант çеç иртрĕ — шăл кравать пуçĕнчен çыхнă çип çинче çакăнса та тăчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...