Асатте экспоначĕсем
Пирен асаттене агитатора уйăрнă. «Хушнă ĕçе тумасан аван мар. Ку ĕçе, тем тусан та, пултарас çук эпĕ», — тет вăл. Хăй пĕрмай агитаци ĕçне мĕнле пуçăнасси çинчен шухăшласа ирттерет. Çĕрле те канлĕн çывăрми пулчĕ.
Пĕр ирхине асатте ирех тăрса ларнă. Кăвак çутă витĕр чӳречерен çара уйăх пăхать.
— Ма çывăрма пĕлместĕн, асатте? — ыйтрăм эпĕ унран.
— Ыйăх килмест. Янкăс çуркунне пек пурнăçа мухтама сăмахăмсем çитмесрен шикленетĕп, — терĕ асатте, шăрпăк çутса краççын лампи шыранă май.
— Лампа тĕпелтеччĕ, — терĕм эпĕ ăна.
— Хăйă çутма ир пуль те, çутас-ши? — ыйтрĕ манран.
— Хăйă? Хăйă мар, краççын-çке! — терĕм ăна.
— Ĕлĕк хăйă çутаттăмăр. Ача чух калама вĕренни халь те чĕлхерен тухмасть.
Кĕçех асатте эге! тесе ячĕ тем аса илнипе савăнса.
— Тупрăм! Аранах тупăнчĕ!
— Мĕн тупăнчĕ, асатте?
— Мĕнпе агитацилемеллине шухăшласа тупрăм. Ыранах пуçăнап. Паян япаласене хатĕрлесе хурас та, ыран ĕçе тытăнас... Мĕн пулĕ, мĕн килĕ...
* * *
Анлă клубăн аслă залĕ лăках тулнă. Суйлавçăсем пухăннă. Сцена варринче, пысăк сĕтел хушшинче — асатте ларать. Ăна пионерсем сырса илнĕ те: «Татах кала, татах кала!» — тесе кăшкăрса тăраççĕ.
— Кулаксем чухăнсен юнне мĕнле ĕçсе пурăнни çинчен каласа патăм. Çынна çын тăшман пулни çинчен калакан япаласене те кăтартса пĕтертĕм. Тата мĕн çинчен калам-ши? Ниш çинчен илтнĕ-ши эсир? — ыйтрĕ ачасенчен асатте.
— Илтмен, — терĕç ачасем харăс.
— Ача апат-çимĕç начартан типсе, хăрса кайсан, ачана ниш ернĕ тетчĕç. Чăвашсем çавна çапла сиплетчĕç: амăшĕ чирлĕ ачине çăкăр кĕреçи çине хурса вĕри кăмакана виçĕ хутчен чиксе кăларать. «Çак ачана кăмака нишĕ ернĕ пулсан, вăл ачаран кăмака нишĕ тухтăр», — тет. Тата «тĕпсакай нишĕ тĕпсакайнех юлтăр» тесе тĕпсакайне виçĕ хут чиксе кăларать, «сӳсмен нишĕ тухтăр» тесе сӳсмен витĕр виçĕ хут кăларать, унтан чирлĕ ачана çĕçĕпе чикенçи пулать, пуртăпа касанçи пулать, тылăпа тылланçи пулать. Çаксене тунă чух «ниш чикетĕп, ниш касатăп, ниш тыллатăп» тет. Ачана сивĕ хурана ярса вучах çине çакать те хуран айне вутă хуранçи пулать...
— Ой, хăрушă! — пĕр-пĕрин куçĕнчен чăр пăхса илеççĕ итлесе тăракан пионерсем.
— Тĕлĕнмелле медицина!
Асатте чăматанĕнчен пĕчĕк алтăр кăларчĕ.
— Эпĕ чăвашсем пур чире те патша саманинче мĕнпе сипленине кăтартасшăн. Акă, курманнисем, курăр. Çак алтăр ăшне эпĕ куç чĕлхи каласа суратăп: «Турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх килтĕр. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче, çитмĕл çичĕ тĕслĕ чĕлхе çинче, хура вăрман варринчи хура çĕлене хăçан куçпа хĕстерсе илет, çавăн чухне тин куç ӳктĕр», — тет. Татах нумай каласа кайрĕ. Калать-калать те сурать, калать-калать те сурать. Çур алтăр сурсан, сурчăкне ĕçсе яма хушрĕ.
— Сурчăка кам ухмахĕ ĕçĕ? — терĕç ачасем.
— Эпир ĕçеттĕмĕр, — терĕ асатте. — Сывалас килетчĕ. Пуç ыратсан, пиçсе кайсан, скарлатина, грипп, дифтери, тиф, шатра, ӳпне çăпан, кĕçĕ, варвитти ерсен юмăçăн сарă сурчăкне ĕçтеретчĕç.
— Тьфу, — йĕрĕнсе тутисене тытаççĕ итлесе тăракан пионерсем.
— Йĕрĕнетĕр! Ĕлĕк апла пулман. Ĕлĕк халăх валли хальхи пек больницăсем пулман. Пулсан та, шутсăр инçетреччĕ вĕсем. Халăх тĕттĕм пулнă, хут пĕлмен. Çырас вырăнне карт картаттăмăр.
— Карт? Мĕнлескер?
— Кăтартма пултаратăп. Акă хамăн кĕтӳçĕре çӳренĕ чухне лартса пыни. Эпĕ кунта хамăн миçе чун выльăхне пĕлме пĕр патак çине картса паллă туса пынă. Пĕр ĕнешĕн хăйне пĕр карт картнă, пĕр сыснашăн та çаплах. Икĕ качакашăн пĕр карт. Сурăхсене — 4 сурăхшăн пĕр карт картатăн. Çапла камăн миçе карт, унăн çавăн тăрăх укçа тӳлес пулать, çавăн чул талăк апат çитерес пулать. Шуçчăксем (куланай пуçтарма уйăрнă çынсем), кам мĕн чул куланай тӳленине пĕлме, çавăн пекех патаксем çине картса паллă туса пыратчĕç. Çапла шуçчăк та хут пĕлместчĕ. Ялсенче культурăллă учрежденисем пулман. Громкоговоритель вырăнне дьякон пурччĕ. Сасси питĕ хулăнччĕ... Шăнтса пăрахсан, хина вырăнне, пилеш йывăçпа сиплетчĕç. «Пилеш йывăç, çак сивĕ чире манран уйăр, хăçан та хăçан çав сивĕ чир сан витĕр тухĕ, çавăн чухне тин мана ертĕр», — тесе вăрманта çурăлса аннă пилеш витĕр тухатчĕç. Выльăхсене чир ан çаклантăр тесе, пилеш йывăççинчен хĕрес туса çакса яратчĕç.
— Ветеринари çине куçрĕ! — терĕ пĕр пионерĕ кулса.
— Ветеринари çинчен кăна мар, агрономи çинчен те каласа пама пултарăп, — терĕ хирĕç асатте, чăматантан пĕр картина туртса кăларса. — Акă кунта ĕлĕк çĕрсене «искуснăй орошени» тунине кăтартнă.
— Искусственнăй орошени пуль?
— Апла пултăр эппин. Уя турăшсем йăтса тухса пупа молебен тутаратчĕç, «тур шыв» саптаратчĕç — «искуснăй орошени» тутаратчĕç.
Итлесе ларакансем кулса яраççĕ.
— Çĕрĕç техники çавăн пек пулнă пирки, чухăнсемпе вăтамсен тырри хĕл сиввичченех ирĕлсе тăрса çуркуннеччен пĕтĕмпех ирĕле-ирĕле пĕтетчĕ, чăпта çапса илнĕ укçа кулаксенчен хаклă хакпа тырă илнĕ çĕре, куланай тӳленĕ çĕре тата пупсен кĕсйине юхса кĕретчĕ. Перекет кĕллисем те пулăшмастчĕç.
— Мĕн вăл перекет кĕлли? — ыйтаççĕ ачасем.
— «Перекет кĕлли» тесе перекет паракан турра кĕл-туса йăлăннă сăмахсене калаттăмăр: «Тытнă çăнăх-кĕрперен перекетне, усăлăхне пар, тытнă тăвартан перекетне пар, ыйтнă укçаран перекетне пар», теттĕмĕр. Нумай перекет кĕллисем.
— Апла сирĕн, вырăсла каласан, «сберегательнăй бог» пулнă. Ха-ха-ха!
Пионерсемпе пĕрле залри халăх та кулать.
— Çапах перекет те, телей те çукчĕ. «Лаша таканĕ, тупăнни телей пуласса систерет», — тетчĕç вара телей шыраса аптранă чухăнсем. Çавна ĕненсе эпĕ те çул çинче тупăннă пĕр такана киле илсе таврăннăччĕ. Акă вăл такан! — Асатте чăматанĕнчен тутăхса кайнă такан кăларса кăтартрĕ.
— Çак такан сарайĕнче паянчченех усраннă. Сире кăтартма юрарĕ.
Залри хăлăх алă çупать.
— Лаша таканне асăннă май, çăпата таканне кăтартам-ха сире. — Асатте чăматанĕнчен йывăç таканлă çăпата туртса кăларчĕ. — Çуркунне шăнпа çĕтĕлесрен, урана шыв витесрен çăпата тĕпне такан çĕлетчĕç. Урайĕнче тĕтĕм йăсăрланакан хура пӳртре пурăнакан чăвашăн урине калуш кĕреймен. Ак çакна курнă-и тата? — тесе асатте тепĕр япала кăларса кăтартрĕ.
— Мĕн ку? — тытсах пăхаççĕ пионерсем.
— Çавна хăйчикки теççĕ. Ялсенче авал краççын та пулман. Хăйă çутаттăмăр. Хăйă чĕрсе çак тимĕр хушшине чикеттĕмĕр те çунтараттăмăр. Çутасса спичкăпа мар, ак çак вутчулĕ çине ăвă хураттăмăр та çулупа çапса вут хĕмĕ кăлараттăмăр. Сире тусах кăтартам-ха, — асатте çулу кăларса «вут çапма» тытăнчĕ.
— Хăйă чĕртме хăтланса лăп виçĕ минут иртрĕ, — терĕ сехет çине пăхса пĕр пионер.
— Вăхăта пĕлмелли сехетсем пулман, — терĕ ăна асатте. — Сехет Сахрун кулакăн анчах пулнă, сехет вырăнне ун чухне хĕвел çине пăхса пĕлнĕ, хĕвел курăнман вырăнсенче кăнтăрла çитессине, каç пулассине хырăм выçнă тăрăх пĕлнĕ. Тепĕр майлă каласан, сехет вырăнне хырăм пулнă. Анчах хырăмĕ те, пĕрмай выçă пирки, улталанă. Çурçĕр çитнине автансем авăтнă тăрăх пĕлнĕ.
Нумайччен, çур çĕр çитесси çур сехет юличченех пычĕ калаçу. Суйлавçăсем ĕлĕкхине аса илтернĕшен асаттене тав турĕç.
— Ĕлĕкхине аса илтерни хальхи телейлĕ пурнăçа анлăрах туйса илме май парать, — терĕç асаттене ал тытса хăшĕсем.
Çавăнтанпа асатте ялти лайăх агитаторсен хисепĕнче тăракан çын пулчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...