Анатоли Ырьят: суйласа илнисем
Чăваш культури çуралнă Чĕмпĕр — Ульяновск хулинче писатель пулса ӳссе çитĕннĕ А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕн Анатоли Ырьятăн (Дмитриевăн) çак черетлĕ сумлă кĕнекине суйласа илнисем тесе пĕтĕмлетсе калама та пулать пулĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл хăйĕн литература каçалăхне тин çеç пуçласа янă автор мар, хăйĕн 65-мĕш çуралнă кунне палăртма хатĕрленекенскер, пулас юбилейĕ тĕлне тĕсесе кăларчĕ вăл ăна.
Ку умсăмахра эпĕ унăн биографийĕпе вăл литературăна епле çул-йĕрпе пырса кĕни çинче чарăнса тăрасшăн мар. Кун çинчен çак кĕнекерех вырăсла çыракан чăваш писателĕ пирĕн тусăмăр Александр Богатов тĕплĕн çырса кăтартнă. Çитменнине «Канаш» хаçат вулавăшĕ» рубрикăпа тухнă «Пурнăç утравĕсем» малтанхи сăввисен ярăмĕпе паллаштарнă май эпĕ те самай тĕплĕн асăннăччĕ. Ку кĕнекере авторĕ хăй çырнă кĕске биографийĕ те пур.
Паллă писательсен биографийĕсене аса илер-ха: вĕсенчен чылайăшне литература тĕнчине хаçат çавăтса кĕнине асăрхама пулать. Анатоли Ырьятпа та шăпах çапла пулса тухрĕ. Вĕренмелле ача чухнех сăвăсем çырса пăхнă-ха вăл. Пĕр ӳстермесĕрех каламалла, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн Ульяновск облаçĕнчи тăван чăваш чĕлхипе тухма пуçланă хаçат вара литературăна çирĕппĕн сиксе кĕмелли трамплин пулса тăчĕ.
Хаçат çамрăк авторсене сăмахпа перекетлĕн те пĕлсе усă курма вĕрентет. Çакнашкал сăмах-юмах çӳренине те илтнĕ эпĕ: хаçат хăй ытамне çавăрса илнĕ хыççăн çул иртнĕçемĕн вăл çыравçă чĕлхине типĕтсе малалла ӳсме чăрмантарать çеç имĕш.
Апла та, капла та пулма пултарать пулĕ ĕнтĕ. Кашни писатель литературăра хăй пĕлнĕ пек ĕçлет. Чи кирли вара — сăвăра та, прозăра та хăйне тивĕçлĕ сасă шыраса тупма пултарни. Анатоли Ырьят малтанхи сăввисене пичетленĕ хыççăн «Канаш» хаçат лавне тĕпрен кӳлĕнсе пыма пуçланăранпа пĕр-ик çултан çирĕм пилĕк çул çитет. Çак хушăра унта вăл çырнă сăвăсен ярăмĕсем те, очерксемпе тĕрленчĕксем те тăтăшах пичетленсе пычĕç, пичетленсе пыраççĕ те. Апла пулсан та хаçат жанрĕсем ăна илемлĕ чĕлхепе сăвăсем çырма чăрмантармаççĕ. Ку çеç те мар, пĕр вăхăтрах проза çине куçса 2002 çулта вăл «Хăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх» ятлă повеçсен пуххине кăларса ячĕ. Унта пурĕ сакăр повесть (пĕри икĕ пайран тăрать) кĕнĕччĕ. Маларах, 2000 çулта, Ульяновскри «Чĕмпĕр кĕнеки» издательствăра «Канаш» хаçат çумĕнчи «Шевле» литпĕрлешӳ членĕсен хайлавĕсемпе пĕрле унăн 115 сăвви (пĕр кĕнеке калăпăшĕ теме пулать) кун çути курнăччĕ.
Унта та, кунта та ĕлкĕрет пирĕн ĕçчешĕмĕр, ăсталăхне çултан-çул туптаса пыма тăрăшать. Унăн «Хамашкал эп» ятлă сăвви пур. Ман шутпа, ăна çак кĕнеке умне эпиграф вырăнне лартни питĕ вырăнлă. Программăллă сăвă. Автор концепцийĕ, принципĕ яр-уççăн палăрса тăрать унта.
Акă вăл, çав сăвă йĕркисем:
Хамашкал ман туйăм, Хамашкал ман кăмăл.
Хамашкал пулнăран пурăнма та çăмăл.
Телейлĕ ман ĕмĕр. Телейлĕ эп — пĕлĕр!
Пысăк пуçлă çын мар, ятран кăна чĕнĕр.
Кĕнекисен шучĕ нумаях мар темелле. Асăннă прозăпа сăвă кĕнекисемсĕр пуçне «Канаш» вулавăшĕ» рубрикăпа унăн «Ватлăха эп читлĕхе хупатăп» ятлă сăвă кĕнеки тухса кайрĕ. Маларах Шупашкарти хаçат-журналсенче те пичетленсе пычĕ вăл. Куннехинче эпĕ унăн çак кĕнекине кĕнĕ сăввисем çинче ытларах чарăнса тăрасшăн.
2004 çулта поэтăн «Пурнăç утравĕсем» ятлă сăвă кĕнекине тишкерсе çапла çырнăччĕ эпĕ: «А.Ырьят çыракан сăвăсен тематики анлăланса та тарăнланса пырать. Автор хăйĕн шухăшĕсене палăртма формипе те, содержанийĕпе те çĕнĕ çулсем шырать. Философилле пĕтĕмлетӳсем еннелле сулăнать, курни-сăнанине хăйĕн сассипе çавăрттарса калать — çакă паха. Мĕн вăл пурнăç? Мĕн вăл юрату? Этем ывăл-хĕрне авалтанпах канăç паман ыйтусем ĕнтĕ вĕсем. Хуравĕсене кашни хăйле парать. Анчах ку ансат ĕç мар. «Ури çине ĕне пуснă» çынна çеç шăл çемми тенĕ пулăттăм эпĕ. Ырьят поэт ку е вăл ыйтусене чĕри витĕр кăларса хуравлать».
А.Ырьят хăйĕн сăввисене вулакан умне кăлариччен тимлĕрех ĕçлеме пуçларĕ. Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе ăс пухрĕ. Çапла вара «Пурнăç утравĕсем» кĕнекинчи сăввисенче вăл-ку çитменлĕхсенчен те хăтăлса çитме тăрăшни савăнтарнăччĕ мана.
Кĕнекене кĕнĕ «Телее аякра шырамаççĕ», «Ăраскал», «Ватлăха эп читлĕхе хупатăп», «Пурнăç тулăх» ятлă çĕнĕ ярăмсенчи сăввисенче те А.Ырьят туслăхпа юрату темине малалла анлăлатса тарăнлатма тăрăшать, вĕсене кун-çул тӳпинчен пăхса хаклать. Юрату лирики хăй те тĕрлĕ енлĕ ĕнтĕ. Çак пысăк туйăм этем ывăл-хĕрне ялан савăнăç е телей кӳмест, юратури мăшăрсем пĕр-пĕрне ăнланманни те, улталани те, кĕвĕçни те пулать. Кун пек чухне пулса иртни çамрăк е ватă çын чĕрине чир пекех суранлатса ыраттарать, асаплантарать. Сăмахран, акă çапларах:
Сан çинчен шухăшсем, вĕçеççĕ, чараймастăп.
Сан çинчен шухăшсем: «Мĕн кĕтет?» — калаймастăп.
Ăс-хакăл çавнашкал: нимĕн те тăваймастăп,
Пулманччĕ кунашкал: хама хам ăнланмастăп.
(«Сывлатăп йывăрпа»).
«Юратма та пĕлмелле», — тесе ăс парать поэт кун-çул тӳпинчен пăхса:
— Юрату ансат! — тесе калаççĕ.
Яш чух юратма та пĕлмелле.
— Юрату ансат, — сăмах параççĕ —
Кĕç пулса ан тухтăр йĕмелле.
Юратăвăн тепĕр чирĕ вăл — кĕвĕçӳ.
Кĕвĕçӳ — хăй евĕр чир,
Пур унран пĕр элексир.
Ку вăл — ырă ăмсану.
Унта пултăр сан сăну.
Пурнăç пултăр савăнмалăх,
Ыттисемшĕн ăмсанмалăх.
(«Ăмсану»).
А.Ырьят — поэт-лирик. Ăна çынсем хушшинчи ăс-хакăлăн туйăмĕсем питĕ çывăх.
Аванпа начара асăрхасчĕ —
Тӳр çулпа такăнмасăр утасчĕ, —
тет вăл «Кукăр пурнăç» сăвăра.
Пурнăçра тепĕр чухне пĕр-пĕринчен каçару ыйтма пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ:
Каçару ыйтмашкăн йывăр,
Çаплах йывăр каçарма.
Чуна хĕсĕк, питĕ тăвăр,
Тарăттăм, май çук утма.
(«Каçару»).
Поэт хумхантаракан тепĕр тема вăл — чăвашлăх туйăмĕ. Тăван чĕлхепе тăван халăх шăпи кашни ăрури поэтсене пурне те шухăшлаттарнă-ха. Чăваш чĕлхине илес пулсан, Çеçпĕл Мишширен пуçласа Çемен Элкерпе Петĕр Хусанкай таранах. Паянхи кун йĕркинче те вăл малти вырăнта. Пире халăх йышĕ çулсерен чакса пыни пăшăрхантарать. ЮНЕСКО шайĕпех калаçтарать ку проблема: юлатпăр-и, çук-и эпир, чăвашсем, çакă çутă тĕнчере? Пур-и пирĕн пуласлăх? Паллах, ку вăл йăлтах хамăртан килет, эпир, чăвашсем хамăрăн авалхи чĕлхене çĕнĕ ĕмĕрте те упраса хăварма пултарнинчен. А.Ырьят поэт позицийĕ кунта çирĕп:
Эп — Чăваш, —
Пытармастăп ютран.
Эп — Чăваш, —
Вăтанмастăп унран.
Йăваш? Çук!
Мăнкăмăллăх пур ман.
Мĕскĕн? Çук!
………………………..
Кар тăрса
Пĕр йыша хутшăнсан,
Ăнтăлса
Пĕр-пĕрне ал тытсан,
Чăваш пур,
Çĕр çинче пурăнать, —
тесе çирĕплетет вăл.
А.Ырьят поэзийĕнче тепĕр çĕнни вăл — тĕн ыйтăвĕ. Автор Турă саккунĕсене ĕненсе пурăнни унăн чылай сăввисенче яр-уççăн сисĕнет.
Çулсем сисĕнмеллех иртеççĕ,
Пуçăма шур юрпала витеççĕ.
Ыр ятăм вараланман, пĕлетĕп,
Çапах: «Тур çырнипе эпĕ — сапăр!» — тетĕп.
(«Тур çырнипе эп — сапăр!»).
Пĕл: ыранхи вăл — Турă аллинче,
Паян вара тав ту хăвна сыввишĕн.
(«Чысна упра»).
«Кĕлĕ», «Каçар» т. ыт. сăвăсем те çавăн йышшисем:
Каçар мана, Çӳлти Аттемĕр.
Каçар çĕр çинчи чурана.
Ялан санпа пулма хевтемĕр
Çитменшĕн, çăмăллат чуна…
(«Каçар»).
Куншăн автора ӳпкелешме сăлтав çук, паллах. Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ конфессиллĕ тĕне ĕненекенсем пурăнаççĕ. Вĕсен прависене никам та хĕсмест. Православи тĕнне илес пулсан ку чухне кашни ялта тенĕ пек чиркӳсем уçăлчĕç. Тĕне ĕненекенсем унта ирĕклĕн çӳреççĕ. Çарта та салтаксене священниксем пехиллеççĕ. Шкулсенче тĕн никĕсĕсене тишкерме пуçларĕç. Халĕ ĕнтĕ эпир Библие те тăван чĕлхепе вулама пултаратпăр. Чăвашсен паллă писателĕсен ушкăнĕ нумай çулсем хушши тĕплĕн ĕçленĕ хыççăн вăл вулакансем патне çитме пултарчĕ. Çак тĕслĕх хăех чăваш чĕлхи калама çук пуян, унпа кирек мĕнле шухăша та çавăрттарса калама май пуррине çирĕплетет. Ку ыйту — çĕнĕ самана тивлечĕ. Ку чухне мĕнпур кăткăс ыйтусене ирĕклĕ çын хăй пĕлнĕ пек ăнланса хуравласа пурăнать.
А.Ырьят композиторсемпе те туслă. Ульяновскра ĕçлесе пурăнакан С.Толстов композитор унăн чылай сăввисене юрра хыврĕ. «Саламлатăп» юрă вара чăннипех те халăх юрри пулса тăчĕ. Вăл эстрадăра та, Чăвашрадиора та час-часах янăрать. Ку кĕнекене унăн сăввисем тăрăх тĕрлĕ композиторсем çырнă чылай юрăсем кĕнĕ.
Проза пайĕнче вулакана вăл хăйĕн виçĕ повеçне сĕнет.
Эпир, унăн ĕçчешĕсем, ăна литература каçалăкĕнче çĕнĕ тулăх çимĕçсем çитĕнтерсе илме ырă вăй-хал сунатпăр.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...