Ĕçлекен арçыншăн нимĕн те шел мар
Çуркунне тапса çитрĕ. Пахчара ĕç пуçланчĕ. Эпĕ те пуç çĕклемесĕр тенĕ пек йăрансем туса тĕрмешетĕп. Пĕчченех. Кампа ĕçлес-ха манăн? Упăшка? Вăл-и? Вăл пахчара ĕçлеме юратмасть. Тутлă çиме кăмăллать, йӳçĕ ĕçме юратать. Çынсен арçыннисем кунĕпе анкартинче ĕçлеççĕ. Арăмĕсем хатĕр йăрансем çине хăяр, кишĕр, çарăк акаççĕ. Эх, мĕнешкел ырă кураççĕ çынсен арăмĕсем.
Мĕн тăвас-ха халь тин? Телее сутăн илме çук-çке. Камăн мĕнле шăпа. Хăшĕ ырă курать, хăшĕ нуша тӳсет. Чун ыратать. Тарăхнипе ĕç те малалла каймасть. Мĕн тумалла? Капла мĕнле пурăнмалла? Мĕншĕн манăн пĕччен асапланмалла? Ĕçлес мар тетĕн — чун чăтмасть. Çынран намăс. Ял кулли пулас килмест вĕт. Пахчана хуратса хăвармаллах.
Пуçларăм пуç тавра çавăрттарма. Упăшкана çур литр шурă эрехе çĕклесе кăтартрăм та — чăшт! тухса сирпĕнтĕм. Ман хыççăн чупать:
— Тавай! Ярса пар! Тавай, халех пар! — тет. — Вилеп мухмăрла!
Эп те ухмах мар:
— Ав, сарайĕнчен кĕреçе кайса ил! — терĕм. Çав вăхăтра кĕленчене пахча вĕçне, çĕр айне, пытарса хутăм.
Кĕреçе кайса илчĕ, мана куçран тимлесех пăхать.
— Ну, кайса илтĕм. Халь пар ĕнтĕ, — тет.
— Ак, çак лаптăка чавса тухатпăр, вара çур литр пулать! — тетĕп. — Иккĕн часрах пулать. Эсĕ вăйлă, ман пек мар.
— Эсĕ мана çĕр грамм анчах ярса пар. Урăх кирлĕ мар!
— Çук, çук, Ваçук. Ан та ыйт! Пĕр тумлам та памастăп çакна чавса пĕтермесĕр. Пахча вĕçĕнче сана çур литр кĕтсе выртать!
Хайхи манăн этем кĕреçе тытрĕ, ирĕксĕррĕн, аран-аран çĕр чавма пуçларĕ. Хусăклать-хусăклать те — тарне çанă вĕçĕпе шăлать. Чарăнса тăрать. Тата мĕн чухлĕ юлнине пăхать. Эпĕ ун çумĕнче тĕккелетĕп. Вăй çукки, пуç ыратни пирки калаçкалатăп. Хам вара шав ăна ырлатăп:
— Юрать-ха ӳркенмерĕн. Латнă эсĕ пур, — текелетĕg. — Эпĕ пĕрре чавнă çĕре эсĕ иккĕ-виççĕ ывăтатăн. Ну, маттур!
Манăн Ваçук тата тăрăшарах ĕçлеме пуçларĕ. Ак, çавăрттарать! Эй, тĕрмĕшет. Арçын темерĕн çав. Вăйĕ пур шуйттанăн. Манăн ĕнсе çинче пурăнать те-ха.
— Тарăнрах чав, ытла ăшăх пулать санăн, — тет. — Кур, ман пек.
— Пилĕк ыратать, — нăйкăшатăп юриех.
— Кан эппин. Ăçта васкан? Каçчен ĕлкĕретпĕр.
— Юрать. Кăштах ларам-ха.
— Лар. Лар. Эпĕ хамах, — алă сулать вăл.
— Фу, ăшă пулчĕ, çерем çинех ларам-ха. Мĕн-и, Ваçук, паян мĕн пĕçерес? Пулă шаритлес-и е котлет? Тен, чăх çунаттинчен шашлăк тăватпăр, э?
— Малтан ĕç пĕтерер-ха, — каялла çаврăнса пăхать упăшкам.
Эпĕ ăна каланă-çке пахча вĕçĕнче çур литр пытарса хунине. Вăт, унăн мĕнле те пулсан хăвăртрах хусăкласа пĕтерес килет-тĕр.
Эпĕ чухлатăп-ха. Юри ухмаха перетĕп. Пилĕке, пуçа алăпа тыткалатăп. Тутăра çамка çинченех çыхрăм. «Суя — çур пурнăç», — тесе ахальтен каламаççĕ çав. Ман арçынкка кунĕпе пĕр пахча хусăкласа пĕтерчĕ, йăрансене те туса пачĕ.
Ну, вĕçĕнче çур литр тупсан... Ача тетте курнă пек хĕпĕртерĕ. Пулă шаритлерĕм, çĕрулми нимĕрĕ хатĕрлерĕм. Чăх çунаттинчен шашлăк питĕ аван пулче. Иксĕмĕр те тăраниччен çиремĕр. Ĕçлекен арçыншăн çур литр та шел мар.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...