Полк ывăлĕ
1
Кĕркуннехи лăпкă, ним сас-хурасăр каç пулнă. Шăп çурçĕр çитнĕ. Вăрманта пите нӳрле те сивĕ пулнă. Çĕрме пуçланă вĕтĕ çулçăсемпе витĕннĕ хура шурлăхсенчен çăра тĕтре йăсăрланса хăпарнă.
Тӳпере шурă уйăх çакăнса тăнă. Вăл питĕ вăйлăн çутатнă, анчах унăн çутти тĕтре витер аран çапса тухнă. Чалăшшăн ӳкекен уйăх çуттинче йывăç тĕмĕсем капланнă, шурлăхсенчен хăпаракан пăс йывăç тăррисем çийĕпе тĕлĕнмелле явăна-явăна ишнĕ.
Вăрманĕ кунта пĕр пек пулман. Уйăх çуттинче пĕрре темĕн пысăкĕш чăрăшăн хуп-хура, нумай хутлă çурт евĕрлĕ мĕлки курăннă, тепре сасартăк пĕр ĕрет илемле шурă хурăнсем палăрнă, унтан уçланкăра, татăк-татăк пĕлĕт çинче уйăх çуттипе шуралнă ăвăссен çара тураттисем усăнса тăна.
Вăрман сайрарах пулнă вырăнсенче пур çĕрте те уйăх çути сарнă шурă пир тăрăхĕсем пек курăнса выртнă.
Пĕтĕмĕшпе илсе каласан, кунта юмахри пек илемлĕ пулнă; çавăн пек илем вырăс çыннин чĕришĕн чăнах çав тери çывăх та хаклă, вăл тĕрлĕрен асаилӳсем çуратать: акă Иван-патша кашкăр çинче утланса пырать, Иван-патши пуçĕ çинчи пĕчĕкçеç çĕлĕкне чалăшшăн лартнă, хĕвне вут-кайăкăн тĕкне тутăрпа чĕркесе чикнĕ; ак тата арçурин темĕн пысăкĕш çăмламас урисем; акă чăх урисем çинче тăракан юмахри пĕчĕк пӳрт аса килет, — тата, тата темĕн те пĕр!
Анчах та çак сĕм çĕрлехи шăплăхра, разведкăран таврăнакан виçĕ салтак Полесье вăрман тăрăхĕнчи чăтлăхăн илемĕ çинчен пачах та шухăшламан.
Боевой задание пурнăçласа, вĕсем пĕр тавлăк ытла нимĕçсен тылĕнче пулнă. Вĕсене тăшманăн тĕрлĕ сооруженийĕсене тупса, вĕсем ăçтарах вырнаçнине картă çине паллă туса килме хушнă.
Ку ĕç — питĕ йывăр та хăрушă пулнă. Вĕсем пĕрмаях тенĕ пекех упаленсе пынă. Пĕррехинче вĕсем виçĕ сехет хушши шурлăхра, сивĕ те шăршлă пылчăк ăшĕнче, çиелтен сарă çулçăсем сапаласа витнĕ плащ-палаткăсемпе хупланса, ним хускалмасăр выртнă.
Хырăм выçсан фляжкăсенчи сивĕ чейпе сыпса сухари çинĕ.
Анчах пуринчен те йывăрри — çак хушăра пĕрре те чĕлем туртма май килменни пулнă. Пурте пĕлеççĕ вĕт: салтак çимесĕр те, çывăрмасăр та нумай тӳсме пултарать, анчах лайăх та хаяр табак чĕркесе пĕр-икĕ хут ĕммеллех унăн. Ку пуринчен те хаклăрах вара. Çитменнине, ку салтаксем виççĕшĕ те чĕлĕм туртма питĕ юратаканскерсем пулнă. Çавăнпа та, боевой задание çав тери лайăх пурнăçланă пулин те, аслин сумкинче нимĕçсен батареисене вуннăран та ытла палăртса, вĕсем ăçтарах тăнине тĕплĕн пĕлсе паллă тунă картă выртнă пулин те, разведчиксем темĕнле хаяр, кăмăлсăр пулнă.
Хамăрăн малти лини патнелле çывхарнăçемĕн вĕсен ытларах та ытларах чĕлĕм туртас килнĕ. Пурте пĕлеççĕ — кун пек чухне пĕр-пĕр сирĕп сăмах каласа хуни е шӳт туса илни питĕ пулăшать. Анчах та халĕ ăна та, кăна та тума юраман, çав тери шăппăн пымалла пулнă. Пĕр-пĕринпе сăмах хушса илме мар — сăмса шăнкарма та юраман, мĕншĕн тесен кашни сасă вăрманта калама çук хыттăн янăраса кайнă.
Уйăхĕ те кансĕрленĕ. Вĕсен питĕ вăраххăн, умлăн-хыçлăн, пĕр-пĕринчен вунвиçшер метрта, уйăх çутти ӳкекен вырăна тухасран сыхланса, кашни пилĕк утăмранах итлеме чарăнса тăра-тăра пымалла пулнă.
Малта асли утса пынă; вăл хуллен кăна аллине хускатса командăсем панă: аллине пуç çинелле çĕклет — пурте çав самантрах чарăнса хытнă пек пулса тăраççĕ; аллине аяккалла сулса аялалла кăтартать — пурте хăвăрт та пĕр шавсăр çĕре выртаççĕ; аллипе малалла сулать — пурте малалла шăваççĕ; каялла кăтартсан — пурте ерипен каялла пыраççĕ.
Малти лини патне çитесси пĕр-икĕ километртан ытла юлман пулин те, разведчиксем малтанхи пекех асăрханса, пур еннелле пăхса, сăнаса пынă. Чăннипе каласан, вĕсем халĕ тата ытларах асăрханса, чарăна-чарăна пынă-и тен.
Вĕсем хăйсен çулĕн чи хăрушă сыпăкне пырса кĕнĕ.
Ĕнер каçхине, салтаксем разведкăна кайма тухнă чух, кунта нимĕçсен инçетри тылĕ пулнă-ха. Анчах унтанпа лару-тăру улшăннă. Кăнтăрла, çапăçу хыççăн, нимĕçсем каялла чакнă. Çавăнпа та халĕ кунта, çак вăрманта, пуш-пушах пулмалла. Анчах та ку туйăнма кăна пултарнă. Кам пĕлет, тен нимĕçсем кунта хăйсен автоматчикĕсене пытарса хăварнă. Кашни минутрах засада çине пырса тăрăнма пулать. Паллах, разведчиксем — хăйсем виççĕн кăна пулнă пулин те — засадăран хăраман. Вĕсем питех те асăрхануллă, опытлă пулнă тата хуть те хăш самантра та çапăçма пултарнă. Вĕсен кашнийĕннех автомат, нумай патронсем тата тăватшар ручной граната пулнă. Анчах та çапăçма халĕ мĕн пулсан та юраман. Вĕсен задачи çакăн пек пулнă: хамăр енне мĕн май килнĕ таран шăппăн, никам асăрхамалла мар каçса, управлени взвочĕн командирне нимĕçсен батареисем ăçтарах тăнине паллă тунă хаклă картăна часрах çитерсе памалла. Ыранхи çапăçу ăнăçлăн пуласси çавăнтан килнĕ.
Таврара калама çук шăп пулнă. Кун пек шăплăх питех те сайра хутра пулать. Таçта инçетре темиçе хут тупăран пенине тата аякра пулемётран кĕскен кăна персе янине шутламасан, тĕнчере нимĕнле вăрçă та çук тесе калăн.
Анчах вăрçăра нумай пулса курнă кирек хăш салтак та вăрçă шăпах çакăнта, çак питех те лăпкă вырăнта пытанса ларнине кăтартакан пиншер паллăсене часах асăрхама пултарнă.
Урасем айĕнче телефонăн хĕрлĕ шнурĕ палăрмалла мар тăсăлса выртнă, вăл таçта çакăнта, инçетре те мар тăшманăн команднăй пункчĕ е застави пурри çинчен систернĕ. Хуçăлнă темиçе хурăн тата таптанă йывăç тĕмĕсем кунта нумай та пулмасть танк е хăй тĕллĕн çӳрекен тупă иртсе кайнине палăртнă, искусственнăй тата çунăк çăвăн сирĕлсе пĕтеймен шăрши çав танк е хăй тĕллĕн çӳрекен тупă — нимĕçсен пулнине пĕлтернĕ.
Темиçе çĕрте вутă пуленкки пек купаланă минăсем е артиллери снарячĕсем выртнă, вĕсене пур енчен те чăрăш тураттисемпе витсе палăрми туса хунă. Анчах та паллă пулман: вĕсене те пăрахса хăварнă, те юриех ыранхи çапăçу валли хатĕрлесе хунă, çавăнпа та вăл купасем тĕлĕпе уйрăмах асăрханса иртмелле пулнă.
Сайра-хутра çула урлă пӳлсе снаряд хуçса антарнă çĕр çулхи хыр йывăççи выртнă. Хăш чух разведчиксем кукăр-макăр та тарăн алтнă окопсем çине е пĕр ултă хут пĕренесемпе витсе тунă командир блиндажĕ çине пырса тăрăннă, — блиндажăн алăкĕ хĕвеланăç еннелле пулнă. Унăн алăкĕ хĕвеланăçнелле тухни блиндаж пирĕн мар, нимĕçсен иккенне питех те лайăх кăтартса панă. Анчах пушă-и вăл, е кам та пулин пур унта — паллă пулман.
Час-часах урасем çĕре пăрахнă противогаз çине, взрывпа ванса кайнă нимĕç каски çине пуснă.
Пĕр вырăнта, тĕтреллĕ уйăх çуталнă уçланкăра, сапаланса выртакан йывăçсем хушшинче разведчиксем авиабомба çурăлнипе пулнă темĕн пысăкĕш воронкăна курнă. Çав воронкăра хуралса кайнă сăнлă, куçĕсем путса ларнă темиçе нимĕç вилли выртнă.
Пĕррехинче çутатакан ракета вĕçсе хăпарнă; вăл нумайччен йывăç тăррисем çийĕнче çакăнса тăнă, вара унăн чĕтĕрекен çутти, уйăх çутипе хутăшса, вăрмана витĕрех çутатнă. Кашни йывăçранах çĕр çине вăрăм мĕлкĕ ӳкнĕ, вăрман сасартăк тата çӳллĕрех пулса кайнăн туйăннă. Ракета сӳничченех виçĕ салтак йывăç тĕмĕсем хушшинче ним хускалмасăр тăнă. Сарă-симĕс тĕслĕ, çиелтен пысăк пăнчăсемпе тĕрĕлесе пĕтернĕ плащ-палаткăсем пĕркеннипе, вĕсем хăйсем те çулçисене тăкма пуçланă йывăçсем пек курăннă. Плащ-палаткисем айĕнчен вĕсен автомачĕсем çеç курăннă.
Çапла майпа разведчиксем хăйсем вырнаçнă тĕлелле ерипен шуса пынă.
Сасартăк вĕсен асли чарăнса тăнă та аллине çĕкленĕ. Çав самантрах ыттисем те чарăнса, хăйсен командирĕ çинчен куç илмесĕр пăхса тăнă. Асли пуçĕ çинчи капюшонне каялла илсе, хăйне иккĕлентерекен кăштăртатнă саса еннелле хăлхине çавăрса, нумайччен итленĕ. Çав асли пĕр çирĕм икĕ çулхи çамрăк çын пулнă. Анчах хăй çамрăк пулнă пулин те, батарейăра вăл нумай пĕлекен салтак вырăнĕнче шутланнă. Вăл сержант пулнă. Юлташĕсем юратнă ăна, çав вăхăтрах унтан кăшт кăна хăранă та.
Сержант Егорова — аслин хушамачĕ çавăн пек пулнă — сасартăк! чарса тăратнă сасă пит те тĕлĕнмелле пек туйăннă.
Хăй пит опытлă пулнă пулин те, Егоров çав сасă мĕне пĕлтернине ниепле те ăнланса илеймен.
«Мĕне пĕлтерет-ха ку?» — тесе шухăшланă Егоров, çав тери тинкерсе итлесе. Вара вăл хăй каçхи разведкăсене çӳренĕ вăхăтра нумай чухне илтнĕ пур иккĕлентерекен сасăсене те аса илме тытăннă.
«Пăшăлтатни-и ку? Çук. Кĕреçепе хуллен чавни-и? Çук. Подпилкăпа сĕрнĕ сас-и? Çук».
Тĕлĕнмелле, ним майлă та мар сасă таçта çывăхрах, сылтăмра, кĕтмĕл йывăççин тĕмĕ хыçĕнче вăхăчĕ-вăхăчĕпе татăлса хуллен илтĕнсе тăнă. Хушăран вăл таçтан, çĕр айĕнчен тухнă пек туйăннă.
...Тата тепĕр икĕ минут итлесе тăрсан, Егоров каялла çавăрнмасăрах аллипе паллă пачĕ те, кайри икĕ разведчик ун патне майĕпен, пĕр сасăсăр, мĕлкесем пек çитсе тăчĕç. Егоров сасă илтĕннĕ еннелле аллипе кăтартса итлеме хушать. Разведчиксем итлеççĕ.
— Илтĕнет-и? — тутисене хускатса çеç ыйтать Егоров.
— Илтĕнет, — çавăн пекех сассăр калать салтаксенчен пĕри. Егоров хăйĕн типшĕмрех, уйăх çутатнă тĕксĕм пичĕпе юлташĕсем еннелле çавăрăнса тăчĕ.
— Мĕн?
— Ăнланма çук.
Пĕр хушă вĕсем виççĕшĕ те пӳрнисене автоматсен спусковой крючокĕсем çине хурса итлесе тăчĕç. Сасăсем çаплах илтĕнеççĕ, анчах халĕ те ăнланмалла мар. Пĕр самантлăха вĕсем сасартăк улшăнчĕç. Салтаксене виççĕшне те çĕр айĕнчен тухакан юрă сасси илтĕннĕн туйăнчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, анчах сасăсем каллех малтанхи пек пулса тăчĕç.
Вара Егоров юлташĕсене паллă парса выртма хушрĕ, хай те тăм ӳкнипе шуралма пуçланă çулçăсем çине хырăмĕпе выртрĕ. Унтан вăл çăварне кинжал хыпса, пĕр шавсăр, пластунла малалла шуса кайрĕ.
Тепĕр минутран вăл кĕтмĕл йывăçсин тĕттĕм тĕмĕ хыçнелле кĕрсе çухалчĕ, тата тепĕр минутран (вăл сехет пекех варăм туйăнчĕ) разведчиксем ерипен кăна шăхăрнине илтрĕç. Ку ĕнтĕ Егоров вĕсене хăй патне чĕннине пĕлтернĕ. Вĕсем упаленсе кайрĕç те, сержант кĕтмĕл хушшинчи пĕчĕк окоп тĕпнелле пăхса чĕркуçланса тăнине курчĕç.
Пĕчĕк окопран уççăнах такам мăкăртатни, хăйкăлтатни, ыйха тĕлĕшĕпе йынăшни илтĕннĕ. Пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланса, разведчиксем окоп йĕри-тавра чĕркуçланса тăчĕç, аллисемпе хăйсен плащ-палаткисене туртса сарса çутă курăнман хӳшĕ евĕр туса хучĕç. Егоров электричество фонарĕ тытнă аллине окопалла антарчĕ.
Вĕсем тĕлĕнмеллех мар, анчах çав вăхăтрах ытла та хăрушă картина курчĕç.
Пĕчĕк окопра арçын ача çывăрнă.
Аллисене кăкăрĕ çине хытă чăмăртаса, çĕрулми пек хуралнă урисене хутлатса, ача симĕс тĕслĕ, шăршлă шывра выртса çывăрнă çĕртех йывăррăн аташнă. Тахçантанпах касман, вараланчăк çӳçсемпе хупланса ларнă пуçĕ каялла пăрăнса выртнă. Ырхан пырĕ сиккеле-сиккеле илнĕ, сивчир шатрисем тухса тулнă çăварĕнчен хăйкăлтатакан сасăсем тухнă. Вăл темĕскер мăкăртатнă, ăнланмалла мар сăмахсем каланă, йынăшнă. Унăн чакăр куçĕн хупаххисем сывăмар, чирлĕ тĕслĕ пулнă. Куç хăрпăкĕсем çыпăçса ларнă. Питне тăрмаласа, кăвакартса пĕтернĕ. Сăмси çинче юн хытса ларнă.
Ача çывăрнă, анчах та унăн асаплă пит-куçĕ çинче вăл çав тери хăрушă тĕлĕксем курни палăрнă. Кашни минутрах унăн сăнĕ улшăнса тăнă: пĕрре пит те хăранипе хытса ларнă; тепре ним тума аптăранă пек, унтах тӳсме çук хуйхăрнă пек курăннă, куç харшийĕсем çӳлелле çĕкленнĕ, куççулĕсем юхса аннă; сасартăк тата шăлĕсем шатăртатма тытăннă, сăнĕ çав тери хаярланса кайнă, чышкисем хыттăн чăмăртаннă — чĕрнисем алтупаннех кĕрсе кайнă, вара ачан пырĕнчен хăрлатакан сасăсем пăчăртанса тухнă. Унтан тата вăл тăруках ăнран кайнă пек пулнă, мĕскĕнĕн, ачалла кулса илнĕ те, темĕнле ăнланмалла мар юрă юрлама тытăннă.
Ача пит те йывăррăн çывăрнă, çав вăхăтра унăн тĕлĕксем курнипе асапланакан чунĕ ӳт-пĕвĕнчен çав тери инçетре пулнă пек туйăннă, çавăнпа та вăл пĕр хушă нимĕн те, разведчиксем ун çине çиелтен тинкерсе пăхса тăнине те, хăйĕн питне çутатса тăракан электричество фонарĕн çуттине те туйман.
Анчах сасартăк ачана шалтан темĕскер пырса çапнă пек, çĕклесе ывăтнă пек пулчĕ. Вăл вăранчĕ те вăштах çиксе тăрса ларчĕ. Унăн куçĕсем тискеррĕн ялтăртатса илчĕç. Самантрах вăл таçтан вĕçне çивĕчлетнĕ пысăк пăта туртса кăларчĕ. Егоров аллине пĕрре тăснипех ачан вĕри аллине тытса, чарма тата аллаппипе унăн çăварне хупласа лартма ĕлкĕрчĕ.
— Ан шавла Хамăр çынсем, — тесе пăшăлтатса илчĕ Егоров.
Халĕ тин ача çакна асăрхаса илчĕ: салтаксен шлемĕсем вырăссен пулнă, автомачĕсем — вырăссен, плащ-палаткисем — вырăссен, хăй патнелле пĕшкĕннĕ сăн-питсем те вырăссен, тăван сăнсем пулнă.
Унăн ырханланнă пичĕ çинче хуллен кăна савăнăçлă кулă çутăлса илчĕ. Вăл темĕскер каласшăн пулчĕ, анчах ик сăмах çеç калама ĕлкĕрчĕ:
— Хамăр çынсем… — терĕ.
Вара çавăнтах ăнне çухатрĕ.
2
Батарея командирĕ капитан Енакиев хыр тăрринче, çирĕп туратсем хушшинче хăмасенчен çапса тунă пысăках мар площадка çинче ларнă. Виçĕ енчен площадка уçă пулнă. Тăваттăмĕш енчен — хĕвеланăç енчен — ун çине темиçе хулăн шпал хунă, вĕсем пульăсенчен хӳтĕленĕ. Çӳлти шпалĕ çумне стереотруба çирĕплетсе лартнă; унăн мăйракисем çумне темиçе турат çыхнă, çавăнпа та вăл хăй те мăйракаллă турат пек курăннă.
Площадка çине кĕрес тесен икĕ пит те вăрăм тата ансăр пусмасем тăрăх хăпармалла пулнă. Пĕри, самаях сĕвекки, çур йывăç çӳллĕшне çитнĕ. Кунтан вара пит те чăнкă çакăнса тăракан иккĕмĕш пусма тăрăх хăпармалла пулнă.
Енакиев капитансăр пуçне площадка çинче икĕ телефонист — пĕри пехота, тепри артиллери телефонисчĕсем пулнă. Вĕсем хăйсен сăран пуркăллă телефон аппарачĕсене хыртан çакса янă. Вĕсемсĕр пуçне тата кунта боевой участокăн начальникĕ, стрелковăй батальон командирĕ капитан Ахунбаев пулнă.
Площадка çинче тăватă çынтан ытла вырнаçман пирки юлашки икĕ артиллерист пусма çинче тăнă: пĕри — управлени взвочĕн командирĕ лейтенант Седых, тепри — эпир паллашма ĕлкĕрнĕ сержант Егоров. Лейтенант Седых çӳлти картлашкасем çинче, площадкăн хăмисем çине чавсаланса тăнă, сержант Егоров — унтан аяларах тăнă, унăн шлемĕ лейтенантăн аттисене сĕртĕннĕ.
Батарея командирĕ капитан Енакиевпа батальон командирĕ капитан Ахунбаев питĕ васкавлă, питĕ кирлĕ ĕç тунă: вĕсем таврари вырăнсене пăхса хăйсен карттисем çине паллă тунă, артиллеристсен разведки илсе килнĕ даннăйсене тĕрĕсленĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ карандашсемпе урлă та пирлĕ паллă туса тухнă çав карттăсене вĕсем площадка хăмисем çине юнашар сарса хунă. Капитансем иккĕшĕ те, аллисене карандашсем, резинкăсем тата линейкăсем тытса картăсем çинче хăяккăн чалăшса выртнă.
Капитан Ахунбаев, симĕс шлемне ĕнси çинелле шутарса лартса тĕксĕмрех сарлака çамкине пĕркелентерсе, витĕр курăнакан линейкăна хăйĕн картти тăрăх пуклакрах пӳрнисемпе унталла та кунталла шутаркаланă. Вăл пĕрре хĕрлĕ карандашпа чĕркеленĕ, тепре резинкăпа сăтăрнă, çав вăхăтрах Енакиев çине чалăшшăн пăха-пăха илнĕ. Хăйĕн куçĕсемпе ăна вăл: «Ну, мĕн-ха эсĕ, савнă тусăм, ĕçе тăсатăн? Айта малалла. Ĕçе хăвăртрах тăвар», тенĕ пек пулнă.
Вăл яланхи пекех хĕрӳленнĕ, тарăхарах панине пытарма пĕлеймен.
Çапăçу умĕнхи çак юлашки сехетсенче, тен минутсенче, ăна пур ĕçсем те çав тери вăраххăн пулса пынă пек туйăннă. Унăн ăшчикки вĕресе тăнă.
Капитан Енакиевпа капитан Ахунбаев тахçантанпах вăрçăра туслашнă çынсем пулнă. Юлашки икĕ çул хушшинче вĕсем пур çапăçусенче те пĕрле пулнă. Дивизире пурте çакна хăнăхса çитнĕ: Ахунбаевăн батальонĕ ăçта çапăçать, Енакиевăн батареи те çавăнтах çапăçать.
Енакиевпа Ахунбаев, ялан пĕрле пулса, пысăк та чаплă çула утса тухнă. Вĕсем нимĕçсене Духовщина патĕнче çĕмĕрнĕ, Смоленск патĕнче аркатнă, пĕрлех Минска çавăрса илнĕ, тăшмана тăван çĕр çинчен пĕрле хăваланă. Пĕрре те, иккĕ те, виççĕ те мар пирĕн столица — Мускав, тăван çĕршыв ячĕпе, Ахунбаев батальонĕпе Енакиев батареи çапăçнă фронта чысласа, Кремль çинчи каçхи пĕлĕтсене çулăмлă залпсемпе çутатнă.
Походсенче вĕсем нумай çăкăр-тăвар пĕрле çинĕ, пĕр флягăран сахал мар шыв ĕçнĕ. Пĕр плащ-палаткăпа витĕнсе, çĕр çинче юнашар çывăрнисем те пулнă. Пĕр-пĕрне вĕсем тăвансем пекех юратнă. Анчах çапах та служба енĕпе пĕри теприне ачашламан, яланах: «туслăх вăл — туслăх, анчах служба вăл — служба», тенине çирĕп тытнă. Пĕр-пĕрин умĕнче хăйсен тивĕçлĕхне те çухатман. Кăмăлĕсем те расна пулнă вĕсен.
Ахунбаев хĕрӳ, хастарлă тата питех те теветкеллĕ çын пулнă. Енакиев та хăйĕн тусĕнчен, Ахунбаевран кая мар паттăр пулнă, анчах ытлашши хĕрӳ пулман, хăйне хăй çирĕпрех тытма пĕлнĕ, пур ĕçе те тĕплĕн шутласа тунă, — лайăх артиллеристăн çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ.
Халĕ ĕнтĕ капитан Ахунбаев, Енакиевăн разведчикĕсем тупса килнĕ даннăйсене хăйĕн картти çине куçарса, разведка пĕлнĕ вырăнсен схемисене кашни ротăранах илме килнĕ связнойсене часрах каялла яма васканă. Связнойсем аялта, йывăç патĕнче кĕтсе тăнă.
Наступлени пуçламалли приказа илмен пулнă-ха, анчах та нумай паллăсем тăрăх вăл питех те час пуçланассине чухласа илме май пулнă. Вăл пуçланиччен Ахунбаев епле пулсан та ротăсене çитсе вĕсем çапăçăва мĕнле хатĕррине хăй тĕрĕслесшĕн пулнă.
Анчах Ахунбаевăн витĕр курăнакан линейки картă тăрăх хăвăрт шунă пулсан та, унăн хĕрлĕ карандашĕ картă çинчи кăтра вăрман паллисемпе юханшывсен сенкер йĕрĕсем хушшине çаврашкасем, тăваткĕтеслĕхсем, хĕрессем васкасах лартса пынă пулсан та, ĕç капитан тăвас тенĕ пек хăвăрт пулса пыман. Ахунбаев картă çине пĕр-пĕр паллă лартма тăрсан кашнинче тенĕ пекех, капитан Енакиев ăна кивелнĕ сăран перчетке тăхăннă пысăках мар типшĕм аллипе хуллен, анчах çирĕппĕн сулса чарнă.
— Чимĕр-ха. Пĕр минут тăхтăр, эпĕ тĕрĕслесе пăхас тетĕп. Лейтенант Седых!
— Эпĕ кунта.
— Хăвăрăнне пăхăр-ха. Вунтăххăр та пиллĕкмĕш квадрат. Уйрăмăн тăракан йывăçран хĕрĕх пилĕк метр çурçĕрпе хĕвелтухăç еннерех. Эсир унта мĕн асăрханă?
Васкамасăр, анчах та мĕшĕлтетмесĕр, лейтенант Седых хăй кăкăрĕ тĕлĕнчи хăмасем çинче выртакан планшеткине çывăхарах шутарса пынă, сахал çывăрнипе тăртаннă, хĕрелсе кайнă куçĕсемпе тинкерсе пăхнă та ӳсĕркелесĕ илсе çапла каланă:
— Унтă çĕр ăшне чавса лартнă çĕмрĕк танк пур, ăна тăшман вырăнтан хускалман огневой точка туса хунă, — тенĕ.
— Ăна эсир ăçтан пĕлнĕ?
— Разведка донесенийĕ тăрăх.
— Тĕп-тĕрĕс çапла, — тенĕ капитан Ахунбаев хăвăрттăн, ниçта кайса кĕрейменнипе плащ-палаткăн мăйĕ çинчи кантрине пĕрре салтса, тепре çыхса. — Манăн разведка та çавнах пĕлтерет. Апла тăк иккĕлле шухăш пулма пултараймасть. Хăюллăнах паллă туса хума пулать.
— Çапах та пĕр минут тăхтăр-ха, — тенĕ капитан Енакиев, кăштах шухăшласа. Вăл пĕшкĕнсе площадка хĕрринчен аялалла пăхнă. — Сержант Егоров!
— Кунта, капитан юлташ, — сасă панă сержант Егоров пусма çинчен.
— Вунтăххăр та пиллĕкмĕш квадрат çинче мĕнле çĕмрĕк танк унта сирĕн? Эсир шухăшласа кăлармастăр-и?
— Çук.
— Хăвăрах куртăр-и?
— Тĕп-тĕрĕс, хам куртăм.
— Хăвăр куçпах-и?
— Тĕп-тĕрĕс, хам куçпах. Унталла кайнă чух та куртăм, каялла килнĕ чух та куртăм. Çав вырăнтах тăрать.
— Апла пулсан — вĕсем мĕн-ха? Унтан вырăнтан хускалман огневой точка тунă-и?
— Тĕп-тĕрĕс. Вырăнтан хускалман огневой точка тунă.
— Ăçтан паллă вăл?
— Вĕсем ун тавра çĕр чаваççĕ.
— Çĕр ăшне чавса лартаççĕ-и?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Тен ăна вĕсем урăх çĕре илсе каясшăн пулĕ?
— Пĕртте апла мар. Эпир унта чухне вĕсем шăпах ун патне машинăпа боеприпассем илсе пычĕç.
— Хăвăрах куртăр-и?
— Тĕп-тĕрĕс. Хам куçпах куртăм. Вĕсем ешĕксене пушатрĕç. Çавăн чухнех эпир ăна сăнаса палăртрăмăр.
— Аван. Урăх нимĕн те кирлĕ мар.
— Тĕрĕс! Тĕрĕс! — савăнса каланă та шăл витĕр капитан Ахунбаев, çавăнтах картă çине пĕчĕкçеç хĕрлĕ тăваткĕтеслĕх туса хунă. Атту тата сасартăк, пĕр-пĕр тĕл ăçтине тепĕр хут тĕрĕслесе, капитан Енакиев аллипе ерипен, анчах çирĕппĕн сулса илсе, стереотруба умне чĕркуçланса тăнă та — тĕтрелле, сăйлă-сăйлă горизонт тăрăх унталла та, кунталла та пăхнă, пĕрмаях картă çинчи паллăсене тĕрĕсленĕ, ун çине целлулоидран тунă çаврашкана хура-хура пăхнă. Ахунбаева капитан Енакиев çав тери вăрахăн тăрмашнă пек туйăннă.
Çак вăхăтра Ахунбаев, ниçта кайса кĕрейменнипе, шăлĕсене шатăртаттарма хатĕр пулнă, анчах хăйĕн тусне пит те лайăх пĕлнипе тытăнса тăнă. Хуть шатăртаттар, хуть ан шатăртаттар, — пурĕпĕр усси пулас çук.
Капитан Енакиев çине, унăн кивĕ, анчах çав тери тирпейлĕ, тăп-тăп ларакан, хура петлицăллă, ылттăн тӳмеллĕ шинелĕ çине, унăн хытă, хĕрри хура, кăштах куçĕ çинерех антарса лартнă тăваткăл сăмсаллă картусĕ çине, çиелтен салтак пуставĕпе тирпейлĕн çĕлесе лартнă фляжки çине, шинелĕн иккĕмĕш тӳминчен çакса янă электричество фонарĕ çине, унăн çирĕп, çӳхе, анчах хуть те епле çанталăкра йăлтăртатакан пуличченех тасатса янă аттисем çине пĕрре пăхса илсенех — ку çын мĕн тери тӳре кăмăллă, тĕрĕс, тата вăл нихçан та хăй шухăшĕнчен пăрăнас çуккине пĕтĕмĕшпех ăнланма пулнă.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...