Хыçсăмах
Вулаканăм, ман сăмахăм
Вĕçленет çак вырăнта.
Ман калавăм та юмахăм
Йăлăхтарчĕ, тен, тата.
Халăхра татах та пулĕ
Паттăр чун та паллă кун.
Чухăн мар чăваш кун-çулĕ,
Пин юпа, пин кукăр ун.
Тишкерсе пĕтереймерĕм,
Пĕлеймерĕм пĕтĕмпе.
Тĕп çула йĕрлерĕм терĕм,
Çыртăм ырă йӳтĕмпе.
Шарламан теме ан хăйăр,
Такмакларăм сăвăлла.
Тан тапса килсессĕн вăйăр,
Хăвăр çырăр хăвăрла.
Ăстарах пулсан ăс-халăр,
Шăрантарăр вичкĕнрех.
Тĕплĕреххĕн, тĕрĕс калăр,
Шухăш юхтăр çивĕчрех.
Каярах çырса пăхмашкăн
Çитлĕ пулĕ çĕн хыпар —
Ан ӳркен ăна пухмашкăн,
Ӳркеврен кăна хăпар.
Çурăлман чечек çурлайтăр
Хӳхĕммĕн илемленсе.
Çут çурта пек çуталайтăр,
Тăтăр йăлтăр хĕмленсе.
Вăл чăваш ятне çĕклетĕр
Чăн-чăн тивĕçлĕ çĕре.
Çакă пултăр чăн тивлетĕр,
Кун курмашкăн пил сире!
Пил илсен пин ылтăн тенĕ,
Лекмен чиксĕр хурлăха.
Пил сăмахĕ илтекенĕ
Курĕ кĕтнĕ ырлăха.
Пуç таяр — пире пиллеччĕр
Пирĕн мăн асаттесем.
Хĕн килсессĕн хӳтĕлеччĕр,
Çитчĕрех ĕмĕчĕсем.
Хамăр халăх та чыс куртăр
Аслă шавлă тĕнчере.
Вăл хастарлă, тивĕç пур-тăр
Хисепе кĕрекере.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...