Нуша сӑвӑҫӗ


Хĕрĕх урлă каçнă Арлан Ваçлейĕ, район хаçатĕнче пĕр-ик сăвă пичетленĕскер, Писательсен союзне çĕмĕрттерсе кĕчĕ.

— Ăçта кунта сирĕн пуçлăхсем?!

— М-ма? Мĕн пулнă? — хăюсăррăн ыйтрĕ коридор çăвакан Анюк аппа.

— Мĕн пулнине хам пĕлеп! — куçне-пуçне ялтăртаттарчĕ Ваçлей. — Кала, ăçта вĕсем?

— Ав унта ара, юнашарта...

Арлан яваплă секретарь ларакан пӳлĕмелле таплаттарчĕ.

Кĕчĕ те:

— Эсир радио итлетĕр-и? — терĕ тӳрех, сывлăх сунмасăр-тумасăрах. — Хăçан та пулин «Вĕлтрен курăк» юрра илтнĕ-и? Вăт, эпĕ — çавăн авторĕ. Сăмахĕсене çыраканни... Вунă çул ывăнмасăр, хăпартлансах юрлать ăна чăваш халăхĕ!

— Вара? — килнĕ çын çине çемçен, йăвашшăн пăхрĕ секретарь. — Пиртен мĕн кирлĕ? Тульăк майĕпенрех эсир... Аттук, вăн, сĕтел çинчи графин та, стакан та тăр-тăр чĕтреççĕ.

— Майĕпенрех? — сĕмсĕрленчĕ Ваçлей. — Эп пур, ятлă-шывлă поэт, инçетри районтан силленсе килетĕп, — вĕсем вара, кунĕ-кунĕпе йĕм хăшкаса ларакансем, çăвара хуплаççĕ. Ăçта тĕрĕслĕх? Ăçта демократи?!

— Калăр, калăр — йăпатма хăтланчĕ лĕп çилпе тайăлмалла пиçен пек вăрăм та çинçешке Арлана председатель çумĕ. — Итлетпĕр...

— Ха! Вĕсем итлеççĕ! — тути-çăварне пăрăç хыптарнăн пăркаларĕ сăвăç. — Итленĕ пулсан эсир мана тахçанах «Халăх поэчĕ» ята илме тăратнă пулăттăр. Хăвăр вара, кĕвĕç чунсем, «Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» званине те памастăр!

— Ку вăл пиртен килмест...

— Тата камран килет? Пахчари катемпирен-и? Тахçанах тимĕр шăпăрпа хӳтермелле сире, бюрократсене, кунтан!

Тата темччен çатăлтатнă пулĕччĕ Арлан Ваçлейĕ, анчах... алăк шаккамасăр-тумасăрах уçăлса кайрĕ те — пӳлĕме упа пек тĕреклĕ икĕ арçын кĕрсе тăчĕ.

— Сиртен хăшĕ кунта «Халăх поэчĕ»? — ыйтрĕ пĕри Ваçлейрен.

— Эсĕ-и?

— Эпĕ! — мăн кăмăллăн тавăрчĕ Арлан кăкăрне каçăртса. — Пĕлет иккен халăх хăй шăпчăкне!

— Пĕлет, пĕлет, — хулран çатăрласа тытрĕç нуша сăвăçне урамра тăракан психбольница машинин санитарĕсем. — Айта, кайрăмăр!

— Ăçта? — çунатне лăштах усрĕ Арлан.

— Ăçтан тухса тарнă — çавăнта.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: