Ман йăмăксем
I
Кăвак комбинезонлă хĕрсене
аса илетĕп эпĕ ялăмра.
Вĕсен уттисене, куллисене
упратăп ыррăн лăпкă асăмра.
Кĕписене комбинезон ăшне
тирпейлесе чикмешкĕн вĕренсен
утти те улшăнать пуль хăш чухне...
(Каçарăрсам мана, йăмăкăмсĕм...)
Эй, пиçĕ çирĕплĕх! Вăл — куçсенче,
хăй ирĕкне хăй сиснĕ кулăра.
Ялта, пĕччен, çак вăрăм каçсенче
туятăп çак çирĕплĕхе хамра.
Руç тенĕ ăнлану ман асăмра
чи ырă, аслă музыка таран
çĕкленнĕ чух, çак лăпкă çутăра
илемĕр сирĕн ялкăшрĕ ялан.
Çак музыка манра халь, манпалан...
Унра янраççĕ сирĕн куллăрсем,
шур юр çути çиçет унта тасан,
унта шур хурăнсен шур хĕмĕсем...
II
Йăмăкăмсем! Епле эсир ыраттăр!
Бетон çук чух кăштах хӳтте кĕрсе
епле эсир çыврам пеккн тăваттăр
опалубка сумне кăшт тĕршĕнсе!..
Сире сивлек сăмах эп каламарăм —
анчах каламаллаччĕ ыррине!
Сире чуна уçса, тен, кăтартмарăм —
эсирччĕ тивĕçли — ун анлăшне!
— Ыр кĕвĕллĕ, ыр туртăмлă ыр çутă
эсир ӳстертĕр манăн кăмăлра.
Ман савăну та, манăн йăпану та —
çак çутăра, çак лăпкă шанчăкра.
Ман ăсăн тупсăмне çити çутатрĕ
хĕрарăм вăйĕн ирĕклĕ çути,
илемĕн ирĕкне мана кăтартрĕ
кашни вĕри самантăма çити.
Çавăнпала кашни ача сасси те
ыраттарса çĕклет ыр пархатар.
Чи кирлĕ çыннăмпа тĕл пуласси те —
пушăлăхра ик çын тĕл пулни мар...
III
Кун-çул куçĕсене куллен курмашкăн
хăракансем сахал-и çĕр çинче?
Çак куçсенчен тармашкăн, пытанмашкăн
вĕсем вĕреннĕ пурнăç айккинче.
Пурнаççĕ, ĕмĕрĕ çаплах иртессĕн, —
вак пĕлĕшсем, пуш хыпарсем, элек...
Кайран, кичемлĕх çĕнтерсе килсессĕн,
вăл иртессе те ĕненмеççĕ тек.
Кайран вăй-халĕсем йăлтах пĕтеççĕ,
суя хусканусем те сăмахсем
кунсеренех сайраланса çитеççĕ... —
Шăп çавăн чух кун-çулăн куçĕсем
пăхма пуçлаççĕ — тӳррĕн, каçармасăр, —
çук, халь ĕнтĕ тараймĕç вĕсенчен,
имшер шăпаллă пулнине туймасăр
каяймĕçĕ этемлĕх çемйинчен!
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Йăмăкăмсем, сире аса илсессĕн
мăн кăмăллăхăм çĕкленет тасан.
Эпир ыратпăр... Вăй-халсем пĕтсессĕн
кăшт хурланатпăр — ыйăха татса.
Анчах — кунăмăрсем ахаль иртмеççĕ, —
чĕр пурнăçшăн — вĕсен ыр хĕмĕсем.
Тӳпемĕр хӳттинче ахаль çиçмеççĕ
çинçе те пĕчĕкçеççĕ аллăрсем.
1957–1959
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...